Инçетре - тăван килти пек
Чăваш тĕнчи

Пушкăрт Республикинчи «Самана» продюсер центрĕн ертÿçи Ф.Кузьмин чĕннипе кăçал Пушкăртстан çĕрĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Ушкăна /Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Василий Раймов, Алина Савельева, Ирина Шинжаева юрăçсем/ Андрей Кузнецов юрăç пуçтарчĕ.

Пушкăртстан еннелле выртакан çул çывăх мар: 800 çухрăм каймалла. Çул тăршшĕпе çут çанталăк илемĕпе киленсе пытăмăр. Хĕвел çаврăнăш уйĕсем, капăр чечексем мĕлтлетсе юлаççĕ... Анлă Кама шывĕ патĕнчен иртрĕмĕр. Йĕри-тавра тусем, сăртсем тÿпенелле кармашаççĕ...

Пĕрремĕш концерт Пишпÿлек районĕнчи Хушăлкара иртрĕ. Клуба ял халăхĕ йышлă пухăнчĕ. Çынсем артистсемпе пĕрле юрларĕç, ташларĕç. Концерт хыççăн пире Кĕстенле ялĕнчи питĕ туслă çемьене вырнаçтарчĕç. Кил хуçи Алевтина Владимировна, унăн кĕçĕн ывăлĕ Алексей Анатольевичпа /гимнази преподавателĕ/ мăшăрĕ Полина Геннадьевна /директор çумĕ/ питĕ тарават кĕтсе илчĕç. Тахçан пĕлекен çынсем патне килнĕ пекех туйăнчĕ. Ырă кăмăллă Емельяновсем патĕнче ултă çĕр каçрăмăр. Çав вăхăтра Михайловка, Кĕстенлепуç, Пăслăк, Çирĕкле, Ситекпуç ялĕсенче концерт лартса халăха савăнтартăмăр.

Пелепей районĕнчи Слакпуçĕнче экскурсире пултăмăр. К.В.Иванов музейĕпе паллашрăмăр. Пушкăртстанра таса çăл куç, асамлă вырăн чылай. Унта та çитсе куртăмăр. Çиччĕмĕш кун Ермеккей районне çул тытрăмăр. Эрехерри ялĕнчи ачасен лагерĕнче Культура çулталăкне халалласа концерт лартрăмăр. Кунта Англирен, Америкăран, Мускавран, Стерлитамакран килнĕ ачасем канаççĕ. Чи малтан ачасене чăваш туйĕн йăли-йĕркипе, пурнăçĕпе паллаштарчĕç, ялти выльăх-чĕрлĕхрен мĕнле тупăш илме май килни çинчен каласа тĕлĕнтерчĕç, сурăх çăмне епле касмаллине кăтартрĕç.

Гастроле Хурамал ялĕнчи клубра пысăк концертпа вĕçлерĕмĕр.

 

Алина САВЕЛЬЕВА

Алина САВЕЛЬЕВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.