Интернатра пушар тухнă

25 Пуш, 2016

Кил-çуртра пушар тухни — кирек камшăн та инкек, вăл пысăк сиен кÿрет-çке. Вут-çулăм çынсем талăкĕпех пурăнакан тата социаллă объектсенче, халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче алхасма тытăнсан вара çухатусемпе тăкаксем темиçе хут ÿсме пултараççĕ.

Ахальтен мар ĕнтĕ çакнашкал организаци-учреждение патшалăх тата общество куçран вĕçертмеççĕ. Тивĕçлĕ органсем планпа килĕшÿллĕн тĕрĕслевсем ирттернипе пĕрлех тĕрлĕ вĕренÿ йĕркелеççĕ. Çапах çакнашкал объектсенче те инкек пулать çав. Акă пуш уйăхĕн 21-мĕшĕнче 11 сехетре Муркаш районĕнчи Йÿçкассинчи ватăсемпе инвалидсен интернат çурчĕн иккĕмĕш хутĕнчи çывăрмалли корпусĕнче вут-çулăм алхасма тытăннă.

Инкек пирки сигнал Муркашри 37-мĕш пушар чаçне “Альтоника” программа-аппарат комплексĕ урлă автомат мелĕпе çитнĕ. Пушар-çăлав гарнизонĕн диспетчерĕ социаллă пĕлтерĕшлĕ объектри пушар 2-мĕш рангри тесе палăртнă, ăна сÿнтерме 6 подразделение — пĕтĕмпе 6 техника тата 12 çын — явăçтарнă. Интернатăн дежурнăй персоналĕ тĕтĕм-сĕрĕме асăрхасан 49 çынна çуртран хăрушсăр вырăна илсе тухнă, огнетушительсемпе тата пушар кранĕпе усă курса “хĕрлĕ автана” хăйсем тĕллĕн сÿнтерме тытăннă. Шăпах вĕсем ĕçе пĕлсе йĕркеленĕрен вут юнашар пÿлĕмсем çине куçман. Çакна пулах пушар хуралĕн подразделенийĕсем çулăма кĕске вăхăтра сÿнтернĕ, сиен те темĕнле пысăках мар.

“Çак пăтăрмахра икĕ арçын — 1962 тата 1943 çулта çуралнăскерсем — шар курнă. Вĕсене иккĕшне те Республикăри клиника больницине вырнаçтарнă. Вĕсенчен пĕри хăйне йывăр туять: унăн ÿчĕ тата сывлав çулĕсем пиçнĕ. Теприн сывлăхĕ кăштах лайăхрах. Икĕ пациента та медицина пулăшăвĕпе туллин тивĕçтереççĕ”, — тенĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин сайтĕнче.

“Малтанласа палăртнă тăрăх — пушар сăлтавĕ сахал куçăмлă, шар курнă пациентсенчен пĕри вырăн çинче пирус туртнипе çыхăннă /поролон матрас ирĕлнĕрен пиçсе кайни/. Шел, пушар хуралĕн представителĕсем, учреждени администрацийĕ пациентсемпе профилактика ĕçне тăтăшах ирттереççĕ пулин те çакнашкал инкек тухрĕ. Юрать-ха кăнтăрла, унсăрăн çав тери пысăк çухату пулма пултаратчĕ”, — каласа кăтартрĕ республикăри ГКЧС председателĕ Вениамин Петров.

Профилактика ĕçĕ тенĕрен — Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕнче надзор органĕсем асăннă интернатра кăçалхи нарăс уйăхĕнче тĕрĕслев ирттернине, çавăн чухне учрежденире хÿтлĕх тупнисем пирус туртнă тĕслĕхе асăрханăран предписани панине пĕлтерчĕç. Кĕрепле çине икĕ хут пусма сĕнмеççĕ-ха та ватăсем...

Социаллă объектра вут-çулăм алхасни çинчен Чăваш Ен Пуçлăхне Михаил Игнатьева пĕлтернĕ. Республика ертÿлĕхĕ çав лару-тăрăва хăй тĕрĕслесе тăрать. Михаил Игнатьев ЧР сывлăх сыхлавĕн министрне Алла Самойловăна пушарта суранланнисене кирлĕ медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессине куçран вĕçертме хушман. ГКЧС председательне Вениамин Петрова Чăваш Ен влаçĕн ытти органĕпе пĕрле служба тĕпчевĕ ирттерме, чрезвычайлă лару-тăру тухнин сăлтавне тишкерме, социаллă учрежденисенче çакнашкал синкерсем текех ан пулччăр тесе кирлĕ пĕтĕм мерăна йышăнма хушнă.

ЧР Этем прависем енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Юрий Кручинин сĕннипе унăн аппарачĕн сотрудникĕсем пуш уйăхĕн 22-мĕшĕнче Йÿçкассинчи ватăсемпе инвалидсен интернат çуртĕнче пулнă. 50 вырăнлăскерте хальхи вăхăтра 49 çын хÿтлĕх тупнă. Ĕçлĕ ушкăн сусăрсем пурăнакан пÿлĕмсене, медицина блокне тата столовăя тĕрĕсленĕ. Инкек тухнă пÿлĕмре те пулнă. Вĕсем интернатра коммуналлă тата санитарипе гигиена условийĕсем йĕркеллĕ пулнине, социаллă ĕçе хастар ирттернине палăртнă. Ватă çынсем пурăнмалли условисемпе кăмăллă пулнине систернĕ.

“Пушар хăрушсăрлăхĕн йĕркисене питĕ çирĕп пăхăнмалла! Вырăн çинче пирус туртни пысăк сиен кÿме тата çын вилесси патне илсе çитерме пултарать”, — специалистсен çак асăрхаттарăвне сигарет туртакансем ăша хывсан аванччĕ те çав...

Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх — кăçал пирĕн республикăра çынсем сигарет туртнăран 27 пушар тухнă /пуш уйăхĕн 24-мĕшĕ тĕлне/, вĕсем 1,5 млн тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ. Асăннă сăлтавпа вут-çулăмра 13 çын вилнĕ, 11-шĕ суранланнă.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.