Ишлĕсем çĕнĕ клуб çинчен ĕмĕтленеççĕ

13 Авăн, 2016

Юлашки вăхăтра Вăрнар районĕнчи Ишлĕ

ял-йышĕ çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа пурăнать, ялта пысăк ĕçсем пулса иртрĕç. Иртнĕ çул акă çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ.

Ку вĕсемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ.

Кăçал Ишлĕсем ял кунне паллă турĕç.

— Кунашкал уяв юлашки хут 20 çул каялла ирттернĕччĕ. Унтанпа ял халăхĕ пĕр праçнике те пухăнман тесен те юрать. Ял кунĕнче районти артистсем, маттур ачасем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Пирĕн ялтан тухнă артистка Зоя Никифорова та килсе кайрĕ хăнана. Вера Никонорова юрăçпа чаплă концерт лартса пачĕç вĕсем. Шĕнер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Радим Убаков ял хастарĕсене парнесемпе хавхалантарчĕ. Поварсем çынсене шÿрпепе хăналарĕç, яшсем волейболла вылярĕç, — хĕпĕртесе пĕлтерчĕ Ишлĕ ялĕн старости Валентина Полытова.

Вăрнар тăрăхĕнчен килнĕ хĕрарăм ял халăхĕ клуб çукки çинчен те пăшăрханса каларĕ. “Çурчĕ пур-ха, анчах вăл тахçанах кивелнĕ, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçиччен тунăскер, ĕçлемест. Унта кĕрсе тухма та май çук. Çавăнпа çĕнĕ клуб тăвас тĕллевлĕ эпир. Проектне те тахçанах хатĕрленĕ. Районти тата республикăри тĕрлĕ инстанцие те çитсе килтĕмĕр. Пур çĕрте те ялта пурăнакансен йышĕ /100 яхăн çын/ пĕчĕккĕ пулнипе сăлтавласа хирĕçле хурав параççĕ”, — терĕ Валентина Петровна.

Ишлĕсем çав-çавах парăнасшăн мар-ха: спонсор тупса ял халăхĕн вăйĕпе никĕсне хывасшăн. “Ятарлă программăна кĕрсен пит аванччĕ те”, — ĕмĕтленет хĕрарăм. Хальхи вăхăтра вара çамрăксем юнашар ялсене — Аçăмçырмапа Шуркассине — çÿреççĕ. Анчах унта та лайăх услови çукрах иккен: пĕрин çурчĕ кивелнĕ, тепринче хĕлле сивĕ.

ЧР Культура министерствин ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх — Чăваш Ен Пуçлăхĕн “Ялти культурăпа кану учрежденийĕсене аталантармалли мерăсем çинчен” 2015 çулхи указĕпе килĕшÿллĕн кăçал Вăрмар, Çĕрпÿ тата Елчĕк районĕсенче культура çурчĕсем тума пуçланă. Ку программа тепĕр çул та ĕçлĕ. “Çĕнĕ клубсене ял тăрăхĕн центрĕсенче е пысăк ялсенче тăваççĕ, киввисене реконструкцилеççĕ. Программăна кĕмелли тĕп сăлтавсенчен пĕри — демографи лару-тăрăвĕ тата ялта пурăнакансен йышĕ пысăк пулни. Культура çурчĕ мероприятисене хастар хутшăннине, унта тĕрлĕ кружокпа ансамбльсем ĕçленине шута хураççĕ. Хăш ялта клуб тăвассине район администрацийĕ палăртать”, — терĕç специалистсем.

Çавна май эпир Вăрнар администрацийĕн культура пайĕн ĕçченĕсемпе çыхăнтăмăр. Вĕсем каланă тăрăх — Ишлĕ ялĕнче хальлĕхе клуб тума планламан.

А.МИХАЙЛОВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.