Çамрăксен хаçачĕ 18 (6417) № 12.05.2022

12 Çу, 2022

«Стройпа утни чикĕ леш енче те илтĕнтĕр»

77 çул. Раççейре, çав шутра Чăваш Енре те, Çĕнтерÿ кунне анлăн паллă турĕç. Коронавируса пула мероприятисене икĕ çул онлайн мелпе ирттернĕччĕ. Кăçал вара Шупашкар урамĕсене халăх йышлă тухрĕ.

Ĕмĕр сӳнми çулăм патне — чечек

Шупашкарти «Çĕнтерӳ» асăну комплексĕнче Ĕмĕр сӳнми çулăм патне чечек хунă. «Иртнине, тĕрĕссине пĕлсе эпир ырă йăласемпе Раççейри халăхсен паттăрлăхĕ çинче никĕсленнĕ çул çине тăма пултаратпăр. Астăвăмпа çыхăннă тĕрлĕ мероприяти çуллен кăмăла хускатма, Тăван çĕршыва юратас туйăма вăйлатма май парать. Иртнине асра тытса эпир малалла талпăнма, çĕршыв пурнăçне хамăрăн тĕллевсемпе килĕшӳллĕн аталантарма пултаратпăр», — Ĕмĕр сӳнми çулăм умне чечек çыххи хунă май палăртнă Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

Мирлĕ тӳпе парнеленĕ паттăрсене пуç тайма пухăннă йышра Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Аксаковпа Алла Салаева, Раççей Геройĕ Евгений Борисов, федерацин Чăваш Енри тĕп инспекторĕ Григорий Сергеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Олег Кортунов, тĕп хула администрацийĕн ертӳçи Денис Спирин пулнă. Чечек кăшăлĕсемпе çыххисене йăтса Ĕмĕр сӳнми çулăм патне ветерансем, тыл ĕçченĕсем, республикăри çар комиссариачĕн представителĕсем, Ветерансен канашĕн хастарĕсем, интернационалист салтаксем, «хĕрӳ» точкăсенче пулнă ентешсем, общество тата политика организацийĕсен членĕсем утнă.

Тӳремре — парад

Шупашкарти Республика тӳремĕнче Çĕнтерӳ кунне халалласа парад иртнĕ. Унта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 60 ветеранĕ, çав шутра вăрçă çулăмĕ витĕр тухнă 6 ватă, хутшăннă.
Олег Николаев совет халăхĕ пĕр чăмăра пĕрлешсе кăна фашизма çĕнтерме пултарнине палăртнă. Нацизма ĕмĕрлĕх аркатнă тесе шухăшлани чăна килменни, Раççей салтакĕн паянхи кун каллех хĕç-пăшал тытса усала хирĕç çапăçма тивни çинче чарăнса тăнă. Çар çыннисен династийĕн представителĕ Геннадий Егоров çамрăк ăрăва çапла чĕнсе каланă: «Паян эсир çак тӳремре çав тери тăрăшса утăр. Стройпа утни чикĕ леш енче те илтĕнтĕр». 4-мĕш лицейра 10-мĕш класра вĕренекен Артак Арефьев çамрăксен ячĕпе Тăван çĕршыва хӳтĕленĕ паттăрсен умĕнче пуç тайнă. Çамрăк патриот çитĕнекен ăру Çĕр çинчи пур халăх та туслă пурăнтăр тесе хăйĕнчен мĕн килнине пурнăçласса шантарнă. Парадра Шупашкарти гарнизонăн пĕрлехи полкĕ утнă. Пухăннисем çар техникин 50 ытла тĕсĕпе паллашнă. Малта пыракан автомобиль çине тĕл перекенсен 1095-мĕш полкĕн ялавне çирĕплетнĕ. <...>

Анна КУПРИЯНОВА.

♦   ♦   ♦


92-ри кинемей больницăра выртса курман

«Вăрçă пуçланни çинчен атте патне хăнана кайсан илтрĕм. Ун чухне эпĕ 3-мĕш класс пĕтернĕччĕ. Вăрçăччен атте Куславкка хулинче райкомăн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçлетчĕ. Яла тахçантан пĕрре çеç килкелетчĕ. Анне ун патне пурăнма куçма килĕшмен. «Эпĕ вĕренмен хĕрарăм, унта мана йывăр пулать», — тенĕ», — çапларах калаçăва пуçларĕ Патăрьел районĕнчи Тури Туçара çуралса ӳснĕ, çавăнтах пурăнакан 92-ри Олимпиада Салмина.

Чернил кĕленчи те шăннă

«Каникулта аттене курмалла тесе унăн шăллĕ Иван мана хăйĕнпе пĕрле Куславккана илсе кайрĕ. Унта нумай та тăраймарăм — вăрçă пуçланни çинчен хыпар сарăлчĕ. Эпĕ малтан вăрçă мĕн иккенне ăнланман та. Анчах Куславккари çынсем хĕвĕшме тытăнни асрах. Эпир пурăннă вырăнтан инçех мар çар комиссариачĕ вырнаçнăччĕ. Унтан кашни кунах çынсене вăрçа ăсататчĕç. Ташлаканни те, юрлаканни те пурччĕ, йĕрекенни вара — нумайрах. Аттепе Иван тетене макăра-макăра мана киле леçсе яма ыйтрăм. Малтан атте тетепе иксĕмĕре Тĕрлемесе çити машинăпа леçрĕ, унтан Канаша — пуйăспа, кайран каллех — машинăпа, ун хыççăн киле çуран çитнине сĕре лайăх астăватăп, — иртнине куç умне кăларчĕ Олимпиада Антоновна. — Ялта та вăрçă пуçланни çинчен пĕлеççĕ иккен. Пирĕн çурта хирĕç ларакан шкул умне радиорепродуктор çакнăччĕ. Çапла çĕнĕ хыпарсене пĕлсе тăраттăмăр. Ялти арçынсене фронта илсе кайма тытăнчĕç. Вăрçă пуçланнă çул, авăн уйăхĕнче, шкула каяймарăмăр. Ялта вăй питти арçынсем пулманран ачасем тыр-пул пуçтарса кĕртмесĕр те шкула кайман.

Тырă вырмалли лаптăксене пире аслисемпе тан уйăрса паратчĕç. Алă шыçăнатчĕ, пилĕк тӳрленсе тăма çук ырататчĕ. Аннепе пĕр тан ĕлкĕрсе пыма йывăрччĕ паллах. Колхоз кунне пĕр хутчен апат пĕçерсе çитеретчĕ. Тырă вырса пĕтерсен кӳршĕ ялсене пулăшма илсе каятчĕç. Пĕр çулхине Анат Туçана кайрăмăр. Кăнтăрла салма яшки çитеретчĕç. Салмине чăмлама май çукчĕ, кăчăрт-кăчăрт тăватчĕ. Анчах çиес килет вĕт. Çавăнпа хĕрсемпе калаçса татăлтăмăр: чăмламасăр çăтмалла. Пахча çимĕç бригадинче хăяр нумай туса илетчĕç.
Ăна валеçсе паратчĕç. Ялан хăяр кăна çисен мĕн пулассине кашниех пĕлет. Патшалăха çăмарта, сĕт памаллаччĕ. Ирĕксĕрлесе заем çыртаратчĕç. Килте çимелли нимех те çукчĕ. Çынсем крахмал пухатчĕç, пашалу пĕçеретчĕç. Куншăн еплерех савăннă! Пӳрте хутса ăшăтмалли вутă питĕ хаклăччĕ. Вăрман çумĕнчи ялсенче пурăнакансем ăна хĕлле — çунапа, çулла тараттайкăпа сутма килетчĕç. Е çĕр улмипе, е тырăпа, е çăнăхпа улăштаратчĕç.

Хĕлле те уроксем хыççăн йĕтем çине ĕçлеме каймаллаччĕ. Унта тăпачпа, куслапа тырă çапаттăмăр. Ялти хĕрсемпе хĕрарăмсене окоп чавма илсе кайма тытăнчĕç. Анне те кутамккине пуçтарчĕ. Манăн килте пĕччен юлмаллаччĕ. Хам хăратăп. Манăн пĕртăвансем пурте вилнĕччĕ. «Мĕнле пурăнăн-ши?» — анне çапла каласа йĕчĕ. 2 кунран ăна окоп чавма каймалла маррине пĕлтерчĕç. Эх, мĕнле савăнтăм!

Хăрушă вăрçă пырсан та шкула çӳреме пăрахман. Çырма хут та çукчĕ, кĕнекесем — пушшех те. Мана хăмăр тĕслĕ картон тупса пачĕç, çавна хуçлатса тетрадь пекки тунăччĕ. Кĕнекесем çуккипе учитель каланине конспект туса çырса пыраттăмăр. Хĕлле шкула сайра хутра хутатчĕç. Вутă илсе килсен стенасем ăшăнса юлччăр тесе пĕр чарăнми хутатчĕç. Сивĕпе чернил кĕленчисем те шăнса ларатчĕç. Ура, алă шăнса хытатчĕ.  Тăхтавра ăшăнас тесе «йытăлла» выляттăмăр. Учительсем çитместчĕç. Пире шкул пĕтернĕ çамрăксем вĕрентетчĕç. Çулĕсем çитсен вĕсене те вăрçа илсе кайма тытăнчĕç. <...>

Валентина ЯКОВЛЕВА.

♦   ♦   ♦


«Арçын пек патварччĕ, 90-ра та утă çулатчĕ»

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Кивĕ Атикассинче пурăннă Петрейкинсен çемйинче 8 ача кун çути курнă. 1941 çулхи хура кĕркунне 24-ри Серафимăпа 20 çулти Вера окоп чавма кайнă.
«Анне Мария Федотовна вăрçă тухнă чухне 12 çулта пулнă. Аппăшĕсем окоп чавма тухса кайнине аван астăвать вăл. Пĕртăванĕсене пулăшма хушăран вăл та кайнă. Верăпа Çăрахви мăнаксем нуша курнине пире каласа кăтартатчĕç. Уйрăмах Вера мăнак калани асра. Вĕсем Çĕмĕрле районĕнче вăрман каснă çĕрте тăрăшнă. Окоп чавнă хыççăн стенасене вĕрлĕк-хăмапа çирĕплетнĕ, йывăç нумай кирлĕ пулнă», — тăванĕсем те Çĕнтерĕве çывхартма пулăшни çинчен калаçăва пуçларĕ Шупашкарта пурăнакан Рита Андреева.

Верăпа Серафима вăрман çывăхĕнчи ялта пĕр çемье патне хваттере кĕнĕ. Яла куллен çӳреме май та, вăхăт та пулман. Окоп чавса пĕтеричченех тăрмашнă вăрманта. Пĕррехинче Верăн киле пĕр каçлăха кайса килме сăлтав тупăннă. «Вера аппан уйăх хушши пуçланнă. Шартлама сивĕре аялти кĕпи-йĕмĕ те шăнса ларнă. Çăвăнма та, йĕме улăштарма та май çуккипе хĕр аптăрасах çитнĕ. Бригадир, ялти арçын, Вера мăнака ăнланнă, киле кайса килме ирĕк панă. Çак саманта час-час аса илетчĕ тăванăм. Ватă арçын ăна шеллени чунне пырса тивнĕ. Ĕçре план пулнă, Вера вара арçынсенчен кая мар тăрăшнă. Хĕрарăмсем пăчкă-пуртă алла тытса йывăç тӳнтернĕ, пĕренесене касса тирпейленĕ. Пăрланса ларнă тумтирĕ çĕр каçа йĕркеллĕ типеймен. Хырăм выçă пулсан та ĕçлеме тивнĕ, — тăванĕсем мĕнле йывăрлăхсем витĕр тухнине аван пĕлет çиччĕмĕш теçеткене хыçа хăварнă хĕрарăм. — Çавăн пек йывăрлăхсене чăтса ирттернĕ пулин те мăнаксем самай пурăнчĕç. Хамăр районти Акташ ялне качча тухнă Вера мăнак 96 çула çитрĕ. 90-ра та утă çулатчĕ. Çӳллĕскерĕн кĕлетки çирĕпчĕ, арçын пек вăйлăччĕ. Çавăнпах ĕнтĕ вăрман каснă чухне йывăр ĕçе ялан хăйĕн çине илнĕ».

Рита Михайловна каланă тăрăх, амăшĕ тата унăн йышлă пĕртăванĕ кукамăшĕпе çитĕннĕ. Евдокия Прокопьевнăн упăшкине халăх тăшманĕ тесе айăпласа тĕрмене хупнă. Федот Данилович ĕçчен çын пулнă, çирĕп хуçалăх çавăрнă. Ялта вара ун пек çынсене юратман.

«1894 çулта çуралнă кукаçи ял кĕтĕвне пăхнă. Пĕррехинче ĕнесем шыв ĕçнĕ хыççăн çырма урлă каçса кайнă та ют ял çĕрĕ çине кĕнĕ. Уй-хир хуралçи выльăха хупса хунă. Кукамайпа кукаçин ĕнине çав хуралтăрах вĕлернĕ. Çакăншăн кукаçи хытă тарăхнă. «Хамăн куç умĕнчех çапла хăтланнă тăк хуралçа çавăнтах персе вĕлерĕттĕм. 8 ачана выçă хăварчĕ!» — тенĕ. «Вĕлерĕттĕм» сăмаха илтнĕ çын «Петрейкинăн килĕнче пăшал пур» тесе ялта сас-хура кăларнă. Çакна çирĕплетсе алă пусакан çынсем те тупăннă. Çапла кукаçине арестленĕ. Вăл Сыктывкар тăрăхĕнчи тĕрмене лекнĕ, унтан таврăнайман, — Рита Андреева кукашшĕн шăпипе паллаштарчĕ. — Кукамай Чутай тăрăхне Элĕк районĕнчи Мăн Вылăран качча килнĕ. Кукаçин пиччĕшĕ пулнă, ура çинче самай çирĕп тăнă вăл. Кукамай вара унран темшĕн питĕ вăтаннă. Кукаçине тытса кайсан пиччĕшĕ яла килнĕ, пĕртăванне пулăшмалли май шыранă. Кукамай вара чăлана тарса пытаннă, ачисене «килте мар» тесе суйма хушнă. Кукаçин пиччĕшĕн тăрантасĕ хапха умĕнче çур кун тăнă. Евдокийăпа Федот Петрейкинсен аслă ачи, Александр, çичĕ класлă шкултан хисеп хучĕпе вĕренсе тухнă. Пĕтĕм предметпа «пиллĕкпе» ĕлкĕрсе пынăскерĕн шăпи синкерлĕ вĕçленнĕ. Салтака кайма вăхăт çитсен медтĕрĕслев витĕр тухнă чухне тухтăрсем мăйĕ çинче мăкăль пуррине асăрханă. Ăна кастарма Хусана каймашкăн хут çырса панă. Анчах 8 ача амăшĕ килтен уйрăлайман, ывăлне больницăна илсе кайман. Çапла Санькка Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен чирлесе вилнĕ. Евдокия Прокопьевна вăрçă тухас умĕн тата вăл пынă вăхăтра 5 тĕпренчĕкне çухатнă. Серафима, Вера, Мария çеç чĕрĕ юлнă.

Кукаçи тĕрмере ларнă чухне киле çыру çырсах тăнă. Кукамай çырăвĕсене шкулта вĕренекен хĕрĕсене çыртарнă. Пĕртен-пĕр ывăлĕ вилни çинчен те пĕлтернĕ. Кукаçи питĕ куляннă. «Пичче пирки мĕн тума çырса пĕлтернĕ-ши эпир?» — пăшăрханатчĕç мăнаксем. Тĕрмери воспитатель кукаçи питĕ ĕçчен тесе çырса пĕлтернĕ. Вăл 1942 çулхи çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче вилнĕ. Кукаçи мĕнле, хăçан вилнине документсем шыраттарса тĕпчесе пĕлтĕм. Унăн ырă ятне тавăрас кăмăл та пурччĕ. Суда ыйту çырмаллаччĕ. Анчах анне кунашкал ĕçпе çыхланма сĕнмерĕ», — аса илӳ авăрне путрĕ Рита Андреева. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   ♦


Милĕкпе мĕнле çапăннине кура…

Çын ăçтан пулнине пĕлме пулать

Вăл мунча мĕнле кĕмелли, милĕкпе епле çапăнмалли пирки сехечĕ-сехечĕпе калаçма пултарать. Вячеслав Спиридонов — мунчаçă. Чăваш арçынни милĕкпе çапассипе Раççей шайĕнче иртнĕ ăмăртусенче пĕрре мар палăрнă.

Финсене тĕлĕнтернĕ Вячеслав Геннадьевич хăй вăхăтĕнче музейра та, туризм фирминче те ĕçленĕ. Çав вăхăтрах, пушă чухне, çынсене мунчара милĕкпе çапнă. Юлашки çулсенче вăл Подольск хулинче пурăнать, унти харпăр мунчара ĕçлет. Музейран кайнă хыççăн вăл интернетра ĕç шырани пирки пĕлтерӳ вырнаçтарнă, ăна тепĕр кунхинех вакансии сĕннĕ. Мускаври, Екатеринбургри тата ытти регионти мунчасене йыхравланă.

«Эпĕ пĕрмай ăмăртусене, фестивальсене çӳренĕ. Эпир, мунчаçăсем, пĕр-пĕрне лайăх пĕлетпĕр. Подольск хулине çапла лекрĕм», — палăртрĕ арçын. Вăл унта вахта мелĕпе тăрăшать. Кану вăхăтне тăван тăрăхĕнче, Канаш районĕнчи Анат Сурăмра, ирттерет. Вячеслав Геннадьевич каланă тăрăх, вăл ĕçлекен мунчана халăх нумай çӳрет. Чăваш та йышлă. Мускаври мунчасем тăрăх милĕк сутакан чăвашсене те лайăх пĕлет.

«Шупашкарти мунчара ĕçленĕ чухне пĕр организацирен чăвашсем корпоратива килчĕç. Хитре такмакласа пĕр-пĕрне милĕкпе çапрĕç. Эпĕ ăшшине панă май милĕкпе çапакана пăхса тăтăм. Вăл Раççей шайĕнчи ăмăртăва кайсан тӳрех 1-мĕш вырăна тухассине каларăм.

«Ниепле те каяймастăп. Мана ĕçре 150 çын пăхăнать», — терĕ хайхискер йăл кулса», — аса илчĕ Вячеслав Геннадьевич. Хăй вăл ăнсăртран мунчаçă пулса тăнă. Вячеслав Геннадьевичăн чăвашсене кăна мар, тĕрлĕ халăх çыннисене те милĕкпе çапма тӳр килнĕ. Шупашкара килнĕ французсен, нимĕçсен, финсен... ӳчĕсене çемçетнĕ. Пĕр çулхине вăл Финляндирен килнĕ 2 çынна милĕкпе çапма мунчана çул тытнă. Малтан пасара кĕрсе тухнă. Мунчана 1 михĕ тĕрлĕ милĕк йăтса кĕнĕ вăл. «Сирĕн патра çăка милĕкĕпе те çапăнаççĕ-и?» — тĕлĕнсе ыйтнă вырăсла калаçакан финсем. Хайхискерсем Раççейре пурăнакансем милĕкпе вуçех çапăнмаççĕ тесе шухăшланă. Куçаруçăпа пĕрле килнĕ тепĕр фина та милĕкпе çапнă Вячеслав Геннадьевич. Чăваш арçынни вĕсене мунча йăли-йĕрки пирки каласа парса тĕлĕнтернĕ. Финсен те пирĕнни пек хура мунча пур иккен. Вĕсем хурăн, уртăш милĕкĕсемпе çапăнаççĕ. Мунча вĕсемшĕн чуна ăшăтакан вырăн шутланать. «Раççейри чылай вырăнта пулнă, сауна-мунча пирки тĕрĕсех мар тĕрлĕ халап-юмах илтнĕ. Халĕ ав пысăках мар хулара йăла-йĕрке пирки пĕлекен çынна куртăм. Эсир пăрахăçланă хăш-пĕр йăла-йĕркене те асăнтăр», — тенĕ хăна Вячеслав Спиридонов пирки. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   ♦


«29-та «зек» ятсăр пуçне мĕн пулнă манăн?»

Шаповаловсем тӳрĕ çул çине тăрса йывăрлăха лекнисене пулăшма пуçланă

Пичĕ сухал ăшне путнă, çĕтĕк-çурăк тумĕ шыв тахçанах курманран сăранланса ларнă, сăмсана ырă мар шăршă çурать… Килсĕр-çуртсăр, нушана лекнĕ çынсене пулăшакан çынсемшĕн ку — хăнăхнă ӳкерчĕк. Дмитрий Шаповалов ертсе пыракан «Çĕнĕ пурнăç» ыр кăмăллăх центрĕн хастарĕсем йывăр лару-тăрăва лекнисене эрнере темиçе хут апат çитереççĕ, çӳçне касаççĕ, душра çăвăнма, тумтирне çума май туса параççĕ.
Арăмĕ вилсен…
Ыр кăмăллăх центрне çынсем виçĕ ушкăна пайланса апатланма кĕчĕç. Вĕри яшка, пăтă, чей — килсĕр-çуртсăр чылай çын кунашкалли çинчен ĕмĕтленме кăна пултарать. Сăнран 50 çулсенчи пек курăнакан арçын малтан Библири сыпăксене вуласа апатланма килнисене Турă саккунĕсене пăхăнса пурăнма ыйтрĕ, тĕрĕс çул çине тăрас тесен чунра чи малтанах ĕненӳ пулмаллине каларĕ. Хăй те пурнăçра йăлтах çухатса ура çине çĕнĕрен тăма пултарнăшăн Çӳлти хăвата тав тăвать вăл…

49 çулти Евгений чухăн, хăйне пăхма пăрахнă çын пек курăнмасть. Икĕ çул каялла вăл мăшăрне /вĕсем çырăнмасăр 8 çул пурăннă/ çухатнă. Арçын унăн хваттерĕнче пурăннă. Вĕсемсĕр пуçне — хунямăшĕпе хуняшшĕ, арăмĕн шăллĕ, хĕрĕ. Евгений каланă тăрăх, унăн яланхи ĕç вырăнĕ пулман, тĕрлĕ çĕрте вăй хуркаланă. Эрех ĕçкелени те пулнă.

«Пĕлтĕр Чулхуларан ĕçлесе таврăннă чухне автобусра пĕчĕк сумкăна çухатрăм. Укçасăр, паспортсăр тăрса юлтăм. Документа çĕнĕрен тутарас тесе нумай функциллĕ центра çитрĕм. Анчах чăрмав пур: штраф тӳлемелле. Пурăна киле татах кайăп пуль-ха, акă ĕç пирки те калаçрăм. Хам ӳркенместĕп: эпĕ — столяр, электрик та, газосварщик та. Хама «сӳнме» памăп, эпĕ ун пек çын мар. Анчах арăм вилни… Хăвах ăнланатăн, чунра йывăр. Манăн пурнăçра хальлĕхе хура йĕр пырать. Акă кĕсьере 100 тенкĕ пур. Унпа çăкăр илеетĕп. Пĕр юлташ патĕнче темиçе кунлăха чарăнтăм. Унта нумай пурăнса йăлăхтармăп, яла кайăп. Тулĕк унта пурăнма укçа кирлĕ. Газшăн, çутăшăн пухăннă парăмсене татмалла», — хăйне юлташĕ кĕтет тесе сыв пуллашма васкарĕ сĕтел хушшинчен апатланса тухнă Евгений.
Сергей пирĕн тăрăха Ростовран лекнĕ. Пурăнмалли вырăнне темиçе те улăштарнă. 10 çул ытла каялла Мускавра пĕчĕкех мар предприяти тытса пынă усламçă компаньонпа темĕн пайлайман — алă сулнă та йăлтах пăрахса кайнă.

Тĕрлĕ çĕрте ĕçлесе пăхнă, анчах кĕсьере укçа пур чухне ĕçке ярăннă. Пухнă пурлăх майĕпен чаксах пынă. Ӳсĕр çыннăн тискерленесси те часах: Сергей хăйĕн умĕнче парăма кĕнĕ, анчах ăна татасшăн пулман.Çынна вăйлă хĕненĕшĕн тĕрмене лекнĕ. Юрать, срока чакарттарма май килнĕ. Тĕрмерен тухнă тĕле унран çемйи те сивĕннĕ. <...>

Ирина ИВАНОВА.

♦   ♦   


«Анне вилсен тĕлĕке килсе каçару ыйтрĕ»

«Кĕтмен ача пулнă эпĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хурапха ялĕнче Аслă Çĕнтерӳ çулĕнче çуралнă. Çав тери йывăр вăхăт пулнă. Анне мана 16-ра çуратнă. Эпĕ 11 уйăх тултарсан вăл килтен тухса кайнă та пĕр çыру та çырман. Унăн ман пирки илтес те, пĕлес те килмен», — кун-çулне аса илме пуçларĕ чăваш драматургĕ, сăвăçи тата артистки Левтина Марье (Алевтина Никитична Нестерова).

3-мĕш класра биографи çырнă «Анне патвар та питĕ ĕçчен хĕр пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан ăна иккĕмĕш сыпăкри йăмăкĕпе Ритăпа пĕрле Мускав çывăхне окоп чавма янă. Шартлама сивĕре ĕçленĕ, тăраниччен апат çитермен. Кашни кун выçса вилекенсем пулнă. «Эпир кунтан чĕрĕ тухаймăпăр», — тенĕ пĕр хĕрарăм. Чăваш хĕрĕсем çакна илтнĕ те тарнă. Çакăншăн тĕрмене лартма пултарнă. Çав вăхăтрах хушу тухнă, унпа килĕшӳллĕн водителе вĕренекен таркăнсене арестлемен. Анне тата вăрçăран сусăр таврăннă кукка Çĕрпӳ хулине çул тытнă, комбайнер курсĕсенче пĕлӳ пухнă. Çапла вĕсем тĕрмерен çăлăнса юлнă.

Йĕтем çинче пĕчĕк хурал пӳрчĕ пулнă. Водительсем черетпе дежурство тăнă. Пĕр каçхине 30-ти арçын /манăн атте/ аннене мăшкăлланă. Хĕрĕн хырăмĕ курăнма пуçласан амăшĕ, манăн кукамай, кăшкăрса макăрнă. Çурла уйăхĕн 22-мĕшĕнче, вырма вăхăтĕнче, çак тĕнчене эпĕ килнĕ. Çав кун анне кабинăран тухса киле çитме ĕлкĕрнĕ.

Хĕр пуçăн ача çуратнăшăн кукамай хытă тарăхнă. Аннен урайĕнче выртса тăма тивнĕ. Пĕрре вăл мана хăйĕнпе юнашар вырттарнă та çывăрса кайнă. Кукамай вăрансан хăрушă ӳкерчĕк курнă: эпĕ, кăн-кăвакскер, сивĕ урайĕнче выртнă, çăвартан кăпăк тухнă. «Тоня, ачу вилет вĕт!» — кăшкăрса вăратнă вăл аннене. Медсестра мана 40 кун укол тунă. Эпĕ вилнĕ пек выртнă. «Мари аппа, ыранччен вилет пуль. Тупăк тума хăма татăкĕсем тупăр», — тесе тухса кайнă вăл. Тепĕр кун ирхине эпĕ куçа уçнă та йăл кулса янă.

Манăн кукамай тĕлĕнмелле ăслă, тирпейлĕ, ăста алăллă çын пулнă. «Кашни ĕçе юратса тăвăр», — тетчĕ. Çемьере 7-ĕн ӳснĕ вĕсем. Кукамай пĕр класс анчах вĕреннĕ. Ăна амăшне пулăшмашкăн килте хăварнă. Хăй тĕллĕнех вĕреннĕ вăл. Чăвашла тата вырăсла вулатчĕ, радио итлетчĕ, хаçат-журнал çырăнатчĕ. Çын патне çӳреместчĕ. «Хĕрарăмăн килте те ĕç нумай. Пушă вăхăт юлсан шăтăкла çыхăр, тĕрлĕр», — тесе вĕрентетчĕ. Эпир питĕ япăх пурăнаттăмăр. Килте сахăрпа çăкăр нихăçан та пулман. Эпĕ шӳтлеме юрататтăм. Йывăр вăхăтра кулăш каласа кукамай кăмăлне çĕклеттĕм.

Сакăр çулччен çăпата сырса çӳрерĕм. Тантăшсемпе пĕрле шкула каяймарăм. Кукамай хăех мана çырма-вулама вĕрентрĕ. Пĕрре «Халăх юмахĕсем» ятлă хулăн кĕнеке туянса килчĕ. Унта 100 халапчĕ. Çавăн тăрăх алфавит вĕрентĕм. Çу уйăхĕн вĕçĕнче юлашки юмаха вуларăм. Вĕсенче ырри усаллине çĕнтерни килĕшетчĕ.

Шкула кайсан шĕкĕр «пиллĕкпе» вĕрентĕм. «Тăваттă» паллă маншăн тăшманччĕ. 2-мĕш класра пĕрремĕш хайлавăмсене шăрçаларăм. 3-мĕш класра «Моя жизнь» биографи çыртăм. 2 тетрадьлĕх пулчĕ. Халĕ аса илетĕп те хамран тĕлĕнетĕп. Вĕрентекенсем биографие вуларĕç. Тантăшăмсем вырăсла калаçма пĕлместчĕç. «Çитĕнсен Шупашкарта пурăнăн. Вырăс чĕлхине пĕлни кирлĕ пулĕ», — тетчĕ кукамай. Пĕрремĕш пьесăна 3-мĕш класра çыртăм, ăна шкул сцени çинче кăтартрăмăр. «Паян пирĕн шкулта драматург çуралчĕ», — терĕ директор постановка хыççăн. Хам «драматург» сăмах пĕлтерĕшне тавçăрмастăм та. Кукамайăн шăллĕ Антон Антонович чăваш театрĕсем валли пьесăсем çырнă. Унăн тивлечĕ мана куçрĕ-ши? Ташласси-юрласси — аттерен. Вăл ăста купăсçă пулнă. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.