Инстаграмра аккаунт пур

2 Çĕртме, 2020

«Ертсе пыракансен команди» конкурсăн халĕ Инстаграмра аккаунт пур. Çав аккаунтра конкурса регистрациленме, видеопрезентаци мĕнле хатĕрлемелли тата вырнаçтармалли пирки тĕплĕ инструкципе паллашма, тупăшу пирки çĕнĕ хыпарсем пĕлме пулать.

Аса илтеретпĕр: Олег Николаевăн пуçарăвĕпе пирĕн республикăра «Ертсе пыракансен команди» тата «Çамрăк лидерсем» конкурссем иртеççĕ. 55 çула çитмен ертÿçĕсен заявкисене lider.cap.ru сайтра çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕччен йышăнаççĕ. «Ертсе пыракансен команди» конкурса хутшăнакансен унта регистрациленмелле, видеопрезентаци вырнаçтармалла, тест тĕрĕслевĕ витĕр тухмалла, ушкăнпа йĕркелекен дискуссие хутшăнмалла. Вĕсемпе çавăн пекех уйрăм калаçу ирттерĕç. Регистрацие тата куçăн мар майпа иртекен тест тĕрĕслевне дистанци технологийĕсемпе усă курса ирттерĕç. Куçăн тест тĕрĕслевне конкурса хутшăнакансемшĕн утă уйăхĕн вĕçĕнче йĕркелеме палăртнă.

Анастасия ТИМОФЕЕВА, «Хыпар» Издательство çурчĕн юрисчĕ:

Çак конкурссем çамрăк та пултаруллă, малашлăхĕ пысăк çынсемшĕн питĕ кирлĕ тата усăллă. Эпĕ «Ертсе пыракансен команди» конкурса хутшăнса хамăн вăя тĕрĕслеме шухăш тытрăм, унта регистрацилентĕм. Хамăн вăя тĕрĕслеме çеç мар, унпа усă курма та хатĕр. «Раççей лидерĕсем» конкурса хутшăнмашкăн кăмăл-шухăш енчен хатĕрех марччĕ. Хамăр республикăра иртекеннине вара пур енчен те хатĕр эпĕ. Çак конкурсăн Инстаграмра хăйĕн аккаунт пуррине ырласа йышăнатăп. «Ертсе пыракансен команди» конкурсăн халĕ Инстаграмра аккаунт пур. Çав аккаунтра конкурса регистрациленме, видеопрезентаци мĕнле хатĕрлемелли тата вырнаçтармалли пирки тĕплĕ инструкципе паллашма, тупăшу пирки çĕнĕ хыпарсем пĕлме пулать.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.