«Артиста артистпах пурăнма аван»

23 Пуш, 2023

Пĕтĕм тĕнчери театр кунĕ çывхарать. Паян хаçат хăни — Чăваш патшалăх вырăс драма театрĕн артистки Татьяна ВОЛОДИНА. Куракан çак артисткăна «Маленький принц», «Тайны семьи Рейвенскрофт», «Боингбоинг», «Леди на день» тата ытти спектакльте сăнарсем калăплакан пек пĕлет.

Физика учителĕ шухăша улăштарнă

— Салам, Татьяна. Ăçта, хăш районта çуралса ӳснĕ пулас артистка?

— Эпĕ Канаш районĕнчи Юмансар ялĕнче питĕ туслă çемьере çуралса ӳсрĕм. Виçĕ ачаран чи кĕçĕнни, чи ачашши пулнă. Аттепе анне час-часах ĕçре пулнипе пире асаттепе асанне пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсен юмахĕсене итлесе çывăрса каяттăм. Тăван ялти 4 класлă шкула пĕтерсен Карăклă ялĕнчи вăтам шкула çӳреме тытăнтăм. 7 класс хыççăн вара Шупашкарти Г.С.Лебедев ячĕллĕ Чăваш наци лицейне вĕренме кĕтĕм, физикăпа математика класне лекрĕм.

— Пурнăç сана артист ĕçĕ патне мĕнле çавăрса çитерчĕ?

— Шкул пĕтерсен виçĕ вĕрентӳ учрежденине кĕме заявлени çырнăччĕ. Малтан вĕрентекен пуласшăнччĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетне çул тытнăччĕ. «Никифорова, физика предмечĕпе экзамен панă чухне эпĕ санăн вĕрентекенӳ пулнине никама та ан кала, намăслантаратăн!» — физика учителĕ çапла каласан шухăша улăштартăм. Чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулас тĕллевпе И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культурологи факультетне кĕме заявлени çыртăм. Унта театр уйрăмĕ пурри илĕртрĕ, пултарулăх конкурсĕ витĕр тухрăм. Кунпа хавхаланса артист пулас килни çĕнтерчĕ. Театр ăсталăхне аталантарас тесе Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институтĕнчи курса вĕренме кĕтĕм. Пирĕн ушкăна СССР халăх артисчĕ Валерий Яковлев ертсе пычĕ.

— Апла пулсан физика учителĕ çапла калани сая кайман. Шăпа хăех: «Сан артист пулмалла», — тенĕ.

— Çапла. Вăл апла каламан пулсан шăпа пачах урăх çулпа кайĕччĕ.

— Театрта миçе çул ĕçлетĕн? Паянхи куна мĕнле çитĕнӳсем пур?

— Вырăс драма театрĕнче 2006 çултанпа ĕçлетĕп. 2012 çулта Федор Достоевскин «Преступление и наказание» спектакльти Соня сăнарне калăпланăшăн ятарлă дипломпа чысларĕç. Раççейри тата ют çĕршывсенчи вырăс театрĕсен Пĕтĕм тĕнчери «Туслăх кĕперĕ» фестивалĕнче «Шанăç» номинацире палăртăм. Театрта ĕçленĕ тапхăрта, 16 çулта, 42 сăнар калăпларăм. Кашниех маншăн уйрăм ĕç. Режиссер сăнара шанса панă чухне артист пĕр майлă, спектакль сцена çине «пиçсе» тухнă çĕре вара вăл шалти туйăмпа пачах урăхла. Апла пулсан сăнарпа пĕрле эпĕ те «çитĕнетĕп».

— 2022 çулта сирĕн театрта «Маленький принц» спектакле сцена çине кăларчĕç. Эсĕ унта принца — пĕчĕк ачана — вылятăн. Шиклентермерĕ-и ку сана?

— Хăрарăм паллах. Пĕрремĕшĕнчен, эпĕ — икĕ ача амăшĕ. Иккĕмĕшĕнчен, çак тарана çитсе те Антуан де Сент-Экзюперин хайлавне вуламан. Унти паллă сăмах çаврăнăшĕсене илтнĕ, анчах та юмахне алла тытман. Режиссер малтанах ку роле урăх актриса валли суйланă — ку та йывăрлăх кăларса тăратрĕ.

— Искусствăра ун пекки часчасах пулать мар-и? Фильм кастингĕсенче те тĕп сăнарсене выляма малтан пĕр артиста суйлаççĕ. Вăл килĕшмесен теприне ĕçе явăçтараççĕ. Вăл тата лайăхрах выляса чапа тухнă тĕслĕх чылай пулать-çке.

— Хам та çавнах каласшăн. Манăн шăпа çапла пулчĕ пуль. Малтанах рольти сăмахсене ăнланмастăм, йышăнмастăм. Халĕ вара ку сăнара чунра мĕн пуррине кăларса, туйса, шухăшласа вылятăп, кашни сăмахĕ тарăн шухăшлă. Спектакльсенче вылянисĕр пуçне эпĕ тĕрлĕ конкурсра жюрире ларатăп. Нумаях пулмасть акă сăвă вулакансен конкурсĕнче пултăм. Вулакансен ĕçĕсене хакланă вăхăтра жюри членĕсене çапла ыйту патăм: «Мĕнле шухăшлатăр? Паянхи кун сăвва епле вуламалла?» «Пĕтĕмпех манăн паянхи шухăшкăмăлтан килет», — терĕ пĕри. Эпĕ те çак шухăшпа килĕшрĕм. Роле ĕнентерӳллĕ вылянă

— Татьяна, эсĕ чăваш ялĕнче çуралса ӳснĕ, тăван чĕлхепе калаçса çитĕннĕ. Вырăс театрĕнче вара пĕтĕмпех вырăсла. 16 çулта чăвашла манман-ха, тап-таса калаçатăн.

— Юлашки вăхăтра эпĕ чăваш чĕлхипе ытларах калаçма пуçларăм. Институтра вĕреннĕ чухне, хула ачисемпе танлаштарсан, вырăсла япăх калаçаттăм. Хăнăхсан вара йывăрлăх сиксе тухрĕ: вырăсла шухăшланипе чăвашла калаçма кансĕрччĕ.

— Эпĕ вара Вырăс драма театрĕнче чăвашла пĕлекен пĕр артист та çук пуль тенĕччĕ.

— Мĕнле çук? Сăмахран, ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Людмила Казимир, Сергей Иовлев — чăвашсем. Хамăр хушăра тăван чĕлхепех калаçатпăр, пĕр-пĕрин патне хăнана çӳретпĕр, çемьесемпе туслă.

— Санăн мăшăру Александр Володин — ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕ. Икĕ сцена ăстине пĕрле пурăнма йывăр мар-и?

— Пире институтра вĕреннĕ чухнех: «Артиста артистпах пурăнма аван», — тесе вĕрентетчĕç. Çур çĕрчченех репетицире пулакан артисткăна ахаль арçын ăнланмĕ пулĕ. Театрта ĕçлемен хĕрарăм та унăн артист упăшки сцена çинче ют хĕрарăмпа ыталанса чуптунине каçармĕ пулĕ. Эпир вара çакна ăнланатпăр. Эпир роль вылятпăр-çке. Пирĕн мăшăрпа кун пек интереслĕ самант нумай. Сăмахран, «Боинг-боинг» спектакле илер. Мăшăрăм Саша унта хĕрарăмсене юратакан арçын сăнарне калăплать. Пьеса тăрăх унăн качча илмелли виçĕ хĕр. Сăнаршăн ку питĕ меллĕ, кунашкал пурнăç ăна килĕшет. Пĕри каять те тепри килет. Унта, паллах, ыталанмалли, чуптумалли сцена пайтах. Хĕрĕсенчен пĕрне хам та вылярăм. «Мĕнле-ха, упăшки — пĕринпе, арăмĕ тепринпе ыталанать?» — ку камите курсан çын çапла шухăшлама пултарать. Пĕррехинче аппан ывăлĕ çак спектакле курма килчĕ. Кайран пирĕн пата килсен: «Таня аппа, Саша пиччене çапла хăтланма мĕнле ирĕк паратăр?» — тесе ыйтрĕ шкул ачи. «Ку вăл ĕç вĕт-ха, спектакль», — тесе лăплантартăм ăна. Тепрехинче вара аннен аппăшĕ ялтан «Тайны семьи Рейвенскрофт» спектакле курма килчĕ. Çак постановкăра эпĕ Гиллиан ятлă хĕрачана вылятăп. Хĕрĕ кăшт ăсран тайăлнă. Вăл мĕншĕн апла пулни спектакль вĕçĕнче курăнать. Ку сăнара эпĕ калама çук хытă юрататăп. Анчах куракан сцена çинче мĕн пулнине чăна илсе хаклать çав. Пĕр тăванăм спектакле курсан манăн аттепе аннене: «Фу-у-у-у-у-у-у, сирĕн Таня мĕнле сăнара калăплать? Фу-у-у-у-у-у, унта вăл ватă арçын çумне çулăхать!» — тесе йĕрĕнсе каласа панă. Малтан, паллах, тăвана кăшт çиллентĕм, анчах кайран ăнлантăм: эпĕ ĕнентерӳллĕ вылянă иккен.

— Театрсене час-часах çӳренĕ май артистсене сăнатăп. Пĕрисем аталанаççĕ, професси шайĕпе ӳсеççĕ, теприсем пĕр вырăнта тăпăртатнă пек туйăнать. Мĕнрен килет-ши ку?

— Тен, çынран килет ку. Эпĕ ĕçсĕр, рольсĕр ларнă вăхăтсем те пулкаланă, ун пек йывăр. Институтра вĕреннĕ чухне çак самантсенче кĕнеке вулама сĕнетчĕç. Артистăн пĕр вырăнта тăма юрамасть, çавна май тĕрлĕ проекта хутшăнма тăрăшатăп. Декрет отпускĕнче ларнă чухнех «Нарспи» поэмăна вырăсла та, чăвашла сасăпа та çыртарчĕç. «Нарспи» сăнарне вулама шанса пачĕç. Радиопа телевидени кăларăмĕсене хутшăнни те тавра курăма пуянлатать.

— Килĕшмен сăнара выляса курнă-и?

— Кирек хăш артист та ăна роль шанса парсан питĕ савăнать. Килĕшмен сăнар çук пуль манăн. Роле илсен: «Апла режиссер мана ку енчен те курать, апла эпĕ кун пек те пултаратăп, питĕ аван», — тесе шухăшлатăп. Çапла вара ĕçе кĕрсе каятăн. Манăн репертуарта пĕр пек сăнар сахал. Кашниех тĕрлĕрен. Малашне мана мĕн кĕтнине пĕлместĕп-ха.

— Тĕрлĕ роль калăплани, паллах, лайăх. Пĕрмай ĕçкĕçе вылякан артиста аталанма йывăртарах пуль. Куракан артиста сăнар тăрăх астуса юлать-çке. Çапах çын сцена çине мĕншĕн тухать? Чап кирлĕ-и ăна е мухтани-и, хисеплени-и?

— Артист ĕçĕ пирки тăрсантăрсан хам та шухăшлатăп. Сцена çине ахаль кăна тухса ĕçлеме мана намăс. Пĕр вăхăт вара куракана чунра мĕн пуррине пĕтĕмпех кăларса пама кăмăл çухалчĕ. Ача çуратнă хыççăн: «Кама кирлĕ эпĕ чуна тавăрса уçса пани?» — тесе шухăшлаттăм. «О чем плачут лошади» ятлă питĕ вăйлă спектакле вылянă вăхăтра килчĕ ку шухăш. Анчах роле калăпланă хыççăн: «Ку мана кирлĕ», — терĕм хама. Чуна уçни нимĕнле сиен те кӳмест. Вăл ăна тасатса, уçăлтарса кăларать.

www.hypar.ru  Татьяна ВОЛОДИНА архивĕнчи тата vk.com сайтри сăн ӳкерчĕксем

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.