Ирĕк илмесĕрех...

13 Çу, 2015

Шупашкарти Калинин районĕн прокуратури хула строительствипе çыхăннă саккунсене пăхăннине тĕрĕсленĕ те - пĕр компани йĕркене пăснине тупса палăртнă.

«ТранзитСити-Лаишево» ООО хула администрацийĕнчен арендăна илнĕ, Сĕнтĕрвăрри çулĕ çинче вырнаçнă лаптăк çинче строительство валли ирĕк илмесĕрех автозаправка комплексĕ тума пуçланă иккен. АЗСăн диспетчер пункчĕн çуртне çĕклеме ĕлкĕрнĕ, топливо цистернисене вырнаçтарнă, лаптăка асфальт сарнă, станцие кĕмелли çулсене тунă.

Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексра ирĕк илмесĕрех капиталлă строительство объекчĕсене тунăшăн самай çирĕп яваплăх палăртнă. Юридици вăйĕнчи тытăмсемшĕн - 500 пинрен пуçласа 1 млн тенкĕ таран административлă штраф. Е 90 талăк таран ĕçлеме чармашкăн пултараççĕ.

Тĕрĕслев кăтартăвĕсене тĕпе хурса прокурор «ТранзитСити-Лаишево» ООО тĕлĕшпе адмĕç пуçарнă, компание административлă майпа явап тыттармашкăн ЧР Арбитраж судне ыйту çырса панă. Нумаях пулмасть суд хăйĕн вердиктне палăртнă: тулли мар яваплă обществăна 500 пин тенкĕлĕх штрафланă. Йышăну саккунлă вăя кĕрессе кĕтмелли çеç юлать.

К.АНТОНОВ.

 

Рубрика: