Çамрăксен хаçачĕ 20 (6368) № 27.05.2021

27 Çу, 2021

Тăватă дипломран виççĕшĕ «хĕрлĕ»

ГАЛИНА ЧЕРНОВА 24 ÇУЛТА КĂНА-ХА, АНЧАХ 4 АСЛĂ ПĔЛӲ ИЛМЕ ĔЛКĔРНĔ. ТĂВАТĂ ДИПЛОМРАН ВИÇÇĔШĔН ХУПЛАШКИ ХĔРЛĔ. ÇАМРĂКСКЕР ВĔРЕНӲРЕ КĂНА МАР, СПОРТРА ТА, ĂСЛĂЛĂХ ĔÇĔНЧЕ ТЕ ÇИТĔНӲСЕМ ТУМА ĔЛКĔРНĔ.

Ире гимн юрланинчен пуçлаççĕ

Шупашкарти 47-мĕш шкулта вĕреннĕ чухне Галина учитель ĕçĕ илĕртнине ăнланнă. Алла аттестат илсен пĕр университета çеç вĕренме кĕмешкĕн ыйту çырнă вăл. Пике И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн виçĕ факультетне суйланă. Кашнине вĕренме кĕнĕ, анчах пуçламăш классен учителĕ пулма шухăшланă. Аслă пĕлӳ илнĕ чухне Галина психолог специальноçне те ăса хывнă, кайран магистратурăна çул тытнă. Çав вăхăтрах РФ Президенчĕ çумĕнчи Раççей халăх хуçалăхĕн тата патшалăх службин академийĕнче вĕреннĕ. Педагогра ĕçлес тенĕ пулин те патшалăх ĕçне пĕлни пăсмасть тенĕ. Çамрăк пуласлăх пирки шухăшланă. Тен, пурăна киле çак тытăмра та ĕçлеме май килĕ? Харăсах икĕ пĕлӳ илнĕ чухне вăл аслă шкултан тухма пĕлмен: ирхине пĕр университетра занятире ларнă, каçхине теприне васканă.

Педагогика университетĕнче çулленех чи лайăх 50 выпускника палăртассине йăлана кĕртнĕ. Галина çак йыша кĕме тивĕç пулнă. 50 çынран чи лайăх 5 çамрăка уйрăммăн чыслаççĕ. Пике çак ята та илтме пултарнă. «Манăн сăн ӳкерчĕк хисеп хăми çинче те çакăнса тăнă. Эпĕ университетăн пурнăçне, тĕрлĕ мероприятие хастар хутшăннă. Факультет студенчĕсен «деканĕ» пултăм. «Актив шкулне» хастар хутшăннă, мероприятисем йĕркелеттĕм. Вăл республика кăна мар, Раççей шайĕнче иртетчĕ. Пирĕн пата хăнасем тĕрлĕ тăрăхран килетчĕç. Ставрополь, Томск хулисенче иртнĕ «Актив шкулне» те кайма тӳр килчĕ. Май килнĕ таран пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшнă», — студент çулĕсене аса илчĕ Галина.

Ултă çул вĕреннĕ хыççăн пĕлтĕр аслă шкулпа сыв пуллашнăскер тӳрех ĕç тупнă. Ку тĕлĕшпе йывăрлăх пулман унăн. Каçхине тĕп хулари пилĕк шкула резюме янă: ирхине пиллĕкĕшĕнчен те шăнкăравланă. Çамрăк специалист Раççей Геройĕ Н.Ф. Гаврилов ячĕллĕ 22-мĕш пĕлӳ çуртне суйланă. Галина Дмитриевнăна кадет класне ертсе пыма шаннă. Класра — 30-ăн. Ачасем пуласлăхра вĕçев енĕпе пĕлӳ илме пултараççĕ. Пĕчĕк кадетсем устава пăхăнса пурăнаççĕ. Вĕсен кашни ирĕ гимн юрланинчен, стройпа утнинчен пуçланать. Шăпăрлансенчен чылайăшĕн ашшĕ е тăванĕ — çар çынни, хăшĕ-пĕри йĕрке хуралĕнче тăрăшать. Вĕсем пĕчĕкскерсемшĕн — ырă тĕслĕх. Унсăр пуçне ачасем патне тĕлпулăва Геройсем, офицерсем час-часах килеççĕ. «Кадетсен ыттисенчен лайăхрах пулмаллине яланах каланăран ачасем пĕчĕкренех яваплăха туйса ӳсеççĕ. Коридорта ача чупса çӳрени вĕсемшĕн — тĕлĕнтермĕш. Манăн вĕренекенсем ун пеккине хăнăхман. Хăйсене лăпкă тытаççĕ. Уроксенче шăплăх хуçаланать, çавна май мĕн каланине тӳрех ăса хываççĕ. Вĕренӳре пурте ĕлкĕреççĕ. Ытти класра вĕренекенсем кăнтăрла иртни 1 сехетре киле каяççĕ пулсан эпир тăрса юлатпăр, мĕншĕн тесен стройпа утмалла, бал ташшисен е хореографи занятийĕсем иртеççĕ», — каласа кăтартрĕ çамрăк вĕрентекен. Нумаях пулмасть унăн вĕренекенĕсем пурнăçĕнчи пĕрремĕш кадет балне хутшăннă. Унта каймашкăн çулталăкĕпех хатĕрленнĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


Вĕсене хирургпа танлаштараççĕ

Шупашкарта пурăнакан Роман Скворцов нумай çул Сургут хулинче ĕçленĕ. Арăмĕпе ывăлĕсене хăварса аякка тухса каякан арçын пурнăçне улăштарма ĕмĕтленнĕ: çывăх çыннисемпе юнашар пулас килет-çке-ха.

Пĕррехинче Роман вĕренӳ курсĕ пирки вуласа пĕлнĕ. Унта предприятире ĕçлес кăмăллă сварщиксене шыранине пĕлтернĕ. Роман пĕлтерӳре палăртнă телефон номерĕпе шăнкăравланă. Чăнах та, практика тухнисене ĕçе вырнаçтараççĕ. Романа вĕренӳ программи килĕшнĕ, анчах курсра вырăн юлман…

Роман Скворцов нихăçан та ĕçрен хăраман. Ашшĕн тĕслĕхĕ куç умĕнчех. Вăл çурçĕрти хулара вахта мелĕпе вун-вун çул ĕçлесе пурăнать. Шупашкара таврăнсан ашшĕ ывăлне пĕрле гаража ертсе кайнă. Унта хăйпе пĕрле ĕçлеттернĕ.

«9-мĕш класс хыççăн Шупашкарти Петров колледжне çул тытрăм. Специальноç суйламарăм, ăçта тӳлевсĕр вырăн пур, çавăнта документсене патăм. Çапла строительство енĕпе пĕлӳ пухма пуçларăм», — терĕ Роман. Ашшĕ ывăлĕн шухăшне ырланă — династи ĕçне тăсать-çке. 4 çул хăвăртах иртнĕ. Романăн хĕсмете кайма вăхăт çитнĕ. Анчах каччă аслă пĕлӳ илесшĕн пулнă — Мускаври автомобильпе çул-йĕр патшалăх техника университечĕн /МАДИ/ Атăлçи филиалне çул тытнă. Унта та тӳлевсĕрех вĕренме кĕнĕскер çул-йĕр строительствин ĕçне ăса хывнă. Аслă шкулта Роман пулас мăшăрне тĕл пулнă. Хĕр математика предметне вĕрентнĕ. Диплом илсенех йĕкĕт савнине качча тухма ыйтнă.

Арçыннăн çемьене тăрантармалла. Скворцовсем йыш хушăнасса кĕтнĕ. Тин çеç диплом илнĕ Роман ĕç шыраса хăшкăлнă. Ашшĕ çакна кура ывăлне сварщике вĕренме сĕннĕ. Каччă ăна итленĕ, 2 уйăх пĕлӳ пухсан пĕлĕшĕпе пĕрле Уренгой хулине çул тытнă, вахта мелĕпе ĕçлеме тытăннă.

«Унти çут çанталăк кăмăла каймарĕ. Çулла та, хĕлле те — сивĕ. Анчах мĕн тăвăн? Ывăлăма ура çине тăратмалла, пурăнмалли кĕтесшĕн тӳлемелле. Икĕ çул ĕçлерĕм те предприяти панкрута тухрĕ. Унтан Сургута çул тытрăм. 2 уйăх ĕçлеттĕм те 1 уйăх çемьепе юнашар пулаттăм. Эпĕ çурçĕрте ĕçленĕ вăхăтра иккĕмĕш ывăл кун çути курчĕ. Арăма 2 ачапа йывăрччĕ. Вăл ыйтнипе тăван тăрăха таврăнтăм», — пĕлтерчĕ Роман.

Кил хуçи алă усса ларман — «Ворлдскиллс» программипе вĕренме пуçланă. Романа калама çук ăннă — çĕнĕ ушкăнра вырăн тупăннă. Арçын вырăнти предприятие ĕçлеме вырнаçас тĕллевпе çунатланнă. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


«Опекăна илни çинчен çынсенчен маларах пĕлтертĕмĕр»

Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнче пурăнакан Скворцовсем «Çамрăксен хаçатне» юратса вулаççĕ, ăна тахçантанпах çырăнса илеççĕ. Алексей Николаевич чи малтан «Йĕрке хуралĕ пĕлтерет» рубрикăна шĕкĕлчет. Надежда Владимировна çынсен шăпи пирки вулама юратать. Скворцовсем икĕ ывăл çитĕнтернĕ, пĕр хĕрачана опекăна илнĕ.

«Мунчара та хăвăр камне ан манăр»

Алексей Надеждăпа салтакран килсен, 1983 çулта, паллашнă. Пике Вăрнар районĕнчи Кивçурт Енĕш ялĕнче çуралнă. Вĕсем хĕрпе каччăлла 4 çул ытла çӳренĕ, пĕр-пĕрне лайăх пĕлсе çитиччен яваплă утăм тума васкаман. Алексей Николаевич çулла савнин килĕ умне çитсен шăхăрнă, хĕлле чӳречерен юрпа персе чĕнсе кăларнă. Ашшĕпе амăшĕ хĕрне, шкултан вĕренсе тухнă пулсан та, ют ял йĕкĕчĕ патне кăларма шикленнĕ. Алексей та, Надежда та йышлă çемьере ӳснĕ, иккĕшĕ те кĕçĕннисем. Вĕсен — çичшер пĕртăван. Икĕ çамрăка шăпа пĕрле пулмах пӳрнĕ. 1987 çулта вĕсем туй туса пĕрлешнĕ. Малтан — Алексейăн тĕп килĕнче, кайран Красноармейски салинче пурăннă. Милицире ĕçленĕ чухне Алексей Николаевича хваттер панă, кун хыççăн çемье район центрне пурăнма куçнă.

«Салтакран килсен милиционер пулма çирĕп тĕллев тытрăм. Шупашкарта аслă пĕлӳ илтĕм. Йĕрке хуралĕн тытăмĕнчи чи пĕчĕк должноçран, патрульпе пост службин инспекторĕнчен, пуçларăм та тивĕçлĕ канăва тухиччен пуçлăхăн заместителĕнче тăрăшрăм. Тĕрĕслĕхшĕн çунтăм, ултава тăрă шыв çине кăларма тăрăшрăм. Ертӳçĕ пире: «Мунчара çарамас чухне те хăвăр камне ан манăр», — тетчĕ. Çавăнпа ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулма тăрăшнă. Паллах, ĕçре йывăрлăхсемсĕр пулман. Çынна вĕлернĕ вырăна çитмелле, преступление уçăмлатмалла... Красноармейски салинчи универмага икĕ хутчен çаратрĕç. Вăрă-хураха тупса явап тыттартăмăр. Ытларах чухне усал ĕçе ăс-тăн енчен хавшакраххисем, унччен те тӳрĕ çултан пăрăннă çынсем тăваççĕ. Йĕрке хуралĕнче ĕçлекенсем çынна пĕрре пăхсах вăл мĕнле иккенне пĕлеççĕ тени тĕрĕсех. Опыт çултан-çул хушăнса пырать. Халĕ ялсенче, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсемпе танлаштарсан, лару-тăру лăпкă. Лавккасенче унчченхи пек çаратмаççĕ, выльăх-чĕрлĕхе те вăрламаççĕ. 20-30 çул каялла лашасем час-часах çухалатчĕç. Халĕ вĕсене усракансем те шутлă кăна тăрса юлчĕç. Паянхи участковăйсене ку тĕлĕшпе ĕçлеме чылай çăмăлрах. Йĕрке хуралĕнче 18 çул ĕçлерĕм. Салтакра пулнă икĕ çула хушсан шăп 20 çул пулать», — хăйĕн ĕçĕ пирки каласа кăтартрĕ кил хуçи.

Мăшăрĕ çак тытăмра вăй хуракан упăшкишĕн сахал мар куляннă. «Киле çитсе çиме лараттăм çеç, каллех шăнкăравласа чĕнсе илетчĕç. Çĕр варринче те вăрă-хурах йĕрĕсем тăрăх сахал мар чупнă. Çапах эпĕ хамăн ĕçе юратнă. Çак тытăмра тăрăшнăшăн пĕрре те ӳкĕнместĕп. Хăй вăхăтĕнче эпĕ пулăшнă çынсем халĕ тĕл пулсан тав сăмахĕ калаççĕ. Вĕсене ырă тума пултарнăшăн хĕпĕртетĕп», — терĕ Алексей Николаевич.

Çемье пуçĕ тивĕçлĕ канăва тухсан Скворцовсем тăван яла таврăннă, çурт çĕкленĕ. Алексей Николаевич пенси илме пуçланă тесе кĕрĕк арки йăваласа ларман. Упи ялĕнче ятарлă хупă шкулта преступлени çулĕ çине тăнă ачасемпе 7 çул ĕçленĕ. Шăпăрлансем пĕлӳ çуртĕнчен пĕрре мар тарнине каласа кăтартрĕ вăл. Вĕсене йĕркене хăнăхма çăмăл пулман. Виçĕ çултан ачасем ахаль шкулах çӳреме тытăннă. Вăл хупăнсан çемье пуçĕ кирпĕч заводĕнче вăй хунă. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


"Кĕлте сĕтĕрнĕ çĕртех тÿнсе каяттăмăр та тĕлĕреттĕмĕр"

Иван Краснов 1934 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Вăрманкас ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Вĕсем çиччĕн ӳснĕ. Ашшĕпе амăшĕ питĕ арçын ача кĕтнĕ. Турă вĕсене илтнĕ. Улттăмĕшĕ Иван çуралнă. Çывăх çыннисем ăна питĕ юратнă, час-часах кулач, пĕремĕк çитернĕ.

Ашшĕн пилоткипе çĕтĕличченех çӳренĕ

«Атте мана хăйĕнпе пĕрле ĕçе илсе çӳретчĕ. Вăл лашапа çула тухатчĕ. Пĕр кĕтмен çĕртен вăрçă пуçланчĕ. Эпир, пĕчĕкскерсем, çак сăмах пĕлтерĕшне ăнланман. Аннене Домна Егоровнăна ялта Тумми тесе чĕнетчĕç. Атте вăрçа каясси пирки сăмах хускатсан тӳрех хыпăнса ӳкрĕ. «7 ачапа мĕнле тăрса юлас?» — терĕ вăл. Чăнах та, çывăх çыннăма шеллерĕç пулмалла, 1942 çулччен аттене килте хăварчĕç. Ялти пĕтĕм арçын фронта кайса пĕтсен вăл та чăтаймарĕ. «Ну, Тумми, ача нумай пулсан та манăн вăрçа каймаллах. Йывăр пулĕ сана, пĕлетĕп, анчах тӳсмелле», — терĕ те фронта яма ыйтса çырчĕ. Ун хыççăн килте вăл икĕ кун пурăнчĕ. Хăй ĕçе çӳрекен çатан урапапа çур кун салтак юрри юрласа çӳрерĕç те атте тепĕр кунхине тухса кайрĕ. Эпĕ те çав кун шкула каймарăм. Урапаран тытса салтаксем хыççăн çӳрерĕм. «Эсĕ, ывăлăм, ӳс, эпĕ таврăниччен аннӳне пулăш. Тăшмана тĕп тусанах таврăнăп», — терĕ мана хăй çумне çупăрласа. Хытă макăртăм. Манăн аттерен уйрăлас килместчĕ.

Юрать-ха, ăна тӳрех фронта ямарĕç. Вăл Вăрнарта икĕ эрне пурăнчĕ. Унта вĕсене вăрçă ĕçне вĕрентрĕç. Пĕррехинче аттене курма кайсан вăрманта пилеш татса çиекен салтаксене асăрхарăм. Выçăпа аптăранăскерсем ӳкесрен те хăраман, çӳлех хăпарса кайнă. Кашни кун çăкăр пĕçерсе атте патне каяттăмăр. Анне хутаçа икĕ çăкăр чикетчĕ. Атте вĕсене пĕччен çимен, ытти салтака та панă. Пĕрре сыв пуллашнă чухне атте аннене шăппăн каларĕ: «Тумми, пире паян çĕрле илсе каяççĕ пуль». Эпир ăна ăсатмасăр киле каясшăн марччĕ. Атте кĕтме ирĕк памарĕ. Унăн чунĕ тĕрĕсех сиснĕ. Вĕсене тул çутăласпа илсе кайнă. Ку хыпара эпир атте патне çăкăр йăтса килсен пĕлтĕмĕр. Юлашки хут тĕл пулнă чухне унран пилоткине ыйтса илтĕм. Кайран унпа çĕтĕлсе пĕтичченех çӳрерĕм. Пилотка çинчи çăлтăра ачасем вăрларĕç. Ăна хăш вăхăтра хăйпăтнине сиссе юлаймарăм», — ашшĕне вăрçа ăсатнă саманта куç умне кăларчĕ Иван Захарович.

Фронтран килнĕ пĕртен-пĕр çыру

Ашшĕ килне пĕртен-пĕр çыру янă. Ун чухне Иван 1-мĕш класа çӳренĕ. «Пире Сталинград еннелле ячĕç. Кунта питĕ хăрушă…» — тесе çырнă йĕркесене аппăшĕсем вуласа пани арçын ача асĕнче ĕмĕрлĕхех юлнă. «Чĕрĕ-сывă кăна таврăнтăрччĕ», — куляннă пĕртăвансем. 1943 çулхи нарăс уйăхĕнче Красновсен çемйине хурлăхлă хыпар çитнĕ. «Захар Васильевич Краснов Сталинград патĕнчи çапăçура хыпарсăр çухалнă», — тесе çырнă унта.

«Анне хытă макăрчĕ, питĕ кулянчĕ. Атте кайнăранпа çулталăк иртсен пирĕн кĕлетре тырă пĕтрĕ. Выçăллă-тутăллă пурăнтăмăр. Икĕ аппа йывăр чирлесе ĕмĕрлĕхех куç хупрĕç. Мана атте ыттисенчен ытларах юратнăран пĕчĕк чухне вăрттăн тутлине çитерни выçлăха чăтса ирттерме пулăшрĕ пулĕ. Вăл фронта кайиччен тепĕр арçын ача çуралчĕ. Вăрçă пуçланнă çул çут тĕнчене килнĕскер нушине сахал мар тӳсрĕ, çапах сывă юлчĕ. Шел те, шăллăм пĕлтĕр коронавируса пула çĕре кĕчĕ. Атте хыпарсăр çухалсан пиллĕкĕн тăрса юлтăмăр», — каласа кăтартрĕ вăрçă ачи.

Ашшĕ Захар Васильевич пулеметчик расчечĕн командирĕ пулнă. Ун пирки кайран, вăрçă пĕтсен, фронтра пĕрле çапăçнă ентешĕ каласа кăтартнă: «1941 çулхи хĕлле шартлама сивĕ тăчĕ. Пур салтака та çăматă çитместчĕ. Вăрçă хирĕнче выртса юлнисенне хывса илеттĕмĕр. Хăрах урасăр тăр-са юлнисем пĕр çăматтине паратчĕç. Малтан — пĕрне, унтан теприне тăхăнса урана ăшăтаттăмăр…» <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Çур чĕре Хусанта юлчĕ…»

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Урхас Кушкă ялĕнче пурăнакан Никифоровсемпе курнăçнă хыççăн: «Çамрăксем ялта пурăнасшăн мар», — тенипе килĕшес килмест. Надеждăпа Виктор мăшăрланнă хыççăнах хулара кун кунланă. «Чун яла туртрĕ. Кунта ирĕклĕ, лăпкă, ачасене чупмалăх та, вылямалăх та вырăн çителĕклĕ», — терĕ кил хуçи арăмĕ. Çемье нумай шухăшламан — Викторăн тĕп килне таврăннă.

Студент чухне паллашнă

Мĕшĕл ялĕнче çуралнă Надежда мĕн пĕчĕкрен çут çанталăк илемĕпе киленсе ӳснĕ. Шкулта вырăн çитменрен пуçламăш классем уйрăм çуртра вĕреннĕ. Ун çывăхĕнче — çуркунне шурă пĕркенчĕкпе витĕнекен сад, чечексен ырă шăршипе тулакан уçланкă… Надеждăн юратнă предмечĕсем чăваш чĕлхипе литератури пулнă.

«Галина Петрова учителĕн тӳпи пысăк. Манăн сочиненисене класс умĕнче вулатчĕ. Вăлах поэзи тĕнчипе çывăх паллаштарчĕ. Халĕ те сăвăсем шăрçалатăп, вĕсене юратнă вĕрентекенсене халаллатăп», — пĕлтерчĕ Урхас Кушкă шкулĕнчи вулавăшра тăрăшакан Надежда. Сăмах май, Галина Петрова халĕ те шкулта ĕçлет. Вăл сĕннипех Надежда Никифорова И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патша-лăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурологи факультетне вĕренме кĕнĕ. Студент вăхăтĕнче пике Урхас Кушкă ялĕн каччипе Викторпа туслашнă. Чăваш патшалăх ял хаçалăх академийĕнче ăс пухакан йĕкĕт хĕре куçран вĕçертмен. Надежда 4-мĕш курсра вĕреннĕ чухне çамрăксем мă-шăрланнă. 5-мĕш курсран вĕренсе тухиччен Даша кун çути курнă.

«Упăшка ачапа ларса юлатчĕ, эпĕ вара диплом ĕçĕ çырма чупаттăм, — аса илчĕ Надежда студент çулĕсене. — Çав вăхăтрах выльăх-чĕрлĕхе пăхмалла, пахчара тăрăшмалла. Патшалăх экзаменĕсене тытрăм, диплом ĕçне хӳтĕлерĕм. Вĕренни сая ан кайтăр тесе Урхас Кушкă шкулне аслă вожатăйра ĕçлеме вырнаçрăм. Унтан библиотекарьте тăрăшрăм. Вĕренекенсем вулавăша çӳременни кулянтаратчĕ».

Надежда Никифорова ача садĕнче те хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ, чи кĕçĕннисемпе ĕçленĕ. Унти штата кĕскетсен воспитатель шкул библиотекине таврăннă. Надежда ачасене кĕнекепе туслаштарма тăрăшать. Специалист семинарсене çӳрет, вĕсенче вулакансене библиотекăна илĕртмелли меслетсене сӳтсе яваççĕ. Хăш-пĕр шухăша Надежда пурнăçа кĕртме ĕлкĕрнĕ. Вулавăш ĕçченĕ пĕлтернĕ тăрăх, куравсемпе кăсăкланакан сахал. Шкулта 100 ытла ача вĕренет. Тăхтав вăхăтĕнче чылайăшĕ вулавăша чупать, çӳлĕксем çинче хăйсене кирлĕ кĕнекене шырать.

Ачалăхри ĕмĕчĕ — вăкăр ĕрчетесси

Никифоровсем пысăк хуçалăх тытса тăраççĕ. Агронома вĕренсе тухнă Виктор вăкăрсем самăртать. Нумаях пулмасть вăл ăратлă выльăх туяннă. 10 çул ытла йĕрке хуралĕн тытăмĕнче тăрăшнă арçын малашне те ял хуçалăхĕнчех ĕçлесшĕн.

«Мăшăрăм ĕç çынниех. Ытлашши пуплеме кăмăлламасть, сăмахне ĕçпе çирĕплетет. Вăл ача чухнех вăкăрсем усрама ĕмĕтленнине пĕлтерчĕ. Çакна вăл пурнăçа кĕртрĕ», — терĕ Надежда упăшки пирки.

Никифоровсем ирхи 4 сехетрех тăрса ĕçе пикенеççĕ. Пысăк хуçалăха тытса тăмашкăн чылай тар тăкмалла. Виктор выльăх картинче сехечĕ-сехечĕпе тăрмашать. Вăл вăкăрсене лайăх пăхать, витене кĕрсен вĕсемпе калаçать. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


«Унăн кĕнекинче — Ахматовăн ăсĕпе Цветаевăн чĕлхи»

Унăн кашни сăвви — асамлăх, кашни сăмахĕ — ахах-мерчен. Çамрăк сăвăçăн Ольга Иванова-Австрийскаян пултарулăхĕ çутăлăхпа, сăнарлăхпа тулли. Çакна унăн кăçал кун çути курнă «Пĕчĕкçĕ шевле. Я — маленькая точка во Вселенной…» сăвăсен пуххинче те курма пулать. Çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче Наци библиотекинче кĕнекен презентацийĕ иртрĕ.

Прозăна кăмăллакансемшĕн Ольга Ивановăн ячĕ ют мар. Вăрнар районĕнчи Пăртас ялĕнче çуралса ӳснĕ пикен калавĕсемпе повеçĕсем чылай кĕнекере, хаçат-журналта пичетленнĕ, çав шутра — «Çамрăксен хаçатĕнче» те. 2017 çулта Ольгăн пĕрремĕш кĕнеки, «Чăлах пуканесем» ятлăскер, кун çути курнă. «Пĕчĕкçĕ шевле. Я — маленькая точка во Вселенной…» уншăн — чи кĕтни. Унта Ольгăн тĕрлĕ çулта çырнă чăвашла тата вырăсла сăввисем кĕнĕ. Кĕнеке — аллигат. Урăхла каласан, ăна тепĕр май çавăрса вулама пулать.
«Сăвăсенчи сăнар — автор хăй, çапах вĕсене вуласан эсир тӳрех туйса илетĕр: çак сăвăсем сирĕн çинчен, сирĕн ыратупа юрату, сирĕн çывăх çынсем, халĕ пурăнаканнисемпе çут тĕнчерен уйрăлса кайнисем, пирки», — палăртнă ум сăмахра Ольга Ивановăн кĕнекипе паллашнă Андрей Растворцев çыравçă. Кунпа килĕшмесĕр май çук. Çамрăк поэтăн сăввисем юратма, çынсене, вăхăта, пурнăçа хаклама вĕрентеççĕ. Кĕнеке редакторĕ Ольга Федорова кашни вулакан кĕнекере хăй мĕн шыранине тупассине палăртнă.

Ольга Иванова-Австрийскаян кĕнеки — аслă классенче вĕренекенсем валли. ЧНКн вĕрентӳ комитечĕн председателĕ, ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Геронтий Никифоров кунпа килĕшмест: «Çамрăксем валли кирли нумай-ха, анчах 60 çулта пулсан та хам валли кирлине нумай тупрăм». Паллă çыравçăн Анатолий Хмытăн шухăшĕпе, çамрăк поэтăн кĕнекинче Анна Ахматовăн ăсĕпе Марина Цветаевăн чĕлхи курăнать: «Чăн-чăн поэзи ку. Кĕнекере «хура юмор» та пур. Йĕркесене вулатăн та сăмахĕсем пуçра çырăнса юлаççĕ. Философи, тарăн шухăш кăмăла кайрĕç».

Светлана Асамата Ольга чăвашла та, вырăсла та интереслĕ, сăнарлă çырма пултарни тĕлĕнтерет. Вăл палăртнă тăрăх, вырăсла çыракан чăваш поэчĕ нумай мар. Кĕнекепе паллашнă май çамрăк поэтăн сăввисенче шухăш тарăнлăхĕ тапса тăнине, кашниех хăйне евĕр тыткăнланине асăнчĕ. «Ольга хăйĕн чунне яр уçать, хăюллăн çырать. Манăн шухăшпа, вырăсла çырнă сăввисенче оптимизм ытларах, чăвашлисем пусăрăнчăкрах», — терĕ Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕ Галина Матвеева çыравçă. <...>

Ирина КОШКИНА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.