Инстаграмра чăваш йăли-йĕрки пулĕ-ши?
5 Jul, 2018 | Çамрăксем | Форум

Пирĕн пуласлăх - çамрăксенче. Çакна шута илсе йĕркелеме шухăшланă та чăваш çамрăкĕсен пĕрремĕш форумне. Ăна паян Чăваш наци конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ Валерий Клементьев старт пачĕ.

Пенза облаçĕнчи Неверкино ялне Чăваш Республикинчи, Самара, Мурманск, Тюмень, Санкт-Петербург, Пенза хулисенчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пуçтарăннă. Уяв пуçланиччен çамрăксем чăвашлăха аталантарасси пирки калаçрĕç. Вăйă евĕр иртнĕ калаçăва ЧНК çyмĕнчи "Хастар" пĕрлешĕвĕн хастарĕ Ольга Никифорова ирттерччĕ.

Çамрăксем пĕр-пĕр çăлтăра Андриян Николаев космонавт летчик ятне пани аван пулнине палăртрĕç. "Инстаграм аталаннă май унта чăваш йăли-йĕрки пирки каласа кăтартакан ятарлă страница уçмалла", - пулчĕ сĕнý.

"Чăвашла пачах пĕлменнисем валли "Чăваш чĕлхи - "чейниксем" валли" клуб уçсан мĕнле-ши?" - пĕр шухăшлă пyлчĕç яшсемпе хĕрсем.
Уява чăваш эстрада çăлтăрĕсем, çамрăк юрăçсем савăк юрă-ташăпа илем кÿчĕç. Ыран форум ĕçĕ малалла тăсăлĕ. Çамрăксем валли тěрлĕ ăсталăх класĕ ирттерме палăртнă.

 

Ирина КОШКИНА. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.

Исключить из Яндекс-Новостей: 

Комментари хушас