Инкек йăтăнса аниччен çитменлĕхе сирмелле
20 Feb, 2017

Чăваш Республикинчи авариллĕ çурт-йĕрте пурăнакансене юрăхлă çĕре куçарас енĕпе 2013-2017 çулсенче пурнăçа кĕртмелли программа тĕлĕшпе ĕç-пуç еплерех пырать-ха? Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан влаç органĕсен тата федераци ведомствисен территори тытăмĕсен ертÿçисемпе ирттерекен канашлу паян шăпах çак ыйтăва сÿтсе явнинчен пуçланчĕ.

Лару-тăрăва уçса пама республикăн строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт- йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕ Владимир Михайлов сăмах илчĕ.

Программăн III тапхăрĕнче /2015-2016 çулсенче/ 10 муниципалитет йĕркеленĕвĕнчи авариллĕ 236 çуртра пурăнакан 2,9 пин çынна пурăнма юрăхлă çурт-йĕрпе тивĕçтермелле. Çак ĕçе паянхи куна 97 процент кăна пурнăçланă. Сăлтавĕ мĕнре? Министр каланă тăрăх, çакă асăннă программăпа çурт-йĕр тăвакан подрядчиксем патшалăх саккасне вăхăтра пурнăçламаннипе çыхăннă. Акă Йĕпреç районĕнче 15 хваттерлĕ çурт хăпартакан «Санар- Строй» тулли мар яваплă организаци /ертÿçи — Николай Плотников/ строительство ĕçĕсене вăраха тăсса янă. Контрактпа килĕшÿллĕн объекта иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнчех хута ямалла пулнă. Сĕнтĕрвăрри хулинчи Котовский урамĕнче асăннă программăпа тунă çурта граждансем объекта газ кĕртменнипе пурăнма куçаймаççĕ. Кунта ĕç-пуç иртнĕ çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлнех вĕçленмелле пулнă.

С т р о и т е л ь с т в о ф и р м и с е м п а т ш а л ă х укçи-тенкипе çыхăннă ĕçсене тунă чухне мĕншĕн хăйсен тивĕçĕсене кирлĕ пек тата вăхăтра пурнăçламаççĕ? Кун çинчен Михаил Игнатьев ĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламан подрядчиксенчен хăйсенчен ыйтрĕ. «Санар- Строй», «Стройсфера», «СТРИМ» СК» строительство пĕрлĕхĕсен ертÿçисем айăпа йышăнчĕç, мĕнле сăлтавпа ĕç вăраха кайнине ăнлантарчĕç. «СТРИМ» ертÿçи Алексей Сидоров, сăмахран, малтанхи укçа-тенкĕ контракта алă пуснă хыççăн пилĕк уйăхран тин куçнă тесе тÿрре тухма хăтланчĕ. Михаил Васильевич Строительство министерствине бюджет укçи строительство фирмисене мĕнле çитсе пынине сăнасах тăма ыйтрĕ. «Эпир кунта тÿрре тухмалли сăлтав шыранă вăхăтра ишĕлме пуçланă çуртра граждансем хăйсен тĕлне инкек йăтăнса анасран хăраса пурăнччăр-и?» — терĕ йĕркене пăсакан подрядчиксенчен çирĕп ыйтмаллине аса илтерсе.

Шупашкар хулин администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков авариллĕ çуртсенче пурăнакансене «иккĕмĕшле» рынокри çурт-йĕрпе тивĕçтересси ĕçе çиелтен пурнăçлакан подрядчиксемпе, обязательствăсене пăхăнман компанисемпе çыхланнинчен лайăхрах пулĕччĕ тесе палăртрĕ те... Шупашкарта сахал тăваткал метрлă хваттерсен хакĕ самаях «çыртнăран» кун пек меслетпе усă курма меллех мар-мĕн.

Кăçал республикăри шкулсенче ачасене пĕрремĕш класа йышăнмашкăн ыйтăва электронлă майпа йĕркеленĕ. Çак ĕç мĕнле пулса иртни, шкул ÿсĕмĕнчи ачасен йышĕ çитес çулсенче мĕнлерех улшăнасси çинчен ЧР вĕренÿпе çамрăксен политикин министрĕ Юрий Исаев каласа кăтартрĕ. Кăçалхи кĕркунне республикăра парта хушшине 15736 ача пирвайхи хут ларĕ. Пĕлÿ çуртне çÿреме пуçлакансен йышĕ, иртсе пыракан вĕренÿ çулĕнчипе танлаштарсан, тĕп хулара, Етĕрне тата Канаш районĕсенче ÿснĕ. 5912 ачана шкула йышăнмашкăн ыйту çырассине электронлă майпа йĕркеленĕ. Заявление электронлă майпа тăратасси пĕрремĕшсене шкула йышăнассине чылай çăмăллатнă: ашшĕ-амăшĕ шкулсенче черетре тăрса хăшкăлман. Пĕтĕмĕшле илсен, асăннă ĕç тикĕссĕн иртнĕ. Апла пулин те пропискăна пăхмасăр шкулта вырăнсăр тăрса юлнисем те пур иккен: Шупашкарти 59-мĕш, 61- мĕш шкулсенче, 1-мĕш тата 4-мĕш гимназисенче вырăн вĕренес кăмăллă кашни ача валлиех çитмен.

Михаил Игнатьев вĕренÿ министрĕнчен хулари икĕ сменăпа ĕçлекен шкулсем пирки ыйтрĕ. Шел, хурав савăнмаллиех пулмарĕ: иккĕмĕш сменăра пĕлÿ илекенсен йышĕ çитес вĕренÿ çулĕнче кăçалхинчен 4 процент пысăкрах пулĕ. Республика ертÿçи ку ыйтăва виçĕ çулта татса пама ыйтнине тÿрре кăларма май килмĕ-тĕр: Вĕренÿ министерстви çитес çулсенче ачасен йышĕ мĕнле пулассине тишкернĕ те — 2020- 2021 çулсенче хальхинчен чылай нумайрах пулмалла. Кун пек прогнозшăн савăнмалла-ха, анчах хĕпĕртенипе пĕрлех шкулсене çĕнетме, пысăклатма тивесси куçкĕрет.

Канашлура Чăваш Республикин делегацийĕ Сочире иртекен Пĕтĕм Раççей инвестици форумĕн ĕçне хутшăнма, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунне паллă тума хатĕрленни пирки те калаçрĕç.

Ирина ПУШКИНА

Ирина ПУШКИНА

Комментари хушас