Ирина Баймулкина - пĕрремĕш

7 Ака, 2014

Владикавказра йывăр атлетика енĕпе çĕр-шыв ăмăртăвĕ вĕçленнĕ. Пирĕн ентешсем тăван ене тăватă медальпе таврăннă.

Ăмăртăвăн пĕрремĕш кунĕнчех Елчĕк пики Любовь Иноходова 48 килограмлă хĕрсен ушкăнĕнче "кĕмĕл" çĕнсе илнĕ. Унăн пиччĕшĕ, Раççей спорт мастерĕ Анатолий Иноходов икĕ енлĕ кĕрешÿре 211 килограмм çĕклесе виççĕмĕш вырăн йышăннă. Çĕнĕ Шупашкарти Олимп резервĕсен училищин студенчĕ Дмитрий Исаковăн - "кĕмĕл". Чи сумлă ята Етĕрне хĕрĕ Ирина Баймулкина тивĕçнĕ. Геннадий Иванов тренер патĕнче ăсталăха туптаканскер çĕр-шыв ăмăртăвĕнче пĕрре мар çĕнтернĕ, пĕлтĕр Европăра та пĕрремĕш пулнă. Кăçал утă уйăхĕнче 19-ти спортсменка Хусанта иртекен тĕнче чемпионатĕнче республика чысне хÿтĕлĕ.

 

Рубрика: