«Исток» малаллах талпăнать

29 Пуш, 2014

Канаш районĕнчи Пукăртанра пурăнакан Николай Павловăн ачалăхĕ çăмăл иртмен. «Атте эпĕ улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне аварие лексе сарăмсăр вилчĕ, - йывăррăн аса илчĕ иртнĕ кунсене Николай Григорьевич. - Вăл мана мĕн пĕчĕкрен техникăна юратма вĕрентни халĕ кулленхи ĕçре пулăшать çеç. Уроксем хыççăн машина-трактор паркне час-часах каяттăм. «Григорий Павлович, - тетчĕç ăна юлташĕсем, - ывăлу сана пулăшма çитрĕ». Механикăн ĕçĕ нумайччĕ çав. Анне, Алюстина Петровна, зоотехник пулнă. Вăл мана выльăх-чĕрлĕх тĕнчипе çывăхлатрĕ».

Техника паркĕнче ашшĕ çумĕнче тăтăшах сĕркеленекен арçын ачана «Мир» хуçалăх механизаторĕсем лайăх ас туса юлнă: унран çĕр-аннемĕре чунпа юратакан лайăх специалист пуласса туйнă. Аслăрах классенче вĕреннĕ чухне вырмара комбайнер пулăшаканĕ пулма шаннă. Ăсталăха туптас çул çине тăни ăна шкулта пулăшнă. Вăл тракторпа çÿреме хăвăрт хăнăхнă.

Николай Павлов шкул хыççăн Чăваш патшалăх ял хуçалăх институтне инженер-механика вĕренме кĕнĕ. Виççĕмĕш курс пĕтерсен механизациленĕ стройотрядпа Казахстанра тыр-пул пуçтарнă. Диплом илсен ăна направленипе Красноармейски районĕнчи «Нива» хуçалăха янă. Çав çулах кĕркунне салтака кайнă, çулталăк çурăран тăван яла таврăннă. Унтанпа паянчченех савнă тăрăх ырлăхĕшĕн тăрăшать.

Профессионал шайне ÿстерсе пынине, пултарулăха куллен туптанине, хушнине тĕплĕ тунине хуçалăх ертÿçисем часах асăрхаççĕ, яваплăрах ĕçсене шанаççĕ. Николай Григорьевич трактор бригадин бригадирĕнчен «Мир» ЯХПК ертÿçине çитет, анчах хавшаса пыракан хуçалăх йывăрлăхсене чăтаймасăр панкрута тухасси патне çитнине вăхăтра ăнланса илет. 2003 çулта «Исток» ООО йĕркелет. Вунă çул хушшинче Николай Павлов çĕр лаптăкне хĕрĕхрен - 670 гектара, ĕне выльăх йышне улттăран 137 пуçа çитерет.

- Коллективра 13-15 çын ĕçлет, сезон вăхăтĕнче - ытларах, - тет вăл. - Пусă çаврăнăшĕнче пĕрчĕллĕ культурăсем 360 гектар йышăнаççĕ, кĕрхисене 100 га акнă, ыттинче çуртри пулĕ. Юлнă лаптăкра нумай çул ÿсекен курăк çитĕнтеретпĕр.

«Исток» обществăн 5 трактор, сеялка, косилка, комбайн пур. «Парк пуянах мар, анчах хальлĕхе мĕн пуррипе çырлахма тивет. Епле те пулин вăй çитерсе «Нива» вырăнне лайăхраххине туянмаллах», - тет ертÿçĕ.

Николай Григорьевич çак кунсенче 50 çул тултарчĕ. Ăна район администрацийĕн тĕп агрономĕ Валерий Долгов, ĕçтешĕсем, тăванĕсемпе юлташĕсем ăшшăн саламларĕç, телей, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.