Информаци тата экологи хăрушсăрлăхĕшĕн
Виçĕм кун РФ Хăрушсăрлăх Канашĕн Секретарĕ Николай Патрушев тата Раççей Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Шупашкарта пĕрлехи канашлу ирттерчĕç. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Атăлçи округĕнчи регионсен ертÿçисем, федераци шайĕнчи министерствăсемпе ведомствăсен представителĕсем хутшăнчĕç. Вĕсем производство каяшĕ кăларса тăратакан экологи хăрушлăхĕпе тата патшалăх органĕсенче интернетпа усă курнă чух информаци хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Михаил Бабич палăртнă тăрăх - округра çулсерен компьютер "атакисен" шучĕ ÿсет. Пĕлтĕр 190 миллиона яхăн шута илнĕ. Вĕсен 80 проценчĕ патшалăх влаç органĕсен информаци ресурсне сиенлетнине палăртнă. Çакă чи малтанах ют çĕршывсен программисемпе, технологийĕсемпе усă курнипе, информаци хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен тытăмри специалистсен квалификаци шайĕ пĕчĕккипе, асăннă системăна лайăхлатма укçа çителĕксĕр уйăрнипе тата ытти сăлтавпа çыхăннă.
Николай Патрушев та ют патшалăхсен ятарлă службисем разведка ĕçне вăйлатнине асăннă, çакă информаци тытăмĕнче Раççей Федерацийĕн интересĕсене самай витĕм кÿрет. Çавăнпа регионсенчи влаç органĕсен ĕçĕнче хамăр çĕршывра хатĕрленĕ информаци программисемпе усă курас ыйтăва федераци шайĕнче татса пани пĕлтерĕшлĕ.
Промышленноç производстви аталаннăран каяш ытларах пуçтарăнать, ăна тирпейлес ĕç вара çителĕксĕр пурнăçланать, экологи çинчен калаçтарать. Тĕслĕхрен, округ территорийĕнче 2,5 млрд тонна каяш пуçтарăннă. Çулсерен пĕтĕмĕшле калăпăшăн 27 процентне кăна усă курса сиенсĕрлетме пулать. Ытти вара ятарласа йĕркелемен çÿп-çап куписене лекет, сывлăша, шыва, тăпрана варалать. Экологи хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтусене татса парассипе округра ятарлă ĕçлĕ ушкăн йĕркеленĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăра производство тата коммуналлă хуçалăх каяшĕсене тирпейлес ĕç мĕнле пурнăçланнипе паллаштарнă. Федерацин çут çанталăкпа усă курассин сферинчи надзорĕн экологи надзорĕн управленийĕн пуçлăхĕ Наталья Соколова палăртнă тăрăх - Чăваш Республики Атăлçи округĕнче каяшпа ĕçлессипе çыхăннă çитменлĕхсене тĕппипе пĕтернĕ тăватă регион шутĕнче тăрать. Канашлăва пухăннисем ĕнер экологи тата информаци хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен предприятисене çитсе курчĕç.
Комментари хушас