- Чăвашла верси
- Русская версия
Авланма васкамаççĕ, пулас мăшăрне тĕплĕ суйлаççĕ
Вĕсем хăмăт тăхăнма васкамаççĕ. Хальхи арçыншăн çемье çавăрасси лотерея билечĕ пекех-çке — ăна выляса илес шанчăк çултан-çул пĕчĕкленсе пырать. Телейсĕр юлташĕсемпе пĕлĕшĕсене курсан ЗАГСа кайма пушшех те тăхтаççĕ-тĕр. Тен, урăх сăлтава пула авланма васкамаççĕ вĕсем? Республикăри паллă хусахсене çак ыйтупа чăрмантартăмăр.
Кайран, ăс кĕрсен…
К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн артисчĕ Евгений Урдюков çемье çавăрасси пирки нумай шухăшланă, халĕ те шухăшлать . Пурнăçа вăл пĕччен пурăнса ирттересшĕн мар: кашни пулăмăн — хăйĕн вăхăчĕ . Шкулта вĕреннĕ чухне Шăмăршă районĕнчи Анат Чаткас каччи професси илнĕ хыççăн, пĕр 23-е çитсен, авланас ĕмĕтпе пурăннă. 2011 çулта Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнчен вĕренсе тухнă, анчах Турри авланма пÿрмен.
«Халăхра çапла калаççĕ — çамрăк, ухмах чухне авланмалла. Тен, ку тĕрĕс те пулĕ. Анчах лайăхрах шухăшласа пăхсан… Юрату тесе мĕнле пурăнассине чухламасăр туй тăваççĕ. Йывăрлăхсемпе тĕл пулсан чылайăшĕ уйрăлать. Кайран, ăс кĕрсен, пурнăç çине урăхла пăхатăн, хĕрсене те урăхла йышăнатăн. Ăçта, мĕнле пурăнмалли пирки тĕплĕн шухăшлатăн, ăшă йăва çавăрмалли кĕтес хатĕрлетĕн. Библире те каланă: «Всякой твари по паре». Халĕ эпĕ хатĕр! Çавăнпа çитес çулта хыпарсем кĕтĕр», — пĕлтерчĕ артист. Ăна мĕнле хĕрсем килĕшнине те ыйтса пĕлтĕмĕр. «Чунпа хитр и с е м . Ç а к сăмах çаврăн ă ш ĕ м а н шăн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хĕрĕн чунĕ ман чунпа пĕр сывлăшпа сывламалла. Унсăрăн пĕрлехи малашлăх çук», — терĕ Женя.
31-ри хусахăн пултарулăхĕ ÿссе пырать, нумай спектакльте ăна тĕп роль шаннă. Ĕçтешĕсемпе йĕркеленĕ «КайСас» ушкăнпа çĕнĕ юрăсем хайлаççĕ, клипсем ÿкереççĕ.
Хваттер илсен
Нумаях пулмасть чăваш эстрада юрăçин Евгений Николаевăн соцсетьри страницинче пĕлтерÿ куртăмăр: Женя Шупашкарта хваттер туянасшăн. Тĕрĕссипе, унăн ялта та, Шупашкар районĕнчи Чăрăшкассинче, пÿрчĕ чаплă, кĕçĕн ывăл, тĕпкĕч вăл. Ылтăн алăллăскер çуртне юсаса, çĕнетсе тăрать. 35-ри каччă харăсах темиçе çĕрте вăй хурать. Унччен 3 вырăнта ĕçлетчĕ, халĕ — иккĕ. Женя тепĕр ĕç шыранине пĕлтерчĕ.
«Хваттер илсенех авланатăп!» — шантарчĕ юрăç. Савнийĕ кам-ши? «Хĕрсем нумай, шучĕ çук!» — пулчĕ хурав. Вăт ку хусахсемпе пыр та калаç!
«Аннен ыратакан çăпанĕ»
«Часах туй пуçланмалла, халĕ калаçаймастăп», — терĕ Данила Ленский шоумен ун патне шăнкăравласан. Хăй авланать пуль тесе савăнсах кайрăмăр. Кăлăхах хĕпĕртерĕмĕр. Данила тин çемье çавăрнă çамрăксен уявне ертсе пыма хатĕрленнĕ иккен. Ку таранччен миçе каччăпа хĕре телей суннă-ши вăл? Хăй вара халĕ те авланман.
Данила Ленскин вăхăчĕ те çукрах пуль çав, нихăçан та пĕр вырăнта лармасть. Телевизор пăхатăн та — ун тавра яланах хитре пикесем явăнаççĕ. Арăм пулма юрăхлă хĕр халĕ те тупăнман-ши вара? Пĕрре телевизор курнă чухне шаках хытса тăтăмăр: Данила Ленский Пĕрремĕш каналти «Модный приговор» телекăларăма та çитнĕ! Унта хутшăннă Шупашкар хĕрне Валентинăна вăл пĕтĕм Раççей илтмелле савни пулма ыйтрĕ. Данила ăна 7 çул пĕлет-мĕн, анчах туйăмĕсем пирки калама шикленнĕ. Тĕлĕннĕ хĕре пĕр ытам кĕл чечек тыттарчĕ. Романтика тăк романтика ку! Кăларăма пăхакан чылай хĕр ăмсанса ларчĕ пуль. Шоумен каланă тăрăх, вĕсем халĕ те хутшăнаççĕ.
Çемье çавăрасси вăйă мар çав. Данила пĕрре çеç, яланлăхах, авланасшăн. Вăл 30 çул ытла килĕштерсе пурăнакан ашшĕпе амăшĕнчен тĕслĕх илет. «Эпĕ авланманни — аннен ыратакан çăпанĕ», — шÿтлерĕ хусах. Данила телейлĕ пурнăç тума тивĕçлĕ пике шырать. Мĕнлереххи-ши вăл? Унăн шанчăклă юлташ, лайăх мăшăр тата амăшĕ пулмалла. Кун пеккине шыраса тупма çăмăл тетĕр-и? Çавăнпа шоумен авланма васкамасть, пулас мăшăрне тĕплĕ суйлать. «Европăра пурăнакансем 40-ре çемье çавăраççĕ, — палăртрĕ 33 çулти каччă. — Мана, манăн профессие юратакан /артистсемпе пурăнма çăмăлах мар-çке/ тивĕçлĕ хĕр тупăнсан сире чи малтан пĕлтерĕп».
Шоумен ирĕклех пулманнине пире вăрттăн систерчĕ. Ну, Данила, эппин, çывăх вăхăтра санран лайăх хыпарсем кĕтетпĕр! Сăмахна тытма ан ман: эсĕ авланассине «Çамрăксен хаçачĕн» вулаканĕсем чи малтан пĕлччĕр.
3-4 çул саппасра пур
Сергей Петров Шупашкарти культура училищинче 2-мĕш курсра вĕреннĕ чухне «Сарă хĕрача» юрра шăрантарма тытăнсан курсри пикесем майĕпен саралма тытăннă. Пĕри, Аня ятлăскер , ăна килĕштернипех çÿçне сарă тĕспе сăрланă. Хĕр те Сергейăн кăмăлне кайнă, кĕçех унăн «Анютăн куçĕсем» çĕнĕ юрă «пиçсе» çитнĕ. Курсра каччăсем сахал пулнăран пикесем вĕсене хаклă тупра пекех упранă. Ну, эсир ăнлантăр ĕнтĕ: Сергей хĕрсен тимлĕхĕ çитменнипе асапланман. Вăл хăй те авлансан мăшăрне алă çинче йăтса çÿреме хатĕр. Хĕрсем, илтрĕр-и?
31 çула çитнĕ Сергей Петров паян-ыранах авланасшăн мар-ха. Унăн саппасра тепĕр 3-4 çул пур, унччен унăн «стратеги пĕлтерĕшлĕ плансене» пурнăçа кĕртмелле. «20-ре, 25-ре çемье çавăрасси пирки шухăшламан. Халĕ авланма пиçсе çитрĕм. Анчах палăртса хунă ĕçсем пур-ха. «Земство тухтăрĕ» е «Земство культĕçченĕ» программăна хутшăнасшăн. Вара лăпкăнах авланма юрать», — терĕ Сергей. Унпа телефонпа калаçнă хыççăн /юрăç çуллахи вăхăта ялта ирттерет/ тавçăртăмăр: вăл 100 проценчĕпех хусах мар. Айккинчен-майккинчен Сергей савни пуррине, вăл сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче ĕçленине систерчĕ. Вăл пурнăç çине çиелтен пăхакан каччă мар, авлансан мăшăрĕпе йĕркеллĕ, килĕштерсе кун кунласшăн. Хĕрсем, питех кулянса ан ÿкĕр, шанчăк юлашкинчен сÿнет…
«Май килмест, вăхăт çитмест»
Николай Кузьмин патне фанаткăсем соцсетьсенче çырсах тăраççĕ. Хĕрсем, эсир те çав шута кĕретĕр пулсан пăртак асăрханăр: Кольăн савнийĕ Таня кĕвĕçет.
5 çул каялла хĕр хăй те соцсетьре Николай патне çыру вĕçтернĕ. Юрăç пурне те, тен, хуравласа ĕлкĕреймест. Таня вара çине тăракан хĕр, çавăнпах-тăр вăл йĕкĕте килĕшнĕ. Хĕр ăна хăех тĕлпулăва чĕннĕ. Чим-ха, Николай Кузьмин кăçал 30 çул тултарнă. Савнин те шурă кĕпе тăхăнас килет пуль. «Авланма вăхăчĕ çитрĕ пулмалла, анчах темскер ниепле те май килмест, вăхăт çитмест. «Эпир «симĕс», çамрăк-ха», — тесе кулатпăр савнипе», — шухăшне пĕлтерчĕ юрăç.
Николай Кузьминăн «Контактра» страницине кĕрсен унăн савнийĕ Наталья Головина юрăç тесе шухăшлама пулать. Унпа ÿкерĕннĕ темиçе сăн ÿкерчĕк те вырнаçтарнă, вĕсем айне «Хитре», «Хитре курăнатăр» тесе çырнине курсан Николайран ыйтмасăр чăтаймарăмăр. «Пурте çапла калаççĕ. Вăл манăн çывăх тус. Эпĕ унпа тем пирки те калаçма пултаратăп. Наташа маншăн аппа пекех», — иккĕленĕве сирчĕ юрăç. Малалла вулас....
www.hypar.ru
Республикăри паллă хусахсен пурнăçĕпе Алина ИЗМАН, Ирина КОШКИНА, Ирина АЛЕКСЕЕВА кăсăкланнă.
Комментари хушас