Чăвашла верси
Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 14 (6565) № 17.04.2025
Ялта пурăнассине модăна кĕртесшĕн
25-РЕ ВĂЛ СЫР ЗАВОЧĔ УÇНĂ. ХАЛĔ УН ПАТĔНЧЕ 70 ÇЫН ĔÇЛЕТ. ПАЯН РЕДАКЦИ ТĔПЕЛĔНЧЕ — МĔН АЧАРАН ТĂВАН ЯЛНЕ, ХĔРЛĔ ЧУТАЙ ОКРУГĔНЧИ СĔНТĔКÇЫРМИНЕ, УСĂ КӲРЕС ШУХĂШ-ĔМĔТПЕ ÇИТĔННĔ СВЕТЛАНА МИХОПАРОВА.
Кредит илсе — Америкăна
— Светлана Ивановна, санăн ачаран бизнесвумен пулас килнĕ-и?
— Ача чухне эпĕ бизнес, предпринимательлĕх мĕнне пĕлсех те кайман. Ялта 3 ĕне усраттăмăр та виçĕ кун касу пăхмаллаччĕ. Çавăн чухне пĕрмай шухăшлаттăм: «Ялтан пĕри, тепри тухса кайсан малалла мĕн пулĕ-ха?» Шкул хыççăн аслă пĕлӳ илсен эпĕ пурпĕрех тăван яла таврăнатăп та мĕн те пулин усăлли тăватăп тесе палăртса хунăччĕ. Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра экономика факультетĕнче бизнесинформатика енĕпе вĕренме кĕтĕм, 5-мĕш общежитире пурăнма тытăнтăм. Канмалли кунсенче яла автобуспа таврăнаттăм. Вырсарникун çитсен хулана тухса каясси маншăн питĕ йывăрччĕ. Килпе уйрăлмаллине кам шухăшласа кăларнă-ши теттĕм? Автобусра ларса пынă май ялти чарăнура анса юлакансене сăнаттăм. Мĕн тери лайăх çав çынсене, хулана каймалла мар вĕсен, ялта пурăнаççĕ тесе ăмсанаттăм.
— Ĕç опытне ăçтан пуçларăн?
— 2-мĕш курс хыççăн, çу уйăхĕнчен пуçласа авăнччен, «Work and Travel» программăпа Америкăн Пĕрлешӳллĕ Штатĕнче, Массачусетс штатĕнчи Мартас-Винъярд утравĕнче, пултăм. Унта эпĕ кухньăра та, сутуçăра та ĕçлерĕм. Акăлчан чĕлхи вĕренес, чикĕ леш енчи пурнăçпа паллашас тĕллев пулнă. Тата, паллах, кăштах ĕçлесе илес килнĕ. Анчах унта çитмешкĕн укçа çукчĕ манăн. 150 пин тенкĕ кредит илтĕм. 2016 çулта студентшăн ку пысăк суммăччĕ. Манăн виза тумаллаччĕ. Çул çине те, унта пурăнма та укçа кирлĕччĕ. Атте юристра тăрăшатчĕ ун чухне, анне штат кĕскетнĕ хыççăн ĕçсĕр юлчĕ те 4 çул килте выльăх пăхса пурăнчĕ. Пĕр уйăх ĕçленĕ хыççăн эпĕ кредита тӳлесе татрăм. Кайран права валли укçа пухма тытăнтăм. Ун чухне эпĕ ту çи йĕлтĕр спорчĕпе кăсăкланаттăм, хама валли чаплă йĕлтĕр туянтăм. Хĕл каçипе водителе вĕрентĕм. Ун чухне тĕллев лартрăм — машина илмелле. 3-мĕш курс хыççăн та çав çĕршыва кайрăм. 3 çĕрте ĕçлерĕм, кану мĕнне пĕлмесĕр вăй хутăм. Вара Шупашкара килсен чăнах та «Форд Фиеста» туянтăм.
— Хăвăн ĕçе йĕркелесси хăçан çуралчĕ?
— Пĕрремĕш хут АПШра ĕçлесе таврăнсан хавхалану çуралчĕ. Пĕрремĕш курсра чухнех эпĕ завод уçма ĕмĕтленеттĕм. Çакăн пирки хĕр туссем халĕ те аса илеççĕ. Хăй вăхăтĕнче атте колхозăн юхăнма пуçланă склад евĕр çурт илсе юлнă. Ăна вăл тара паратчĕ, унта пĕр предприниматель сĕт сивĕтекен пункт уçнăччĕ. 3 пин тăваткал метр лаптăкăш çав çуртра мĕн те пулин тăвас шухăш пурччĕ. Студент визипех Америкăра юлма, унта малалла вĕренме те, ĕçлеме те майсем пурччĕ. Анчах яла таврăнас шухăш пуçран пĕр самантлăха та тухмарĕ. Манăн мĕн те пулин тумалла тесе палăртса хунăччĕ ĕнтĕ эпĕ. Анчах мĕнне татăклăн пĕлмен-ха. Эпĕ çавăн пек çын, пуçа шухăш кĕрсен çавна пурнăçламасăр лăпланаймастăп.
Ĕненӳ пулăшнă
— Мĕнрен тытăнтăн?
— 5 çул пĕчĕн-пĕрчĕн пухнă укçапа сĕт сивĕтсе сутассипе бизнес йĕркелеме шухăшларăм. Хамăр ялти хайхи çуртра пĕчĕк пӳлĕм юсарăм. Унта сĕт йышăнмалли, сивĕтмелли, упрамалли тытăм хута ятăм. Нумай тăккалантăм, анчах ĕç эпĕ планланă пек каймарĕ. Ку рынока эпĕ кĕреймерĕм. Эпĕ ун чухне яла куçса килнĕччĕ, уйрăм предприниматель пек регистрациленнĕччĕ. Кăмăл пĕтрĕ паллах. 5 çул пĕрчĕн-пĕрчĕн пухса пынă укçана унта хывни усă памарĕ.
— Çавах эсĕ хуçăлса ӳкмен. Урăх çул тупнă…
— 2021 çул пуçламăшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе республикăра «Фермер шкулĕ» вĕренӳ проекчĕ хута кайрĕ. Хальхи технологисемпе сыр хатĕрлессипе çыхăннă производствăн малашлăхĕ пуррине курса Олег Алексеевич çак енĕпе курс йĕркелемешкĕн сĕннĕ. Эпĕ çав специализаципе вĕренме тытăнтăм. Сĕт тирпейлессипе çыхăннă ĕç манăн чуна çывăх пулчĕ. Плансем хăвăрт çуралчĕç. Кивĕ çуртра юсав кирлĕччĕ, унта газ та кĕртменччĕ, оборудовани те çукчĕ. Çапах та манăн ĕненӳ пулнă. Çав çулах авăн уйăхĕнче патшалăх мана 8 миллион тенкĕлĕх грант пачĕ. Унсăр пуçне кредит илтĕм (проектра палăртнă суммăн 30% хамăн хывмаллаччĕ). Грант илсен Мускав облаçĕнчи сыр тăвакан заводсене кайса куртăм, ку çимĕçе епле пĕçернипе паллашрăм. Паха опытпа хам та усă курма шухăшларăм.
— Пысăк укçа — пысăк яваплăх. Хăратмарĕ-и ку?
— Çук, мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулма тивессе пĕлмен те, нимĕн те хăраман. Виçĕ çул каялла хамăн ĕçе пуçланă чухнехи çулйĕре тепĕр хутчен утса тухас килмест халĕ манăн — питĕ йывăр пулчĕ. Газ кĕртмешкĕн документ хатĕрлесси хăех мĕне тăрать! Юсав та ирттертĕмĕр, Ижевскран оборудовани кӳрсе килтĕмĕр. 2022 çулта веçех хатĕрлесе çитертĕмĕр. Анчах сыр мĕнле пĕçермеллине пĕлмен эпĕ. Тĕрĕс çул суйласан кирлĕ çынсем хăйсемех тупăнаççĕ. Технолог килсе вĕрентсе хăварчĕ. Утă уйăхĕнче эпир хамăр патра производство хута ятăмăр. Пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн команда пухрăм. Паянхи кун ман патра 70 çын ĕçлет. Ичар (персоналпа ĕçлекен специалист тупакан çын) та пур.
— Кулленхи ĕçсене епле йĕркелесе пыратăн?
— Манăн офис — Шупашкарта. Завода кашни кунах çӳреместĕп. Управляющи, производство ертӳçи пур. Чĕр тавартан пуçласа продукцие упаковка туса кăларса яричченех ОТК пуçлăхĕ сăнать. Кашниех хăйĕн ĕçне пĕлет. Апат-çимĕç производствинче требованисем питĕ нумай. Продукцин кашни тĕсĕ валли сертификат илмелле. Ку енĕпе уйрăм çын ĕçлет. Паянхи кун тĕлне эпир «Санккино» брендпа 14 тĕрлĕ çемçе сыр кăларатпăр. Хамăрăн продукцин 95% регион тулашĕнче сутатпăр. Малалла та аталанмашкăн вырăн пур пирĕн.
— Эсĕ мĕнле ертӳçĕ?
— Çирĕп ыйтнăран манпа ĕçлеме йывăр пуль тетĕп. Мĕн те пулин килĕшмесен сăлтавне шыраса тупса ыйтăва татса памасăр лăпланмастăп. Манăн телефон номерĕ пурте куракан çĕрте çакăнса тăрать. Ĕçри ыйтусемпе кирек кам та ман пата шăнкăравлама пултарать. Ехрем хуçа пек…
— Ача чухнехи ĕмĕтӳ пурнăçланнă апла.
— Çапла, анчах эпĕ кунпа чарăнмастăп, çĕнĕ тĕллевсем лартатăп. Çыннăн малалла та малалла каймалла тесе шухăшлатăп. Манăн пысăк ĕмĕт — тăван яла аталантарасси, халăх йышне хушасси. Пирĕн завода акă хамăр таврари ялсенчен, Чутайран, Элĕк, Çĕмĕрле, Етĕрне округĕсенчен ĕçлеме килеççĕ. Халĕ «Ял территорийĕсене комплекслă майпа аталантарасси» программăн çĕнĕ çумпрограмми ĕçлет. Ял хуçалăх таварне туса кăларакансем хăйсен ĕçченĕсем валли çурт çĕклесен е хваттер парсан патшалăх вĕсене тăкаксен 80% саплаштарать. Ку çеç те мар, найм килĕшĕвĕпе пурăнаканăн стажĕ 5 çул çитсен çав çурта е хваттере вăл туянма пултарать, куншăн хакăн 10% кăна тӳлет. 10 çул ĕçленĕ хыççăн — 1% кăна. Пирĕн икĕ ĕçчен пĕлтĕр Хĕрлĕ Чутайра çăмăллăхлă майпа хваттер илчĕç. Çак программăпа манăн та хамăн ĕçченсем валли çуртсем хăпартас килет. Анчах ку кăна çителĕксĕр. Манăн çĕнĕ йышши ял, хăйне евĕр микрорайон, тăвас килет. Унăн эскизне хатĕрлемешкĕн яла проектировщик чĕнтĕмĕр. Халĕ тата пуçаруллă бюджет программипе те ялсене хăтлăлатма май пур. Çак пулăшусемпе усă курса хамăн ял сăн-сăпатне хальхи вăхăт ыйтнипе килĕшӳллĕн çĕнетес килтĕр. Унта çамрăксене кирли йăлтах пултăр. Эпĕ, сăмахран, пысăк теннисла выляма юрататăп, тренажер залне çӳретĕп… Ялтах пулччăр вĕсем.
— Ĕçченсене тата мĕнпе хавхалантаратăн?
— Прозводство цехĕсем хăтлă те çĕнĕ, ĕç условийĕсем лайăх, хăш-пĕр ĕçе автомат пурнăçлать. Райпоран хатĕр апат илсе килетпĕр, çуррине предприяти тӳлет. Çимелли, канмалли ятарлă вырăнсем пур. Ĕç укçи аван тӳлетпĕр, преми те паратпăр. Карьера картлашкипе ӳсмелли майсем те пур. Завода уçсан рабочие килнĕ çын халĕ производство пуçлăхĕ пулса тăчĕ. Çынна укçан кăна хавхалантарни сахал, чун апачĕ те кирлĕ. Пирĕн предприятире культура мероприятийĕсене тухса çӳресси йăлара. Тăтăшах Шупашкара концерта илсе каятпăр, артистсем чĕнсе килсе хамăр ялта та йĕркелетпĕр.
— Светлана, эсĕ чăваш чĕлхи шăпишĕн те питĕ пăшăрханнине пĕлетĕп.
— Ашшĕ-амăшĕ ачисемпе чăвашла калаçманни мана питĕ кулянтарать. Чăвашла калаçассине, ялта пурăнассине модăна кĕртес килет. Чăвашла аудиокĕнекесем çук пирĕн. Чăваш блогерĕсене те хавхалантармаллах — хăйсен ĕçне вĕсем тӳлевсĕр пурнăçлаççĕ. Çамрăксем валли юрлакан чăваш эстрадин ушкăнĕсем çук. Çавăнпа манăн чăваш чĕлхипе культурине аталантарма пулăшакан фонд уçас килет. Пултаруллă çамрăксене çул уçса памашкăн укçа хывма хатĕр. Кăçал пирĕн округра «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль пĕрремĕш хут иртрĕ. Çавăнта эпĕ вăйлă саслă, хитре юрлакан хĕрачана асăрхарăм. Ăна юрă çыртарма пулăшрăмăр. Раççей, тĕнче шайне тухма пултаракан юрăçсем, хитсем кирлĕ пире. Чи пысăк ĕмĕт — Ехрем хуçа пек пуян пулса «Ĕмĕр сакки сарлака» сериал ӳкересси. <...>
Алина ИЛЬИНА калаçнă.
♦ ♦ ♦
Ырă ĕçсемшĕн вăхăта та, вăй-хала та шеллемеççĕ
«Эпĕ 1-мĕш курсра вĕренетĕп. Студент пурнăçне пĕлтĕр астиврĕм. Иртнĕ кĕркунне «Санăн утăм» проектăн «ПервопроХодец» трекне хутшăнтăм, çĕнтерӳçĕ пултăм. Тĕп парнене — ноутбука — тивĕçрĕм. Акă, халĕ «Раççейре пурăнмалла тата аталанмалла» вĕрентӳ программине хутшăнма кăмăл турăм. Ытти çулта ăс пухнисем хавхаланса каласа кăтартнă хыççăн эпĕ те хама тĕрĕслесе пăхма шухăшларăм. Заявка ярса патăм, мана суйласа илнишĕн питĕ савăнтăм», — пĕлтерчĕ вĕрентӳ программине хутшăннă Мари Эл хĕрĕ Наталья Исмакова.
Вĕренӳре те, общество пурнăçĕнче те хастар
Ака уйăхĕн 10-13-мĕшĕсенче Шупашкар хули «Санăн утăм» проектăн «Раççейре пурăнмалла тата аталанмалла» вĕрентӳ программин тĕп лапамĕ пулса тăчĕ. Кунта федерацин Атăлçи округĕнчи 64 вĕрентӳ организацийĕнчен 200 ытла пултаруллă çамрăк пухăнчĕ. Вĕсен йышĕнче Наталья Исмакова та пулчĕ. Хĕр ЙошкарОлари Атăлçи патшалăх технологи университетĕнче вĕренет. Вăл — пулас патшалăх служащийĕ. Хĕр пур çĕрте те хастар. Студентсен волонтер организацийĕнче тăрать. Университетра иртекен мероприятисене йĕркелес ĕçе хутшăнать. Факультетăн социаллă сечĕсене ертсе пырать. Наталья шкулта та хастар пулнă, «4» тата «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пынă. Ыр кăмăллăх ĕçне ун чухнех хутшăннă. Çавăнпах ĕнтĕ хĕр «Артек» ача-пăча центрĕнче канма та тивĕçнĕ. «Ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнни çынсене пулăшма пултарни кăна мар, вăл — пурнăç йĕрки. Ку ĕç мана çĕнĕ паллашусем парнелет, ыттисенчен вĕренме май парать. Хула, çĕршыв шайĕнчи мероприятисене хутшăнса пĕр шухăшлă, хăйсен вăхăтне, вăйне ырă ĕçшĕн шеллемен хастарсемпе тĕл пулатăп. Пĕрле эпир çынсене хавхалантаракан, савăнăç кӳрекен проектсем хатĕрлетпĕр. Çапла форумсене, вĕрентӳ программисене хутшăнса хамăн пĕлĕве анлăлататăп», — терĕ Наталья студент чухне кашни çамрăкăн хăйне пур çĕрте те тĕрĕслесе пăхмаллине палăртса. Чăваш Республикин тĕп хулинче Наталья пĕрремĕш хут мар. Кунта вăл малтан ашшĕ-амăшĕпе пулса курнă, халĕ юлташĕсемпе килсе çӳрет. Ытларах вара ăна Атăл хĕрринче уçăлса çӳреме килĕшет. Самар облаçĕнчен килнĕ Алиса Луткова та вĕрентӳ программине хутшăнакансенчен пĕри пулчĕ. Хĕр Тольяттири патшалăх университетĕнче вырăс чĕлхипе литература учителĕн профессине алла илет, виççĕмĕш курсра ăс пухать. «Пĕтĕмпех аслă шкула вĕренме кĕрсен пуçланчĕ, пире аслă курссенче вĕренекенсем студентсене аталанмашкăн мĕнле майсем пурри çинчен каласа паратчĕç. Халĕ эпир — çывăх юлташсем. Çапла студентсен канашĕ çинчен пĕлтĕм, унтан профсоюза кĕтĕм. Хамăн ертӳçĕ, Профсоюзăн Тольяттири патшалăх университетĕнчи пуçламăш организацийĕн председателĕ Александра Костерова мана «Ăру сасси. Студентсем» проекта хутшăнма сĕнчĕ. Кăçал «Раççейре пурăнмалла тата аталанмалла» вĕрентӳ программи иртесси пирки пĕлтĕм. Тӳрех заявка ярса патăм. Хутшăнакансен йышĕнче пулнишĕн питĕ савăнтăм, — пĕлтерчĕ хĕр. — Пĕлтĕр «Таврида» арт-кластерăн «Меганом» академийĕн шкулĕнче вĕрентĕм. Кунта театр, музыка, кино тата ытти енпе 18-35 çулсенчи çамрăксем пĕлӳ пухаççĕ. Вĕрентӳ программин координаторĕ пултăм. Çавăн пекех пĕлтĕр çурла уйăхĕнче нумай нациллĕ пултарулăх фестивалĕнче волонтер пек ĕçлерĕм», — аса илчĕ Алиса. Çапла форумсене тата вĕрентӳ программисене хутшăнса, аслисенчен вĕренсе пырса Алиса хăй те пĕр-пĕр проект пуçарса яма ĕмĕтленет. Ытларах çамрăксемпе ĕçлесшĕн вăл. Малашлăхра аслă вĕренӳ заведенийĕсемпе çыхăну тытакан менеджер пулас ĕмĕтпе пурăнать. Халĕ вăл профсоюз партнерĕсемпе ĕçлекен комиссие ертсе пырать. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Куçаруçăн пуç мими вăйлăрах ĕçлет
Мария Александрова ача чухнех ют чĕлхесемпе кăсăкланнăран çитĕнсен кам пуласса чухланă. Хĕр Канаш районĕнчи Ачча ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вăл 3-4 çулсенче чухне çемье республикăн чукун çул хулине пурăнма куçса килнĕ.
4 чĕлхе пĕлет
«Ача чухне аттепе анне манпа чăвашла пуплемен, эпĕ акцентпа калаçасран хăранă. Ялта, паллах, пурте чăвашла калаçнă. Эпĕ çапла çынсем калаçнине итлесе, вĕсене тăнласа чĕлхене вĕрентĕм. Манăн аслă кукамай вырăсла пĕлместчĕ, унпа чăвашла калаçаттăм», — пуçларĕ калаçăва хĕр. Мария вырăс шкулĕнче вĕреннĕ. Класра 30 ачаран 5-шĕ кăна тăван чĕлхене пĕлнĕ. «Канашра тутарсем йышлăн пурăнаççĕ. Манăн атте тутар юлташĕсемпе вĕсен чĕлхипе калаçать. Вĕсем вара пирĕнпе чăвашла пуплеççĕ», — малалла калаçрĕ хĕр. Мария халĕ 4 чĕлхе пĕлет: чăвашла, вырăсла, нимĕçле тата акăлчанла. Хĕр Чулхулари ют чĕлхе университетĕнчен пĕлтĕр вĕренсе тухнă. Унта икĕ чĕлхене ăса хывнă. Пĕрремĕшĕ — нимĕç чĕлхи. Ăна унччен пачах пĕлмен. Иккĕмĕшĕ – акăлчан чĕлхи. Ăна шкулта вĕреннĕ чухне ăса хывнă. Мария тăлмачăра ĕçлет, техникăпа çыхăннă сăмахсене пĕр чĕлхерен теприне куçарать. Ытларах вăл заказчиксемпе куçа-куçăн тĕл пулать, хăш чухне онлайн мелпе те çыхăнать. «Халĕ эпĕ, сăмахран, Инди специалисчĕсемпе çыхăнса ĕçлетĕп. Вĕсем вырăс компанийĕсене е пирĕннисем вĕсене мĕн те пулин сутаççĕ. Пĕр-пĕрне ăнланма вĕсене куçаруçă кирлĕ. Станоксем, техника мĕнле ĕçленине ăнлантарса памалла. Хальхи пурнăçра темĕн тĕрлĕ куçару программи те пур. Анчах та вĕсем нумай йăнăш тăваççĕ. Суту-илӳре вара тĕрĕс те уçăмлă куçарни питĕ пĕлтерĕшлĕ», — ĕçри кăткăслăхсем пирки каласа пачĕ Мария. Тепĕр хут ыйтнăшăн кӳренмеççĕ Хăйĕн ĕçĕн кăтартăвне, пахалăхне курма пултарни ăна савăнтарать. Вăл ахаль кăна ĕçлесшĕн мар, пултарулăха та аталантарасшăн. Хĕр хăйĕн ĕçне пурнăçланипе икĕ çĕршыв пĕрпĕрне ăнланнишĕн, килĕшӳ тупнишĕн савăнать. Кашни ĕçрех йывăрлăхсемсĕр мар. Анчах Марийăна вĕсем тата вăйлăрах пулма хистеççĕ. «Хăш-пĕр чухне ют çĕршыв çыннисем акцентпа калаçаççĕ. Эпĕ халĕ ытларах Инди çыннисемпе çыхăнатăп. Вĕсем тĕрлĕ чĕлхепе калаçаççĕ. Ăнланманни те пулкалать. Ун пек чухне тепĕр хут ыйтатăп. Пирĕн ĕçре вăтанмалла мар. Тепĕр хут ыйтнăшăн никам та кӳренмест. Тĕрĕс мар куçарсан вара ăнланманлăх сиксе тухма пултарать. Паллах, опыт кирлĕ, вара вăл е ку калаçăва ăнланма тытăнатăн. Тепĕр йывăрлăх – кашниех куçаруçăпа ĕçлесе курманни. Тăлмачă куçарнă вăхăтра ăна пӳлсе малалла калаçаççĕ е итлемеççĕ, ăнлантарса ирттерсе янă ыйту патне тепĕр хут таврăнма пултараççĕ. Эпĕ техникăпа çыхăннă ăнлавсене куçаратăп. Ытларах арçынсемпе ĕçлеме тивет. Вĕсем эпĕ çамрăк пулнине кураççĕ, хăш чухне шанманнине сисетĕп. Мана тĕрĕслеме пултараççĕ. Çакăн пек самантсенче мĕнпур ăсталăха кăтартма тăрăшатăп, çирĕппĕн, такăнмасăр калаçатăп. Куçарнă чухне тӳрех шăппăн мĕн каланине ăнлантарса пыратăп. Е тата çын калаçса пĕтерессе кĕтетĕп те акăлчанран вырăсла куçарса паратăп. Кашни çын çапла пĕр чĕлхерен теприне тӳрех куçарса пыраймасть. Хăш-пĕр чухне темиçе сехет пĕр чарăнми ĕçлеме тивет. Паллах, çак самантра пуç ывăнать. 4 сехет куçармалла чухне пуç ыратма тытăнать. Ку та професси йывăрлăхĕ. Эпĕ кăна хăнăхса çитрĕм. Аслăрах ĕçтешсем пуç мимин гигиени пулмалла теççĕ. Куçаруçăсен пуç мими вăйлă ĕçлет. Çавăнпа ăна кантармалла. Çын компьютер мар, унăн пуç мими 4 е 6 сехет ытла пĕр чарăнми ĕçлесен чире кайма пултарать. Эпĕ кăштах канса илетĕп, чей ĕçетĕп е 5-10 минут ним ĕçлемесĕр ларатăп, утса çӳретĕп, çак вăхăтра никампа та калаçмастăп. Алла гаджет тытмастăп, мĕншĕн тесен пуç мими ахаль те питĕ вăйлă ĕçлет», — ĕçри самантсемпе паллаштарчĕ куçаруçă. Мария — «Хавал» пуçару ушкăнĕн хастарĕ. Эпĕ унпа нумаях пулмасть иртнĕ Чăваш çамрăксен форумĕнче паллашрăм. Унта вăл спикер пулса хăйĕн ĕçĕ çинчен каласа пачĕ. Пĕррехинче Мария нимĕç чĕлхеçипе, тюркологпа ĕçленĕ. Ăслăлăхпа çыхăннă терминсене акăлчан чĕлхинчен чăвашла куçарма пулăшнă. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Çумăр айĕнче утса пынă чухне юрă çуралнă
Ольга Осипова «Вирьял шевлисем», «Раççей халăхĕсем», «Хаваслă шăпчăк» конкурссенче малти вырăнсене йышăннă. Вăл сăвăсем çырса вĕсене кĕвĕлет, фильмсенче ӳкерĕнсе трюксене каскадерсемсĕрех пурнăçлать. Паян вăл — редакци хăни.
Ашшĕ гитара каланине кура
— Ольга, хăвăнпа çывăхрах паллаштар-ха. Мĕнле çемьере çуралса ӳснĕ эсĕ?
— Эпĕ Элĕк районĕнчи Атмалкассинче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Ултă пĕртăван эпир. Эпĕ — чи асли. Ман хыççăн 2 çултан Руслан кун çути курнă. Вăл халĕ Шупашкарта грузотаксире ĕçлет. Виççĕмĕшĕ 10 çултан çуралнă. Анне 30 çултан кăшт иртсен виççĕмĕшне кăна çурататăп тесе шухăшланă. Анчах кайран умлăн-хыçлăн тепĕр виçĕ ача кун çути курнă. Руслан хыççăн Валерия çут тĕнчене килнĕ. Вăл Хусанта пурăнать, унта фармацевта вĕренсе тухрĕ те çавăнтах юлчĕ. Тăваттăмĕшĕ Костя И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнче вĕренет. Люба тата Виктор ялти шкулта ăс пухаççĕ. Асли пулнăран йăмăксемпе шăллăмсене пăхма тиветчĕ.
— Камран куçнă сана юрлас пултарулăх?
— Атте Андрей Петрович гитара калать. Ача чухнех унпа пĕрле салтак çинчен пĕр юрă юрлаттăмăр. Авторĕ кам пулни пирки çынсенчен ыйтатăп та — пĕлмеççĕ. Çав юрăпа халĕ клип ӳкеретпĕр, ятарласа страйкболистсем патне кайрăмăр. Вĕсен экипировки ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксенни пек. Клип валли пĕчĕк кадр пулĕ. Çынсем эпир ăна ӳкерме ятарлă çар операцинех çитнĕ тесе шухăшланă. Халĕ юрă авторне шыратăп, тен, тупăнĕ.
— Ăна аçупа пĕрле юрласшăн мар-и?
— Юрлас килет. Хальлĕхе кĕвви хатĕрех мар. Ăна гитара каласа юрласан лайăхрах пулассине аттене каларăм. Лирикăллă юрă вăл.
— Хăв та гитара калатăн-и?
— Вĕренме пуçланăччĕ. Чăтăмлăх çитеймерĕ пулмалла. Шăллăмсем гитара калаççĕ. Вĕсене кура хамăн та вĕренсе çитмеллех пуль тесе шухăшлатăп. Икĕ гитара та пулнă манăн. Вĕренме чăтăмлăх пĕтсен пĕрремĕшне аттене парнелерĕм. Пурăна киле тепре туянтăм. Вăл хальлĕхе хамрах-ха. Шăллăма парас-и тесе те шухăшлатăп. Синтезатор туянас килет. Ятарласа музыка пĕлĕвĕ илмен эпĕ, юрлас туртăм вара пур. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче 3 аслă пĕлӳ илтĕм, юриспруденци енĕпе, акăлчан чĕлхин учительне тата психолога вĕрентĕм.
— Халĕ виçĕ дипломран хăшĕнпе ĕçлетĕн?
— Малтан Шупашкарти 29-мĕш шкулта вожатăйра ĕçлерĕм. Унтан Н.В.Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче вожатăйра тăрăшма пуçларĕм. Халĕ иккĕмĕш çул ĕнтĕ унта право предметне вĕрентетĕп.
— Юрлас пултарулăх пуррине хăçан ăнлантăн?
— Малтанах кун пирки шухăшламан та. Университетра вĕреннĕ чухне «Студентсен çуркуннине», конкурссене хутшăнма пуçласан ăнлантăм. «Çынсене килĕшет тĕк ахальтен мар юрлатăп эппин», — тесе шухăшларăм ăшра. Университета вĕренме кĕрсенех музыка преподавателĕ патне юрламашкăн çӳреме пуçларăм, хам валли тесе вокал енĕпе аталантăм. Пысăк концертсене хутшăнсан манпа тӳлевсĕрех ĕçлеме килĕшрĕ. Университетри концерт хыççăн ман пата пĕр хĕр пычĕ те «Янташ» ушкăнра солистсене çĕнĕрен пухнине пĕлтерчĕ, кайса пăхма сĕнчĕ. Анатолий Никитин юрланине итлесен мухтарĕ. Çапла репетицисене çӳреме пуçларăм. Çавăн чухнех анне Татьяна Михайловна çырнă сăвăсемпе юрăсем хатĕрлерĕмĕр, вĕсене Анатолий Никитич кĕвĕлерĕ, «Савнă тусăм, кăвакарчăн», «Илĕртетĕн эс мана», «Санпа пĕрле чух». Кун хыççăн анне хавхалансах кайрĕ, сăвăсем тата нумайрах çырма пуçларĕ. Тен, пурăна киле унăн сăввисемпе татах юрăсем çыртарăп. Аннен профессийĕ пултарулăхпа çыхăнман, вăл Элĕкре васкавлă медпулăшура ĕçлет.
— Сана халăх ытларах «Пĕлĕт, пĕлĕт», «Çăвать çумăр» юрăсемпе пĕлет.
— «Çăвать çумăр» юррăн сăввине те, кĕввине те хамах çырнă. «Пĕлĕт, пĕлĕт» — халăхăн. Ăна çĕнетрĕмĕр, хушса юрламаллине çыртăмăр. Тен, кун пек туни хăшĕпĕрне килĕшмест те.
— Кĕвĕсем хăйсемех пуçа килеççĕ-и?
— Хăш чухне пулать кун пекки. Тӳрех телефонри диктофона çутатăп та çыртаратăп. Кайран аранжировщика юрласа кăтартатăп, вăл кĕвĕ хывать. Пĕррехинче урампа утса пыратăп, çумăр çăвать. «Ах, çăвать-ха çумăр чарăнмасăр…» тесе ĕнĕрлесе пытăм. Часрах диктофона çутрăм. Çапла çуралчĕ «Çăвать çумăр» юрă. Ăна эпĕ «Юхха» фильмра та шăрантаратăп. Малтан фильмра «Пĕлĕт, пĕлĕт» юрлама палăртнăччĕ. Владимир Карсакова эпĕ шăпах çĕнĕ юрă çыртарнине каларăм та ăна суйларăмăр. Тепрехинче аннен сăввипе ăнсăртран юрă çуралчĕ. Ун чухне çĕрле концертран общежити умне çитнĕччĕ, костюмсене йăтса алăк уçасса кĕтсе тăтăм. «Тăхăн, савни, шурă кĕпӳне…» — тесе каллĕмаллĕ уткаларăм. Çав самантра кĕвĕ çуралчĕ.
Сценари — пурнăçран
— «Юхха» фильмра эсĕ тĕп роле вылятăн.
— Çапла. Каччăсем Анжелăна çавăрттарасси, унăн ятне пăсасси пирки тупăшаççĕ. Çапла ялта япăх сăмах тухать. Ашшĕ Анжелăна килтен кăларса ярать. Хĕр кайса вакка сикет, анчах ăна çăлаççĕ. Кайран çав каччăсене тавăраççĕ. Сценарие çырнă чухне хамăн историе каласа кăтартрăм. Пĕрре яла таврăннă чухне пăхатăп — мана хирĕç ӳсĕр арçын утать. Унпа тĕл пулмалла мар тесе тавран кайрăм. Масар хĕррипе утрăм. Хам çӳллĕ кĕлеллĕ туфлипе. Çав арçын ман хыççăн чупма пуçларĕ. Кун пирки Владимир Карсакова каласа кăтартрăм, «Мана хăваласа çитнĕ тĕк мĕн пулатчĕ», — терĕм. «Вăт кун пирки сценари çырмалла», — терĕ Владимир Федорович. Çак пулăма малалла аталантарса сценари хатĕрлерĕмĕр. Ăна пĕр уйăхра çыртăмăр. «Тĕп роле те хăвах вылятăн пуль», — сĕнчĕ Владимир Федорович. Малтанах иккĕлентĕм, унччен ниçта та ӳкерĕнмен-ха та. «Санăн пулать пек», — тесен килĕшрĕм. Пĕрремĕш сцена вакка сикни пулчĕ. — Чăнах та сикрĕн-и? — Ăхă. Кадра Атăлти вакка, Шупашкарти Арçынсен мăнастирĕ çывăхĕнче, ӳкертĕмĕр. Унта шăпах «морж» спортсменсем хăйсем валли пысăкрах вырăн хатĕрленĕччĕ. Юнашарах вак касрĕç. Салтак пек тӳп-тӳрĕ тăрса унта сикрĕм. — Хăрамарăн та-и. Унччен эсĕ шыва кĕрсе ӳт-пĕве пиçĕхтернĕ-им? — Çук, сивĕ шыва пĕрремĕш хутчен чăмса куртăм. Хăрама та пĕлмен çав. Кайран интернетра пăхатăп та — çынсем вакка сиксе шыв юххипе ишсе кайнă тĕслĕхсем те пур. Çамрăкрах пулнă та хăрушлăх пирки шухăшлама пĕлмен. Кадра пĕр дубльпех ӳкертĕмĕр. — Ун хыççăн чирлемерĕн-и? — Кăштах сăмса юхнă пекки пулчĕ. Ун чухне килте ларман. Качча кайман, ача-пăча çук — киле çывăрма кăна килнĕ. Пĕрремĕш вырăнта — çемье — Халĕ эсĕ — виçĕ ача амăшĕ. — Ирина — 12-ре, Владислав — 10 çулта. Кĕçĕнни Кристина 6 çулта кăна-ха. — Пулас мăшăрпа мĕнле паллашрăр? — Ĕлĕкхилле клубра /кулать. – Авт./. Алексей — Хĕрлĕ Чутай округĕнчен. Пирĕн ялсем чикĕре вырнаçнă. Ун чухне эпĕ 18 çул тултарманччĕ. Вăл манран 5 çул аслăрах. Никама та салтака ăсатса кĕтсе илмен — çара кайса килнĕ каччă лекрĕ. Шухă ача пулманнипе, ĕçченлĕхĕпе килĕшрĕ вăл мана. Ун чухне унăн ашшĕ вилнĕренпе вăхăт нумай иртменччĕ. Кайран хулана вĕренме килтĕм. Леша строитель те, вахта мелĕпе ĕçлеме çӳрерĕ. Виçĕ çултан пĕрлешрĕмĕр. Малтан общежитири пӳлĕмре пурăнтăмăр, кайран хваттер илтĕмĕр. — Эсĕ концертра кăна мар, çынсен уявĕсенче те юрлатăн. Упăшку киле часах таврăнманнине ăнланать-и? — Хамăн ĕçсене çавах туса ĕлкĕретĕп. Корпоративсем канмалли кунсенче кăна иртеççĕ. Упăшка хăй те вахтăпа ĕçлеме çӳретчĕ. Ачасене шăллăмсемпе хăвараттăм. Кайран мăшăр кунта ĕçлеме куçрĕ. Вăл ачасемпе юлсан хама та лăпкăрах. Тепĕр тесен, ачасем пĕчĕкрех чухне ытлах тухса та çӳремен, çавăнпа мана халĕ халăхра питех палламаççĕ пуль /кулать. – Авт./. Маншăн яланах пĕрремĕш вырăнта — ачасем, çемье. — Халĕ эсĕ Иван Шинжаевпа юрланине час-часах курма пулать. Унпа мĕнле туслашрăр? — Ял уявне пĕрле лекрĕмĕр. Çавăн чухне вăл мана пĕрле ĕçлеме сĕнчĕ, вăл — ди-джей, эпĕ — ертӳçĕ. Унччен аннен, шăллăмсен çуралнă кунĕсене ирттерсе курнăччĕ те, килĕшрĕм. Пурăна киле дуэтсем те хатĕрлерĕмĕр. — Нумаях пулмасть санăн «Пĕлĕт, пĕлĕт» клипу тĕнче шайĕнчи «Музыка караванĕ» конкурсра çĕнтерчĕ. 500 юрăран санăн — чи лайăххи! — Ку хамшăн та кĕтменлĕх пулчĕ. Эпĕ заявка паман, юрăсене искусственнăй интеллект суйланă. Вăл тĕрлĕ халăх клипĕсене пухса çĕнтерӳçĕсене хăех палăртнă. Чăннипе, эпĕ кун пек конкурс пуррине те пĕлмен. Пĕлĕшсем ман пата çĕнтерӳ пирки çырма тытăнсан малтанах çакна шӳт вырăнне йышăнтăм. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Тĕлĕкре те пулин сана куратăп, сассуна илтетĕп, ывăлăм…»
«Анне, салтака кайма юрăхлă пултăм тăк контракт çырса каятăп», — тенĕ Александр Селянкин. 2020 çулхи çурла уйăхĕнче çара кайнă вăл. Таврăнмашкăн вăхăт нумай та юлман — 2022 çулхи пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче Саша неонацистсемпе паттăррăн çапăçса пуç хунă.
«Лайăх ачаччĕ»
Хĕрлĕ Чутай округĕнчи Туканашра пурăнакан Галина Сергеева икĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Кĕçĕнни Кирилл иртнĕ çул чӳк уйăхĕнче салтака кайнă, халĕ Мускав çывăхĕнче службăра тăрать. «Саша питĕ лайăх ачаччĕ. Шкулта лайăх вĕренчĕ. Ун пирки никамран та япăх илтмен эпĕ. Пĕррехинче кăна Хĕрлĕ Чутая кайсан «Анне, плафон илсе пар-ха», — терĕ. «Мĕн пулчĕ тата?» — ыйтрăм унран. «Шкулта мечĕк тапрăм та ăнсăртран лампочка çĕмĕртĕм», — терĕ. Саша 1997 çулта çут тĕнчене килчĕ. Ăна çамрăкла упăшкасăр çуратрăм. Тепĕр çулхине фермăна дояркăна вырнаçрăм. Малтан ачана аттепе анне пăхрĕç. Кайран хампа пĕрле ĕçе илсе çӳреме пуçларăм. Çăмăл ыйхăллăччĕ. «Саша, киле юлатăн-и е пĕрле пыратăн-и?» — теттĕм те, ирех тăрса ларатчĕ. Фермăна çитсен вырăн сарса параттăмччĕ те çывăратчĕ. Хам ĕне сăваттăм. Садика çӳремен вăл. 1-мĕш класа кайиччен 10 таран та шутлама пĕлместчĕ, сас паллисене те палламастчĕ. Класс ертӳçи те: «Ой-ой, ку ачана мĕнле вĕрентес?» — тесе шухăшланă малтан. Кайран Саша пурне те хăваласа çитрĕ, почеркĕ те питĕ хитреччĕ. Унпа урок тума вăхăт пулман манăн. Кукамăшĕпе ларкалатчĕç. Саша 1-мĕш класра чухне анне вилчĕ. Çавăн хыççăн ачан почеркĕ улшăнчĕ. Хам та кăшт алă султăм пулĕ, Саша кăшт япăхрах вĕренме тытăнчĕ. Шкултан килетчĕ те хăй тĕллĕнех урок тăватчĕ. Кайран лайăхах ĕлкĕрсе пычĕ, хутран-ситрен «3» тухкаланă паллах. Урок тăватчĕ, мана картишре пулăшатчĕ те вара ирĕккĕнех выляма чупатчĕ вăл. Эпир яланах выльăх нумай усранă: икĕ ĕне, пăрусем, сыснасем те, сурăхсем те пулнă. Саша мана фермăна та пырса пулăшатчĕ. Арçын ача пулсан та ĕне сăватчĕ. Ăçта та пулин каймалли тупăнсан манăн вырăна юлатчĕ. Алли ылтăнччĕ. Салтака кайиччен пӳртри урая сарчĕ, пӳлĕмсенчи алăксене лартрĕ, пӳртĕме хăтлăлатма пуçларĕ. Шкул хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн электроэнергетика факультетĕнче вĕренчĕ. Электричествăпа та ĕçлетчĕ, сварка та тăватчĕ, платник ĕçне те пултаратчĕ. Ăна никам та вĕрентмен, йăлтах — хăй тĕллĕн. Университетра диплом илсен магистратура пĕтерчĕ. Малтанах вăл салтака кайма юрăхсăр терĕç. Хырăмлăхпа аптăратчĕ, хăй те тĕреклĕччĕ. Апат пĕçерме ăстаччĕ. Çавăнпах малтан повара вĕренме каясшăнччĕ. Саша 5 çулта чухне качча кайрăм. Виçĕ çултан Кирилл çуралчĕ. Саша упăшкана «атте» тесех чĕнетчĕ. Анчах çын ачи — çын ачиех. Çапах Саша нихăçан та çилĕ тытман, кӳренмен. Упăшкапа 12 çул çурă пурăнтăмăр. Вăл вилнĕ чухне Саша 11-мĕш класс пĕтерчĕ. Çара юрăхсăр тенипе çырлахнăччĕ ĕнтĕ вăл, университет хыççăн мана пулăшас тесе ĕçе вырнаçатăп тесе тăратчĕ. Салтак ячĕ тухсан вара тӳрех икĕ çуллăх контракт çырас терĕ. Мускав облаçĕнчи Наро-Фоминск хулинчи танк чаçне лекрĕ. Саша ятарлă çар операцине пĕрремĕш кунранах хутшăннă. Кун пирки пире тӳрех каламарĕ. Анчах амăшĕн чĕри пурпĕрех сисет. Нарăсăн 27-мĕшĕнче шăнкăравласа унта пулнине пĕлтерчĕ. Вăл ан кулянтăр тесе эпĕ ун умĕнче нихăçан та макăрман. Сасă чĕтренсе тухнине сисрĕ пулмалла. «Анне, макăратăн-им? Мĕншĕн каларăм-ши?» — пăшăрханса ӳкрĕ хăй те. Ачамсене яланах çынран илтиччен тӳрех хама тĕрĕссине каламалла тесе вĕрентнĕ эпĕ. Телефона сӳнтерсен уласа макăртăм. «Çапăçусем пирĕнтен аякра, 30 çухрăмра», — тесе пурăнчĕ малтан Саша. Пушăн 1-мĕшĕнче, хăйĕн çуралнă кунĕнче, каçхине шăнкăравларĕ. Эпĕ ун чухне фермăраччĕ. «Юрĕ, Саша, санăн 25 çулхине тăваймарăмăр. Таврăнсан çитес çулхине паллă тăвăпăр», — терĕм. Малтан штаб инструкторĕччĕ вăл. Кайран мотострелоксен взвочĕн мотострелоксен уйрăмĕн çар машинин командирĕ пулчĕ. Вăхăт хăвăртрах иртĕ, киле часрах çитĕп тесе унта куçрĕ. Чăнах та, хăвăртрах килчĕ… Çурла уйăхĕнче унăн контракт пĕтмеллеччĕ. Пушăн 19-мĕшĕнче юлашки хут калаçрăмăр. 19 сехет те 37 минутра шăнкăравларĕ. Ытти чухне: «Анне, йăлтах йĕркеллĕ. Ан кулян», — тетчĕ те телефона сӳнтеретчĕ. Хальхинче 19 минут калаçрĕ. Эпир мĕнле пурăннине ыйтса пĕлчĕ. «Пирĕншĕн ан кулян, хăвна упра, Саша», — терĕм. Ыран е виçмине татах ярассине каларĕ. «Вара паллă пулать», — терĕ. Мĕн пирки каланине ыйтсан: «Эпир çĕнтеретпĕр», — терĕ. Пушăн 28-мĕшĕнче ир енне тĕлĕк куртăм: тарăн тымарлă çирĕп шăла кăлартăм пек. Кăнтăрла иртни 2 сехетре виççĕн килсе тăчĕç: манпа пĕр класра вĕреннĕ хĕрарăм, администраци ĕçченĕ тата афганец. Çав кун мĕнле çанталăк тăнине астумастăп, маншăн йăлтах тĕттĕмленчĕ. Вĕсене курсанах мĕн пулнине ăнлантăм. Чун унчченех сисрĕ пулĕ… Пушăн 19-мĕшĕнче Сашăпа калаçсан тепĕр кунхине аппапа Вальăпа Хĕрлĕ Чутайри чиркĕве кайрăмăр. Машинăра ларса пыратăп — куç умне хура халăх килет те килет… Тата тупăк. Пĕр чарăнмасăр макăртăм. «Галя, лăплан-ха, Сашăпа ĕнер кăна калаçрăн вĕт», — лăплантарчĕ аппа. Юлашки калаçура Саша иккĕмĕш сыпăкри шăллĕн номерне ыйтрĕ. Тӳрех ярса параймарăм. «Халь унпа калаçса ĕлкĕреймерĕ. Мĕн те пулин пулас тăк Андрея каласа хăварасшăнччĕ ĕнтĕ вăл», — тесе шухăшласа пытăм. «Валя, анне мар пулĕ эпĕ. Амăшĕ ачи пирки çапла усал мĕнле шухăшлама пултарать-ха?» — терĕм аппана. Анчах куçа курăнать, шухăшсем килеççĕ — нимĕн те тăваймастăп. Тепĕр кунхине Сашăн чĕри тапма чарăннă… Пушăн 30-мĕшĕнче ăна цинк тупăкпа илсе килчĕç. Самолетпа вĕçме питĕ ĕмĕтленетчĕ. Ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ, анчах Чĕмпĕре тупăкпа вĕçсе килчĕ. Ирхине киле илсе çитерчĕç. Ăна курсан ура айĕнчи çĕре туйма пăрахрăм. Тепĕр кунхине юлашки çула ăсатрăмăр. Анчах çакна нимĕн те астумастăп. Çавăн чухне мĕн пулса иртнине хама ярса панă видеосене пăхса кăна пĕлетĕп. Манăн макăрнипе сасă тухайми пулнă. Кайран тупăкра Саша пулман пуль тесе нумай иккĕлентĕм. Анчах эпĕ тупăк умĕнче ларнă, пĕчĕк кантăк витĕр унăн сăнне курнă — эппин, манăн ачах вăл. Кирилл та пирĕн Сашăнах пытарнине каларĕ. Çав кун манăн асра пач çырăнса юлман. Тен, çавăнпах халĕ те Саша çуккине ĕненместĕп. Тĕлĕкре малтанах курăнмастчĕ. Çур çулхине асăннă чухне тĕлленчĕ. Мана виçĕ футболка тыттарчĕ пек. Хăй пысăк сумка пуçтарать. «Çаксене çуса пар-ха, анне», — терĕ. Пĕри кăвак, тепри çар форми тĕслĕ. Виççĕмĕшĕ — хĕп-хĕрлĕ, çурăмĕ çинче — çурăк. Кун хыççăн аппана Вальăна /вăл Сашăн хĕреснамăшĕ/ каларăм: «Ахăртнех, ăна çурăмран амантнă, вăл юн кайнипе вилнĕ». Ун чухне Саша мĕнле вилнине пире каламанччĕ. Икĕ çултан юлташĕсене шыраса тупса ыйтса пĕлтĕм: чăнах та, вăл çурăмран аманнă. Ав ларать манăн Саша», — Турă кĕтесĕнчи сăн ӳкерчĕксене кăтартрĕ Галина Сергеева. Вăл унăн чунĕ канлĕхре пултăр тесе час-часах çурта çутать. Галина Саша шкулта вĕреннĕ чухне хатĕрленĕ альбома тăтăшах алла тытать. Унăн ачалăхри сăн ӳкерчĕкĕсене пăхса пĕчĕк чухнехине аса илет. Саша вăхăтра, 9 уйăхра, çут тĕнчене килнĕ. Шăлĕ часах тухма пуçланă, 9 уйăхра утма тытăннă… Çаксем халĕ те амăшĕн куçĕ умĕнче. Шкапра унăн япалисем типтерлĕн упранаççĕ. <...>
Ирина АЛЕКСЕЕВА.
♦ ♦ ♦
«Офицер чи малтан — патшалăх çынни, унтан тин — çемье пуçĕ»
«Эпĕ — Чăваш Енри пушар хуралĕнчен тухнă пĕрремĕш генерал. Çакăнпа чăннипех те мăнаçланатăп. Чăвашсем Раççей историйĕнче курăмлă йĕр хăварни унччен те пулнă-ха. Эпĕ те вĕсен ретĕнче пулнă май çĕршывшăн усăллă ĕçсем тума тăрăшатăп», — пуçларĕ калаçăва Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Раççей МЧСĕн Ростов облаçĕнчи Тĕп управленийĕн ертӳçи Александр Савуков генерал-майор.
Çар ĕçĕ ытларах илĕртнĕ
Александр Савуков генералмайор званине 2024 çулхи раштав уйăхĕнче тивĕçнĕ. Унпа хăйĕнпе паллашсан мăнаçлăх туйăмĕ çуралчĕ. Александр Анатольевич 1977 çулта Елчĕк районĕнчи Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. Ачаранах спорта юратнă. Малтан шкулти ирĕклĕ кĕрешӳçĕсен секцине çӳренĕ. Аслăрах классенче лайăх кăтартусемпе палăрма тытăнсан ăна районти пĕрлештернĕ командăна илнĕ. Анчах арçын ача хăйĕн пуласлăхне спортпа мар, çарпа çыхăнтарма шухăшланă. «Эпир шкулта вĕреннĕ чухне НВП предмечĕ пурччĕ. Ăна Александр Кассиров ертсе пыратчĕ. Прапорщик тумĕпе çӳретчĕ вăл. Ăна пăхса ăмсанаттăм. Ӳссен эпĕ те çар çынни пулатăпах, çар тумĕпе çӳретĕпех теттĕм. Килте аттен салтак тумĕ пурччĕ. Ăна тăхăнкаласа пăхаттăм. Спортра пысăк çитĕнӳсем тунăран нумайăшĕ манра пулас спортсмена куратчĕ. Пушарпа кĕрешекенсен службине ăнсăртран лекрĕм. Пĕррехинче /эпĕ шăпах шкул пĕтереттĕм ун чухне/ атте Шупашкара кайрĕ те Раççей ШĔМĕн Иваново хулинчи пушар хуралĕн техника училищине вĕренме каймашкăн направлени илсе килчĕ. Унта çамрăксене спорт енĕпе те вăйлă аталантараççĕ иккен. Шупашкара нумай ача пуçтарăнчĕ. Экзамен тытнă хыççăн 14-шне суйларĕç. Çав йыша эпĕ те лекрĕм. Училище маншăн пурнăçăн аслă çулĕ çине тухма пулăшакан вĕренӳ заведенийĕ пулчĕ. Чăнах та, унта спорта питĕ пысăк тимлĕх уйăратчĕç. Унта вĕренме тытăнсан дзюдопа кăсăкланма пуçларăм. Спорт мастерĕн нормативне те пурнăçларăм. Тĕрлĕ ăмăртăва илсе çӳретчĕç. Раççее урлă-пирлĕ çаврăннă. Виçĕ çул казармăра пурăнни вара мана чăн-чăн офицер пулма пулăшрĕ. Вĕреннĕ вăхăтрах пире хамăр профессире тĕл пулакан ĕçсене хутшăнтаратчĕç. Çулла Иваново облаçĕнчи вăрмансенче пушарсем тухатчĕç, торф вырăнĕсем çунатчĕç. Эпир вĕсене сӳнтерес çĕре хутшăннă», — аса илчĕ генерал-майор. Ивановăри училищĕне пĕтернĕ хыççăн Александр Анатольевич Çĕнĕ Шупашкарти 11-мĕш пушар чаçне инспектора вырнаçнă. Анчах нумай ĕçлемен — çав çулах Раççей МЧСĕн Мускаври патшалăх пушар службин академине вĕренме кĕнĕ. Академире те ăна дзюдоистсен пĕрлештернĕ командине илнĕ. Çав ушкăнпа вĕсем Венгрире иртнĕ Пĕтĕм тĕнчери полицейскисемпе пушарниксен вăййисене хутшăннă. Çирĕп тыл Кирек ăçта çитсен те хăй чăваш халăхĕн ывăлĕ пулнине нихăçан та манман генерал-майор. «Эпĕ чăваш çĕрĕ çинче ӳснĕ, мана тăван халăх воспитани панă. Академире вĕреннĕ чухне Мускавра пурăнакан чăвашсен ентешлĕхĕн йышĕнче пулнă эпĕ. Пулас мăшăрпа çавăнтах паллашрăм. Ольга Геннадьевна та чăваш. Вăл Патăрьел тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. Мускаври чăвашсем ирттерекен мероприятисене вăл та хутшăнатчĕ. Паллашнă хыççăн туслă çӳреме пуçларăмăр. Академирен вĕренсе тухсан ăна качча илтĕм. Манăн ăна палăк лартса парас килет. Офицер арăмĕн пурнăçĕ çав тери йывăр. Ун вырăнĕнче пулса курман çын çакна ăнланмасть. Мăшăрĕ хыççăн ăçта кăна çитме тивмест-ши унăн? Йĕркелесе янă кил-çурта пĕр самантра хăварса урăх çĕрте йăва çавăрасси пĕрре те çăмăл мар. Чылай хĕрарăм çакна чăтаймасть. Ольга вара кирек мĕнле лару-тăрура та пуç усмасть. Икĕ ача пирĕн: хĕрпе ывăл. Офицер чи малтан — патшалăх çынни, унтан тин — çемье пуçĕ. Килте çирĕп тыл пулмасан ăна питĕ йывăр. Куншăн мăшăра тав сăмахĕ калас килет. Çывăх çынсен хавхалантарăвне яланах туятăп. Ку мана вăй-хăват парать», — малалла калаçрĕ Александр Савуков. Академирен вĕренсе тухсан вăл пĕр вăхăт Мускавра ĕçленĕ. Унти пушарпа кĕрешекен 142-мĕш службăн инспекторĕнчен пуçланă та Раççей МЧСĕн Тĕп управленийĕн аслă специалисчĕ таран çитнĕ. 2016 çута ăна Раççей МЧСĕн Рязаньти Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн заместительне куçарнă. Унта ултă çул ĕçленĕ вăл. Ростова куçиччен асра юлнă самантсене аса илчĕ: «Ку профессире 30 çул ĕçлетĕп. Çак тапхăр ытларах савăнăçпа мар, инкек-синкеклĕ лару-тăрупа асра юлчĕ. Инкеке лекнĕ кашни çыншăн пăшăрханатпăр, вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр, лăплантаратпăр. Рязаньте ĕçленĕ чухне час-часах вăрманти пушарсене сӳнтерме тиветчĕ. Пĕррехинче тракторист тĕтĕмпе чыхăнса тăнне çухатрĕ. Ăна йăтса вăрмантан илсе тухрăм. Вăл чĕрĕ юлсан питĕ савăнтăм. Тепрехинче тата пысăкрах инкек пулчĕ. Пĕр çемьере ашшĕпе амăшĕ, икĕ ачи пушарта тĕтĕмпе наркăмăшланса вилчĕç. Çакна Кравать ай.нче хăрăлтатнă сасă илт.нсе кайр.? Пăхрăм та — п.ч.к х.рача пытанса ларнă курсан темле хытă чĕреллĕ çын та хурланать. Çав вăхăтра кравать айĕнче хăрăлтатнă сасă илтĕнсе кайрĕ. Пăхрăм та — унта пĕчĕк хĕрача пытанса ларнă. Çемьерен пĕри те пулин çăлăнса юлнăшăн хĕпĕртерĕм. Çынсене пушартан çăласси — пирĕн тĕп тивĕç. Çавăнпа кунта нимĕнле паттăрлăх та çук тесе шухăшлатăп». Паллах, генерал-майор мана йăлтах каласа кăтартмарĕ. Анчах иртнĕ çул Ростовра Украина çарĕсен дронĕ нефть тирпейлекен завод çине ӳксен вĕсен ушкăнĕ пушарпа икĕ эрне кĕрешни çинчен илтнĕччĕ. Пушар машинине вут- çулăм ăшĕнчен Савуков генерал хăрушсăр вырăна хăй илсе тухнă. Кун пирки ыйтсан: «Ку пирĕн ĕç», — терĕ кăна. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан РФ МЧСĕн Ростоври Тĕп управленине ертсе пыма шаннă ăна. Ун хыççăн вăл СВОри çăлав операцийĕсене икĕ хутчен хутшăннă. 2023 çулта неонацистсем Херсон облаçĕнчи Каховка ГЭСне сирпĕтсен унти аварие пĕтерес çĕре хутшăннă. 2024 çулта «Флагман» нефтебаза çине Украина çарĕсен дронĕ ӳксе дизель топливи çунма тытăннă. Савуковсен ушкăнĕ унта хутшăннă. Ĕçтешĕсем Александр Савуков генерал-майорăн ертсе пырас пултарулăхĕнчен, çирĕп кăмăлĕнчен, вăй-хăватĕнчен тĕлĕнеççĕ. Вăл хăйĕн ĕçĕнче çĕнĕлĕхсемпе те усă курать. Пирĕн ентеш шухăшласа кăларнă проектсем, йĕркесем пушар хуралĕнче питĕ пысăк пулăшу параççĕ. Ахальтен мар ăна ведомствăн 8 тĕрлĕ медалĕпе чысланă. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас