Чăвашла верси
Русская версия
Çамрăксен хаçачĕ 12 (6563) № 03.04.2025
«Эпĕ халăх юррисене итлесе ӳснĕ»
АМĂШĔПЕ ХĔРĔН САССИ — ШĂПЧĂКĂННИ ЕВĔР. АШШĔПЕ ЫВĂЛĔ ТĔРЛĔ ИНСТРУМЕНТ КАЛАМА ПĔЛЕÇÇĔ. ÇАПЛА, ИЛЬИНСЕМ ÇЕМЙИПЕХ ЮРРА-КĔВВЕ ĂСТА. ЛЮБОВЬ ТАТА АЛЕКСАНДР ЯЛАНАХ ПĔРЛЕ: ĔÇРЕ ТЕ, КИЛТЕ ТЕ. ВĔСЕМ — «ÇАВАЛ» ФОЛЬКЛОРПА ЭСТРАДА УШКĂНĔН ЮРĂÇИСЕМ.
Йăла-йĕркене упрама тăрăшаççĕ
— Калаçăва «Çавал» фольклорпа эстрада ушкăнĕн ертӳçинчен Лилия Прокопьевăран пуçлас терĕм. Хăвăрпа тата ушкăнпа çывăхрах паллаштарăр-ха.
— «Çавала» иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенчен ертсе пыратăп. Коллективра паян — 17 çын. Пурте ятарлă музыка пĕлĕвне илнĕ. Ытларахăшĕ Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищинчен вĕренсе тухнă. Александр Ильин ушкăнра 2000 çултанпа юрлать. Унăн ĕç стажĕ — 24 çула яхăн. Çак тапхăрта вăл коллектившăн нумай вăй хучĕ. Концерт программине хатĕрленĕ чухне чи малтан Сашăпа канашлатăп. Вăл ялсене каять, çĕнĕ материалсем тупса килет. Юрă-ташă сюитисене хатĕрлесе çитерсен вĕсене сцена çине кăларатпăр. Александр ушкăна килнĕренпе чылай интереслĕ юрă хушăнчĕ. «Тăрна» юррах илер. Ăна Саша Валерий Игнатьев кĕвĕ ăстипе тата аранжировщикпа пĕрле илемлетрĕ. Иккĕшĕ туслă ĕçлесе темиçе сюита хатĕрлерĕç. «Юрлăр кăна, ай, юрлăр», «Тăвансем патне килсессĕн», «Шăнкăр-шăнкăр шыв юхать», «Анне» юрăсем халăхра анлă сарăлчĕç. Музыка училищинче ăс пухнă чухне Александр ытти студентпа пĕрле халăх юррисене пухмашкăн экспедицисене хастар хутшăннă. Унăн вĕрентекенĕсенчен пĕри — пултаруллă музыкçă, чăваш фольклорне аван пĕлекен специалист Илья Сакмаров. Саша унăн ĕçне малалла тăсать. Вăл чылай юрра хăй çуралнă вырăнта, Йĕпреç тăрăхĕнчи Туçа ялĕнче, пухнă. Александр тĕрлĕ инструмент калать: палнай, сăрнай, шăхлич, шăпăр, купăс. Кашни концертрах халăх умне тĕрлĕ инструментпа тухать. Ăна пултарулăхĕ ашшĕнчен куçнă. Вăл ăста купăсçă пулнă. Амăшĕ паянхи кунччен тăван ялĕнче «Ахах» халăх ушкăнне ертсе пырать. Саша сцена çинче юрлать те, ташлать те. Унăн репертуарĕнче — чăваш, вырăс, казак тата авторсен юррисем. Юлашки вăхăтра Николай Казаков композитор илемлетнĕ юрăсене шăрантарать. Саша пирĕн пата киличченех Раççей шайĕнчи музыка конкурсĕсенче малти вырăнсене çĕнсе илнĕ. Куракансем унăн пултарулăхне епле йышăнни пирки каласа хăварас килет. Вăл сцена çине тĕрлĕ инструментпа тухса тĕлĕнтерет, концертри кашни номере илем кĕртет. Республикăра ун пек чăвашсен тĕрлĕ инструментне калакан сахал. Хальхи çамрăксемшĕн вара ку питĕ кăсăклă. Саша сцена çине юрлама тухсан ăна куç илмесĕр пăхса, итлесе ларас килет. Ытла та чуна пырса тивмелле шăрантарать. Ăçта кăна çитмен-ши эпир концертпа? Пур çĕрте те тăвăллăн алă çупса кĕтсе илеççĕ: Аслă Новгород, Мускав, Питĕр, Тюмень, Сургут, Нижневартовск, Крым, Севастополь, Симферополь, Сочи… Ют çĕршывсенче те пултăмăр: Бельгире тата Польшăра. Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Хисеп хутне те тивĕçрĕмĕр. Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Олег Нилов пирĕн ушкăна халăх юррисен «Добровидение» фестивальне чĕнсе çыру янă. Халĕ акă çанă тавăрсах унта кайма хатĕрленетпĕр. Вăл Мускавра çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче иртет. Санкт-Петербургра иртнĕ фестивальте эпир юрланине «Играй, гармонь» кăларăма ертсе пыракансем çырса илчĕç. Çамрăк ăру хамăрăн культурăна хисеплетĕр, йăла-йĕркене ан мантăр тесе тăрăшатпăр. Çитес çул «Çавал» 50 çул тултарать. Юбилее сумлă кĕтсе илесчĕ.
Ĕçре те, килте те пĕрле
— Халĕ Александр Ильинăн мăшăрĕпе паллашар. Любовь, лайăх арçын пур енĕпе те лайăх. Ĕçре çеç мар, çемьере те. Тĕрĕсех-и?
— Çын темле ĕçчен, маттур пулсан та унăн та çитменлĕхсем пур. Хам та çитменлĕхсĕр мар. Эпир 23 çул пĕрле пурăнатпăр. Упăшкан пĕр пысăк çитменлĕхĕ çакă: вăл пачах канма пĕлмест. Яла ашшĕ-амăшĕ патне час-часах каять, канас вырăнне кил хуçалăхĕнче тăрмашать. Кунсăр пуçне вăл амăшĕ ертсе пыракан коллективпа ĕçлет. Саша килте те пухнă юрăсене йĕркене кĕртет. Ăна чăрмантарас мар тесе пӳлĕм алăкне хупатăп та шăпăрт çӳретĕп. Ку уншăн — чи кирли. Пуçа кĕнĕ шухăшсем вĕçсе кайсан вĕсене тытаймăн. Юрра пиллĕкĕн юрлатпăр пулсан Саша кашни сасă валли хăйĕн партине çырса парать. Кашни нотăна илтет те йăнăш юрланине тӳрлетет. Репертуарти пĕтĕм чăваш юррине вăл хатĕрленĕ. Малтан эпир ытларах гастрольсене çӳренĕ, халĕ вара Чăваш патшалăх филармонийĕнче иртекен мюзиклсене хастар хутшăнатпăр.
— Юратнă мăшăрпа пĕр коллективра ĕçлеме çăмăл-и е йывăр-и?
— Эпĕ «Çавала» ĕçлеме килнĕренпех мăшăрпа юнашар. Урăхла пурнăçа пĕлместĕп, çавăнпа ку ыйтăва хуравлаймастăп. Эпĕ — Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчен. Музыка училищинче Сашăран темиçе çул маларах ăс пухрăм. Мускавран вĕренсе таврăнсан ĕçе кĕрес тесе конкурса хутшăнтăм. Çавăн чухне унпа паллашрăм. Çемье çавăрсан кун йĕрки çакнашкал пулса тăчĕ: ĕçе килетĕн — унта пĕрле, киле çитетĕн — унта та пĕрле. Маншăн ку йĕркеллĕ пулăм. Маншăн упăшка — чи çывăх çын, тус. Ывăлпа хĕр çуратса ӳстертĕмĕр. Иккĕшĕ те Шупашкарти музыка училищине çул тытрĕç. Кĕçĕнни кăçал диплом илет. Ачасем филармонирех ӳсрĕç. Пирĕн коллектив вĕсемшĕн те çемье пулса тăчĕ. Çакă та вĕсен пулас профессине витĕм кӳчĕ пуль. Асли, ывăл, ашшĕ пекех тĕрлĕ музыка инструментне калать. Салтакран таврăнсан Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтне вĕренме кĕчĕ. Паллах, çемьере чашăк-тирĕк шăкăртатмасăр пулмасть. Икĕ çын яланах пĕр шухăшлă пулмасть.
— Арçыннăн тĕп тивĕçĕ — мăшăр çеç мар, ашшĕ те пуласси.
— Саша — лайăх ашшĕ. «Аçăртан тĕслĕх илсен эсир питĕ хаклă çын пулатăр», — тетĕп ачасене. Эпир килте вĕсене ун пек тăвăр, кун пек ан тăвăр тесе нихăçан та каламастпăр. Пĕррехинче мăшăрпа киле пырса кĕтĕмĕр те купăс сассине илтрĕмĕр. Ай тур-тур, кам купăс калать тесе тĕлĕнтĕмĕр. Пăх та — ывăлăн аллинче купăс. Эпир килте çук чухне ăна калама вĕреннĕ иккен. Ачасем аслисенчен тĕслĕх илсе пурнăç çулĕ çине тăнинчен пахараххи ним те çук. Манпа юнашар питĕ пултаруллă çын пурăнать. Саша музыка тĕнчинче ӳснĕ. Эпĕ — телейлĕ хĕрарăм тата амăшĕ.
Ашшĕ — пĕрремĕш вĕрентекен
— Александра хăйне сăмах парар-ха. Юрăкĕвĕ — асамлăх, сисместĕн те, вăл пуçĕпех хăйĕн патне туртса кĕрет. Ăна юратасси епле пуçланчĕ?
— Аттепе анне, Николай Васильевичпа Ираида Васильевна, çемье çавăрсанах клубра вăй хума пуçланă. Вĕсем — пĕр ялтан. Шел, атте çĕре ир кĕчĕ, 6 çул каялла ăна яланлăхах çухатрăмăр. Мана вĕсем мĕн пĕчĕкрен клуба пĕрле илсе çӳренĕ. Анне клуб заведующийĕнче вăй хурать. Вăл ертсе пыракан «Ахах» халăх фольклор ушкăнĕ кăçал 50 çул тултарать. Ачаранпах сцена çине тухнă пулсан та пурнăçăма музыкăпа çыхăнтарăп тесе шухăшламан. Пĕрремĕш хут купăс каланине питĕ аван астăватăп. «Ахах» ушкăна Пушкăртстанри Авăркас районне Яков Ухсай юбилейне паллă тума илсе кайрĕç. Пирĕнпе Виталий Адюков юрăç та пычĕ. Эпĕ 11 çулти ачаччĕ. Паллă юрăç тĕрлĕ инструмент каланине питĕ тимлĕн пăхса лартăм. Автобуспа киле каялла таврăннă чухне çав тери купăс калас килсе кайрĕ те инструмента тытрăм. Нотисене пĕлместĕп хам. Нарт-нарт! тукаларăм та автобусри çынсем мана вăрçма пуçларĕç. «Вĕрент-ха мана», — терĕм аттене киле çитсен. Вăл — манăн пĕрремĕш вĕрентекен. Ун чухне «Во саду ли, в огороде» кĕвве каласа кăтартрĕ. Кайран шкулта та купăс калама хăнăхрăм. Çапах манăн çар çынни пулас килетчĕ. Анчах вĕренме кĕреймерĕм. Каялла тăван хулана таврăнсан анне Строительство техникумне кайса пăхма сĕнчĕ. Çапла музыка училищи умĕнчен иртсе пынă чухне: «Кĕрсе пăхар-и?» — терĕ анне. Кĕтĕмĕр. Купăс калама ыйтрĕç. Кăтартрăм. Арçын ачасем кирлĕ тесе тӳрех вĕренме илчĕç. Училище алăкĕн урати урлă каçсан маншăн нотăсем çĕнĕлĕх пулса тăчĕç. Фольклор уйрăмĕнче ăс пухрăм. Малтанах пултарайăп-ши тесе те кулянса илтĕм. Кайран веçех йĕркеленсе кайрĕ.
— Эсĕ халăх юррисене питĕ кăмăллатăн.
— Эпĕ халăх юррисене итлесе ӳснĕ. Училищĕре ку енĕпе ятарлă предмет та пулнă. Хамăрăн ял историне, йăли-йĕркине, юррикĕввине çырса илеттĕм. 50 юрăран кая мар тупса илемлетрĕм. Хатĕррисем тата 50-ран кая мар.
— Училищĕрен пурнăç валли мĕн илсе тухрăн?
— Чи малтан тавра курăма анлăлатрăм. Училищĕре манпа пĕрле тĕрлĕ районтан килнĕ ачасем вĕренчĕç. Тĕрлĕ диалект, тĕрлĕ кĕвĕ… Муркаш тăрăхĕнчи кĕвĕсене килĕштертĕм. Атăл хĕрринче иртекен фестивальсене чупса каяттăмăр, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнĕ çынсен юррисене чунпа парăнса итлеттĕм. Училищĕре вĕренсе «музыка тĕнчине» лекрĕм. Вĕренсе пĕтеричченех филармоние ĕçлеме çӳрерĕм. «Чăваш Ен» ушкăнпа пĕрле халăха савăнтарнă. «Чăваш Ене» мăшăрпа пĕрле килтĕм. 2-мĕш курсра чухне Лапсарти культура çуртĕнче «Укăлча» ушкăнра купăсçă пулса ĕçлеме пуçларăм. Халĕ те унта ĕç хыççăн вăй хуратăп. <...>
Альбина ЮРАТУ калаçнă.
♦ ♦ ♦
Ялта тăватă çул пĕчченех хĕл каçнă
Хĕрлĕ Яр — Хĕрлĕ Чутайран 20 километрта вырнаçнă пĕчĕк ял. Кунта чалăшнă çуртсем те, чип-чипер лараканнисем те пур. Вăрман çывăхĕнче, Сăр юхан шывĕ хĕрринче вырнаçнă ялта хăй вăхăтĕнче пурнăç вĕресе тăнă. Халĕ вара урам салхурах курăнать, утакан çын та çук. Пĕр хушă кунта Николай Сорокин пĕр-пĕчченех хĕл каçнă. Паянхи кун вара Хĕрлĕ Ярта йыш хушăннă: хĕлĕн-çăвĕн 4 çын пурăнать.
Кăмака хутать
Николай Ивановичăн пӳрчĕ — ял вĕçĕнче. Эпир ун патнелле çул тытрăмăр. Кил хуçи нумай кĕттермерĕ — пире хапăлласах йышăнчĕ. Пысăк кирпĕч çуртра пĕчченех пурăнать вăл. Яла газ кĕртмен, çавăнпа пӳрте кăмака хутса ăшăтать. «Эпĕ ку ялтах 1957 çулта çуралнă. Аттепе анне колхозра ĕçленĕ. Атте юлашкинчен Сăр çинче вăй хучĕ. Унта ĕçленĕ вăхăтра чирлесе кайрĕ, унтан çĕре кĕчĕ. Эпир тăватă пĕртăван çитĕнтĕмĕр. Эпĕ — чи асли. Ялти шкултах ăс пухрăм, унтан Березовкăна вĕренме çӳрерĕмĕр. Ача чухне ир-ирех тăрса вăрмана, Сăр хĕррине кĕтӳ пăхма каяттăмăр. Каялла йĕп-йĕпе таврăнаттăмăр. Çавна пулах чир çакланчĕ те пуль… Шкултан вĕренсе тухсан Украинăна электрослесарь-автоматика вĕренме кайрăм, кайран унтах шахтăра ĕçлерĕм. Яла таврăнсан пĕр урамра выляса ӳснĕ хĕрпе çемье çавăртăм. 20 çулта авлантăм. Мăшăрăма Фроня тесе чĕнетчĕç. Салтакра пулман эпĕ. Илсе каятпăр тесе ĕçрен чĕнсе илчĕç, анчах кайран тăхтама ыйтрĕç. Çапла каймасăрах юлтăм», — хăйĕн пирки каласа кăтартрĕ Николай Иванович. Тăван тăрăха таврăнсан вăл Сăр урлă кĕпер тунă çĕрте монтажникра 3 çул ĕçленĕ. Çĕмĕрлере водителе вĕренсе тухсан «ПМК-3» организацире шоферта вăй хунă, унтан Сельхозхимире автобуспа тата бульдозерпа ĕçленĕ, мăшăрĕ — автозаправкăра. Ун чухне Сорокинсем Хĕрлĕ Чутайра пурăннă. «Садик çуккипе ачасене хампа пĕрле ĕçе илсе кайма тиветчĕ. Кайран хуняма Хĕрлĕ Ярта лесник кирлине пĕлтерчĕ. Çапла тăван яла пурăнма куçрăмăр, лесника вырнаçрăм. Пурăна киле Шупашкартан кирпĕч илсе килсе майĕпен çурт хăпартса лартрăмăр», — малалла тăсăлчĕ пирĕн калаçу. Кайран вăл Кишлĕре лесникра 24 çул вăй хунă. Пĕр хушă «Коминтерн» хуçалăхра трактористра ĕçленĕ, унтанах тивĕçлĕ канăва тухнă. Николайпа Фроня 5 ача — 4 хĕрпе 1 ывăл – çуратса ура çине тăратнă. Асли Алина Шупашкарта пурăнать. Андрей, Аня тата Лена Çĕмĕрлере тĕпленнĕ, Лариса — Атнарта. Пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Николай Иванович 9 мăнукĕпе, 1 кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнать. Шел те, мăшăрĕ 12 çул каялла йывăр чире пула пурнăçран уйрăлнă. Хăй вăхăтĕнче Сорокинсем 2 лаша, 3 ĕне, 4 пăру, 15 сысна таран, сурăхсем усранă. Халĕ те кил карти пушах мар: кил хуçи кроликсем, чăх-чĕп тытать. «Сăр инçе мар пулнăран пулă тытма çӳреттĕмĕр. Фроня та пĕрле пыратчĕ. Ирхи 3 сехетре тăраттăмăр та выльăх патне тухиччен трактор тапратса Сăр хĕррине каяттăмăр. Ĕçе кайиччен пулă сутма çӳреттĕмĕр. Пысăккисемех кĕретчĕç: çупах, çуйăн, шăла пулă… Тетелпе ултă михĕ таранах тытса килеттĕмĕр. Халĕ сывлăх хавшарĕ, операци тунă хыççăн ытлах тухса çӳрейместĕп»,— малалла калаçрĕ Николай Иванович. Газ çук 2000 çулсен пуçламăшĕнче ял пушанма тытăннă. Хăшĕпĕри хулана куçса кайнă. Ялта ытларах ватăсем юлнă. Пĕр çулхине 8 çын çĕре кĕнĕ. Çав тапхăрта Николай Иванович 4 çул пĕчченех хĕл каçнă. «Манăн шухăшпа, яла газ кĕртнĕ пулсан çамрăксем кунта килсе пурăнĕччĕç те пулĕ. Çулла килсе çӳреççĕ-ха. Вырăнти администрацире газ кăçалах пулмасть терĕç. Çитес çул кĕртессе шантараççĕ-ха. Урамра çутă туса парасса та кĕтетпĕр. Халĕ ялта çын пач çук мар-ха. Кăçал тăваттăн хĕл каçрăмăр. Акă, кунĕн-çĕрĕн диван сыхласа ларатăп, телевизор пăхатăп. Анчахрах трактор патĕнчен кĕтĕм. Малтан анкартисене тракторпа сухалаттаратчĕç. Халĕ хамăнне кăна сухалатăп. Çапах килте кăна лармастăп-ха. Урама тухса утса çӳретĕп, урана хускатса килетĕп. Çулла кӳршĕсемпе пухăнса калаçса ларатпăр. Пурăнатпăр çапла вăраххăн… Çăва тухрăмăр ав, аптăрамастпăр. Кĕçех пулăçсем килсе ларма пуçлĕç. Пирĕн умра 40 машина таран пухăнни те пулнă. Çынпа калаçма тесе вĕсем патне те тухатăп. Хăйсем те ман пата кĕреççĕ, пулă парса хăвараççĕ. Пирĕн тăрăха Чулхула облаçĕнченех пулă тытма килеççĕ. Вырăнĕ питĕ хитре. Вăрман çывăхрах, çырла-кăмпа нумай — пуçтарма ан ӳркен кăна. Çулла çĕр çырли татма çӳретĕп. Анчах çĕленĕсем те пур. Вĕсене туяпа çапса хăрататăп. Тилĕсем ялах кĕрсе çӳреççĕ. Пĕррехинче Кишлĕрен лашапа таврăннă чухне кӳршĕсем шăнкăравларĕç: пирĕн сурăхсене кашкăрсем тапăннă иккен. Халĕ çук-ха вĕсем. Эпир çамрăк чухне ялта çын нумайччĕ. Кашни килте тенĕ пек 4-5 ача çитĕннĕ. Халĕ ялта ача-пăча çук. Хăть çу кунĕсенче сассисем илтĕнеççĕ-ха», — пурнăçĕпе паллаштарчĕ Николай Сорокин. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
Кулинарсем конкурссене чăваш ялавĕпе çӳреççĕ
Вĕсем ахаль çимĕçрен те чĕлхене çăтса ямалли апат хатĕрлеме пултараççĕ. Сăмахăм — Пĕтĕм Раççейри «Chef a la Russe» чемпионатра палăрнă кулинарсем пирки. Унта пирĕн республика чысне Александр Гониашвили, Даниил Кван тата Алексей Шугуров хӳтĕленĕ. Ентешсем ылтăн медальпе таврăннă.
Ахаль çимĕç лартма хăяймасть
Кун пек пысăк та пĕлтерĕшлĕ кулинари ăсталăхĕн ăмăртăвĕсене пирĕн поварсем темиçе хут та хутшăннă. Вĕсем регионти, Пĕтĕм Раççейри, тĕнче шайĕнчи конкурссенче палăрнă. Паллах, апат тутлă пуласси повар ăсталăхĕнчен нумай килет. Апат-çимĕç хатĕрлесси те пултарулăх ĕçĕ. Ку енĕпе вара Александр Гониашвили питĕ ăста. Ĕçтешсем те çакнах палăртаççĕ. Александр ку таранччен тĕрлĕ çитĕнӳ тунă. Вăл — тĕнче чемпионĕ, Европăн 2 хут чемпионĕ, çавăн пекех «Чи лайăх повар» ята тивĕçнĕ. 2015 çулта Бразилири WorldSkills тĕнче чемпионатĕнче те «Повар ĕçĕ» компетенцире професси ăсталăхĕшĕн медале тивĕçнĕ. Александрăн амăшĕ — Муркашран, ашшĕ — Грузирен. Çемье Шупашкара 25 çул каялла куçса килнĕ. Александр ачаранпах повар пулма ĕмĕтленнĕ. Ырă тĕслĕх унăн куçĕ умĕнчех пулнă. Александр — тăваттăмĕш ăрури повар. Вăл ача чухне биатлонпа та кăсăкланнă, чемпионатсенче палăрнă. «Кулинари конкурсĕсем те спорт ăмăртăвĕсем пекех. Иккĕшĕнче те чи пĕлтерĕшли — çĕнтересси. Манăн ача чухнех пур çĕрте те пĕрремĕш пулас килетчĕ. Ку пахалăх манра халĕ те пур», — терĕ Александр. Александр Шупашкарти апатланупа коммерци технологийĕн техникумне вĕренме кĕрсенех конкурссене хутшăнма пуçланă. Малтан вĕсен ушкăнĕ столовăйĕнче практика тухнă. Пурне те савăт-сапа çутарнă. Тепĕр эрнерен Александр ку ĕç ун валли маррине ăнланнă. «Мĕнле-ха капла? Эпĕ повара вĕренме килнĕ-çке», — çапла шухăшланă та тепĕр çĕрте практика тухмалли вырăн шырама пуçланă. Пĕрремĕш практикăна вăл чаплă ресторанра ирттернĕ. Халĕ Александр Шупашкарти пĕр заведенире бренд-шефра ĕçлет, европа, вырăс тата молекулярлă кухньăсен апачĕсене хатĕрлет. «Эпĕ апатланма килекенсен умне ахаль, нимĕнпе те уйрăлса тăман çимĕç лартма хăяймастăп. Маншăн ку — искусство. Пĕрпĕр çимĕç пĕçерме пуçа шухăш кĕрсен ăна мĕнле тумаллине палăртса хуратăп. Вăл хитре курăнтăр тесе килĕшӳллĕ тĕссемпе хатĕрлетĕп. Ку ĕç валли вăхăт нумай кирлĕ. Апат-çимĕçе ешĕл курăкпа хитрелетнĕ чухне те ăна хăш кĕтесе хумалли пирки шухăшлатăп. Çынсене чи малтан блюдăна мĕнле илемлетни илĕртет-çке», — ĕçри самантсемпе паллаштарчĕ ăста повар. Бразилири тĕнче чемпионатĕнче палăрнă хыççăн Александр конкурссене эксперт пек те хутшăнма тытăннă. Çакăн хыççăн унăн ăсталăхне ыттисем те асăрханă, хăйсем патне ĕçлеме чĕннĕ. «Александр Гониашвили — пирĕн пуç тата алăсем. Вăл ертсе пынипе çитĕнӳсем тăватпăр. Пĕлтĕр Ĕпхӳре иртнĕ кулинарсен фестивалĕнче ылтăн медаль çĕнсе илтĕмĕр. Хусанта пулнă «Тараватлăх çăлтăрĕ» конкурсра та çĕнтертĕмĕр. Мускаври конкурса пĕлтĕр те хутшăнтăмăр. Ун чухне 2-мĕш вырăн йышăнтăмăр. Хальхинче вара çĕнтерӳçĕсем пулса тăтăмăр. Ăмăртусене яланах чăваш ялавĕпе çӳретпĕр», — калаçăва хутшăнчĕ Алексей Шугуров. Ĕç килĕнӳ кӳрет Алексей Шугуров командăра — чи асли. Вăл — 42 çулта, Патăрьел тăрăхĕнчи Пăлапуç Пашьелте çуралнă. 11 класс пĕтерсен Алексей Шупашкарти коопераци техникумне вĕренме кĕнĕ, общество апатланăвĕн технологĕн специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн Мускав апат-çимĕç производствин патшалăх университетĕнче пĕлĕвне тарăнлатнă. Çĕршывăн тĕп хулинче 7 çул пурăннă вăл, виçĕ ресторанра ĕçленĕ. Чăваш Ене таврăнсан пĕр вăхăт хупахра вăй хунă. Унтан Крымра ĕçлесе пурăннă, 3 ресторан уçма пулăшнă. Кирек ăçта пулсан та ăна тăван тăрăхĕ хăйĕн ытамне чĕннĕ. Крымра 2 çул пурăннă хыççăн Алексей Чăваш Ене таврăннă, кунти пĕр заведенире ĕçленĕ. Çав вăхăтрах Атăлçи тăрăхĕнчи, Раççейри чемпионатсене хутшăнса палăрнă. Вăл — Раççейри кулинарсен ассоциацийĕн членĕ, кулинари эксперчĕ. Алексей нумай ачаллă çемьере ӳснĕ, мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнă. «Атте-анне ялан ĕçре пулнăран хамăрах апат пĕçерсе çинĕ. Çăмарта ăшаланă, шаркку, макарон, купăста яшки пĕçернĕ. Аннепе пĕрле кукăль- çăмах та янтăланă. Хĕлле çемьепе пĕрле пельмень, катлет тăваттăмăр. Пĕри чуста çăратчĕ, тепри какая аш арманĕпе авăртатчĕ. Виçĕ пĕртăван çитĕнтĕмĕр. Эпĕ — чи кĕçĕнни. Тете Дмитрий — çар çынни, халĕ тивĕçлĕ канура. Аппа Наташа Мускавра пурăнать, строительство организацийĕнче тĕп бухгалтерта вăй хурать», — çемйипе паллаштарчĕ Алексей. Хăшĕ-пĕри апат пĕçересси арçын ĕçĕ мар тейĕ. Алексей ĕçре кăна пĕçермест, çемье валли те сĕтел хатĕрлет. Ку ĕç ăна киленӳ кӳрет. Мăшăрĕ канмалли кунсенче кăна плита умĕнче тăрмашать. Шугуровсем пĕр апата икĕ кун çимеççĕ. Вĕсен сĕтелĕ çинче яланах тин кăна пĕçернĕ апат ларать. Алексей ытларах аш-какайран блюдăсем пĕçерме кăмăллать. Ăна уйрăмах Çурçĕр кухни килĕшет. Вăл çывăх çыннисене, хăнана килекенсене пăши, хир сысни ашĕнчен хатĕрленĕ апат-çимĕçпе час-часах тĕлĕнтерет. Спортсмен пулма ĕмĕтленнĕ Даниил Кван Чăваш Енре 9 çул пурăнать. Ашшĕн кунта строительство об±екчĕ пулнипе çемье Узбекистанран куçса килнĕ. Даниил ачаранах спортпа туслă ӳснĕ. Повар пуласси пирки вăл нихăçан та шухăшламан, спорт карьеринче çитĕнӳсем тума ĕмĕтленнĕ. Çавăнпах 7-мĕш класра Олимп резервĕсен шкулне вĕренме кĕнĕ. Унта 3 çул ăс пухнă. Байдаркăпа тата каноэпе ишес енĕпе спорт мастерĕн ятне илнĕ. Чăваш Ене куçса киличчен Даниил Узбекистанри педагогика институтĕнче пĕлӳ пухнă. Анчах унта çулталăк та вĕренеймен, ашшĕпе амăшĕ Раççее килме пуçтарăннă. «Чăваш Ене килсен спорт шкулне çӳрес кăмăл та пурччĕ, анчах май пулмарĕ. Вĕренме кĕмешкĕн документсем пама вăхăт та иртсе пыратчĕ. Çулталăка сая ярас килмерĕ. Документсене икĕ çĕре патăм: юрист пулас тĕллевпе Шупашкарти коопераци институтне тата повар-кондитера вĕренес тесе апатланупа коммерци технологийĕн техникумне. Кайран иккĕмĕшне суйларăм. Пĕрремĕш курсрах волонтер ĕçне явăçрăм. Вăл вăхăтра WorldSkills Russia чемпионат пыратчĕ. Мана мероприятире фотограф пек ĕçлеме шанчĕç. Поварсем ăмăртни мана, спортсмена, кăсăклантарсах ячĕ. Вĕсене сăнаса пĕр вăхăт сăн ӳкерме те маннă. Шухăша путнăччĕ, çав вăхăтра жюри апат-çимĕçе хакланине ӳкерме чĕнчĕç. Александр Гониашвили шăпах жюрире ларатчĕ. Вĕсем дегустаци ирттернĕ вăхăтра Александр мана чĕнсе илчĕ те блюдăсене тутанса хăшĕ ытларах килĕшнине калама ыйтрĕ. Эпĕ суйланă çимĕçе Александр хăй те лайăх хакларĕ. Çавăнтанпа туслă эпир. Пĕрле чылай чемпионата хутшăнса малти вырăнсене йышăнтăмăр. Малтанах, 2-мĕш курсра чухне, хам тĕллĕн чемпионата хутшăнтăм. Регион тапхăрĕнче пĕрремĕш пултăм», — аса илчĕ Даниил. Даниил — регион, Раççей шайĕнчи професси конкурсĕсен çĕнтерӳçи тата призерĕ. Вăл Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине те тивĕçнĕ. Хăй вĕреннĕ техникумри студентсене чемпионатсене хатĕрленме пулăшать, хăйĕн опычĕпе пайланать. Хăй те ăсталăх класĕсене хутшăнать. 2022 çулта Даниил «Пикниксен çапăçăвĕ» тупăшура палăрнă. Ăмăртăва çĕршыври барбекюпа пĕçерекен чи лайăх шефповарсем хутшăннă. Даниил чи нумай балл пухса çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçнĕ. <...>
Юлия ИВАНОВА.
♦ ♦ ♦
«Çухатнă çĕрĕ тупăнсан пĕрлешрĕмĕр»
«Асăрханарах çӳре-ха: кушакăн çичĕ пурнăç теççĕ халăхра. Çак чĕр чунпа танлашас тăк, эсĕ виççĕшне пĕтертĕн ĕнтĕ», — пĕрмай пăтăрмаха лекекен арăмне çапла калать Алексей Чернов.
Е амăшĕ, е ачи…
Пĕрремĕш хутĕнче Светланăна машина çапса кайнă. Шупашкарти «Бичурин урамĕ» чарăну тĕлĕнче пулнă вăл. Троллейбуса ĕлкĕрес тесе Светлана «зебра» тăрăх чупса каçнă. Йĕри-тавралла пăхнă, ĕлкĕретĕп-ха тесе шухăшланă. Ун чухне пуш уйăхĕн 7-мĕшĕ пулнă, водитель садика утренника васканă. Шăнса ларнă чӳречине лайăх тасатманран вăл çул урлă каçакан хĕрарăма курман, ăна пырса çапнă. Аварире машина лапчăннă та, Светлана пушшех хытах аманнă. Купарча шăммине хуçнăскер икĕ уйăх лараймасăр пурăннă. Иккĕмĕшĕ — коронавирус. Светлана ун чухне 4-мĕш ачапа йывăр çын пулнă. «Варти пепке 24-25 эрнере чухне тухтăрсем çурхах ªплацентаº уйрăлма пуçланине асăрхарĕç, е амăшне, е ачине çăлмалла терĕç. Кесарево мелĕпе çураттарчĕç. Вырăнти наркозпа кăна укол турĕç. Ача йĕрсе сасă парсан пурăнатех тесе шухăшларăм, халĕ питĕ пĕчĕк виçепе çуралнисенчен те çын тăваççĕ вĕт. Ытла та пĕчĕкчĕ çав вăл вăл, 500 грамм та тайман, эпĕ шутланă тăрăх, 21 эрнере кăна пулнă. Касса илнĕ хыççăн ача сасси пулчĕ. Ăна тӳрех реанимацие илсе кайрĕç. Ывăла ят патăмăр, çуралнине ĕнентерекен хут та, полис та тутартăмăр. Шел, тĕне кĕртме ĕлкĕреймерĕмĕр, 3 кунран вăл вилчĕ. Çав кун ăна больницăран часах илсе тухаймарĕç, вилни çинчен ĕнентерекен хута хăвăрт хатĕрлесе параймарĕç: е компьютер çĕмĕрĕлнĕ, е тата темĕскер… Упăшка пĕчĕк тупăка каçхи 4 сехет иртсен тин эпĕ çуралнă яла, Елчĕк округĕнчи Хирти Пăвана, илсе кайрĕ, анне килĕнче çĕр каçарчĕ. Аслă ывăл ун чухне салтакраччĕ. Вăл пусăрăнчăк кăмăлпа çӳренине командир асăрханă та ăна отпуска янă. Ирхине вăл яла çитсен шăллĕне упăшкапа иккĕшĕ кайса пытарнă. Коронавирус ернĕ пулас амăшĕсем ача çуратмалли 5-мĕш çуртра выртатчĕç. Малтанах манăн ӳпкен 5-15 проценчĕ сиенленнĕччĕ. Авăн уйăхĕнче больницăра ăшă паманччĕ, куртка тăхăнса утиялпа витĕнсе çĕр каçрăм. Ирхине пĕр чарăнми ӳсĕрме тытăнтăм. Вирус питĕ хăвăрт аталанчĕ. Çуратнă хыççăн «Çурçĕр» клиникăна реанимацие вырттарчĕç. Ман пирки тухтăрсем ку чĕрĕ юлаймасть тесе каланă, анализсем питĕ япăх пулнă. Пĕлĕш медсестра, санитарка пыра-пыра пăхатчĕç. Çавсем килсе çӳрени те тем пекех паха пулчĕ маншăн. Кайран Республика больницине куçарчĕç. Унта çывăх çынсемпе тĕл пулма юратчĕ. Упăшка чылайранпа курманнипе: «Эсех-и, ара, ку? Тытса пăхам-ха сана», — тесе ыталарĕ. Икĕ уйăх çурă больницăра выртрăм», — коронавирус мĕн тери пысăк хуйхă кӳнине каласа пачĕ Светлана Анатольевна. Ăнăçлă «анса ларман» Виççĕмĕшĕ — пушарта иккĕмĕш хутран сиксе çурăм шăммине хуçни. 2023 çулхи чӳк уйăхĕнче Светланăн тăван ялне кайсан пулнă ку. Пушар мунчаран тухнă. Пӳртпе пĕр тăрă айĕнче пулнă вăл. Вĕсем иккĕмĕш хутран анса ĕлкĕреймен — аялти хутра вут-кăвар алхаснă. Салтакра десантник пулнă Алексей нумай шухăшласа тăмасăр чи малтан сикнĕ. Светлана вара çĕр çине ăнăçлă «анса ларайман» — çурăм шăммине хуçнă. 4 уйăх больничнăйпа ларнă вăл, тĕрĕсрех каласан, корсетпа выртнă. Больницăра тухтăртан: «Манăн хăçан ташлама юрать?» — тесе ыйтнă. Амăшĕ уйăх çурăранах çĕнĕрен çурт лартса пурăнма кĕнĕ, çын патĕнче кун кунлас темен. Çак килĕшӳллĕ те хаваслă мăшăр пурнăçри йывăрлăхсене шӳт-кулăпа, юрă-ташăпа ирттерет. «Хурланмалли самантсем аса килсен хамăн пӳлĕме кĕретĕп. Унта эпĕ пĕчченех пурăнатăп, 1,5 метр сарлакăш телевизор, 3 метрлă диван пур манăн. Колонкăпа микрофона туртса кăларатăп та караокэ юрлама тытăнатăп. Пĕр пуçăнсан вара 1-2 сехетсĕр те чарăнмастăп, хăш-пĕр чухне тӳсейменнипе колонкăн зарядки пĕтет. Кӳршĕсем хальччен пĕр сăмах та шарламан. Манăн пӳлĕме арăм кĕрсе çӳремест. Ирхине тăратăп та вырăна тирпейлетĕп, чечексене шăваратăп, урайне çуса тухатăп... Кашни япала хăйĕн вырăнĕнче пулнине юрататăп. Ялта та çавăн пек пирĕн. Ку енĕпе эпĕ йăлт анне пек. Вăл та илемлĕ юрлать. Кукаçи те юрă ăсти пулнă. Сăмах май, мана унăн ятне панă. Ытти арçын ĕлĕк хăнаран таврăнсан арăмĕпе вăрçăннă пулсан кукаçи çурт тавра юрласа çаврăннă», — чун киленĕçпе паллаштарчĕ Алексей Васильевич. Вăл та Елчĕк округĕнчен, Шăмалак ялĕнчен. Чăнкă çынсем Алексей ачаран десантник пулма ĕмĕтленнĕ, вĕсем питĕ чăнкă çынсем пек туйăннă ăна. Сывлăш десанчĕн çарне лекес тесе вăл 17-рех салтака кайнă. Çар билечĕ çине вăл ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче çуралнă тесе çырнă, тĕрĕссипе Алексей Чернов çĕртмен 19-мĕшĕнче çуралнă. «Анапăра пĕрремĕш самоходка артиллери батарейинче службăра тăтăм, стройпа утнă чухне юрă пуçлаканни пулнă эпĕ. Чечняна виçĕ уйăхлăха лексен офицерсемпе пĕрле ларса юрлаттăм. Чăвашла та шăрантараттăм, ку юрă мĕн пиркине ыйтатчĕç те: «Юрату çинчен!» — теттĕм, сăмахĕсене куçарса параттăм. Артиллерире пулнă май хуласем тавра, тусем тăрăх çӳренĕ. «Урал» машинăсемпе «серпантин» тăрăх хăпараттăмăр. Снарядсем çинче ларса пыраттăмăр. Халĕ шухăшлатăп та: пĕр пуля лексен пĕтĕм колонна пĕтме пултарнă вĕт-ха. Çамрăк пулнă та хăрама пĕлмен. Çавăнпах парашютпа та сикнĕ, халĕ пукан çине хăпарса тăрсан та мĕнле анмалла-ши тетĕп. Эпир, ял ачисем, салтака кайиччен парашюта — телевизорпа, самолета тӳпере кăна курма пултарнă. Ветерансен союзĕнче тăнă май çарпа патриот мероприятийĕсене çӳретпĕр. Садиксене, шкулсене вĕçĕм чĕнеççĕ пире, палăксем, «Герой партти» уçма каятпăр. Унта та юрлатпăр. Салтакран таврăнсан тӳрех ĕçлеме тытăнтăм. Шупашкарта сĕтел-пукан тунă çĕрте 24 çул ĕнтĕ тăрăшатăп», — терĕ Алексей Васильевич. Вĕсен паллашăвĕ романтика фильмĕнчи евĕр пулса иртнĕ. Çуллахи илемлĕ каç Алексейпе юлташĕн ªпĕрле пӳлĕм тара тытса пурăннă вĕсемº килте ларас килмен, урама уçăлма тухнă. Тусĕ Алексее Шупашкарти кăнтăр районне хăйĕн савнийĕ патне илсе кайнă. Çавăнта унăн хĕр тусĕпе Светланăпа паллаштарнă. Çапла икĕ мăшăр пĕрмаях пĕрле унта-кунта тухса çӳреме тытăннă, çапла икĕ çемье çуралнă. Светланăн та, Алексейăн та ун чухне çурăм хыçĕнче пурнăç опычĕ кăштах пулнă ĕнтĕ. Светлана качча кайса уйрăлма ĕлкĕрнĕ, унăн ывăл ӳснĕ. Алексей та ашшĕ ята илтнĕ, унăн амăшĕпе çырăнмасăрах пурăннă, анчах вĕсен пурнăç çулĕсем ик еннелле пайланнă. «Эпир нумай çӳремерĕмĕр, пĕрле пурăнма тытăнтăмăр. 6 çултан ача çуралсан тин туй тăвас терĕмĕр. Леша çĕрре маларах та туяннăччĕ, анчах вăл çухалчĕ. Пĕрмай качча тухма ыйтатчĕ. Пĕччен амăшĕ пек укçа илеттĕм те, пĕрлешсен документсене çĕнĕрен пуçтармалла тесе тăхтаса тăраттăм. Туйсенче хĕрсем чечек çыххи ывăтаççĕ, каччăсем — тынас ªподвязкаº. Алексей виçĕ туйра çавна тытрĕ. Тата хайхи çухалнă венчет çĕрри те тупăнчĕ. Килтех шкап айĕнче выртнă вăл. Çаксене йăлтах пĕрлешмеллине пĕлтерекен паллăсем пек йышăнтăм та качча тухма килĕшрĕм. Унтан пирĕн ывăл çуралчĕ. Халĕ вăл 5-ре. Аслă ывăл авланса мăнук парнелеме ĕлкĕрчĕ. Çапла халĕ эпĕ çамрăк анне тата асанне», — каласа кăтартрĕ Светлана. <...>
Алина ИЛЬИНА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментари хушас