Информаци хатĕрĕсен тĕллевĕсем уçăмлă
Ытларикун ЧР Информаци политикин тата массăллă конммуникацисен министерствин коллегийĕн анлă ларăвĕ иртнĕ. Унта МИХсен, информаци технологийĕсен, полиграфи тата издательство ĕçĕн отраслĕсен представителĕсем хутшăннă, 2016 çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ.
Ларăва уçнă май информполитика министрĕ Александр Иванов пĕлтĕр тĕрлĕ енĕпе анлă ĕç пурнăçланине палăртнă. Пĕлтерĕшлĕ пулăмсен шутĕнче — республикăн Информаци технологийĕсен центрне туса хуни, вăл регионăн пĕтĕм ИТ-инфратытăмĕн аталанăвĕшĕн яваплă. Наци телерадиохыпарлавне аталантарас тĕллевлĕ ĕçсем те курăмлă. "Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата республика Правительстви стратеги пĕлтерĕшлĕ йышăну турĕç — спутник урлă трансляциленĕ май Чăваш Енĕн наци телекуравĕн программисене халăх 100% пăхма пултармалла. Кăçалхи çуркуннех НацТВ кăларăмĕсене республика тулашĕнче те курма май пулĕ", — тенĕ министр. Триколор ТВ оператор пулĕ.
Ларура отрасль ĕçченĕсене наградăсем панă. Çав шутра журналистсене Чăвашпотребсоюз йĕркеленĕ конкурс дипломĕсемпе хавхалантарнă.
Информполитика министерствин ĕçне, халăха информаципе тивĕçтерес ĕç-хĕле министр заместителĕ Юлия Стройкова пĕтĕмлетнĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх — республикăри МИХсем социаллă пĕлтерĕшлĕ сумлă мероприятисене çутатас енĕпе пысăк ĕç пурнăçланă. Çав шутра — Раççейри Кино çулталăкĕ тата Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкĕ, Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ, пысăк хăнасен визичĕсем. Çавăн пекех 2016 çулта федерацин "Раççей 1", "Раççей Культура" телеканалĕсен ӳкерӳ ушкăнĕсем Чăваш Ене килсе каяссине йĕркеленĕ, вĕсем республика аталанăвĕ çинчен тишкерӳллĕ сюжетсем хатĕрленĕ.
Министр заместителĕ НацТВ пирĕн регионăн лайăх имиджне çирĕплетмелли ятарлă вун-вун проекта ăнăçлă пурнăçланине палăртнă. 2016 çулта районсемпе хуласен телестудийĕсемпе тытакан çыхăнăва çĕнĕ шая çĕкленĕ, халь вĕсем НацТВ программисене трансляциленипе кăна çырлахмаççĕ, хăйсем те республика каналĕ валли ятарлă кăларăмсем, репортажсем хатĕрлеççĕ. Ку енĕпе "Республика в деталях" проекта уйрăмах ырăпа палăртмалла. Чăваш Ен прессин представителĕсем тĕнче, Раççей, республика шайĕнчи конкурссемпе фестивальсене ăнăçлă хутшăнаççĕ.
Вĕрентӳ пирки те манман. Министерство "Вырăнти пресса: ӳсĕм никĕсĕ" семинар йĕркеленĕ, унта Раççей Журналистсен союзĕн секретарĕ, "Журналистика и медиарынок" жрунал редакторĕ Владимир Касютин хутшăннă. "Федераци эксперчĕсене республикăна йыхравлассипе çыхăннă йăлана малалла тăсăпăр. Кăçалхи çуркунне Чăваш Енре "Советская Чувашия" хаçат 100 çул тултарнине халалласа "XXI ĕмĕрти журналистика" медиафорум ирттерме палăртатпăр", — тенĕ министр заместителĕ.
Пичет кăларăмĕсем çырăнтару тиражĕсене упраса хăварассишĕн çине тăни куçкĕрет. Патшалăх МИХĕсен 2017 çулăн пĕрремĕш çурринчи пĕрлехи çырăнтару тиражĕ 125,4 пин экземплярпа танлашнă. Çав вăхăтрах киосксен шучĕ чакни пăшăрхантарать. Районсенче — пушшех. Министерство ку ыйтăва тĕрлĕ шайри влаç органĕсемпе, прессăна саракан организацисемпе алла-аллăн ĕçлесе татса парас шухăшлă.
Юлашкинчен Юлия Стройкова кĕнеке кăларассипе полиграфи ыйтăвĕсене çĕкленĕ. 2016 çулта Чăваш кĕнеке издательстви 130 ятпа 196 пин ытла экземпляр кĕнеке кăларнă. Çав шутра патшалăх саккасĕпе — 45 ят, 44 пине яхăн экземпляр. Чăваш кĕнеке издательствин продукцийĕпе пĕлтĕр тĕрлĕ куравра паллаштарнă. Çав шутра — Мускаври "Хĕрлĕ лапам" фестивальте. Экспозицие Раççей Правительствин пуçлăхĕ Дмитрий Медведев та пырса курнă.
Унтан Роскомнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи Татьяна Евдокимова сăмах илнĕ — пухăннисене массăллă коммуникацисен сферинче саккуна пăснин тĕслĕхĕсемпе паллаштарнă. Информаци технологийĕсемпе çыхăну аталанăвĕ çинчен Информаци технологийĕсен центрĕн директорĕ Михаил Анисимов каласа панă. Вăл палăртнă тăрăх — электрон правительствин проекчĕсене пурнăçлас тĕлĕшпе курăмлă çитĕнӳсем пур. Чăваш Енре Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен пĕрлехи порталĕпе усă куракансен йышĕ ӳссе пырать. Пĕлтĕр патшалăхăн тата муниципалитетсен 2 миллион ытла пулăшу ĕçне электрон мелĕпе кӳнĕ. Влаç органĕсем документсене улăштарса илме ведомствăсен хушшинчи электрон çыхăнăвĕпе усă кураççĕ.
Центр директорĕ ИТ-предприятисем республика экономикине пысăк тӳпе хывнине палăртнă. Çивĕч ыйтусем те пур: кадрсем çителĕксĕр, стартапсене аталантармалли никĕс хавшак. Кăçалхи тĕллевсен шутĕнче вара — республикăн ИТ-кластерне туса хурасси. Çакна ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăйĕн Çырăвĕнче те палăртнă.
Михаил Анисимов çыхăну отраслĕн аталанăвĕн темине те çĕкленĕ. Чăваш Енре паян проводлă тата проводсăр çĕнĕ йышши çыхăнăвăн мĕнпур тĕсĕпе усă курма пулать. Пĕчĕк ялсенче Интернетпа чăрмавсăр усă курмалли, цифра телекуравне ĕçе кĕртмелли федераци проекчĕсем пурнăçланаççĕ.
Н.СЕМЕНОВ
Комментари хушас