Интернет ĕмĕрĕнче ачасемшĕн сисчĕвленмеллех

6 Çĕртме, 2014

Шкул ÿсĕмĕнчи ачасемшĕн кĕтнĕ тапхăр - çуллахи каникул - çитрĕ. Савăк вăхăтăн лайăх енĕсемпе пĕрлех сисчĕвлентерекен ыйтăвĕ те пур çав: ашшĕ-амăшĕ яра куна ĕçре ирттернĕрен вĕсен пепки хăйĕнпе хăй ирĕклĕ. Пуриншĕн те паллă: хальхи саманара ача-пăча /шкул ÿсĕмне çитменнисенчен пуçласах/ пушă вăхăта компьютер умĕнче е алла планшетник тытса ирттерме кăмăллать. Телефон çинчен вара сăмах та çук - вăл паян садике çÿрекен шăпăрланшăн та "çывăх тус".

Интернет ача аталанăвĕнче ырă витĕмпе пĕрлех усал йĕр те хăварма пултарнине пĕлетпĕр. Апла пулин те вăл мĕн таран сиен кÿме пултарнине пуçа илмен ашшĕ-амăшĕ пайтах. Ача-пăчана вĕсен сывлăхĕпе пурнăçĕшĕн хăрушă информацирен мĕнле хÿтĕлемелле?

Черетлĕ каникул çитнĕ май çак ыйтăва каллех хускатрĕ республикăри тĕрлĕ тытăм: ЧР Информаци политикин, Вĕренÿ, Шалти ĕçсен министерствисем, Роскомнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕ тата республикăри Ача прависен уполномоченнăйĕ. Шкулсенче иртнĕ ашшĕ-амăшĕн пĕтĕмлетÿ пухăвĕсенче те çак темăна сÿтсе яврĕç.

Тĕпчевçĕсем палăртнă тăрăх - Раççейре ачасем 8-10 çулсенче чухне тĕнче компьютер серепине кĕме тытăнаççĕ. Çакăн сисчĕвлентерекен сăлтавĕ - çул çитменнисен 80 проценчĕ Интернет-çыхăнăва хăйсем тĕллĕн, аслисем сăнаса тăман чухне тухни. Уйрăмах темĕн тĕрлĕ сайта телефонпа кĕресси анлă сарăлнă. Сăмах май, ачасем мобиль Интернетпа мăн çынсенчен икĕ хут ытларах çыхăнаççĕ-мĕн. Çакнашкал фактсене асăннă май информаци политикипе массăллă коммуникаци министрĕ Валентина Андреева çуллахи тапхăрта ашшĕ-амăшĕн ачишĕн нихçанхинчен ытла яваплă пулмалли пирки асăрхаттарчĕ.

Чăн та, иртен пуçласа каçчен ĕçре тытăнса тăрасси паянхи саманара ытлă-çитлĕ пурăнма ăнтăлакансемшĕн - хăнăхнă пулăм. Ялта çитĕнекен ачасем валли аслисем киле таврăниччен хуçалăхра ĕç самаях. Хуларисен пепкисем вара кунĕпе хĕвел питтинче уçăлса çÿреймĕç çав. Çавăнпа та çакнашкал территорире компьютер умĕнче айкашса вăхăтне ирттерекен ытлараххи иккĕлентермест. Информаци технологийĕсем çиçĕмле хăвăртлăхпа аталанаççĕ - çавăнпа пĕрлех инкек-синкек хăрушлăхĕ кăларса тăракан самантсем те йышлансах пыраççĕ. Шел, çавна май Интернет-таната наркотик-пăхăнăвах аса илтерет.

Информаци анлăшĕ мĕн таран пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине Роскомнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн пуçлăхĕн Татьяна Евдокимовăн сăмахĕсем çирĕплетеççĕ:

- Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче кăна-ха эпир тĕрĕслев-сăнав пулмасан ача тĕрлĕ пăтăрмаха кĕрсе ÿкес хăрушлăх пурри пирки ашшĕ-амăшне асăрхаттараттăмăр. Халĕ акă аслисем хăйсен ачисене йывăр лару-тăруран çăлма ыйтса çырмашкăн тытăнчĕç. Чăн та, чун ыратăвĕпе тулнă çырусемпе паллашнă май çÿçенсе илетĕн. Пĕр тĕслĕх: 11 çулхи хĕр ачан социаллă сетьри страницине усал шухăшлă çын çĕмĕрсе кĕнĕ, логинпа парольне улăштарнă, унта порнографи темипе сăн ÿкерчĕкпе видео вырнаçтарнă. Тепĕр тĕслĕхре амăшĕ ачасен конкурсĕ çинчен информаци шыранă май ссылкăпа порнографи содержаниллĕ сайта лекнĕ, унта хăйĕн çул çитмен хĕр ачин ятне асăрханă...

Пирĕн республикăра юлашки 5 уйăх тăршшĕнче порнографи файлĕсене сарса йĕркене пăснă 7 тĕслĕхе çирĕплетнĕ. Вĕсенчен 5-ĕшне ачасем те хутшăнни паллă. Паллах, çак ĕçпе вĕсем аслисен витĕмĕпе çыхланнă. "Сарма юраман информаципе 5-6-мĕш классенче вĕренекенсем те айкашни сисчĕвлентерет", - терĕ пухура ЧР ШĔМ пай пуçлăхĕ Александр Смирнов.

Мĕнпе, тĕпрен илсен, илĕртет çул çитменнисене Интернет? Хурав ансат: ачасем "эрешмен картинче" хăйсене ирĕклĕ, айăпланас хăрушлăх çук пек туяççĕ. Чăн та, çивĕч ыйтусен серепине лекме пултарас пирки шухăш та çук вĕсен. Акă мĕншĕн экстремистла материалсене сарасси, наркотиксене саккунсăр çавăрттарасси Интернет пулăшăвĕпе вăйлă аталанать. ЧР ШĔМĕн полици участковăйĕсен тата çул çитмен çамрăксен ĕçĕсемшĕн яваплă подразделенисен ĕç-хĕлне йĕркелекен пай пуçлăхĕ Юрий Митрофанов çамрăксен хушшинче наркотиксемпе психикăна сиенлĕ витĕм кÿрекен ытти япалана контактсăр мелпе сарасси йăлана кĕнине пĕлтерчĕ. Электрон енчĕкпе усă курни çинчен пырать сăмах.

Çапах та çивĕч лару-тăрăва çемçетмелли мĕнле майсемпе усă курмалла? Çак ыйту çÿлерех асăннă тытăм специалисчĕсене кăна хумхантармасть ĕнтĕ. Хăшĕ-пĕри акă социаллă сетьсенчен пĕрне те пулин пăрахăçлама сĕнет: сиенлĕ контентсенчен чылайăшĕ ют çĕр-шывран килет-çке. Капла тума май килменни куç кĕрет - сайт уçасси укçа-тенкĕ тупăшĕпе çыхăннă-çке.

Чăваш Енри Ача прависен уполномоченнăйĕ Вячеслав Рафинов ачасене сиенлĕ информаципе паллашма чарас енĕпе пысăк яваплăх интернет-çыхăнупа тивĕçтерекен организацисепе массăллă информаци хатĕрĕсем çине тиенмеллине асăнчĕ. Карас çыхăну операторĕсемпе провайдерсем ачасене кирлĕ мар информацирен хÿтĕлемелли тĕрлĕ меслет хатĕрленĕ, анчах ашшĕ-амăшĕ вĕсем çинчен çителĕклĕ пĕлмест пулас. Ача-пăчашăн юрăхлă ятарлă тарифсемпе усă курас тăк ашшĕ-амăшĕ пепкишĕн лăпкăлăхне çухатмĕччĕ.

Роскомнадзор сиенрен хÿтĕленмелли чи ансат мелсене асра тытма сĕнет. Сетьре нихăçан та ача çинчен информаци туллин вырнаçтармалла мар /хăçан çуралнине, çемьери лару-тăрăва, çыхăнмалли телефон номерне, адреса палăртмалла мар/. Темле асăрхансан та сирĕн ачăр тĕлне хăрушлăх сиксе тухрĕ тĕк хĕрÿ линин тÿлевсĕр телефонĕпе шăнкăравлама ан манăр: 8-800-250-00-15. Çак лини ахальтен мар "Онлайн ачисем" ят илнĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.