Итальянсем теплица хăпартĕç

25 Кăрлач, 2017

Ĕнер тата паян пирĕн республикăра Итали делегацийĕ — ăна UNICUSANO компанисен ушкăнĕн пуçлăхĕ Стефано Бандекки ертсе пырать — ĕçлĕ визитпа пулчĕ. Инçетрен çитнĕ хăнасем Сĕнтĕрвăрри районне кайса килнĕ, Шупашкарта банксен ертÿçисемпе курса калаçнă.

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче Итали делегацийĕпе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче тĕл пулчĕ. Унта çавăн пекех республикăри темиçе министерство-ведомство ертÿçисем те хутшăнчĕç. Вĕсем аграри производствин сферинче пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç. Михаил Игнатьев Стефано Бандеккине тухăçлă çыхăнушăн тата пĕрлехи инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртнĕшĕн тав турĕ. Итали делегацийĕн ертÿçи хăйĕн шухăш-тĕллевĕпе проекчĕсене, ял хуçалăхĕпе çыхăннисене, шăпах Чăваш Енре чăна çавăрас енĕпе ĕçлеме майсем пурришĕн савăннине палăртрĕ. Вăл чăвашсене тараватлăхшăн тав сăмахĕ каларĕ, хăй кунта уçнă малтанхи бизнес йĕркеллĕ аталанса пынине пĕлтерчĕ.

Стефано Бандекки хăйĕн тепĕр проекчĕпе те паллаштарчĕ. Вăл Сĕнтĕрвăрри районĕнче теплица комплексĕ хăпартасшăн. Унта пахчаçимĕç çитĕнтернипе çеç çырлахасшăн мар, вăрлăх селекцийĕпе те ĕçлесшĕн, çапла майпа вăрлăхсен банкне туса хурасшăн. Вĕсен пахалăхĕ те, шăтаслăхĕ те питĕ лайăх. Ку проекта пурнăçа кĕртни Чăваш Ене Италири ĕçтешĕсен опытне тĕпе хурса селекци ял хуçалăх ÿсентăран центрне йĕркелеме май парĕ. Михаил Игнатьев теплица комплексне çывăх вăхăтра тума пуçламаллине, унăн халăха экологи тĕлĕшĕнчен таса та пахалăхлă пахчаçимĕçпе тивĕçтермеллине пĕлтерчĕ. Çынсем çĕнĕ йышши вăрлăха та хаваспах туянасса шаннине систерчĕ. Мероприятире Италирен килнĕ инвестор тĕл пулакан йывăрлăхсене те сÿтсе яврĕç.

Тĕлпулура Сĕнтĕрвăрри районĕнче теплица комплексне тăвассипе çыхăннă инвестици проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Римри Никколо Кузано ячĕллĕ телематика университечĕ пĕр-пĕринпе çыхăнса ĕçлеме килĕшÿ тăвасси пирки те калаçрĕç. Ку университет тĕпчев ĕçĕсем ирттернĕ май Чăваш Енре теплица комплексĕ тăвассипе тата вăрлăх ĕрчетессипе, калча лартса ÿстерессипе çыхăннă проекта инвестици хывма хатĕр. Килĕшĕве Сочи хулинче нарăсăн 27-28-мĕшĕсенче йĕркелеме палăртнă Раççей инвестици форумĕ вăхăтĕнче алă пусĕç.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Рубрика: 

Комментари хушас