Искусствăра чун тупнă шухăшсем

22 Чÿк, 2016

Владимир Нагорнов — хальхи вăхăтра республикăри чи паллă скульпторсенчен пĕри. Унăн произведенийĕсем — монументсем, рельеф композицийĕсем, портретсем. Автор вĕсенче сăнарсен кăмăл-туйăмне, психологине палăртнă, хальхи искусствăна наци йăли-йĕркипе çыхăнтарнă.

Художникăн ăсталăх çăлкуçĕ Турă панă пултарулăх кăна мар, пĕлĕве ÿстерес, чун-чĕререн юратакан ĕçе тата илĕртÿллĕрех тăвас тĕлĕшпе ырми-канми вăй хуни те.

Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районне кĕрекен Богдашкинăра 1956 çулхи чÿк уйăхĕн 29-мĕшĕнче кун çути курнăскер тăван ялĕнче пилĕк çул çеç пурăннă. Ашшĕне — Порфирий Ильича, пултаруллă строителе — вырăнтан вырăна куçарнă, çавна май çемьен те унпа пĕрле çÿреме тивнĕ. Чартаклă райо­нĕн центрĕнче арçын ача 4-8-мĕш классенче вĕреннĕ. Шăпах çавăнта унăн ÿнерçĕ пулас ĕмĕчĕ çуралнă.

Хăйĕнчен тăватă çул аслăрах Владимир Григорьевпа туслашни ăна тата та ытларах çунатлантарнă. Юлташĕ, Пензăри ÿнер училищинче вĕренекенскер, каникул вăхăтĕнче Владимир Нагорнова шефа илнĕ: ун валли ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Сакăр класс пĕтерсен хăй те Пензăри ÿнер училищин скульптура факультетне вĕренме кĕнĕ. Сăмах май, асăннă вĕренÿ заведенийĕ, Раççей Ÿнер академийĕнче пĕлÿ илнĕ художниксем XIX ĕмĕрте йĕркеленнĕскер, ÿнерçĕсене професси тĕлĕшĕнчен пысăк шайра хатĕрленипе палăрса тăрать. Çавăнпа ентешĕмĕр унта тарăн пĕлÿ илни пĕрре те иккĕлентермест. Унтах чăвашлăхпа кăсăкланма пуçланă, диплом ĕçне “Чăваш ташши” темăпа пурнăçланă.

Шупашкарта Владимир Нагорнов пĕр хушă, института вĕренме кĕриччен, Ÿнер фондне ĕçе вырнаçнă. Мускавран аслă пĕлÿ илсе килнĕ Юрий Ксенофонтовпа паллашни çамрăкăн пултарулăхĕнче тарăн йĕр хăварнă. Юрий Иванович ăна пур енĕпе те пулăшнă: хăйĕн мастерскойне пурăнма вырнаçтарнă, пултарулăх командировкисене пĕрле илсе çÿренĕ, паллă скульпторсемпе паллаштарнă, малалла вĕренмеллине аса илтерсех тăнă.

1978-1984 çулсенче Мускаври В.И.Суриков ячĕллĕ ÿнер институтĕнче пĕлÿ илнĕ вăхăтра та Чăваш Енпе çыхăну татман, Шупашкар урамĕсем унăн асăну хăмисемпе, барельефĕсемпе, композицийĕсемпе пуянланнă. Сăмахран, тĕп хулара 1985 çулта хăпартнă Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн фасадне унăн “Музи” илемлетме пуçланă.

Раççей тата Пушкăртстан та­ва тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ, Чăваш Республикин Патшалăх премийĕн лауреачĕ Владимир Нагорнов пурнăçланă ĕçсене паян аса илсе тухас, çырса кăтартас тăк вырăн нумай кирлĕ пулĕччĕ. Çапах хăшне-пĕрне палăртса хăвармаллах: вилĕмсĕр “Нарспи” авторĕн Константин Ивановăн Шупашкарти палăкĕ, Святослав Федоров офтальмологăн палăкĕ, Пушкăртстанри Пелепей районне кĕрекен Слакпуçĕнчи Константин Ивановăн палăкĕ, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Хуракассинчи пушарта инкек тÿснисене асăнса лартнă палăк, ыттисем. Кусем — монумент скульптурисем, унсăр пуçне станок, портрет скульптури пайтах: “Чăваш пики”, “Аваллăхран”, “Пăлхар хĕрарăмĕ”, “Нарспи тантăшĕсемпе”, “Геннадий Айхи портречĕ”, “Ваçлей Митта портречĕ”...

Владимир Порфирьевичăн тĕп ĕçĕ — Шупашкарăн авалхи пайĕнче ларакан Анне палăкĕ. 2003 çулта çĕкленчĕ вăл. Тĕп хулан хăйнеевĕрлĕ символĕ пулса тăчĕ. Аннесем пур, вĕсем хăйсен хÿттине илме хатĕр чухне чăваш малашне те пулĕ, пурăнĕ, аталанĕ. Анне темине Тутарстанри Çĕпрел районĕнче малалла тăснă. Тутарстанрах Иван Яковлевăн, Николай Полоруссов-Шелепин, Ульяновскра Иван Яковлевăн палăкĕсене лартнă.

Паллă тата пултаруллă скульпторăн пархатарлă ĕçĕсем çинчен иртнĕ эрнекун Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче уçăлнă куравра та нумай калаçрĕç. Ăна Владимир Нагорновăн 60 çулхи юбилейне халалланă. Мероприятие Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнчĕ.

Михаил Васильевич Чăваш Ен Владимир Порфирьевичпа тивĕçлипех мухтаннине, вăл хăй ĕçĕнче чăн ăста пулнине, республикăра кăна мар, ун тулашĕнче те вун-вун палăк, стела, композици уçнине палăртрĕ.

— Владимир Нагорнов — çĕр­шыв патриочĕ, — терĕ республика Пуçлăхĕ. — Унăн ĕçĕсем Чăваш Енĕн, Раççейĕн паллă çыннисен ячĕсене вилĕмсĕрлетеççĕ. Автор хăйĕн шухăшĕсене искусство произведенийĕсенче чун кĕртет. Кирек хăш ĕçе те таса чĕрепе тата чыслăн пурнăçлать.

Михаил Игнатьев Владимир Нагорнова Тав çырăвĕпе тата алла çыхмалли сехетпе чысларĕ.

Сăмах илекенсем татах пул­чĕç: ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, ЧР Художниксен союзĕн председателĕ Андрей Анохин, искусствоведени докторĕ Алексей Трофимов, Тутарстанри Çĕпрел районĕн пуçлăхĕ Александр Шадриков, Ульяновск облаçĕнчи чăваш наци культура автономийĕн председателĕ Олег Мустаев, Чулхула облаçĕнчи Лысково райадминистрацийĕн ĕçченĕ Вениамин Нагорнов.

Хурав сăмахĕнче скульптор çак шухăша палăртрĕ:

— Курав хамăн ĕçсене çĕнĕлле хаклама пулăшĕ, малашне хăш енĕпе ытларах вăй хумаллине палăртĕ.

Надежда СМИРНОВА.

Б.ФИЛАТОВ сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.