Çамрăксен хаçачĕ 17 (6365) № 06.05.2021

6 Çу, 2021

«Почтальон сумки фронтри çырусемпех тулатчĕ»

ÇĔРШЫВĂН ТĔРЛĔ КĔТЕСĔНЧЕ ЯЛ-ХУЛА ÇУННĂ, СОВЕТ САЛТАКĔСЕМ НИМĔÇ ФАШИСЧĔСЕМПЕ ÇАПĂÇНĂ ВĂХĂТРА РАИСА МОРОЗОВА ШУПАШКАР РАЙОНĔНЧИ ИШЛЕЙРИ ПОЧТĂРА ĔÇЛЕНĔ. 18 ÇУЛ ТА ТУЛТАРМАН ХĔРЕ ЭВАКУАЦИПЕ КИЛНĔ ВЫРĂС ХĔРАРĂМĔ ТЕЛЕГРАММА ЙЫШĂНМА, ÇЫРМА ВĔРЕНТНĔ.

Суккăр лашапа — вутă турттарма

Раиса Максимовна — йышлă çемьерен. Ултă ачаран чи асли вăл. Унăн ачалăхĕ Канаш районĕнчи Сителте иртнĕ. 700 киллĕ ялта 1930-мĕш çулсенче çеç колхоз йĕркеленĕ. Раисăн аслашшĕпе асламăшĕ колхоза кĕреймесĕрех çут тĕнчерен уйрăлнă. Хĕрачан ашшĕ милицие вырнаçсан Канашра вăй хума тытăннă. Сменăпа ĕçленĕрен вăл 10 çухрăмри тăван ялне кашни кунах çӳреймен. Арçын çемйине хулана куçарса килме шухăшланă. «Атте икĕ пӳлĕмлĕ хваттерте пурăнассине пĕлтерчĕ, анчах эпир пĕр пӳлĕмне çеç йышăнтăмăр, тепринче урăх çемьеччĕ. Ун чухне манăн пĕр йăмăк кăна çуралнăччĕ-ха. Урайĕнче, кăмака çумĕнче, çывăраттăмăр», — аса илчĕ Раиса аппа. Унăн ашшĕпе амăшĕ выльăх-чĕрлĕхе те хулана куçарса килнĕ.

1938 çулта Канашра строительство ĕçĕсем тытăннă: пысăк йывăç çуртсем çĕкленĕ. Çав çулхи утă уйăхĕнче хулара кашни кун тенĕ пек пушар тухнă. «Çунакан вырăнтан тĕтĕм ăçта каять — «хĕрлĕ автан» çавăнта çитет», — çапла калаçнă çынсем. Черет Рая пурăннă çурт патне те çитнĕ. Урамри 23 пӳрт кĕле çаврăннă. Çемье çывăрнă çĕртен урама чупса тухнă. Юрать, документсене илме ĕлкĕрнĕ. Хăш-пĕр выльăха çăлма май килнĕ. Çав каç ĕнепе такана картишре, сарай умĕнче, кăкарнă. Такана сурăхсене тĕкнĕрен урама кăларнă. Вĕрен çунса татăлнипе выльăх вилĕмрен хăтăлнă. Çемье çуртсăр юлсан ашшĕ Шупашкара куçмашкăн рапорт çырма шухăшланă. «Ăçта та пулин айккинче, пуйăс çӳремен вырăнта, хваттер парăр», — тенĕ вăл. Ара, Райăпа йăмăкĕ Лида пуйăс сассине илтсенех каллех пушар тухнă тесе хăранă, çывăрнă çĕртен сиксе тăрса утиялпа минтере пуçтарнă. Тепĕр çулхине вĕсем Кӳкеçе куçса килнĕ. Рая унта шкула çӳреме тытăннă.

Вăрçă пуçланас умĕн çемье Çĕрпӳ районĕнчи Чурачăкра икĕ çул пурăннă. Унтан Ишлее куçнă. 7 класс пĕтернĕ Рая колхоз ĕçне кӳлĕннĕ. Паспорт çук пулин те почтăна ĕçе вырнаçнă. «Çырусем, салтаксен вилнĕ хучĕ пайтах килетчĕ. Почтальон туп-тулли сумкăпа çула тухатчĕ. Вăл качча кайманччĕ те салтаксем савнийĕсем патне янă юрату çырăвĕсене вулатчĕ», — аса илчĕ ватă. Райăн пĕр ĕçтешĕ ача çуратсан хĕр ĕçре çур çĕрччен, тепĕр чухне ирчченех ларма тытăннă. Хĕлле ирхине ĕçрен тухсан Атăл леш енне лашапа вутă турттарма çӳренĕ вăл: «Почтăран часрах киле чупаттăм. Пĕр курка чей ĕçсе, ăшăрах тумланса тухаттăм. Конюх лашапа çитсе тăма та ĕлкĕретчĕ. Урхамахĕпе атте çӳретчĕ, выльăх вăйлăччĕ, анчах суккăрччĕ. Лав çине 2 кубла метр вутă тиеттĕм, лаша хăнк! та тумастчĕ». Вăхăт иртсен ашшĕ Йĕпреçе куçса кайма, унта çурт лартма тĕллевленнĕ. Рая вăрман каснă çĕрте ĕçлеме тытăннă. Ялта пурнăç тума çук тесе вăл ашшĕне Шупашкара каяссине пĕлтернĕ, хăйĕн илемлĕ тутăрне пасара кайса 80 тенкĕпе сутса çула тухнă.

Раиса ĕç шыраса хула урамĕсем тăрăх утнă. Ĕçĕ пайтах пулнă-ха, анчах нихăш организаци те общежити паман. Кунĕпе çӳресе ывăннă хĕр хăйĕн пекех ĕç шыракан 10 пикене тĕл пулнă. Вĕсем те пурăнмалли кĕтес сĕнекен çĕре ĕçе кĕресшĕн-мĕн. «Стройкăна каймалла», — шухăшне пĕлтернĕ Рая. Пĕр арçын вĕсене «Чăвашстройтреста» кайма сĕннĕ. Çапла хĕрсем каменщик пулса тăнă, кирпĕч хума, раствор çăрма вĕреннĕ. <...>

Ирина КОШКИНА.

♦   ♦   


Килсĕррисене апат кăна мар, психолог пулăшăвĕ те кирлĕ

Юнашар никам та пулманран эрех-сăрапа туслашакан, ĕçсĕр тăрса юлакан, ултавçăсен аллине лекекен çын сахал мар. Тăванĕсем килтен кăларса янăран та çапкаланчăка тухакансем пур. Иртен-çӳрен кунашкаллисемпе калаçма, пулăшу сĕнме васкамасть. Тен, килсĕр-çуртсăр тăрса юлнă çын унчченхи пекех йĕркеллĕ пурăнма тытăнасшăн? Анчах ĕçе вырнаçма документсем кирлĕ. Хăшĕ-пĕрин вара паспорчĕ те çук.

Операци хыççăн — ĕçсĕр

Александр — 54-ра. Йывăрлăхсене пула вăл кил-çуртсăр юлнă. Арçын ĕçленĕ, тыткаламалăх укçа пулнă. Сывлăхĕ начарлансан вăл больницăна çитнĕ. Медиксем ăна йышăннă, анализсем илнĕ. Диагноз кулянтарнă: чиртен хăтăлма пулать, анчах темиçе операци тумалла. Александр тухтăр сĕнĕвĕпе килĕшнĕ. Йывăр операци вăхăтĕнче арçыннăн хырăмĕ тĕлне ятарлă хутаç вырнаçтарнă. Больницăран тухсан ăна тепĕр хыпар анратнă — ĕçрен кăларса янă. Хайхискер ăçта каймаллине пĕлмен. Александр тус-юлташĕнчен пулăшу ыйтма вăтаннă. Кун хыççăн арçын чĕмсĕрленнĕ, хăйĕн тĕнчине путнă, унăн шухăш-кăмăлĕ улшăннă. Çирĕп те тĕреклĕскер пĕчченех тăрса юлнă. Унăн çăвăнма, çӳçне касма, сухалне хырма май пулман. Александрăн таса тум та юлман. Вăл килсĕр-çуртсăррисен социаллă реабилитаци центрне çитнĕ. Ăна унта йышăннă, пулăшма тăрăшнă. Кӳршисем унран йĕрĕннине туйсан центртан тухса кайнă.

Арçын «Ырăлăх тĕнчи» пĕрлешӳ пирки илтнĕ. Организаци волонтерĕсем килсĕр-çуртсăррисене эрнере икĕ кун, юнкунпа эрнекун, вĕри апат çитереççĕ. Юнкун 17 сехетрен пуçласа хулан çĕнĕ кăнтăр районĕнче тата çурçĕр-хĕвел анăç районĕнчи Пукрав тата Татиана соборĕ хыçĕнче йывăр лару-тăрăва лекнисене кĕтеççĕ. Эрнекун «Петровский» çăкăр пĕçерекен комбинат хыçĕнче 17 сехетрен пуçласа апат валеçеççĕ. Юлашки çулсенче волонтерсен пулăшăвне шанакансен йышĕ самай пысăкланнă. Килсĕр çынсемпе пĕр черетре кредит вăхăтра тӳлеймесĕр çука юлнисем, пĕчĕк пенсипе аран-аран шайлаштарса пурăнакансем тăраççĕ. Александр волонтерсене чунне уçнă, мĕн пулса иртнине каласа кăтартнă. «Ырăлăх тĕнчи» хастарĕсем ăна пулăшнă: таса тумтир панă, çăвăнтарнă, çӳçне каснă.

Ака уйăхĕн 20-мĕшĕнче арçын волонтерпа пĕрле хирургпа проктолог патне кайнă. Больницăра пĕр кун ирттернин усси пулнах. Çу уйăхĕнчи уявсем хыççăн арçынна иккĕмĕш операци тума шантарнă. Унччен Александр килсĕр- çуртсăррисен социаллă реабилитаци центрĕнче пурăнĕ, больницăран хыпар кĕтĕ. <...>

Ольга КАЛИТОВА.

♦   ♦   ♦


«Атте таврăннă кун килте çăкăр тĕпренчĕкĕ те çукчĕ»

Патăрьел районĕнчи Тăрăн ялĕнче пурăнакан 83 çулти Иван Самакин вăрçă пуçланнине лайăх астумасть, анчах Çĕнтерӳ кунĕнче урамра çынсем: «Гитлер капут!» — тесе кăшкăрни халĕ те хăлхинче янăрать. Хисеплĕ ĕç ветеранĕпе культура çурчĕ умĕнче тĕл пултăмăр. Вăл унта юсав ĕçĕсемпе паллашма çитнĕччĕ. Иван Петрович 1960-мĕш çулсенче клуб ертӳçинче тăрăшнă, тивĕçлĕ канура пулсан та унăн шăпипе халĕ те интересленет.

Шинель тăхăннă салтак

Иван Самакинăн ачалăхĕ çăмăл килмен. Вăрçă пуçланнă чухне вăл 4-ра пулнă. «Кукка салтака кайни халĕ те куç умĕнче. 1942 çулччĕ. «Кил-ха сана юратса юлам», — терĕ вăл мана. Эпĕ ун чухне кравать айне пытаннăччĕ, тухмарăм. Атте ялти ытти çынпа пĕрле окоп чавма кайрĕ. Вĕсене Сăр юхан шывĕ хĕррине тата Улатăр çывăхне янă. 1942 çулта аттене Александр Степановича вăрçа илсе кайрĕç. Кайран вăл нимĕçсен тыткăнне çакланнă. Атте киле çыру сахал çырнă. Анне Ксения Матвеевна кашни кун унран хыпар кĕтетчĕ. Чылай вăхăт çыру килменрен пĕррехинче çывăх çыннăм пĕчĕк çуртра пурăнакан Пăлюк аппа патне кайрĕ. Вăл картпа юмăç пăхатчĕ. «Анне, сана вăл мĕн каларĕ?» — тесе ыйтрăмăр кайран. «Аçу вилмен, вăл патшалăх çуртĕнче пурăнать», — пулчĕ хурав.

Аттерен çыру кĕтрĕмĕр-кĕтрĕмĕр... Вăл вăрçă пĕтсен çеç тыткăнран хăтăлнă. Вĕсене кайран пирĕннисем нимĕç салтакĕсемпе улăштарнă. Ун хыççăн та аттене киле мар, Донбаса шахтăна янă. Унта вăл 11 уйăх ĕçленĕ. Отпускра тин тăван киле таврăннă. Анне çĕрĕпех куççуль тăкатчĕ, кулянатчĕ.

Атте киле таврăннă куна нихăçан та асран кăларас çук. Ун чухне урамра чăш-чăш! çумăр çăватчĕ. Анне яланхиллех кантăк умĕнче япала саплатчĕ. Вăл пире нихăçан та çĕтĕк çӳретмен. Çĕнĕ тум илме укçи-тенки пулман. Шинель тăхăннă, кутамкка çакнă пĕр салтак васкамасăр пирĕн çурт еннелле утни курăнчĕ. «Мĕн нушипе çӳрекен çын-ши ку?» — терĕ анне чӳречерен пăхса. Алăк карлăкĕ умĕнче пушмак тĕпне тасатмалли хатĕр пурччĕ. Такам урине хăтăр-хăтăр хырнă сасса илтсен анне тăрук кăшкăрса ячĕ: «Аçу! Аçу таврăнчĕ!» Ун чухне пирĕн килте çăкăр тĕпренчĕкĕ те çукчĕ. Мана аттен аппăшĕ патне чуптарчĕç. Пĕр буханкăпа таврăнтăм. Çак саманта аса илсен халĕ те куççуль тухать», — сывлăш çавăрса илчĕ ватă арçын, шывланнă куçне типĕтрĕ.

Ĕçе таврăнманшăн — тĕрмене

Ашшĕ тăван тăрăхшăн питĕ тунсăхланă. «Пĕр хутчен те пулин çемьепе сĕтел хушшине ларса апатланасчĕ, вара вилсен те юрать», — ĕмĕтленнĕ вăл тыткăнра, киле таврăнсан кун пирки çывăх çыннисене каласа кăтартнă. Отпуска килсен çемьене пăрахса тек ниçта та каймăп тесе шухăшланă. Анчах унăн пĕр уйăхран каялла таврăнмалла пулнă. Кун пирки вăл çывăх çыннисене каламан. Ĕçлекенсене çирĕп тĕрĕсленĕ. Ăна шыраса киле пынă, йĕркене пăснăшăн тĕрмене 7 çуллăха лартма йышăннă.

«Аттене Улатăрти колоние ăсатрĕç. Вăл йĕплĕ пралук леш енче 11 уйăх ларчĕ. Аннепе аппа кутамккапа апат йăтса ун патне 10 хут кайса килчĕç. Эпĕ 10 çултаччĕ. Вĕсем çула тухсан килте пĕчченех юлаттăм. Кăнтăрла чиперех лараттăм, каç пуласран питĕ хăраттăм. Чӳречесене йăлтах хупса хураттăм. Килĕрен шаккаса çӳретчĕç. Шакканине илтсен Турă кĕтесне лараттăм та алăка уçмастăм. Аслă аппа Раиса Комсомольски районне качча тухнăччĕ, кĕçĕн классене вĕрентетчĕ. Тепри, 1932 çулта çурални, аннепе пĕрле атте патне каятчĕ. Вĕсем икĕ талăкран таврăнатчĕç. Çула тухсан Упамсара çĕр каçатчĕç, тепĕр кунхине колоние çитетчĕç. Кутамккана çăкăр, çĕр улми, çу, тăпăрчă чикетчĕç», — йывăр ачалăхне аса илчĕ Иван Самакин. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


Макăра-макăра упаленме вĕрентнĕ, халь утма хăнăхтарасшăн

Кашни хĕрарăмах сывă пепке çуратма ĕмĕтленет. Вăл чĕре айĕнче аталаннă хушăра унпа калаçать, часрах алла тытса хăйĕн ăшăлăхне парнелес шухăшпа çунатланать. Шел те, тепĕр чухне тухтăрсем ашшĕпе амăшне ача ыттисенчен уйрăлса тăнине пĕлтереççĕ. Вăрмар районĕнче çуралса ӳснĕ Николайпа Любовь Ильинсен ывăлĕ Слава ДЦП чирĕпе нушаланать. Çак диагноза йышăнма, паллах, йывăр пулнă, çапах пуç усмаççĕ. 9 çулти Слава ăс-тăн шайĕпе тепĕр ачаран та ирттерет, чуна пырса тивекен, тарăн шухăшлă юрăсем шăрантарать.

28 эрнере çуралнă

Николайпа Любовь практика вăхăтĕнче паллашнă. 2011 çулта вĕсен ывăл çуралнă. Слава çут тĕнчене чылай маларах, 28 эрнерех, килнĕ. 1300 грамм таякан ачана тӳрех реанимацие куçарнă. Любовь каласа кăтартнă тăрăх, ача кĕтнĕ вăхăтра тухтăрсем унăн тонус пуррине пĕлтернĕ, час-часах система янă. Вăл пепкине вăхăтсăр çуратасси пирки шухăшламан. Шурă халатлисем УЗИ, анализ кăтартăвĕсем лайăхах пулнине каланă. Пĕр кунхине ăнсăртран хĕрарăмăн хырăмĕ ыратма, пилĕкĕ касма тытăнсан васкавлă медпулăшу чĕннĕ. Больницăра тухтăрсем ачана кесарево мелĕпе касса кăларма йышăннă. «Ача çуралсан икĕ эрне реанимацире выртрĕ. Вăл аппарат пулăшнипе сывларĕ. Ăна пĕрремĕш хутчен курсан, пытармастăп, шиклентĕм. «Ку чăмаккаран мĕнле çын тумалла-ши?» — терĕм ăшра. Мана пĕр эрнерен киле ячĕç. Питĕ кулянтăм, кăкăр сĕчĕ те çавăнпах типрĕ пуль. Телее, Слава хăвăрт çитĕнчĕ. Реанимацирен куçарсан вăл зондсăрах çирĕ. Кашни виçĕ сехетре ятарлă хутăш çитереттĕм, кирлĕ виçене хăвăртах хăваласа çитрĕмĕр. 2300 грама çитсен киле ячĕç. Пĕчĕк чухне Слава ытти ачаран нимĕнпе те уйрăлса тăмастчĕ. Пĕрмай макăрни çеç пире сисчĕвлентерчĕ. Вăл 5 уйăха çитиччен йĕчĕ. Хырăмне ачашласан лăпланатчĕ. Унăн чара пӳсĕрĕччĕ, çавăнпа канăçсăрланать пулĕ тесе шухăшларăмăр. Ăна халăх мелĕпе те сиплесе пăхрăмăр. Тухтăр патне тепĕр хутчен кайсан пӳсĕр çуккине пĕлтерчĕ, операци тумалла марришĕн савăнтăмăр», — ача çулталăк тултаричченхи тапхăрпа паллаштарчĕ амăшĕ.

Слава калаçма хăвăрт вĕреннĕ, тӳрех предложенисемпе пуплеме тытăннă. Вăл утма пуçламанни çеç ашшĕпе амăшне тухтăр патне кайма хистенĕ. «Сирĕн ача вăхăтран маларах çуралнă, вăл тантăшĕсенчен каярах аталанса пырать. Кăштах тăхтăр. Вăхăт кăтартĕ», — тенĕ вĕсене. Çапах амăшĕн чунĕ ырă мара сиснĕ. Вăл Шупашкарти тухтăрсем патне яма направлени ыйтнă. Хулари специалистсем пĕрре пăхсах ача ДЦП чирĕпе нушаланнине каланă. Слава çулталăк та 5 уйăхра чухне çак диагноз çирĕпленнĕ. Тухтăрсен шухăшĕпе, ача çуралнă чухне аманнă.

Хăй те питĕ тăрăшнă

«Ĕненес килместчĕ. Пирĕн йăхра çак чирпе нушаланакан пулман. «Мĕншĕн çакă мана лекрĕ-ши?» — пĕрмай ыйту параттăм хама. Пурнăçра никама та начар туман, усал сунман, çынпа вăрçăнман эпĕ. Диагноз çирĕпленсен малтанах хăрарăм. Нумай макăртăм, çын çине тухма шикленеттĕм. Вăхăт иртнĕ май чăнлăха йышăнтăм. Ачапа больницăсенче сипленме, тĕрлĕ специалист патне çӳреме тытăнтăмăр. Славăпа килте те чылай ĕçлерĕмĕр: макăра-макăра упаленме вĕрентĕмĕр. Кайран диван çине хăпарма хăнăхрăмăр. Чăтăмлăх, вăй нумай кирлĕ пулчĕ. Хăй те питĕ тăрăшатчĕ. Слава 2 çултан иртсенех айне яма пăрахрĕ», — каласа кăтартрĕ амăшĕ. <...>

Любовь ПЕТРОВА.

Материалсемпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.