- Чăвашла верси
- Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 13 (6463) № 06.04.2023
«Чĕлхе илемне мăнаçлантарса çӳл тӳпене вĕçтертĕр»
«Çамрăксен хаçачĕн» редакцийĕ чăваш поэзине юратакансене «Поэзи баттлĕ» пултарулăх тупăшăвне черетлĕ хут пухрĕ. Унта Чăваш Енре кăна мар, Тутарстанра пурăнакансем те хутшăнчĕÇ. Сăвă вулакансенчен чи çамрăкки 12-ри Мария Иванова пулчĕ.
Ингуш сăввисене чăвашла куçарать
«Поэзи баттлне» пĕр-пĕр пĕлтерĕшлĕ пулăма халалласа ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçалхи тупăшăва ЧР Профессионал писательсен союзне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалларăмăр. Çавăнпах сумлă жюри йышĕнче журналистсемпе артистсем кăна мар, çыравçăсемпе поэтсем те пулчĕç. «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина, ЧР Профессионал писательсен союзĕн ертӳçи Ольга Куликова /Улькка Эльмен/, паллă поэт Альбина Юрату, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн артистки Ирина Архипова сăвă вулакансене хакларĕç. Малтанах вĕсене Шупашкар округĕнчи Ишлей шкулĕнче вĕренекен Дмитрий Никифоров купăс каласа, юрласа хавхалантарчĕ, кăмăла çĕклерĕ. Пире, хаçат ĕçченĕсене, конкурс географийĕ анлăлансах пыни савăнтарать. Кăçал поэзи тупăшăвне, ытти çулпа танлаштарсан, хутшăнакансен йышĕ самай ытларах пулчĕ. Вăрнар тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ, халĕ Хусанта аслă пĕлӳ илекен Татьяна Николаева «Поэзи баттлне» хутшăнма пĕрремĕш кăмăл турĕ, çăмăл алăллă пулчĕ. Пике Шупашкарта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче чăваш тата вырăс филологийĕпе журналистика факультетĕнче вĕреннĕ. Халĕ Хусанти федераци университетĕнче теологи енĕпе пĕлĕвне тарăнлатать. «Хамăн пурнăçа икĕ пĕлтерĕшлĕ япаларан хайлатăп: сăмах тата юрату. Эпир сăмах вăйĕпе юрату кӳрсе сăвă çыратпăр, çын чунне сиплетпĕр, уçатпăр, çăлатпăр», — палăртрĕ Татьяна. Вăл тăван чĕлхепе сăвă хайлать, пушă вăхăтра ытти халăх юррисене, сăввисене чăвашла куçарать. Ингуш чĕлхинчен чăвашла куçарнă хайлавĕсемпе конкурсра та паллаштарма кăмăл турĕ. Пирĕн редакци йĕркеленĕ пултарулăх ăмăртăвне иккĕмĕш хут /пĕлтĕр кăна килеймерĕ/ хутшăнакансенчен пĕри — Патăрьел округĕнчи Кивĕ Катекре пурăнакан Галина Солдатова. 68-ти хĕрарăмăн алли ылтăн: вăл чăлха-нуски, тапочкă çыхать. Унсăр пуçне чăваш поэчĕсен, уйрăмах ентешĕсен, пултарулăхне кăмăллать. «Поэзи баттлне» яланах чăваш тумĕпе килекен Галина Николаевна «Çамрăксен хаçачĕпе» 20 çул ытла туслă. «Çак кăларăма юратса вулатăп, шĕкĕлчесе тухмасăр алăран ямастăп. «Поэзи баттлне» сăвă вулама юратнипех хутшăнатăп», — хавхаланса калаçрĕ хĕрарăм. Муркаш округĕнчи Катькас ялĕнчи библиотекăра ĕçлекен Анжелика Угарова конкурса пуçласа хутшăнчĕ. «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсем, ахăртнех, унăн статья-тĕрленчĕкне пирĕн кăларăмра пĕрре мар курнă. Анжелика Васильевна çынсене кĕнекепе туслаштарать кăна мар, сăвă вулама та юратать. «Чи çывăх юлташу сан кĕнекеччĕ, аса илет ачалăха анне. Шăпа библиотекăна илсе çитерчĕ, ĕнтĕ 18 çул утатăп ун енне», — сăвăласах калаçрĕ çамрăк хĕрарăм. Чăвашлăхшăн тăрăшакан, çитĕнекен ăрăва тăван чĕлхене юратма вĕрентекен Наталия Александрова та сăвă вулакансен тупăшăвне пĕрремĕш хут çитрĕ. Шупашкарти 60-мĕш шкулти чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ Марина Карягинăн, Мария Каçалсен, Геннадий Айхин сăввисене суйланă. Шупашкарти Чăваш кадет корпусĕнче ĕçлекен Арина Галкина ача чухнех поэзи тĕнчине иленнĕ. Вăл сăвă хайлать кăна мар, ăна юрра та хывать. Комсомольски районĕнчи Тури Тимĕрчкасси ялĕнче çуралса ӳснĕ пике «Поэзи баттлне» кăçалхипе иккĕмĕш хут хутшăнчĕ, куракансене хăйĕн сăввисемпе паллаштарчĕ. <...>
Ирина КОШКИНА.
♦ ♦ ♦
«Çивĕч ыйтусене ыттисем çине йăвантармастпăр»
Эрнекун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев «тӳрĕ лини» ирттерсе республикăра пурăнакансен ыйтăвĕсене хуравларĕ. Ыйтусене тĕрлĕ каналпа маларахах йышăнма пуçланă та — пĕтĕмпе 1 пине яхăн ыйту пухăннă. Тӳрĕ эфирта икĕ сехет пулнă май Олег Алексеевич 30 ыйтăва хуравлама ĕлкĕрчĕ.
ФАПсем, культура çурчĕсем çĕкленеççĕ
Йăлана кĕнĕ тема теме те пулать — каллех ялсенче медиксем çитменни пирки ыйтрĕç: ФАПсем туни лайăх, анчах вĕсенче ĕçлекенсем çук пулсан мĕн усси? Олег Николаевшăн, паллах, ку ыйту çĕнĕ мар — ялсенче медицина кадрĕсем çитменнине вăл лайăх пĕлет. Паянхи кун тĕрлĕ профильлĕ 350 специалист кирлĕ. Президент йышăнăвĕпе килĕшӳллĕн врачсене, пуçламăш сыпăкри специалистсене хушма тӳлевсем параççĕ. Чăваш Енре çак тӳлеве 7 пине яхăн çын илет. Тата 300-е яхăн медике республика бюджетĕнчен уйăракан укçапа хавхалантараççĕ. Хушма тӳлев виçи — 4,5 пинрен тытăнса 18 пин тенкĕ таран. Олег Алексеевич çынсем ялта пурăнччăр тесе нумай тунине те палăртрĕ. ФАПсемсĕр пуçне культура çурчĕсем çĕклеççĕ, шкулсем, çулсем çĕнелеççĕ, пуçаруллă бюджет мелĕпе нумай проект пурнăçланать, вĕсем ялти пурнăçа хăтлăрах тума пулăшаççĕ. Çак тата ытти мера, регион ертӳçи çирĕплетнĕ тăрăх, сывлăх сыхлавĕн тытăмне 191 специалистпа вăйлатма май панă. Паян тата 366 çынна кайран яла каймашкăн тĕллевлĕн вĕрентеççĕ, çак йыш ĕçе кӳлĕннĕ май çитес икĕ-виçĕ çултах ялти шурă халатлă çынсен дефицичĕ сирĕлмелле.
Арканнă пĕве
Элĕксем унти ялсенчен пĕрин çывăхĕнчи пĕве арканни пирки пăшăрханса пĕлтерчĕç — пулăшу ыйтаççĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, 2020 çултах çурхи ейĕве кĕтсе илме хатĕрленнĕ май Чăваш Енре мĕн пур гидротехника сооруженине тĕпчеме пуçланă. Нумайăшĕ хуçасăрри палăрнă. Кăçал инвентаризацие вĕçлемелле. Олег Алексеевич шучĕпе, пурне те йĕркене кĕртмешкĕн икĕ-виçĕ çултан кая мар кирлĕ. Элĕк округĕнчи пĕве тĕлĕшпе проектпа смета докуменчĕсем хатĕр. Пĕвене кăна мар, унти çула та юсаса çĕнетĕç. Ĕçсене кăçалах пуçлама палăртнă.
Киле тавăрасшăн
Паллах, ятарлă çар операцийĕпе çыхăннă ыйтусем те пулчĕç. Çĕнĕ Шупашкар хĕрарăмĕ упăшкине, виçĕ ача ашшĕне, мобилизациленĕскере, киле тавăрмашкăн пулăшма ыйтать. Химиксен хулинчи çар комиссариатне кайнă, анчах унта ку ыйтăва республика Пуçлăхĕ, тивĕçлĕ комисси председателĕ, татса парать тенĕ-мĕн. Олег Алексеевич хăй призыв комиссийĕн председателĕ пулнине палăртрĕ, çавна май призывниксемшĕн, чăнах та, яваплă, анчах ентешсем çар чаçĕнче тĕк — ку Оборона министерствин, çав шутра унăн тытăмĕнчи çар комиссариачĕсен яваплăхĕ. «Хăшĕсем яваплăха ыттисем çине йăвантарма юратаççĕ» тенĕ май вăл хĕрарăм ыйтăвне хăйĕн çинчен сирмерĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăра пурăнакан кашни çыншăн яваплă. Ыйтăва тишкерме шантарчĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
«Эпĕ — чăваш, çавăнпа тĕнчене те чăвашлах куратăп»
Вăл — пултаруллă вĕрентекен-сăвăç. Патăрьелти Селендеевсен йăхĕн кинĕ. Салампи… Саламлă ят... Мая САЛАМПИ. Паян вăл — пирĕн хăна.
Пĕрремĕш кĕнеке
— Манăн алăра «Телей тĕрри» ятлă вĕр çĕнĕ сăвăсен пуххи. Çумра вара авторĕ хăй ларать. Пĕрремĕш кĕнеке — пĕрремĕш ача пекех. Ăна кун çути кăтартиччен сăвă хыççăн сăвă шăрçаламалла. Килĕшетĕн-и манпа, Мая?
— Эпĕ — Элĕк округĕнчи Качалав ялĕн хĕрĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех сăвă çырма пуçларăм. Тăван районта тухса тăракан «Ленин çулĕпе» /халĕ «Пурнăç çулĕпе»/ хаçатра тăтăшах пичетленеттĕм. Малтанах математика предметне питĕ юрататтăм. Кĕçĕн классенчен вăтаммине куçсан Михаил Корнилов вĕрентекен мана: «Санăн математик пулмалла!» — тесе сĕнӳ пачĕ. Пĕрре чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Ильина киле хĕл темипе сăвă çырма парса ячĕ. Хамăрăн сăвăсене урокра вуласа патăмăр. «Мая, сан сăвăсем çырмалла», — тени мана хавхалантарса ячĕ. Çав самантран сăвă çырма пуçларăм. Пĕррехинче райхаçатра харăсах икĕ сăвă пичетлерĕç: «Яка коньки», «Марине». Çавăн чухне сăвă çырас туртăм тата вăйланчĕ.
— Мĕншĕн «Телей тĕрри» тесе ят парас терĕн?
— Хамăн сăвăсене редакцилеме Чăваш халăх поэтне Раиса Сарпине шанса парас терĕм. Вăл çапларах хак пачĕ: «Сăввусенче ырă шухăш-туйăм, таса ĕмĕтсем сăнланаççĕ: тăвансемпе килĕштерсе пурăнасси, тус-юлташпа çывăх пуласси, çынсене ырă тăвасси, яшлăхпа ачалăх – çаксем веçех пур. «Телей тĕрри» сăмах çаврăнăшĕпе юратса усă куратăн. Тен, кĕнекене те çаплах ят парăн?» — терĕ. Килĕшрĕм.
— Чунра хавхалану пур чухне çеç сăвă çырăнать… Ăруран ăрăва куçакан куçа курăнман хăват та пире хавхалантарать.
— Пирĕн йăхра сăвă çыракансем пуррипе çуккине пĕлсех каймастăп. Илеме туясси тата курасси — манăн шалти туртăмсенчен чи вăйли пуль. Тăван çут çанталăка сăнама пĕлни пурах манра. Шкула кайнă чухне колхоз сачĕ витĕр тухмаллаччĕ. Уйрăмах хĕлле сукмакпа утнă чухне шап-шурă юрпа витĕннĕ йывăçсем, лапка-лапка çăвакан юр чуна илĕртетчĕç. — Мĕн хавхалантарать сана сăвă çырма? — Сăввăмсене «Одноклассники», «Контактра» социаллă сетьсенче пичетлесе пыратăп. Вулакансем вĕсене хапăлласа йышăнни уйрăмах хаклă маншăн. Хăйсен шухăш-кăмăлне çырса сăввăмсене юратса вуланине палăртаççĕ. Хăшĕсем вара манăн сăвăсем урлă чăваш поэзине килĕштерме пуçланине, вĕсем пурнăçра пулăшса пынине калаççĕ.
— Вулаканусемпе çыхăну тытатăн-и?
– Паллах. Кашни çĕнĕ куна вĕсен ăшă саламĕсемпе пуçлатăп та çывăрма та вĕсемпех выртатăп. Вĕсем комментари кăна мар, ман пата та çырусем çыраççĕ. Уявсенче вулакансенчен питĕ нумай салам илетĕп. Вĕсемпе çыхăну тытни пулăшса пырать. Сăвăсене хамăра вуламашкăн çеç çырмастпăр вĕт. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
«Тăлăх ӳссе ĕмĕр тăршшĕпех виле пытартăм»
«Эпĕ тӳснĕ нушана хамăн чи курайман тăшмана та сунмастăп. Аттерен — 7 çулта, аннерен 10-ра тăрса юлтăм. Халĕ ав 89 çула кайнă пулсан та пурăнатăп-ха. Мухтав Турра!» — çапла пуçларĕ хăйĕн сăмахне Патăрьел округĕнчи Козловка ялĕнче пурăнакан Лидия Мякина.
Вилнĕ ĕне ашне çинĕ Лидия Сергеевна йывăр вăхăтра ӳснĕ. 1934 çулта çуралнăскерĕн ачалăхĕ вăрçă вăхăтне лекнĕ. Ашшĕне Сергей Козлова тата тетĕшне Николая вăрçă пуçлансанах фронта илсе кайнă. Унччен тетĕшĕ авланса пĕр ачаллă пулса ĕлкĕрнĕ. Николая вăрçа илсе кайсан арăмĕ ачипе амăшĕ патне таврăннă. Лидя аппан амăшĕ 4 ачапа тăрса юлнă. Ашшĕ вăрçа кайиччен кил хуçалăхĕ тĕреклĕ пулнă. Лидя аппа астăвасса, вĕсем 5 сурăх, ĕне, качака, чăх-чĕп усранă, ку малтанхи вăхăтра çемьене йывăрлăха кĕрсе ӳкме паман. Анчах тепĕр çулхинех инкексем пуçланнă. Кашкăрсем 5 сурăхне те тапăнса вĕлернĕ. Юрать, ĕнипе качакине тытман. Тепĕр çулхине ашшĕн хыпарсăр çухалнă хучĕ килнĕ, унтан Николай вилни çинчен пĕлтернĕ. Ун чухне Лидя пĕчĕк пулнă, анчах амăшĕ татăлса йĕни паянхи кун та куçĕ умĕнчен каймасть. Мĕскĕн хĕрарăм пысăк хуйха парăнтарайман — хĕне кайса вилнĕ. Юрать, килте 1924 çулта çуралнă аппăшĕ Марче, Лидяран икĕ-виçĕ çул аслăрах тетĕшĕ Валя, шăллĕ пулнă. Марче килте тăман темелле, ăна е вăрман касма, е окоп чавма илсе кайнă. Виçĕ тăлăх ача хăй тĕллĕнех пурăннă. «Пирĕн пӳрт пысăкчĕ. Анчах кăмака хутма вутă-шанкă çукчĕ. Çавăнпа хĕлле пӳртре питĕ сивĕччĕ. Кӳршĕсем начартарах пурăнатчĕç. Вĕсем пирĕн пата пурăнма куçрĕç те вăрçă хыççăн та чылай хĕл каçрĕç. Пĕрле аванрахчĕ. Ун чухне вăрçă вĕçленменччĕ-ха. Пĕррехинче ĕне кĕтӳрен аванах таврăнчĕ, ирхине тăнă çĕре вилсе выртнă. Пирĕн, ачасен, унăн виллине çĕр чавса чикме те вăй-хал сахалрах пулнă ĕнтĕ. Тепĕр урамра пурăнакан Çинкка ятлă хĕрарăм вилнĕ ĕнене парса яма ыйтрĕ. Илсе кайрĕç. Ĕни сĕтне нумаях памастчĕ, çапах хамăра тăранмалăх çитетчĕ. Çапла качака кăна юлчĕ. Ăна пӳрте илсе кĕреттĕмĕр те уринчен тытса шăллăма Витьăна çиллине ĕмтереттĕмĕр. Шăллăм качака сĕчĕ пулăшнипе выçă вилмерĕ. Кайран Çинкка аппана тĕл пултăм. «Эсир ĕне вилсен выртса йĕтĕр пуль, эпир вара мĕнле савăнтăмăр! Пире вăл вилĕмрен çăлчĕ», — терĕ. Вĕсем вилнĕ ĕнен какайне çисе пурăннă иккен. Вăрçă пĕтсен Коля тете вăрçăран таврăнчĕ. Вăл вилнĕ тесе пурăннă вĕт эпир. Мĕн тери савăнтăмăр! Коля çемйипе хамăртан виçĕ кил урлă уйрăлса тухрĕ. Марче аппа кӳршĕ яла качча кайрĕ. Эпир каллех виççĕн тăрса юлтăмăр. Ун чухне Валя тете 17 çул тултарайманччĕ-ха, ăна авлантарма шут тытрĕç. Арланкасси хĕрне тупса пачĕç. Клавди инке питĕ лайăх хĕрарăм пулчĕ. Пире тăлăх тесе уйăрмастчĕ. Валя тетене 18-та салтака илсе кайрĕç. Çав вăхăтра инкепе пĕртăвансем пекех пурăнтăмăр. Тете салтакран таврăнсан ялтан çынсене Мускава стройкăна вербовкăпа илсе каякансем килчĕç. Эпĕ те çавăнта кайса икĕ çул ĕçлерĕм. Ярасшăн марччĕ Мускавран, отпуска кăна кайса килме сĕнчĕç. Ăçта унта? Киле таврăнас килет вĕт. Мускавран килсен фермăна ĕне сума вырнаçрăм. Хам пĕчĕк пулсан та ĕçрен хăраман эпĕ. Ĕнесенчен пăру илессипе малта пыраттăм. Мала тухнисене çулталăк вĕçĕнче юлашкинчен пăруланă пăрăва паратчĕç. Çапла виçĕ хутчен пăру илме тивĕçрĕм. Малтанхинчен ĕне турăмăр. Ферма ĕçĕ çăмăл марччĕ паллах. Ирхи 3 сехетре тăрса каяттăм. Ĕне сума тытăниччен айне хамăрах тасататтăмăр, тислĕкне те кăлараттăмăр. Пĕрре çил-тăман тухрĕ. Пĕр метр аякри те курăнмасть. Кӳршĕ хĕрарăмĕпе Саняпа пĕрле ĕçлеттĕмĕр. Вăл пĕччен кайма шикленнипе эпĕ тухасса кĕтсе тăнă. Ялтан чиперех тухрăмăр. Инçех мар масар вырнаçнăччĕ. Унăн пĕр енче — ĕне ферми, тепĕр енче — чăх ферми. Çил-тăманра унта утмалăх пур. Çапла иксĕмĕр алăран çавтăнса малалла талпăнтăмăр. Утрăмăр-утрăмăр — ферма çурчĕсем курăнмаççĕ. Мĕн чухлĕ вăхăт юр ашрăмăр-ши? Такăнса ӳкме тытăнтăмăр. Пăхрăмăр та — масар çинчи хĕрессенчен такăнатпăр иккен. Малалла каятпăр – хĕрес, айккинелле – каллех хĕрес. Ăçталла каймалла? Саняпа иксĕмĕр те лаках кайса лартăмăр. Масар çинчех аташса вилетпĕр иккен тесе шутларăмăр. Ларсан-ларсан тул çутăлса килме пуçларĕ, çил-тăманĕ вара пурпĕрех лăпланмасть. Таçта аякра хура мĕлкесем курăнаççĕ пек. Çавсем патнелле юр ашса çитрĕмĕр. Чăх ферми иккен. Питĕ савăнтăмăр! Унтан пире ĕне фермине ăсатса ячĕç. Ĕçтешсем пирĕнпе темĕн пулнине сиснĕ, мĕншĕн тесен эпир нихăçан та ĕçе тухмасăр юлман. Саня кайран çавăн пек çил-тăманра аташса кайса вилчĕ», — аса илчĕ Лидя аппа. <...>
Валентина ЯКОВЛЕВА.
♦ ♦ ♦
«Чун ыратать» тесе те васкавлă медпулăшу чĕнеççĕ
Васкавлă медицина пулăшăвĕн службинче ĕçлекенсем пин-пин çынна вилĕмрен çăлаççĕ. Вĕсен вăр-варлăхĕ, пĕрремĕш пулăшăва тĕрĕс пани чир-чĕр вăраха каясран сыхлаççĕ. Çамрăк фельдшерпа Максим Михайловпа çăмăл мар çак ĕç пирки калаçрăмăр.
Дачăран килнĕ чухне
Вăрмар районĕнчи Кивĕ Вăрмар ялĕнче çитĕннĕ йĕкĕтпе çыхăнма ансатах пулмарĕ. 26 çулти каччă Республикăри катастрофа медицинин тата васкавлă пулăшу службин Çĕрпӳри подстанцийĕнче фельдшерта ĕçлет. Унсăр пуçне И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче куçăн майпа вĕренет. Çапла 4-мĕш курс студенчĕн занятирен пушă вăхăтне, ĕçе кайиччен пĕр сехет каннă чухне, калаçу валли «вăрларăмăр». Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкултан вĕренсе тухсанах Максим Шупашкарти медицина колледжне вĕренме кĕнĕ. Сывлăх сыхлавĕнче ĕçлес шухăш унăн ача чухнех çирĕпленнĕ. Амăшĕ Лариса Витальевна районти тĕп больницăра медсестрара ĕçлени, ялта вăл кӳршĕ-аршăн яланах шанчăклă сиплевçи пулни те çак утăма тума хистенĕ-тĕр. Чи çывăх çыннин ят-сумне кура Михайловсен кĕçĕн ачи те, София, шкул хыççăн тухтăра вĕренме кайнă. Халĕ вăл — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн 4-мĕш курс студентки. Максим колледжра диплом илнĕ хыççăн васкавлă медпулăшăва ĕçе вырнаçнă. «Стажировка тухнă чухне пациент патне пĕрремĕш хутчен кайни халĕ те асрах. Çĕрпӳ округĕнчи Михайловка ялĕнчи ватă çын ăнсăртран шар курнăччĕ. 65 çулти арçын сарай пăснă вăхăтра çӳллĕшĕнчен ӳкнĕ. Çĕре пуçпа тăрăнсан тăнне çухатнă. Чĕри вăхăтлăх тапма чарăннă, арçын сывлайми пулнă. Çавăн пек лару-тăрура медицина ĕçченĕн çухалса каймалла мар. Тĕп фельдшерпа Максим Степановпа кун пек чухне çынна мĕнле пулăшмаллине шута илсе йăлт кирлĕ пек пурнăçларăмăр. Чĕре тĕлĕнче массаж тунă хыççăн çын сывлама тытăнчĕ. Çакăншăн питĕ хĕпĕртерĕм. Çапах кун пек ларутăрура мĕнле тусан тĕрĕсрех-ши тесе иккĕленни пулать, анчах эпир çак тĕслĕхре йăнăшманни хама малашне çирĕпрех туйма хавхалантарчĕ. Васкавлă медпулăшу фельдшерĕнче ĕçлесси — хăвна укол тăвасси мар. Ун чухне çакна аван ăнлантăм», — ĕçри тĕслĕхсемпе паллаштарма пуçларĕ Максим. Çĕрпӳри подстанци ĕçченĕсем 4 округри — Çĕрпӳ, Красноармейски, Куславкка тата Сĕнтĕрвăрри /пĕр пайне/ тăрăхĕсенчи — пациентсем патне çитеççĕ. Максим палăртнă тăрăх, чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе аптăранă пациентсем час-часах пулаççĕ. Çак амаксем ытларах 40-65 çулти арçынсене шар кăтартаççĕ. «Пĕррехинче дежурствăра дачăран киле кайма тухнă çемьен кил хуçине çăлма кайрăмăр. Диспетчер шăнкăрава йышăннă хыççăн планшет çине ăçталла çула тухмалли, çын мĕнпе аптăрани çинчен хыпар килет. Вуларăм: 50 çулти арçын руль умĕнче пынă çĕртех хăйне япăх туйма тытăннă, чĕре тĕлĕнчен ыратни çинчен каланă. Çавăн хыççăн машина рулĕ умне арăмĕ ларнă. Вĕсем патне çул тытрăмăр. Арçын каланă симптомсем — инфаркт чухнехи пек. Ăна хамăрăн машина çине куçартăмăр. Çийĕнчех кардиограмма ӳкертĕмĕр. Унтан хăвăртрах кирлĕ препаратсемпе укол турăмăр, юн тымарĕнчи тромба ирĕлме пулăшакан эмел патăмăр. Аптăранă арçын хăйне çăмăлрах туйма тытăнчĕ. Чăнах та, арçыннăн инфаркт пулнă. Ăна Республикăри кардиологи диспансерне тĕрĕс-тĕкел илсе çитертĕмĕр», — пĕлтĕрхи тĕслĕхе аса илчĕ Максим. <...>
Ирина ИВАНОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас