Историне юратасси «иккĕрен» пуçланнă
Кÿренмен. Лайăх вĕреннĕ те учитель пулса тăнă. Ун чухне Александр Тимофеев Вырăскас Пикших вăтам шкулĕнче 5-мĕш класра вĕреннĕ. Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче çĕнĕ темиçе предмет хушăннă. Вĕсенчен пĕри – истори. Ăна З.Кочеткова вĕрентнĕ. Темиçе урок ирттерсен мĕн вĕреннине пуçра çирĕплетес тĕллевпе Зоя Исаевна тĕрĕслев ĕçĕ ирттернĕ. Хăйĕн тетрадьне уçсан Сашăн куçĕ-пуçĕ алчăраса кайнă. Ун çине хĕрлĕ кăранташпа çырнă пысăк «иккĕ» йĕкĕлтесе тăрăхланă евĕр мăн кăмăллăн «пăхса ларнă».
- Кÿреннине ăшра ирттерсе ятăм. Çав кунтан пуçласа истори урокĕсене тĕплĕн хатĕрленме пуçларăм. Часах вăл эпĕ кăмăллакан предметсенчен пĕри пулса тăчĕ. Зоя Исаевна вара юратнă вĕрентекенсен йышне кĕчĕ, - терĕ Сиккасси вăтам шкулĕн çамрăк специалисчĕ А.Тимофеев.
Халĕ, паллах, вăл Саша мар. Ĕçтешĕсем те, ачасем те ăна ашшĕ ячĕпе чĕнеççĕ: Александр Валерьевич. Вырăскас Пикших шкулĕнчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухсан вăл пилĕк çул хăйĕн пĕлĕвне патшалăхăн Мускаври уçă университечĕн Шупашкарти филиалĕнче ÿстерет. Экономист-менеджер дипломне илнĕ Александрăн салтака кайма ят тухать. Тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе вăл сывлăш-космос оборонин çарĕсен Плесецкри космодромĕнче ирттерет.
- Пĕррехинче чаçе тĕрĕслесе кĕртмелли пункта наряда кайсан ĕçе каякан арçынсен ушкăнĕ иртсе пынă чухне чăвашла сăмахсем илтĕнчĕç. Темшĕн-çке çав арçынсем мана çывăх тăвансем евĕр туйăнса кайрĕç. Тăван чĕлхе епле çепĕç те илемлĕ пулнине чунăмпа туйса илтĕм. Вăл мĕнле хаклă та çывăх иккен, уйрăмах - тăван килтен аякра чухне. Чăтаймарăм, вышкайсăр хăпартланса: «Салам, ентешсем!» - тесе кăшкăртăм. Çапла паллашрăм эпĕ Улатăр районĕнчи Эйпеç тăрăхĕн çыннисемпе. Шывпа сапса уйăрми туссем пулса тăтăмăр. Час-час килетчĕç вĕсем ман пата. Пушă алăпа мар, яланах кучченеç парса хăваратчĕç. Пĕррехинче Эйпеç тăрăхĕнчен таврăннă чухне çула май атте-анне патне кĕрсе тухса çимеллисем илсе килнĕччĕ. Маншăн тата çарти туссемшĕн чăннипех те пысăк уяв пулнăччĕ, - аса илчĕ Александр.
А.Тимофеевăн ашшĕ-амăшĕ - педагогсем: Валерий Геннадьевич - Вырăскас Пикших вăтам шкул директорĕн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, Рэмма Васильевна биологи, экологи тата географи вĕрентет. Александрăн кукашшĕ В.Бородкин Патăрьел районĕнчи педагогика ĕçĕпе чапа тухнă çынсенчен пĕри пулнă, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. А.Тимофеев унăн мăнукĕ пулнишĕн çав тери мăнаçланать. Василий Михайлович ачасене спортпа туслаштарнă. Унăн воспитанникĕсен хушшинче республикăра, çĕр-шывра, тĕнче ăмăртăвĕсенче пысăк çитĕнÿсем тунисем сахал мар. Хăйсен юратнă вĕрентекенне юбилей ячĕпе вĕсем çăмăл машина парнеленĕ. Номерне 060 ларттарнă. Ун ячĕпе Пăла тăрăхĕнче ăмăртусем, турнирсем ирттереççĕ.
- Кукаçи, атте-анне ĕçне хисепе хурса, вĕсен ĕçне малалла тăсас тĕллевпе вĕрентекен профессине суйласа илтĕм. Çартан таврăнсан И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн истори факультетне куçăн мар майпа вĕренме кĕтĕм. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçлансан А.И.Миттов ячĕллĕ Сиккасси вăтам шкулĕнче историпе общество пĕлĕвĕн предмечĕсене вĕрентме тытăнтăм. Шкул директорĕ М.Михайлова, педагогсен коллективĕ ăшшăн йышăнчĕç. Хама пĕртте ют çын пек туймастăп, - калаçу çăмхине малалла тăсрĕ çамрăк.
А.Тимофеева 7-мĕш класс шанса панă. Сăмахшăн кивçене кайманскер ачасемпе, пĕрле ĕçлекен аслă юлташĕсемпе пĕр чĕлхе хăвăртах тупнă.
Александр çу кунĕсенчен пĕринче Вăрмар районĕнчи Энĕшпуç ялĕн хĕрĕпе пĕрлешрĕ. Мария Хусанти ветеринари институтĕнче юлашки курсра вĕренет.
- Мана ялта пурăнма килĕшет, Маша вара ытларах хула пурнăçне кăмăллать. Шкула ĕçлеме вырнаçсан икĕ хутлă çуртра хваттер пачĕç. Кунта вара условисем хуларинчен кая мар. Иксĕмĕр те кăмăллă. Пĕрлехи пурнăç çулне кунтанах пуçлас терĕмĕр, - вĕçлерĕ Александр Валерьевич.
Çамрăксене пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе пурнăç сукмакне такăрлатса пыма вăй-хал сунатпăр.
В.АЧЧА.
Канаш районĕ.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ
Комментари хушас