Çамрăксен хаçачĕ 19 (6367) № 20.05.2021

20 Çу, 2021

Мускавра поэзи фестивалĕ йĕркеленĕ

РАÇÇЕЙРИ Н.И. ПИРОГОВ ЯЧĔЛЛĔ НАЦИ ТĔПЧЕВ МЕДИЦИНА УНИВЕРСИТЕТĔНЧЕ ВĔРЕНЕКЕН ВИКТОРИЯ ПЕТРОВА СĂВĂ ÇЫРМАСТЬ, АНЧАХ ВĔСЕНЕ ВУЛАМА КĂМĂЛЛАТЬ. АСЛĂ ШКУЛТА ПОЭЗИ КЛУБНЕ ЙĔРКЕЛЕНĔСКЕР «CARPE DIEM» ФЕСТИВАЛЬ ПУÇАРНĂ. УНТА РАÇÇЕЙРИ 79 ВУЗРАН ÇАМРĂКСЕМ ХУТШĂННĂ.

Проекта пурнăçлама — грант

Пулас терапевт Шупашкарти 46-мĕш гимназире вĕреннĕ. Пурнăçне медицинăпа çыхăнтарас шухăш унăн вăтам классенче ăс пухнă вăхăтра тĕвĕленнĕ. Биологипе хими, çын организмĕ мĕнле йĕркеленни уншăн яланах кăсăклă пулнă. Мускаври аслă шкула çул тытсан вăл медицинăна суйласа тĕрĕс йышăну тунине ăнланнă. Кăçал диплом илме хатĕрленекенскер ординатурăна кĕме ĕмĕтленет.

Вĕренме нихăçан та çăмăл мар, занятисене тĕплĕ хатĕрленмешкĕн вăхăт та, вăй та сахал мар кирлĕ. Виктория хавхалану кирлине лайăх ăнланнă. Унăн пĕр-пĕр проект пуçарас шухăш çуралнă. Виççĕмĕш курсра чухне вăл университетра поэзи клубне уçнă. Вăл хăйĕн пекех лирикăна кăмăллакансене пĕр тĕвве пуçтарма палăртнă. Студентсем кашни эрнекун аслă шкулти музейра пухăнма тытăннă. Йывăр эрне, занятисем хыççăн вăй пухмашкăн, кăмăла çĕклемешкĕн чи лайăх мел пулнă ку. Каччăсемпе хĕрсем хăйсен, ытти авторăн сăввисене вуланă, кайран вĕсене сӳтсе явнă. Кашни тĕлпулу валли ятарлă тема суйланă. «Çак клуб маншăн çĕнĕлĕх пулчĕ, хальччен унашкал ĕçе йĕркелемен. Тĕрлĕ мероприятие, уйрăмах Мускавра иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери поэзи кунне, хутшăнни пулăшрĕ. Эпĕ унта куратор пултăм, гала-концерт йĕркелерĕм. Самай пысăк опыт пухрăм. Çавăнпа клуб ĕçне аталантарма çăмăлрах пулчĕ», — пытармарĕ шкул саккинченех поэзие юратакан Виктория.

Клуба пыракансен йышĕ ӳссен, çĕнĕ шухăшсем çуралма тытăнсан пике проекта çĕнĕ шая куçармаллине ăнланнă. Вăл студентсем валли ятарлă фестиваль çуккине кура ăна йĕркелеме палăртнă. Шупашкар хĕрĕ ирттернĕ мероприятие пĕлтĕр Мускаври 38 аслă шкулти студентсем хутшăннă. Кăçал проект Раççей шайне тухнă. Виктория поэзи фестивальне йĕркелемешкĕн Росмолодежăн грантне — 310 пин тенке — тивĕçнĕ. Çамрăкăн шухăшĕпе, кунашкал пулăшусăр çак шая тухма йывăртарах пулĕччĕ.

Нумаях пулмасть иртнĕ фестивале федерацин Тĕп округĕнчи 14 регионти аслă шкулсенче вĕренекен 300 çын хутшăнма кăмăл тунă. «Çак студентсем тĕрлĕ факультетра ăс пухаççĕ. Поэзи вĕсемшĕн — иккĕмĕш ĕç пек, чун киленĕçĕ. Эпĕ вĕсене пĕрле пухакан лапам йĕркелерĕм темелле. Çамрăксем хăйсем çырнă хайлавсене ярса пачĕç. 30 çыннăн ĕçĕ финала тухма тивĕç пулчĕ», — малалла калаçрĕ пике.

Фестивале темиçе тапхăрпа ирттернĕ. Чи малтанах жюри членĕсем /çак йышра Мускаври экономикăн аслă шкулĕнчи поэзи клубĕн ĕçченĕ Алексей Колесниченко, çамрăк çыравçă Екатерина Веселкина пулнă/ студентсен ĕçĕсене хакланă. Финала лекнисем валли пултарулăх лабораторийĕ икĕ кун ĕçленĕ. 30 çынна виçĕ ушкăна пайланă, вĕсен вĕрентӳçĕ пулнă. Пурнăçне искусствăпа çыхăнтарнисем, мусăкçăсем, психологсем тренингсем ирттернĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


«Пĕчĕк чухне эпир сана кирлĕ пулмарăмăр»

Красноармейски салинче пурăнакан Лариса Николаева шăллĕн 3 ачине амăшĕ пăрахса тухса кайнине пĕлсен канăçне çухатнă. Хăйĕн те 2 ывăлпа 1 хĕр ӳснĕ. Пĕчĕкскерсен амăшĕн ăшшине, юратăвне туйса çитĕнмелле-çке. Хĕрарăм тĕпренчĕкĕсене мĕншĕн хăварнине никам та пĕлеймен. Эрех-сăрапа айкашаканскере упăшки те тытса чарайман. Ашшĕ Леньăна, Димăна, упаленме тытăннă Снежанăна пĕчченех ура çине тăратăп тенĕ. Çемьене тăрантармашкăн укçа сахал мар кирлĕ-çке. Юнашар пулăшакан çын пулманран унăн алли усăннă. Тепĕртакран арçынна та ашшĕн прависĕр хăварнă. Леня, Дима, Снежана çывăх çыннисен хӳттисĕр юлнă.

Тухса кайнă та таврăнман

Ачасене Республикăри туберкулезпа кĕрешекен диспансера вырнаçтарнă. Çакна тумашкăн сăлтавĕ те пулнă — амăшĕн пиччĕшĕ туберкулезпа чирлени палăрнă. Вăл вара çемьепе хутшăннă, килсе çӳренĕ. Юрать, ачасене çак мур сырăнман. Лариса Вячеславовнăна пĕртăвансен шăпи хытах кулянтарнă. Вĕсене ача çуртне вырнаçтарасси паллă пулнă. Унта вĕсем мĕн курĕç? Ачасене пĕр-пĕринчен уйăрсан çыхăну татăлĕ вĕт. Ырă чĕреллĕ хĕрарăм упăшкипе калаçнă. Йĕрке хуралĕнче тăрăшакан арçын пĕртăвансене опекăна илме килĕшнĕ.

Николаевсем вăхăта сая ямасăр документсем пухнă. Çак тапхăрта вĕсем темĕн те илтнĕ. Кӳршисем те: «Хăвăрăн та виçĕ ача. Тепĕр виççĕшне мĕн тума илетĕр?» — тенĕ. Медицина ĕçченĕсем те йывăрлăхсем пирки асăрхаттарнă. Мăшăр кирлĕ хутсене хăвăртах пухнă та диспансера çул тытнă. Анчах ачасене Николаевсене пĕлтермесĕрех Улатăр районĕнчи Чуварлейре вырнаçнă санаторие янă. Леня, Дима, Снежана унта виçĕ уйăх пурăннă.

«Арăмăн шанчăклă тыл пулмалла çав. Шăллăм Элĕк районĕн хĕрне качча илчĕ. Юра питĕ пултаруллăччĕ: çĕнĕ пĕлĕве хăвăртах ăса хыватчĕ, ӳнер тĕнчипе кăсăкланатчĕ. Арăмĕпе ăнмарĕ ăна. Аякри тăрăхран ĕçлесе таврăнакан ашшĕне выçă ывăлĕсемпе хĕрĕ кĕтсе илни пĕрре мар пулнă. Амăшĕ пĕчĕкскерсене хăварса таçта çухалса çӳренĕ. Вăл ывăлĕсене воспитани паман, ансат ĕçсене те хăнăхтарман. Пĕррехинче тухса кайнă та таврăнман», — каласа кăтартрĕ Лариса Вячеславовна. Амăшĕ ачисене çуралнă кунпа саламламан, вĕсен пурнăçĕпе пачах кăсăкланман. Леня ачалăхри хăш-пĕр саманта манман, амăшĕн сăнне те астăвать. Хĕрарăм соцсетьре аслă ывăлне шыраса тупнă, çыру çырнă. «Сире аса илсе кулянатăп», — пĕлтернĕ вăл. «Пĕчĕк чухне эпир кирлĕ пулмарăмăр», — тесе амăшĕн ятне «хура списока» кĕртнĕ Леня.
Çĕрĕпе макăрнă

Пĕртăвансем çĕнĕ çемьене часах хăнăхнă. Малтанхи вăхăтра çеç канăçсăрланнă. «Элĕке час-часах çӳрейместĕмĕр те ачасем пире палламастчĕç. Ют вырăна, ют çынсене хăнăхмашкăн вăхăт кирлĕ-çке. Виççĕшĕ те çĕрĕпе макăратчĕç. Вĕсемпе пĕрле хам та куççульленеттĕм», — аса илчĕ амăшĕ. Николаевсем ачисене юратса ӳстернĕ. Станислав Анатольевич Шупашкарти 8-мĕш училищĕре контролер специальноçне алла илнĕ мăшăрĕпе ялта паллашнă. Лариса Вячеславовнăн тусĕ Красноармейски районĕнчи Пайсупин ялĕнчен пулнă. Пике хăнана килнĕ те савни тупнă. Диплом илсенех Красноармейскинчи почтамта ĕçлеме вырнаçнă. Пысăк коллектив ăна кăмăллăн кĕтсе илнĕ.

«Çемье çавăрсанах салара тĕплентĕмĕр. Хунямапа хуняçа çут тĕнчерен уйрăлсан Пайсупинри пӳрт пушă тăчĕ. Кил-çурт юхăннине курма йывăрччĕ. Хуçалăха çĕнетме шут тытрăмăр. 2011-2012 çулсенче çĕнĕ çурт хăпартрăмăр, вите-сарай турăмăр. Чăх-чĕп туянтăмăр, кролик ĕрчетме тытăнтăмăр. Халĕ качака-сурăх тытатпăр. Хĕлле Красноармейскинче пурăнатпăр. Çулла ачасемпе пĕрле ялта кун кунлатпăр. Вĕсене кунта ирĕклĕ, хваттерте пăчăхса ларни мар. Тивĕçлĕ канăва тухсан ĕне усрама пуçлăп. Пĕлтĕр 26 сурăх тытаттăмăр, 18-шне сутрăм», — хуçалăхĕпе паллаштарчĕ кил вучахне упракан хĕрарăм. Унтан вăл тĕпренчĕкĕсен пурнăçĕ пирки те каласа кăтартрĕ. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


Тăшман самолетне сасăранах уйăрнă

1945 çулхи çĕртме уйăхĕ. Патăрьел районĕнчи Кĕçĕн Патăрьел ялĕ çывăхĕнче чарăннă машинăран гимнастерка тăхăннă хĕр тухнă. 21 çулти Вера Тихонова вăрçăран таврăннă.

Нимĕç фашисчĕсем пирĕн çĕршыва тапăнсан Верăн амăшĕ Перасковья Петровна мăшăрне фронта ăсатнă. Николай Игнатьевич пĕр çапăçура чавсине амантнă, ăна сипленмешкĕн госпитале янă. Тăшман пульли витĕр тухнăран суран 6 уйăхран та тӳрленеймен. Арçынна киле янă, инвалидсен шутне кĕртнĕ. 1942 çулта Тихоновсен çемйине кĕтмен çĕртен повестка килнĕ: хальхинче 18-ти Верăна çар комиссариатне чĕннĕ. Комисси витĕр тухнă хĕре çĕршыва хӳтĕлеме илсе каяссине пĕлтернĕ. «Вăрçă мĕнне те пĕлмен эпир. Ара, пирĕн ял çывăхĕнче çапăçусем пулман-ха та. Хамăра ăçта илсе каяссине те пĕлмерĕм. Мана, çемьери пĕртен-пĕр хĕре, ăсатнă чухне анне хурланса юлчĕ, каялла лайăх таврăнма пиллерĕ», — аса илчĕ кăçал 98 çул тултаракан Вера Тихонова.

Районти тĕрлĕ ялти 5 хĕре, çав шутра Верăна та, пуйăс Канашран Мускава илсе çитернĕ. Пĕр вакунри хĕрсем хăйсене мĕн кĕтессине чухламан. Пулас салтаксене казармăна вырнаçтарнă, çар чаçĕнче вĕренӳ курсĕ пуçланнă. Хĕрсене зенитчика вĕрентнĕ. «Эпир яланах хатĕр тăнă. Кашни кун тенĕ пек пирĕн çийĕн тăшман самолечĕсем вĕçсе иртетчĕç, вĕсем зонăна кĕнине ятарлă хатĕрпе /ăна «ПУАЗО» тенĕ/ сăнанă эпир. Самолет маркисене вĕренсе çитнĕччĕ, «бомбовоз» вĕçнине сасăранах уйăраттăмăр. Вĕсем мĕнле хăвăртлăхпа пынине, хăш енчен килнине йĕрленĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ кинемей. Салтак атти тăхăнсан Вера Николаевна вăрăм çӳçне ĕнси таран кастарнă.

Чăваш хĕрĕ 1770-мĕш артиллери полкĕн 11-мĕш батальонĕн йышне кĕнĕ. Çар чаçĕ Мускав облаçĕнчи Горки Ленинские /халĕ поселок/ çывăхĕнче, вăрманта, вырнаçнă. Гимнастеркăпа хура юбка тăхăнса çӳрекен хĕрсен çĕр пӳртре выртса тăма тивнĕ. Шартлама сивĕре кашни кун тимĕр кăмака хутнă, ун çывăхĕнче ăшăннă. Вуттине хĕрсем хăйсемех хатĕрленĕ. Вăрçă çулĕсенче кил вы-рăнне пулнă çĕр пӳрт çывăхĕнчех салтаксен ĕç вырăнĕ йĕркеленнĕ, вĕсене коридор çеç уйăрнă. «Эпир, чăваш хĕрĕсем, пĕрлех пурăнтăмăр. Кайран Мускав хĕрĕсене илсе килчĕç. Вĕсемпе вырăсла калаçаттăмăр. Ку чĕлхене кăшт пĕлнĕ ĕнтĕ, пĕри: «Один», — тесен, «Два», — хуравланă çавах», — шӳтлерĕ ватăскер. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


Аптечкăра мĕн пур, веçех сĕрсе килеççĕ

«Ун пек тума юрамасть», — асăрхаттарать тухтăр

Тухтăр патне кайма, ахăртнех, никам та юратмасть. Анчах суранлансан травматолог алăкĕнчен шаккамах тивет. Çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче çак тухтăрсем хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Уяв умĕн Республикăри клиника больницин травматологипе ортопеди уйрăмĕн заведующийĕпе Олег УГЛЕВПА тĕл пултăм. Патăрьел районĕнчи Тури Туçа ялĕнче çуралса ӳснĕскер 2016 çултанпа çак должноçра тăрăшать. Ку уйрăмри специалистсем çулталăкра 1500- 1600 операци тăваççĕ, вĕсенчен 200-е яхăнăшне Олег Иванович хăй пурнăçлать. «Пирĕн тухтăрсем ювелирсем пек тĕплĕ ĕçлеççĕ», — терĕ пӳлĕме хутсене алă пустарма кĕнĕ медсестра.

Операцие тӳрех тумалла. Пирĕн уйрăма ытларах аллине, хул кăкне суранлатнисем килеççĕ. Çынсем хĕлле — шуса ӳксе, çулла тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕрпе суранланса больницăна лекеççĕ. Çуркунне алли-урине циркуляркăпа, болгаркăпа каснисен йышĕ палăрмаллах ӳсет. Чылай çамрăк аварие çакланать, ватăсем ӳксе аманаççĕ. Хуçăлнă вырăна гипс хуратпăр. Травматологире ку мелпе 1850 çулсенчех усă курма пуçланă. Халĕ операци тăвиччен кăна гипс хуратпăр. Пациентсен 60-70 проценчĕн шăмми унсăрах сыпăнать. Вĕсене операци хыççăн ортезпа е бандажпа çӳреме сĕнетпĕр. Вĕсем çăмăл, ӳте аллерги памаççĕ, пациентшăн питĕ меллĕ. Пластик гипс та хуратпăр. Хальхи технологисем гипссăрах сипленме май параççĕ. Шăмă сыппи амансан протез лартатпăр. Йывăр суранланнă çынна пĕрремĕш талăкрах операци тума тăрăшатпăр. Вăл мĕн чухлĕ маларах ура çине тăрать, тепĕр чир аталанас хăрушлăх çавăн чухлĕ сахалрах пулать.

Кашни шăмă расна вăхăтра сыпăнать. Пӳрне, сăмахран, — пĕр уйăхран, хулпуççи виçĕ уйăхран тӳрленме пултарать. Ачасен суранĕсем часрах ӳт илеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсен юн хăвăртрах чупать, ӳт илекен клеткăсем ытларах /вĕсем çитĕннĕçемĕн сахалланса пыраççĕ/. Ачасемпе çамрăксен шăммисем ӳссе çитмен, çавăнпа вĕсем хăвăртрах сыпăнаççĕ. Ватăсене, самăр çынсене сиплеме йывăртарах. Урине е аллине хуçсан вĕсем ытларах выртаççĕ. Хускану сахал тунипе кĕлетке йывăрăшĕ ӳсет. Çавна май организм чирпе кĕрешме каярах пуçлать. Суранланнă çынсен хăвăртрах сывалас тесен лайăх апатланмалла. Йывăр амансан тӳрех васкавлă медпулăшу чĕнмелле. Çын операци сĕтелĕ çине мĕн чухлĕ хăвăртрах выртать, реабилитаци çавăн чухлĕ çăмăлрах иртет.

Пирус туртаканăн шăмми час сыпăнмасть. «Ыратнипе шок пулнă», — теççĕ çынсем. Медицинăра вара эпир ăна «суран шокĕ» тетпĕр. Çакă çынсен те, чĕр чунсен те пулма пултарать. Ку организмăн хӳтлĕх реакцийĕ шутланать. Ытларах чухне этем вăйлă суранлансан шока кĕрсе ӳкет.

Сывă пурнăç йĕркине пăхăнсан суран часрах ӳт илет. «Пирус туртакансен шăммисем хăвăрт сыпăнмаççĕ» тенинче чăнлăх пур. Никотин юн тымарĕсене пĕрĕнтерет, çавна май юн çаврăнăшĕ пăсăлать. Чылай çын эрех ĕçсен суранланнине палăртмалла. Электроинструментсемпе усă курнă чухне тимлĕхе çухатнăран алăсăр, урасăр тăрса юлнă тĕслĕх сахал мар. «Ӳсĕр çыннăн нимĕн те хуçăлмасть» тенине ан итлĕр. Ку халап çеç. Нумаях пулмасть пирĕн уйрăма йывăр суранланнă çынна илсе килчĕç. Алли токарь станокĕ ăшне кĕрсе кайнă. Хулпуççи тĕлĕнчен чутах татăлса ӳкмен, юн тымарĕ аран юлнă. Васкавлă медпулăшу ĕçченĕсем ыратнине ирттерекен укола вăхăтра тунăран унăн пурнăçне çăлса хăварма май килчĕ. Юн тымарĕсен хирургĕпе пĕрле операци турăмăр. Тухтăрсен хушшинче «ылтăн сехет» термин анлă сарăлнă. Ăна халĕ «ылтăн çур сехет» теççĕ. Ку травматологсене уйрăмах пырса тивет. Çак вăхăтра çынна больницăна илсе çитерсе операци туса ĕлкĕрмелле. Çапла унăн пурăнас шанчăкĕ ӳсет. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Питĕртен пуçласа Владивосток таран:

900 пин тенкĕ пĕтнĕ, 6 кроссовка çĕтĕлнĕ

Иртнĕ шăматкунпа вырсарникун чăваш каччи Максим Егоров Мускаври марафона хутшăннă. Ăмăрту йĕрки тăрăх спортсменсем пĕр талăк чупнă. Старта 108- ăн тухнă: 21 хĕрарăм тата 87 арçын. Максим Чăваш Енрен пĕр çын пулнă. Вăл 162,8 километр чупнă.

Рекорда çĕнетме пулăшнă

«Ура ыратать, пырта темĕн кăтăклать. Тăраятăп иккен, — терĕ Максим редакцирен шăнкăравланине пĕлсен. — Тус-юлташ сĕннипе марафона хутшăнас кăмăл çуралчĕ. «Эсĕ пултаратăнах!» — терĕç. Тĕрĕссипе, хама тĕрĕслес килчĕ: пĕр талăк чупаятăп-и? 240 километр чупма тĕллев лартнăччĕ. 12 сехет иртсен чи «кăсăкли» пуçланать теççĕ. Чăнах та, организм йывăрлăха мĕнле йышăнассине пĕлме çук». Марафон вăхăтĕнче Максим 3 хут каннă. 12 сехет чупсан апат çикеленĕ, 20 минут тĕлĕрнĕ. Çакăн хыççăн вăл вăй хушăннине туйнă. Финиша пурте çитеймен. 20 ытла спортсмен дистанцирен тухнă. Юлашки виçĕ сехет чи йывăрри пулнă. Урана туйми пулнă спортсменсен чарăнма юраман. Максим та аран-аран пынă. Пĕлĕшĕсем хавхалантармалли меслет тупнă: «Çĕнтерӳçе финиша çитме пулăш», — тенĕ. Чăваш каччи Кемĕр облаçĕн яшĕпе Василий Корыткинпа çумăн тăрса чупнă. Спортсмен пĕлтернĕ тăрăх, иккĕн чупма çăмăлрах. Максим пулăшнипе Вася çĕршыв рекордне çĕнетнĕ — пĕр талăкра 261 километр парăнтарнă. Хĕрсем те арçынсенчен юласшăн пулман. Ылтăн медале çĕнсе илнĕ пике 231 çухрăм чупнă. Пьедестал çине аран-аран хăпарнăскере медальпе чысласан алă çинче йăтса антарнă. Чăваш каччи Мускаври марафона çĕнтерес тесе мар, хăйне тĕрĕслес тĕллевпе хутшăннă.

Питĕрте ĕçлесе пурăннă Максим Егоров пĕлтерĕшлĕ ĕç тăвасшăн пулнă. Анчах мĕнпе аппаланмаллине пĕлмен. 5-мĕш класран пуçласа çăмăл атлетика секцине çӳренĕ, чупас енĕпе тĕлĕнтерме шут тытнă. Санкт-Петербургран пуçласа Владивостока çити чупас шухăшĕ мĕнле çуралнине вăл халĕ астумасть. Максим интернетра икĕ çак хула пирки пăхнă. Монитор çине маршрут тухнă. Каччă унта темиçе хула хушнă та çул çӳрев тăршшĕ 10 пин километр пулса тăнă.

«10 пин» пирки тĕрлĕ каларăш илтнĕ. Профессионал пулас тесен 10 пин запчаç туса кăлармалла е 10 пин сехет ĕçлемелле имĕш. Çак хисепре темĕн пурах. 10 пин километр чупас шухăш 2018 çулхи çулла çуралчĕ. Çакăн пирки тус- пĕлĕшпе калаçрăм, вĕсен шухăшне ыйтса пĕлтĕм. Сивлекен пул-марĕ. 2019 çулхи кăрлач уйăхĕнчех çула тухасшăнччĕ. Анчах çул çӳреве кайма укçа пухса çитерейменни ура хучĕ. Çакăн пирки çулталăк шухăшларăм. 2020 çул çывхарчĕ. Çула пуçтарăнмаллаччĕ, эпĕ вара мĕнрен пуçăнмаллине пĕлмерĕм. Кăрлач уйăхĕнче татăклă йышăну турăм. Чи пĕлтерĕшли — ĕçе пуçăнасси. Чупу пирки аннене пĕлтертĕм. «Пуçу пур. Мĕн тăвас килет, çавна ту. Эпĕ юнашар пулăп», — терĕ. Ялан çапла калать вăл. Хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ ачисене ыттисемпе хутшăнма чаратчĕ. Манăн тус йышлăччĕ. Вĕсен хушшинче лайăх вĕренекенсем те, ашкăнчăксем те пурччĕ», — калаçăва малалла тăсрĕ Максим Егоров. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.