«Инкекре пăрахмастпăр»

Эрне каялла пăрлă çумăрпа йĕпе юр çуса йывăçсене, электролиние пăрлантарчĕ. Йывăрăша чăтаймасăр йывăçсем хуçăла-хуçăла анчĕç, çутă юписем т.нчĕç, пралуксем татăлчĕç. Уйрăмах Муркаш, Элĕк, Сĕнтĕрвăрри, Вăрнар, Куславкка, Красноармейски, Етĕрне, Шупашкар, Вăрмар, Çĕрп., Хĕрлĕ Чутай, Çĕмĕрле районĕсем шар курчĕç. Ялсем, шкулсем, ача сачĕсем, фермăсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, çуртсем çутăсăр тăрса юлчĕç. Республикăра чрезвычайлă лару-тăру йĕркеленчĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çут çанталăк синкерне тĕппипе сирмесĕр те, юлашки киле çутă çитермесĕр те чрезвычайлă лару-тăру режимне пăрахăçламасса пĕлтернĕ.

Инкеке сирме республикăра вун-вун бригада йĕркеленĕ, унсăр пуçне çут çанталăк синкерне сирме Саратов, Самар, Киров, Чул хула, Оренбург, Ульяновск облаçĕсенчен, Мордва Республикинчен килсе çитнĕ ушкăнсем те пулăшаççĕ. Чылай çĕрте учрежденисене, фермăсене генераторсем вырнаçтарнă.

Муркаш районĕ чи пысăк шар т.снĕ район. Электроэнергипе усă курайманнисен йышĕн çурри шăпах çак районта. Пăрлă çумăр тата йĕпе юр çунă кунсенче унта 63 çутă юпи сиенленнĕ. Шупашкар районĕнче те электропередача линийĕ татăлнипе нумай ял çутăсăр ларнă. Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕ тĕлне 6 районта юсав ĕçĕсене вĕçлеме май килнĕ. 80 ял-поселока электроэнергипе тивĕçтернĕ. Чрезвычайлă лару-тăру режимне ĕçе кĕртнĕренпе вара пĕтĕмпе 360 ял-поселока электроэнерги панă, вĕсенче 30852 çурт, 74650 çын пурăнать.

Ĕнерхи кун тĕлне Шупашкар, Элĕк, Етĕрне районĕсене çутăпа тивĕçтернĕ.

«Эпир халăха инкекре нихăçан та пăрахман, малашне те пăрахмăпăр, пулăшăпăр», - тенĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Вăл çут çанталăк синкерне сирес тĕлĕшпе пĕтĕм шайри влаç органĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçленине, энергипе тивĕçтермелли урăх çăл куçсемпе тата пурлăх резервĕсемпе усă курнине палăртнă. Çавăн пекех Раççей Правительствинчен тăкаксене саплаштармашкăн резерв фондĕнчен 75 млн тенкĕ уйăрма ыйтса çырнине пĕлтернĕ.

Ĕнер Правительство çуртĕнче иртнĕ видеоконференцире çутăсăр тата ăшăсăр виçĕ район - Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕрп. - юлнине палăртнă. Энергетиксем каç енне пур киле те çутă çитерме шантарнă.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.