Историсĕр малашлăх çук

22 Раштав, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕнер Хусанта РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ çумĕнчи канаш ларăвне хутшăннă. Канашлăва çамрăксене Тăван çĕршыва юратма вĕрентсе çитĕнтерессин тата яш-кĕрĕмĕн призыв умĕнхи хатĕрленĕвĕн ыйтăвĕсене халалланă.

Михаил Бабич полпред палăртнă тăрăх - шкул ачисемпе студентсене çарпа патриотизм ĕçне, спорт тата çар ăмăртăвĕсене явăçтарни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл çавăн пекех Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пермьри Суворов çар училищине туса хурасси çинчен калакан указа алă пусни пирки пĕлтернĕ.

Канаш ларăвĕнче округра çамрăксен çарпа патриотизм воспитанийĕн тытăмне туса хунине, ку енĕпе обществăшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ чылай проекта пурнăçланине палăртнă. Сăмахран, 2014 çулта «Зарница» çарпа спорт вăййине хутшăннисен йышĕ 15 пин çынран иртнĕ, шырав отрячĕсен «Никама та манман» слетне округра пуçласа ирттернĕ, унта Атăл тăрăхĕнчи шырав отрячĕсен 375 представителĕ пухăннă, «Гвардеец» оборона спорт лагерĕ ĕçленĕ. Михаил Бабич çавăн пекех общество канашĕн Шупашкарта иртнĕ ларăвĕнче округра тепĕр проекта, «Çĕнтерÿ» ят панăскере, пурнăçлама йышăннине пĕлтернĕ.

Пухăннисем патриотизм воспитанийĕн патшалăхăн çамрăксен политикинчи вырăнне палăртмалли, ку енĕпе вĕренÿ учрежденийĕсен тата ветерансен организацийĕсен пĕлтерĕшне ÿстермелли çинчен каланă. Раççей ДОСААФĕн председателĕн пĕрремĕш заместителĕ Виктор Чернов Чăваш Республикинчи регион уйрăмĕ лайăх ĕçленине палăртнă, çавна май Чăваш Ен ертÿçисене ДОСААФăн республикăри аэроклубне кÿнĕ пулăшушăн тав тунă. Тĕрев панине кура аэроклуб ĕçне чĕртсе тăратнă кăна мар, Шупашкарта парашют спорчĕн тĕнче чемпионатне ирттерме те май килнĕ.

Лару хыççăн журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Михаил Игнатьев юлашки çулсенче Чăваш Енре кадетсен вĕрентĕвĕн хăйнеевĕрлĕ тытăмне йĕркелеме пултарнине палăртнă. Унта педагогикăри çĕнĕ тата йăлана кĕнĕ технологисем пĕрлешнĕ. Ĕçĕн курăмлă кăтартăвĕсенчен пĕри - çар вĕренÿ учрежденийĕсене вĕренме кĕрекенсен йышĕ ÿсни. 2012 çулта Чăваш Енĕн 50 çамрăкĕ кăна çар училищисене вĕренме кĕнĕ, 2013 çулта вĕсен шучĕ 135-е çитнĕ, 2014 çулта - 185 çын.

«Паянхи Раççейшĕн, паянхи Чăваш Еншĕн çамрăксен патриотизм воспитанийĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пирĕн çамрăк ăрăва çĕнтерÿшĕн ăнтăлма вĕрентсе çитĕнтермелле. Çамрăксен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинчи Çĕнтерĕве туптанă аслашшĕ-асламăшне пĕлмелле, мĕншĕн тесен историсĕр малашлăх çук», - тенĕ Михаил Васильевич.

К.ЯКОВЛЕВ

 

Автор: 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.