Ирĕк илмесĕрех сунарта çÿреççĕ
Çут-çанталăк

Сунарçăсем федераципе республика саккунĕсене еплерех пăхăннине палăртас тĕллевпе служба инспекторĕсем кăçалхи 3 уйăхра 716 рейд ирттерчĕç. Административлă 20 ĕç пуçартăмăр. Айăплисем служба ирĕк панипе кашни акарçă усă куракан лаптăксене е харпăрлăхçăсене тара панă вырăнсене сунарта çÿреме ирĕк илмесĕрех пăшалпа кĕнĕ. Вĕсем нумай шухăшламасăрах кирек хăш чĕрчуна та персе вĕлереççĕ. Пурне те 2-шер пин тенкĕ тÿлеттерме йышăнса айăпларăмăр.

Саккуна пăснăшăн уголовлă 2 ĕç пуçарнă. Картран иртнисем сунар тĕнчин объекчĕсене пысăк тăкак кÿчĕç. Пĕри Елчĕк районĕнче сунар вăхăчĕ иртсен пăши тытрĕ. Служба инспекторĕ Андрей Кудрявцев унăн йĕрĕпе кайса тушкине шыраса тупнă. Вăл тата полици сотрудникĕсем йĕркене пăснă акарçă хăш ялта пурăннине çынсенчен ыйтса пĕлнĕ. Йĕркелĕх хуралçисем килне пырсанах ухатник пăшие персе вĕлернине йышăннă. Суд саккуна пăснăшăн 3 уйăх ĕçлеттерсе юсама, пăшалне яланлăхах туртса илме йышăнчĕ. Браконьер сунар тĕнчине кÿнĕ 200 пин тенкĕлĕх тăкака хăйĕн ирĕкĕпе саплаштарчĕ.

Çĕмĕрле районĕнчи çутçанталăкăн уйрăмах сыхлакан Кăмаша лаптăкĕнче хир сыснине тытса патшалăха 75 пин тенкĕлĕх тăкак кÿчĕç. Унта сунар ирттерме, пăшалпа, йытăпа çÿреме юрамасть. Браконьер тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви пырать. Айăплине тупса палăртман-ха.

Апрелĕн 16-мĕшĕ тĕлне республикăра чĕрчун урнă 45 тĕслĕхе, вăл шутра çав амакпа йăмшак 30 ытла тилле шута илнĕ. Пĕлтĕр пĕтĕмпе те 15 тĕслĕх çеçчĕ. Кăçал чирлĕ чĕрчун ял-хулана ытларах кĕрет, этемпе выльăха уртаракан чир ертме пултарать. Çынсене инкек ан кăтарттăр тесе февралĕн 16-мĕшĕнче служба инспекторĕсене тилĕпе кашкăр йышне йĕркелеме хушрăм. Апрелĕн 13-мĕшĕ тĕлне шута пĕчĕклетме 92 сунарçа ирĕк патăмăр. Хушу кăларнă хыççăн акарçăсем 427 тилле тытса - ветстанцисене, вĕсенчен Çĕрпÿ районĕнчи санитари-утиль заводне леçнĕ.

"Çавăн чухлĕ вĕлертĕмĕр те, уртаракан чир çулне пÿлтĕмĕр", - тесе çирĕплетместĕп. Мĕншĕн? Сăмахран, Пăрачкавпа Етĕрне районĕсенче 114 тата 70 ытла тытрĕç, анчах усал амак вĕсенче пĕлтĕрхи 3 уйăхринчен чылай нумайрах. Канашсем - 38, Элĕксем - 35, Тăвайсем 39 тилĕ тушкине завода леçнĕ.

Чир вăрманпа уй-хир чĕрчунĕнчен выльăха ан ертĕр тесе служба инспекторĕсене тилĕпе кашкăр йышне кăçалхи сентябрь уйăхĕчченех йĕркелеме хушрăм. Сунарçăн тĕрлĕ меслечĕпе тытма ирĕк патăм.

Шел те, чылай районти сунарçăсем çак ĕçе хутшăнмаççĕ. "Тăкак нумай, тупăш çук", - теççĕ. Хĕрлемесе тытмашкăн ирĕк илме кашни сунарçăн патшалăха 650 тенкĕ тÿлемелле. Хăйĕн автомашинипе уйра çÿреме - бензин, пăшалтан пеме патрон чылай туянмалла. Сунар вăхăта самаях илет, анкартине тухса улакурака пăшалтан персе лектересси мар. Пур акарçă та тилĕ тытаймасть. Вăл - чее чĕрчун. Ăна "серепене лектерме" йывăр.

Нумай ухатник тилĕ тесенех алă сулать. "Уртаракан чир ерсен вилмелле пулать", - тет. Чăн та, пур тилĕ те сывă тесе никам та çирĕплетеймест. Тытсан резина перчеткепе миххе чиксе тÿрех ветстанцие ăсатмалла.

Иртнĕ ĕмĕрте сунар йĕркелÿçин кашни уйăхри ĕç укçи 110 тенкĕччĕ. Пасарта пĕр тилĕ тирĕшĕн 120 тенкĕ тÿлетчĕç. Ку пысăк укçа пулнă. Сунарçăсем пушă вăхăтра тилĕ тытса укçа аван тунă. Йыша йĕркелессипе çыхăннă ĕç - акарçăсем вăхăт тупса, тăкак курса хăйсен ирĕкĕпе çынсене инкекрен хÿтĕлени çеç, вăл пĕр пус та кÿмест. "Хыпар" хаçатпа усă курса сунарçăсене тилĕ йышне чакарма хутшăннăшăн тав тăватăп.

Çапах та хисепе палăрмаллах пĕчĕклетни уртаракан чирпе кĕрешмелли пурне те çырлахтаракан меслет мар. Чи ăнăçли - тилĕ йăвисем патне амак вирусне тамалтаракан эмел хурса пани. Çак кунсенче ЧР Министрсен Кабинечĕ вакцина туянма 1,2 млн тенкĕ уйăрма йышăнчĕ. Ăна республикăна илсе килсенех тилĕсем пурăнакан вырăнсене хурăпăр.

Акарçăсене çĕнĕ хыпар пĕлтеретĕп: В.И.Чапаев ячĕллĕ лаша завочĕ /ертÿçи Р.Малов/ сунарçăсен Етĕрне районĕнчи Сучково лаптăкĕшĕн /19,2 пин га/ патшалăха 85186 тенкĕ тÿлесе, Йĕпреç районĕнчи "Рассвет" АУО Вăрнар лаптăкĕшĕн /25,8 пин га/ 1,7 млн тенкĕ хывса, ЧР Сунарçăсемпе пулăçсен пĕрлĕхĕ /Охотрыболовсоюз/ Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Сĕнтĕрвăрри лаптăкĕшĕн /29153 га/ 56700 тенкĕ парса нумай çула тара илчĕç. Пĕрремĕшпе иккĕмĕш аукциона - 4-шар, виççĕмĕшне 1 организаци хутшăнчĕç. Апрелĕн 21-мĕшĕнче Шăмăршă лаптăкне тара парассишĕн аукцион иртрĕ. Арендаторсем чĕрчун йышне ÿстерессе шанатпăр. Служба кăçал тата 13 лаптăка тара пама тĕллев лартнă. Ăна пурнăçлассишĕн тăрăшатпăр.

Çурхи сунар тапхăрĕ апрелĕн 20-29-мĕшĕсенче иртет. Ăсан аçине, кайăкхура, кăрăпчака, кăвакал аçине пăшалтан персе тытма икĕ пин ытла сунарçа ирĕк патăмăр.

Владимир КУЗЮКОВ,

ЧР сунарçăсемпе пулăçсен патшалăх службин ертÿçи

Владимир КУЗЮКОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.