Инвалид - урăхларах майсемлĕ çын

4 Раштав, 2015

Унăн тъллевъ - въсемпе усă курма пултарассиĔ пурнăçра ăнăçтарасси

Раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунне паллă турăмăр. Уяв дати мар вăл, общественноçа вĕсем тĕлĕшпе тимлĕ пулма ыйтни тата инкек куçа курăнса килменни, инвалид пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çын пулнă пирки хамăра тепĕр хут аса илтерни.

«Ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен хевтесĕр çыннăн укçа ĕçлесе илмешкĕн, çемьене тытса тăмашкăн, карьера тумашкăн, общество пурнăçне пуçаруллă хутшăнмашкăн право пур», - çапла палăртнă Раççей Федерацийĕнче инвалидсене социаллă хÿтлĕх парасси çинчен калакан саккунра. Чăваш Республикин Ĕç министерствинче вара çакнашкал сăмах çаврăнăшне тĕпе хураççĕ: инвалид - урăхларах майсемлĕ çын, унăн тĕллевĕ - вĕсемпе усă курма пултарасси, пурнăçра ăнăçтарасси.

Паянхи кун тĕлне Чăваш Енре 86,3 пин ытла инвалид пурăнать. Вĕсенчен 26,7 пинĕшĕ -вăйпитти ÿсĕмре. 2015 çулхи кăрлач-авăн уйăхĕсенче инвалидсен хушшинче ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе ирттернĕ ыйтăм кăтартăвĕсем тăрăх - 800 çынран 612-шĕ /76,5 процент/ ĕçлес кăмăллине, 134-шĕ /16,7 процент/ професси вĕренĕвне каяс тĕллевлине, 7-шĕ /1,0 процент/ предпринимательлĕх йĕркелеме хатĕррине, 47-шĕ /5,8 процент/ çак тапхăрта вăй хунине пĕлтернĕ.

Чăваш Республикин 2012-2020 çулсем валли йышăннă «Халăха ĕçпе тивĕçтересси» патшалăх программипе килĕшÿллĕн ЧР Ĕç министерстви вырнаçма кансĕр 685 çынна, çав шутра инвалидсене, вăхăтлăх ĕç тупса пама, сусăрсене йышăнмашкăн 106 вырăна майлаштарнă хыççăн çакăнпа çыхăннă тăкаксене ĕçпе тивĕçтерекенсене тавăрса пама палăртнă.

Асăннă тĕллевсене пурнăçламашкăн 7705,20 пин тенкĕ тăкакламалла /федераци бюджетĕнчен - 7319,9 пин, Чăваш Республикин хыснинчен - 385,30 пин/.

2015 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсем инвалидсем валли ятарлă 103 вырăн хатĕрлемешкĕн ĕçпе тивĕçтерекенсемпе 95 килĕшÿ тунă. Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 96 сусăра йышăннă та ĕнтĕ е çулталăкри кăтартăва 90,5 процент пурнăçланă. Касса тăкакĕ 7157,4 пин тенкĕпе /92,9 процент/ танлашнă.

Ятарлă вырăнсене майлаштармашкăн инвалидсене реабилитацилемелли харпăр хăй планĕпе тата санитарипе эпидемиологи ыйтнипе килĕшÿллĕн техника хатĕрĕсем туяннă. Тĕслĕхрен, япăх илтекен сусăрсен валли чÿк уйăхĕнче вĕсенче курав сăнавĕн системине, сасă яман наушниксем тата ăна вăйлатакан хатĕрсем лартнă. Куç вăйĕ хавшаккисен ĕç вырăнĕсене пысăклатнă пускăчлă касса аппарачĕсемпе, хушма çутăпа тивĕçтерекен тытăмпа тата ыттипе пуянлатнă. Çавăн пекех инвалидсене ĕçлеме меллĕ пултăр тесе кану тата апатлану пÿлĕмĕсене хăтлăх кĕртнĕ, сывлăша сивĕтекен тата ăшăтакан хатĕрсем лартса панă.

Хăйсене юрăхлă ĕç шыраса пынă инвалидсемпе ĕçлев службин центрĕсен специалисчĕсем профориентаци мероприятийĕсем ирттереççĕ. Çакă сусăрсем мĕне пултарнине палăртма май парать. 2015 çулхи кăрлач-юпа уйăхĕсенче професси ориентацийĕн çăмăллăхĕпе хевтесĕр 442 çынна тивĕçтернĕ. Малтан илнĕ профессипе вăй хурас пултарулăха çухатнисене е специальноç çуккисене вĕренме кайса тепĕр ăсталăха алла илме сĕнеççĕ. 2015 çул пуçланнăранпа ĕç рынокĕ ыйтакан специальноçа /котельнăй операторĕ, лифтер, ЭВ тата ВМ операторĕ тата ытти/ вĕренмешкĕн 58 инвалида янă.

Хевтесĕр граждансене ĕçе вырнаçтар-малли майсене анлăлатас тĕллевпе Чăваш Республикин Ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви инвалидсем валли вакансисен ятарлă банкне йĕркеленĕ. Кăçалхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне унта сусăрсене йышăнмашкăн 373 вырăн /вакантлă должноç/ пуррине пĕлтернĕ. Унсăр пуçне резюме банкне туса хунă, унăн кăтартăвĕсене çĕнетсех тăраççĕ. Тĕслĕхрен, 2015 çулхи чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне банкра çакнашкал 300 резюме вырнаçтарнă. Асăннă кăтартусене пурне те ЧР Ĕç министерствин Интернет уçлăхĕнчи официаллă сайтне кĕртнĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.