Инспекторсем валли имĕш

25 Пуш, 2016

Республика ШĔМĕн хăйĕн хăрушсăрлăхĕн пайĕн сотрудникĕсем Шупашкарти автошкулсенчен пĕрин инструкторĕсен ултавне тăрă шыв çине кăларнă.

Тĕп хулара пурăнакан 34 çулти арçын полицие евитленĕ: вăл вĕреннĕ автошкулта республикăн Çулçÿрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн управленийĕн сотрудникĕсене водитель удостоверенийĕ илмешкĕн квалификаци экзаменĕ тыттарнăшăн тÿлеме укçа пухаççĕ иккен. Служба тĕрĕслевĕ ирттернĕ те — управлени тытăмĕнчи МРЭО сотрудникĕсем саккунсăр çак укçапа çыхăнманни çирĕпленнĕ. Курсантсенчен 8-10-шар пин тенкĕ пухса укçана автошкул инспекторĕсем хăйсен кĕсйине чикнĕ. Ултавçăсене тытса чарнă, уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсем айăпне йышăнаççĕ.

Сăмах май, çынсем водитель удостоверенийĕллĕ пулас тенипе нумайăшĕ киревсĕр тĕллевпе усă курма тăрăшни вăрттăнлăх мар. Следстви комитечĕн Çĕнĕ Шупашкарти пайĕ те, сăмахран, тĕп хулара пурăнакан 28 çулти ниçта та ĕçлемен çамрăк тĕлĕшпе ултавшăнах уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл икĕ арçынпа пĕр хĕрарăма улталанă. ПАИн экзамен подразделенийĕн сотрудникĕсем валли укçа парсан вĕсене экзаменсене ăнăçлă тытмашкăн пулăшма пултарать имĕш. Чăннипе, хăйĕн çапла тумалли майсем те пулман, анчах çынсенчен укçа илнĕ. Хĕрарăмран — 17 пин, арçынсенчен — 26 пин тенкĕ. Укçапа хăйĕн тĕллевĕсемпе усă курнă.

Н.КОНОВАЛОВ.

 

Рубрика: