Ирçесемпе Чирĕккассисем - Шупашкарта

11 Утă, 2014

Пирĕн районтан Республика кунне кашни çулах пĕр коллектив та хутшăнмасть. Кăçал черет Ирçепе Чирĕккасси ял тăрăхĕсене çитрĕ. Тĕрĕсрех каласан, çак чыса вĕсем хăйсем пуçаруллă пулнипе çĕнсе илчĕç.

- Районти Акатуйра мала тухнă май кăçал хамăр коллектива Шупашкара илсе тухнăшăн питĕ савăнатăп. Тăрăшни сая каймарĕ. Район ятне ямарăмăр, хамăр культурăна, пултарулăха пур енлĕн кăтартса пама тăрăшрăмăр. Альбина Краснова ертсе пыракан «Пилеш» фольклор ушкăнĕ Шупашкарсене çеç мар, пĕтĕм республика халăхне тата ун тулашĕнчен килнĕ хăнасене те хăйне евĕрлĕхĕпе, пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕ те, савăнтарчĕ те, - тет Чирĕккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Людмила Чернова. Асăннă ял тăрăхĕнче юрă-ташăпа çеç мар, тĕрĕ-эреш енĕпе те ăста çынсем пурăнаççĕ. Куравсене тĕрĕ-эрешпе Аптекпуçĕнчи Любовь Леонидовна Королькова, Чирĕккассинчи Юлия Владимировна Тимофеева ĕçĕсем илем кÿреççĕ. Саваткинăри Алексей Степанович Ятрушев вара вĕтĕ шăрçаран тĕрлĕ сăнар калăплама ăста. Ун ĕçĕсене куравра Самар облаçĕнчен килнĕ чăвашсем питĕ пысăк хак панă. Республика кунне асăннă ял тăрăхĕнчи пултарулăх ушкăнĕ чăвашăн тĕрлĕ апат-çимĕçне пĕçерсе, сăра вĕретсе кайнă, курма пыракансене хăналанă. Ирçесем те вĕсенчен юлас темен. Кăмăлпа çеç мар, культурăпа та пуян пулнине тулли кăмăлпа кăтартса панă.

- Кун пек мероприятие коллективпа пĕрремĕш хут хутшăнтăмăр. Хамăр пултарулăха кăтартнипе пĕрлех, ыттисене курма-сăнама, калаçма-паллашма кăсăклă пулчĕ. Чăннипе каласан пĕчĕк ачасене уява илсе тухнă пекех савăнтăмăр, - тет Ирçе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Станислав Шишкин. Культура ĕçченĕсем хастар пулнипе вăл уйрăмах кăмăллă. Тата мĕн курни-илтни ĕмĕрлĕхех асра юлĕ тесе шухăшлать. Культура çулталăкĕнче ял кунĕсем ирттерме пуçланă. Кăташра çурла уйăхĕн 2-мĕшĕнче, Алексеевкăра 9-мĕшĕнче ял уявĕсем пулмалла. Ирçесем çакнашкал уявра савăннă та ĕнтĕ. Унта ял халăхне тата хăнасене канса ĕçлемешкĕн вăй пухма тĕрлĕ конкурс йĕркеленĕ. Валерий Михайлович Терентьев предприниматель купăсçăсене хавхалантарма укçа-тенкĕпе пулăшнă. Станислав Шишкина ялсенче купăс калакан сахалли пăшăрхантарать.

- Шупашкарти уявра Николай Михайлович Терентьев купăсне тăсса ярсан кам кăна пырса ташламарĕ-ши пирĕн пата, пĕлесчĕ сирĕн, - тет вăл. Аслă пĕлÿллĕ специалистсем - музыкçăсем хальлĕхе ялсенче "йăва çавăрма" васкамаççĕ-ха. Тен, культура çулталăкĕнче çак ыйтăва çÿллĕ шайра пăхса тухса татса памалла. Унсăрăн каю шăтĕ.

 

Етĕре районĕ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 
Теги: