Иркутск чăвашĕсем - чи лайăххисем

10 Нарăс, 2015

Иркутск мэрĕ 2014 çулта пысăк çитĕнÿсем туса хулара палăрнă çынсемпе тĕл пулнă. Н.М.Загурский ячĕллĕ музыка театрĕнче иртнĕ «Вăхăт. Пулăмсем. Çынсем» уяв каçне 700 яхăн пултаруллă çын пухăннă. Çак чыса тивĕçнисен йышĕнче чăвашсем те пур.

«Эпир халĕ çулталăка пĕтĕмлететпĕр, Иркутск хулин пурнăçĕнче ырă йĕр хăварнă çынсемпе пулăмсем çинчен калаçатпăр, - терĕ мероприятие уçнă май Виктор Кондашов. - Вăхăта, вăй-хала шеллемесĕр тăван хула аталанăвне пысăк тÿпе хывнă çынсене тав тăватăп!»

Мэр тавне тивĕçнисен шутĕнче - Иркутск облаçĕнчи чăвашсен автономийĕн членĕсем те. Пирĕн пĕрлĕх 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе лайăххисен шутне кĕчĕ. Иркутск хула администрацийĕн информаци политикин управленийĕ тăваттăмĕш çул чи лайăх наци культура центрне палăртас тĕллевпе конкурс ирттерет. Унта наци культурипе йăли-йĕркине упраса хăварас тата аталанма пулăшас тĕлĕшпе ĕçлекен общество организацийĕсем хутшăнаççĕ. Конкурсра Иркутск облаçĕнчи чăвашсен «ЮЛТАШ» наци культура автономийĕ çĕнтерчĕ, «Чи лайăххи» ята тивĕçрĕ.

Ку çĕнтерÿ ăнсăртран мар. Автономишĕн 2014 çул пархатарлă ĕçсемпе тулли те тухăçлă пулчĕ.

Тăван халăхăн хăйнеевĕрлĕхне, культурине сыхласа хăварас тĕллевпе тĕрлĕ проект пурнăçланă. Иркутск чăвашĕсен «Халăх çăлкуçĕсем» мастерскойне Халăхсен хушшинче йĕркеленĕ «Байкал-2020» лагерьте 2014 çулхи чи лайăххи тесе палăртнă. «Хулана тирпей-илем кĕртес», «Нумай нациллĕ Иркутск - наци тумĕсем пулăшнипе чăваш культурине сыхласа хăварасси» проектсем вара «Ырă ĕçсем валли миллион» конкурс дипломĕсене тивĕçрĕç.

Автономи членĕсем волонтер тата ыркăмăллăх ĕç-хĕлне те анлă туса пыраççĕ. Акă, сăмахран, вĕсем Иркутск хула администрацийĕ йĕркеленĕ «3D çамрăкĕсем», «Нацисен хутшăнăвĕсен шкулĕ», «Формальнăй мар каникулсем» ыркăмăллăх марафонĕсене хастар хутшăнчĕç.

Çамрăк, малкурăмлă Вероника Тимофеева ертсе пыракан «Юлташ» пĕрлĕх хулара ирттерекен пур мероприятие хутшăнма тăрăшать. Унсăр пуçне Зима, Саянск хулисенче, Залари, Зима, Балаганск районĕсенчи чăвашсем хушшинче те халăх йăли-йĕркине, культурине аталантарас тĕлĕшпе тухăçлă ĕçлет.

 

В.ТИМОФЕЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.