Инçетри Китай çывăхланать
13 Aug, 2015 | Экономика

Юнкун ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев Чăваш Ен студенчĕсемпе, Китайпа Раççей çамрăкĕсен "Атăл-Янцзы" форумне хутшăннăскерсемпе, тĕл пулнă. Асăннă форум Раççей Китай туслăх никĕсĕ çинче пултаруллă çамрăксем пĕр-пĕрин патне кайса ăсталăха ÿстермелли çулталăк мероприятийĕсемпе килĕшÿллĕн иртнĕ.

Михаил Игнатьев Китайпа тытакан çыхăнăва çирĕплетсе пыни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. Федерацин Атăлçи округĕн делегацийĕн йышĕнче Чăваш Ен представителĕсем те çак кунсенче Китайри Сычуань провинцийĕнче ĕçлĕ визитпа пулнă, Китай делегацийĕ Чăваш Ене килсе кайнă май пĕр-пĕринпе калаçса татăлнă ыйтусемпе паллаштарнă.

Сăмахран, Çĕнĕ Шупашкарти "Химпромра" глифосат производствине йĕркелемелли килĕшĕве алă пуснă. Çак проекта пурнăçламашкăн 2 млрд доллар патнелле уйăрма палăртнă. Çавăн пекех Канаш районĕнче пĕрлехи агропарк йĕркелесшĕн, унта выльăх-чĕрлĕх çитĕнтерĕç, продукцие тирпейлĕç. Пысăк хăвăртлăхлă Мускав-Хусан магистраль строительстви енĕпе те Китайпа çыхăнса ĕçлемелли анлă малашлăх уçăлмалла. Михаил Игнатьев шухăшĕпе - вĕрентÿ сферинче те пĕрле ĕçлемелли майсем пысăк. Çавна май вăл профиль министерствине китай чĕлхине вĕренмелли условисем йĕркелеме сĕннĕ.

Вĕренÿ министрĕ Владимир Иванов палăртнă тăрăх - икĕ çĕршыв вузĕсен çыхăнăвне çирĕплетмелле. Çавна май ЧПУ ректорĕ сентябрьте Китая делегаци ертсе кайĕ.

Студентсем Китайра курни çинчен каласа панă. Кÿршĕ çĕршывра Чăваш Енри вузсен 11 студенчĕ пулнă. Вĕсене Китай культурипе, историйĕпе, йăли-йĕркипе, паллă вырăнсемпе паллаштарнă. Делегаци ертÿçи, МАДИ филиалĕн директорĕн заместителĕ Виталий Михайлов палăртнă тăрăх - икĕ çĕршыври çамрăксем пĕр-пĕринпе хутшăнни интереслĕ çĕнĕ проектсене пурнăçлама пулăшĕ.

Н.СЕМЕНОВ

Н.СЕМЕНОВ