Çамрăксен хаçачĕ 16 (6466) № 27.04.2023

27 Ака, 2023

«Хăвна аванах туйсан спортран кайма васкамалла мар»

Спорт аэробики енĕпе вăл Европа ăмăртăвĕсенче — 6 хутчен, тĕнче шайĕнчи тупăшусенче 5 хутчен чемпион ятне илнĕ. Спортра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тăвать кăна мар, 4 аслă пĕлÿ те илме ĕлкĕрнĕ. Ку — 28-ти Алексей Германов спортсмен пирки.

Тăватă уйăхран — пирвайхи çитĕнӳ

— Алексей, спортра хăçан çитĕнӳсем тума пуçларăн?

— Ача чухне эпĕ питĕ йăрăччĕ, лара-тăра пĕлместĕм. Аттепе анне ку вăйпа кирлĕ çĕрте усă курмалли пирки калатчĕç. Пĕррехинче анне мана «Спартак» спорт комплексне илсе кайса спорт аэробикин секцине çырăнтарчĕ. «Пĕр вĕçĕм сиксе-чупса çӳрет, вăйне ниçта чикеймест. Йышăнăр тархасшăн», — терĕ Оксана Дьячук тренера. Ун чухне эпĕ 9 çултаччĕ. Оксана Сергеевна, ахăртнех, мана хавхалантарасшăн пулчĕ, «Ку пирĕн пулас тĕнче чемпионĕ», — терĕ. Ун чухне ку сăмахсем тӳрре тухасса вăл шухăшламан та пулĕ. Ун патне эрнере виçĕ хутчен çӳреме пуçларăм. Икĕ эрнерен мана Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ командине илчĕç. Тăватă уйăхран пĕрремĕш хут ăмăртăва хутшăнтăм. Маншăн ăнăçлă иртрĕ вăл. Ĕпхӳре федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчи спортсменсем пухăннăччĕ. Икĕ тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнса иккĕшĕнче те 3-мĕш пултăм. Паллах, ку эпĕ спортра гени пулнине пĕлтермест. Анчах шăм-шак çемçе пулнин витĕмĕ пурах. Ун чухне аэробикăра арçын ача сахалччĕ.

— Сана спорт тĕнчине илсе кĕнĕ аçупа аннӳ пирки те кăштах пĕлес килет.

— Атте Владимир Зиновьевич Комсомольски салинче çуралса ӳснĕ, коммерци фирминче автоюсав ĕçĕпе аппаланать. Анне Вăрмар тăрăхĕнчи Патти ялĕнчен. Вăл Шупашкарти медицинăпа социаллă экспертизăра ĕçлет. Вĕсем иккĕшĕ те спортран аякра, анчах сывă пурнăç йĕркине пăхăнаççĕ. Йăмăкăм пур. Ксения журналистика енĕпе аслă пĕлӳ илчĕ. Халĕ реклама фирминче тăрăшать.

— Ача чухне эсĕ кам пулма ĕмĕтленнĕ-ха?

— Пĕчĕк чухне космонавт пулас килетчĕ. Каярахпа — полицейски. Аслăрах классенче строительство инженерне вĕренес килчĕ. Спортпа туслашсан вара патшалăх управленийĕ енĕпе пĕлӳ илме ĕмĕтлентĕм. Физкультура енĕпе, тренера, чи юлашкинчен вĕрентĕм. 2022 çулхи авăн уйăхĕнче мăшăрпа Екатеринăпа спорт залĕ уçрăмăр.

— Эсĕ шкулта чухнех спорт çăлтăрĕ пулса тăнă. Тантăшусем сана чапа тухнипе лайăх паллăсем лартса параççĕ тесе чалăшшăн пăхмастчĕç-и?

— Мана шкулта пурте пĕлетчĕç паллах. Аслă классенче тĕнче ăмăртăвĕсене хутшăнса аван кăтартусемпе палăртăм. Ят-сум тата ӳсрĕ. Анчах эпĕ çăлтăр пулнипе вĕренӳре чееленме нихăçан та шухăшламан. Вĕрентекенсем мана ăнланатчĕç. Чăнах та, тренировкăсенче вăхăта нумай ирттернипе уроксене тăтăш çӳременшĕн каçаратчĕç. Заданисене ыйтса илеттĕм. Вĕсене пурнăçласан паллă лартса паратчĕç. Ăмăртăва е тренировкăна аякка кайсан та вĕренӳ çинчен манмастăм. Пушă вăхăтра алла кĕнеке тытаттăм.

Ирина ИВАНОВА.


«Тĕрĕ ĕçне чуххăмăн пуçăнаймастăн»

Шупашкар округĕнчи Кăрмăш ялĕнчи Анна Афанасьева «Палан» ача садне çӳрекен хĕрĕ Женя чăваш культурине ăша хывса пынине сăнать. Нумаях пулмасть 4-ри чиперук «Хĕвел» ушкăна ертсе пыракан воспитательница «Уйăх çинчи пике» юмах тăрăх хатĕрленĕ театрализациленĕ постановкăпа паллаштарнине каласа кăтартнă. Ачаран вырăсла калаçса ӳснĕ Анна Александровна хăйĕн ачи пултаруллă педагог Регина Чернова патĕнче чăваш йăли-йĕркипе уяв-вăйă урлă çывăхрах паллашнăшăн хĕпĕртет.

Вырăс-чăваш çемйи

«Манăн анне Людмила Александровна Улатăр районĕнчи вырăс ялĕнче çитĕннĕ. Атте Александр Николаевич Шупашкар районĕнчи Ишлейре чăвашсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Пĕрлешсен вĕсем пĕр-пĕринпе вырăсла калаçнă. Эпир те, виçĕ ачи, çуралнăранпах аннен тăван чĕлхипе пуплетпĕр. Асанне те пулин пирĕнпе мĕншĕн вырăслах калаçнă-ши? Паллах, ялта пурăнса чăвашла калаçу чĕлхине хăнăхса пынă эпир. Шкула кайсан чăваш чĕлхипе литературин предмечĕсене шĕкĕлчеме тытăнтăмăр. Кăшавăшри пĕлӳ çуртĕнче хăйĕн ĕçне чунпа парăннă пултаруллă педагог Евгений Майков вĕрентрĕ. Унăн урокĕсем паянхи кун та асрах. Константин Иванов çырнă «Нарспи» поэмăпа паллашни, сыпăксене пăхмасăр калани халĕ те манăçман. Чĕлхене е литературăна вĕрентет-и — учитель чăвашлăха тĕрлĕ япалана çыхăнтарма пултаратчĕ. Сăмахран, пире кĕвĕ инструменчĕсене кăтартатчĕ. Хăшпĕринпе хăй те калатчĕ. Е музея кайса авалхи япаласемпе паллашаттăмăр. Çапла Евгений Майков пире тăван ен культурипе çывăхлатрĕ. Манăн, вырăсла калаçса ӳснĕскерĕн, сăмах саппасĕ питех пуян марччĕ, анчах Евгений Александрович нихăçан та: «Çавна та пĕлместĕн», — тесе хăртса тăкман», — чăвашлăх тавра калаçу çапла пуçланчĕ çамрăк хĕрарăмпа. Шкул çулĕсенче Анна ал ĕçĕпе аппаланма тытăннă. Ăна пуринчен ытла хĕресле тĕрлесси илĕртнĕ. Ун чухне вăл малашне чăваш тĕррисемпе кăсăкланма тытăнасси çинчен шухăшламан та тен. «Ача çуратсан хĕрарăм илеме тата ытларах асăрхама пуçлать-тĕр. Женя çут тĕнчене килсен тата ытларах хитре япаласем ăсталама ăнтăлтăм. Тĕрĕ пушшех те илĕртрĕ. Юмах сăнарĕсене — Дюймовочкăна, Хĕрлĕ Калпака… — канва çине куçараттăм. Вĕсене пĕлĕшсене, тăвансене парнелеттĕм. Çапла ача садĕнче ĕçлекенсем те манăн алă çыпăçулăхĕ çинчен илтнĕ. Женя садике çӳреме тытăнсан мана чăвашлăх кĕтесне хатĕрлемешкĕн пулăшма ыйтрĕç. Чăваш тĕррипе кăсăкланасси çавăнтан пуçланчĕ. Ялти библиотекăна çитсе авалхи ӳнер çинчен тĕрлĕ литература шырарăм. Тĕрĕ ĕçне пĕлнĕ-пĕлмен, чуххăмăн, пуçăнаймастăн- çке. Тата чăвашсен эрешĕ питĕ нумай пулни çинчен илтнĕ, хăшĕнпе мĕн тĕрленĕ чухне усă курма юранине пĕлес килетчĕ. Сăмах май, тĕрĕ ячĕсем халăхăн кун-çулĕпе тачă çыхăннă, вăл мĕнле ĕçпе аппаланса пурăннине сăнлаççĕ. Ытларах чухне çут çанталăкпа çыхăннă ятсем тĕл пулаççĕ. Символсенех илер: «Хĕвел», «Тĕнче тăвĕ», «Пурнăç йывăççи»… Тĕлĕнмелле пуян философи! Ахальтен каламан ĕнтĕ чăвашсен çĕр пин юрă, çĕр пин тĕрĕ, çĕр пин сăмах тесе. Ĕлĕк хĕрарăмсем йывăр ĕçре пилĕк авсан та кăткăс тĕрĕсемпе аппаланма вăй та, вăхăт та тупнинчен тĕлĕнсе пĕтерейместĕп», — «сӳс хӳреллĕ хурçă йыттине» алăра вылятнă май малалла калаçрĕ манпа ылтăн алăллăскер.

Ирина ИВАНОВА.


«Мана шăллăм кирлĕ»

Хĕрĕ çапла каласан Гурьяновсем тепĕр ача опекăна илнĕ

«Эпир çемьере сакăр пĕртăван пулнă. Эпĕ — çиччĕмĕш ачаччĕ. Асли хĕр пулнă, ыттисем пурте — арçын ача. Çавăнпа та мана, кĕçĕн йăмăкне, аслисем çав тери юрататчĕç, лайăх пăхатчĕç. Ытларах анне çумĕнче ӳснĕ эпĕ. Вăл мĕнле ĕç тума пĕлетчĕ – веçех мана вĕрентнĕ. Пиччесем шкул пĕтерчĕç те хулана тухса кайрĕç. Кашни килмессерен кучченеçпе пырса кĕретчĕç. Ытларах тутăр парнелетчĕç. Мана яланах чи хитрине тыттаратчĕç. Çавăнпа хамăн ача чухнехи вăхăта ырăпа çеç аса илетĕп», — хăйĕн сăмахне çапла пуçларĕ Патăрьел округĕнче пурăнакан Татьяна Гурьянова.

Сусăр пулнине пăхман

1989 çулта вăл, Анат Тăрмăш хĕрĕ, Çĕньял каччипе Николай Гурьяновпа çемье çавăрнă. Николай та Татьяна пекех нумай ачаллă çемьере ӳснĕ. Ултă ачаран пĕртенпĕр ывăл пулнăран пĕрлешнĕ хыççăн çамрăксем ваттисене пăхма тĕп килте юлнă. Татьяна çĕвĕ цехĕнче вăй хунă, Николай «Знамя» колхозра нумай çул скотник та, конюх та пулса ĕçленĕ. Вĕсем хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. 1990 çулсен йывăрлăхĕ кашни киле кĕмесĕр юлман пулсан та Гурьяновсем ачисем епле çитĕнсе килтен тухса кайнине те сиссе юлман. 2000 çулсем хыççăн пурнăç кăштах йĕркеленме пуçланă. Гурьяновсем килте хăйсем çеç тăрса юлсан ача сасси çитменнине туйма пуçланă. Николайпа Татьянăн иккĕшĕн те пĕр вăхăтрах ача опекăна илме шухăш çуралнă. Çакăн çинчен пĕр-пĕрне каласан хăйсем те тĕлĕннĕ. Çапла мăшăр Улатăрти ача çуртне çитнĕ. Вĕсене тĕрлĕ документ пухмалли те шиклентермен. Унсăр пуçне усрава тата опекăна илекен ашшĕамăшĕн шкулне пĕтермелле иккен. Çапла Гурьяновсем Канашра вырнаçнă ятарлă шкулта вĕреннĕ. 2009 çулта Татьянăпа Николая ача опекăна илме ирĕк панă. Тепĕр çулхине вĕсем киле 3 çулти Вероникăна илсе килнĕ. — Хамăрăн ачасем ӳссе çитĕннĕ вĕт. Вероника вара ытла пĕчĕк. Малтанах пĕчĕк шăпăрлана пăхма çĕнĕрен хăнăхмалла пулчĕ. Çапах та пĕрре те мĕншĕн илтĕмĕрши тесе ӳкĕнмен. Йывăр чухне мăшăр пулăшнă. Хамăрăн ачасем те хавхалантарса тăнă. Вероника чăвашла калаçма хăвăрт хăнăхрĕ. Тульккăш хамăр касра унпа выляма ача çукчĕ. Вăл ачасем шыраса пур киле те кĕрсе тухнă пуль. Ăна шелленипе тепĕр пепке опекăна илме шутларăмăр. «Ну, кама илсе килсе парар-ха сана?» — ыйтрăмăр ашшĕпе иксĕмĕр. «Мана шăллăм кирлĕ», — терĕ. Ача çуртĕнче арçын ачасем пурччĕха, анчах пĕртăванĕсем пуррипе вĕсене уйăрса çемьене памастчĕç. Кайран 2 çул та тултарайман ывăл пуррине пĕлтерчĕç те — Алешăна тӳрех илсе килтĕмĕр. Вĕсем пирĕн çумра пĕчĕкренех пулнăран нихăçан та ют туйăнман, хăйсем те пире ашшĕпе амăшĕ вырăнне хураççĕ. Вероникăпа Алеша пĕрле выляса ӳсрĕç. Алеша аппăшĕшĕн пĕчĕккĕллех хыпса çунатчĕ. Мĕнле те пулин япала туянсан тӳрех: «Аппа валли те илмелле», — тесе каласа хуратчĕ. Халĕ те çаплах. Иккĕшĕ те ачашланма юрататчĕç. Чĕрçĕ çине хăпарса ларатчĕç те: «Эпĕ сана питĕ юрататăп», — тетчĕç. Вероника кăçал 9-мĕш класс пĕтерет, Алеша — 6-мĕш. Арçын ачана хăйĕн пек ачасем кирлĕ пулинех. Юлташ шыраса вăл та тепĕр урама кайма тытăнчĕ. Ун валли тус пултăр тесе тепĕр арçын ачана опекăна илме шутларăмăр. Опекăна илесси вăл — кайрăм та илсе килтĕм тени мар. Ача кушак çури мар вĕт. Ывăл ачасем пулмарĕç. Пĕр хĕрачана кăтартрĕç. Ачаранах сусăр. Йывăрпа утатчĕ. Хăй 6-ра çеç. Малтан хăраса ӳкрĕм, паллах. Эпĕ хальччен сусăр ача пăхса курман вĕт-ха. Çапла малтан каникула илсе килтĕмĕр, хамăр патра çу каçартăмăр. Операци тумалли çинчен каларĕç. Ăна Хусанта тунă хыççăн киле илсе килтĕмĕр. Çапла Арина пирĕн хĕр пулса тăчĕ. Паллах, ăна хăйне те питĕ йывăр. Çапах та парăнмасть вăл. Хăй тĕллĕн утма хăнăхрĕ. Урама тухать. Аслисем пире пулăшма тухсан вăл та вĕсем хыççăн мĕнпе те пулин пулăшма тăрăшать. Ӳкерме ăста, хам пекех чĕнтĕр йĕппипе çыхкалать. Темĕн те пĕр ăсталама юратать. Шкула çӳреймест-ха, учительсем хăйсем килсе вĕрентеççĕ. Халĕ 3-мĕш класа çитрĕ. Ӳкерчĕкĕсене тĕрлĕ конкурса ярса патăмăр — дипломсем илме тивĕçлĕ пулчĕ. Пирĕн Алеша — спортсмен. 6-мĕш класра кăна вĕренет пулсан та спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе кăсăкланать. Каникулта кунĕпе те велосипед çинчен анмасть. Ытларах — ашшĕ çумĕнче. Вăл тăвакан ĕçсене пурне те тума хăнăхасшăн, пĕрре те ӳркенсе тăмасть. Вероника та спортпа туслă. Кăçал экзамен памаллипе кăна спорт ăмăртăвĕсене тăтăшах çӳремерĕ, — каласа пачĕ Татьяна Михайловна.

Валентина ЯКОВЛЕВА.


Тăванĕсем мĕн пирки калаçнине пĕлес тесе чăвашла вĕреннĕ

Вăл хăйĕн пирки: «Эпĕ 75 проценчĕ — чăваш», — тет. Дмитрий Тимин чăваш чĕлхине мĕн пĕчĕкрен илтсе ӳснĕ, анчах калаçман. 5 çул каялла вара унăн чăвашла вĕренес шухăш çуралнă. Çавăнпа ятарлă курса çӳренĕ вăл. Чи тĕлĕнмелли çакă: чăваш чĕлхине ăна урăх халăх çынни вĕрентнĕ. Халĕ 20-ри Митя чăвашла калаçса сутсах ярать. Унăн псевдоним та пур: Мĕтри Нарат.

Ивритла, арабла вулать

— Митя, эпĕ пĕлнĕ тăрăх, эсĕ нумай чĕлхе пĕлетĕн. Хăвна лингвист е полиглот тесе шухăшлатăн?

— Полиглот пуль. Эпĕ вырăсла, чăвашла, акăлчанла, эсперантăлла çăмăллăнах калаçатăп. Эсперанто чĕлхи Шупашкарта иртнĕ чĕлхе фестивалĕ хыççăн кăсăклантарчĕ. Ятарласа Александр Блинов чĕлхеçĕ патне вĕренме кайрăм. Ун хыççăн урăх çĕршыври эсперантистсемпе те çăмăллăн калаçма пуçларăм. Эсперанто — тĕрлĕ халăха пĕрлештерекен чĕлхе. Пурăна киле манăн турккăлла калаçма вĕренес килет.

— Чăваш чĕлхине вĕренес туртăм мĕнле çуралчĕ?

— Малтанах калам: эпĕ Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Манăн кукамай — чăваш, кукаçи — вырăс. Анне чăвашла пĕлмест. Çапла манпа никам та чăвашла калаçман. Эпĕ чăвашлăх патне мĕн пĕчĕкрен туртăннă темелле. «Чăвашсем мĕн çинчен калаçаççĕши?» — шăпах çакă интереслĕччĕ маншăн. Кукамай аппăшĕсемпе, йăмăкĕсемпе чăвашла хутшăнатчĕ те вĕсем мĕн пирки юптарнине пĕлес килетчĕ. Чĕлхене вĕренес килнипе ЧР Наци библиотекине çул тытрăм. Киевра çуралса ӳснĕ лингвист, чăвашла хăй тĕллĕн вĕреннĕ Артем Федоринчик ертсе пынă курса çырăнтăм. Паллах, занятисене çӳренисĕр пуçне хам тĕллĕн те тăрăшрăм: кукамайпа чăвашла калаçрăм, кĕнеке, хаçат вуларăм. «Çамрăксен хаçатне» те тишкертĕм. «Хавал» уйлăха та, халĕ ăна çуллахи университет теççĕ, çитсе куртăм. Унта чăваш чĕлхине вĕренес текенсем пухăнаççĕ.

— Манăн шухăшпа, эсĕ тăванусем мĕн çинчен калаçнине пĕлес тенипе кăна мар чăвашла вĕреннĕ. Санра чăваш юнĕ чупать вĕт. Кашни çын пурăна киле хăйĕн историллĕ йăх-тымарĕ патне таврăнать теççĕ.

— Çапла, тĕрĕс. Çавăнпа эпĕ халĕ те чăвашла вĕренетĕп, ăна тĕпчетĕп, чăвашлăхшăн тăрăшса тĕрлĕ проект пуçаратăп.

— Эсĕ тĕрлĕ конференцие, чĕлхе фестивальне хутшăнатăн. Çак мероприятисенче чăваш чĕлхи пирки каласа кăтартатăн.

— Эпĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн вырăс тата чăваш филологийĕпе журналистика факультетĕнче 2-мĕш курсра вĕренетĕп. Унта вырăс тата акăлчан чĕлхисене ăса хыватăп. Нумаях пулмасть университетра ăслăлăх конференцийĕ иртрĕ. Унта ют чĕлхесене вĕренмелли методика çинчен тухса калаçрăм. Çав методика сахал йышлă халăхсен чĕлхине упраса хăварма пулăшать. Ку тĕпчев маншăн кăсăклă пулчĕ. Манăн доклада кăçал ăслăлăх статйисен пуххинче пичетлĕç. Мускава Раççейри халăхсен чĕлхе фестивальне те çитсе куртăм. Унта сахал йышлă халăхсен чĕлхе илемлĕхне кăтартас текенсем пухăнчĕç. Тĕслĕхрен, чăваш, алеут, осетин тата ытти чĕлхе презентацийĕ иртрĕ. Эпĕ чăваш тата вырăсла алăпа вылятса калаçмалли /жестовый/ чĕлхе пирки тухса калаçрăм. Чĕлхесене упраса хăварас ыйтупа питĕ кăсăкланатăп. Пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Мускаври экономика шкулĕнче те чĕлхе фестивалĕ иртрĕ. Унта чăваш чĕлхине презентацилерĕм. Манăн аншлаг пулчĕ: итлекен нумай пухăнчĕ. Ку йышра тĕрлĕ халăх çыннисемччĕ. Эппин, эпĕ çынсене кăсăклантарма пултартăм. Манăн пĕр юлташ Мускаври халăхсен хутшăнăвĕсен патшалăх институтĕнче ăс пухнă, унта финла тата эстонла вĕреннĕ. «Чăваш чĕлхи эстон чĕлхи пекех», — тени асра юлнăччĕ. Чăвашла та, эстонла та калаçакансен шучĕ пĕрешкел.

Ирина КОШКИНА.

Материалсемпе туллин паллашас тесен...

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.