Импорта хамăрăн таварсемпе улăштараççĕ

21 Пуш, 2017

Промышленноç комплексĕ кăçалхи кăрлач-нарăс уйăхĕсенче мĕнле ĕçленĕ? Çак тапхăрта республика бюджечĕ еплерех пурнăçланнă? Шăпах çак ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç Чăваш Ен Пуçлăхĕ тунтикун ирттернĕ канашлура.

Малтанхи кăтартусем

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кăçалхи икĕ уйăхри ĕçĕн тĕп кăтартăвĕсен шутĕнче промышленноç производствин индексĕ пысăкланнине /106,2%/ тата республика бюджечĕн тупăш пайĕ ÿснине палăртрĕ. Вăл регион Правительстви патшалăх программисен мероприятийĕсен софинансированийĕ валли укçа уйăрасси пирки федераци министерстви-ведомствипе килĕшÿсем алă пусни çинчен каларĕ. «Çакă пире пĕтĕм тивĕçе — халăх умĕнчисене те, республикăн патшалăх программисем тăрăх та — вăхăтра тата туллин пурнăçлама май парать», — пĕлтерчĕ Михаил Васильевич.

Промышленноç комплексĕн малтанхи кăтартăвĕсемпе вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин паллаштарчĕ. Вăл тиесе ăсатнă продукцин калăпăшĕ пысăкланнине, ĕç тухăçлăхĕ ÿснине палăртрĕ. Чăваш Ен импорта хамăрăн таварсемпе улăштарас ĕçе хастар хутшăнни çинче чарăнса тăчĕ. «Промышленноç предприятийĕсем хальхи вăхăтра 34 проекта ĕçе кĕртеççĕ, 18-ĕшне кăçал вĕçлемелле. Çакă асăннă комплексра кăçал 2 пин ытла çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркелеме май парать», — терĕ Владимир Александрович.

Республика бюджечĕ кăрлач-нарăс уйăхĕсенче мĕнле пурнăçланни пирки тепĕр вице-премьер — финанс министрĕ Светлана Енилина доклад турĕ. Вăл бюджет тупăшсем енчен илсен 5652,3 миллион тенкĕлĕх пурнăçланнине пĕлтерчĕ, ку пĕлтĕрхи çак тапхăр тĕлĕшпе 126,4% пулать. Хамăр тупăшсем вара 36,1% ÿснĕ. Докладçă каланă тăрăх — налукпа çыхăннă тупăшсен калăпăшĕ те пĕлтĕрхи тапхăртинчен пысăкланнă, çав шутра — организацисен пурлăхĕ тата усламĕ, уйрăм çынсен тупăшĕ çине хуракан налуксем те. Бюджет тăкакĕсем кăçалхи пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне 4150 миллион тенкĕпе танлашнă. Укçан пысăк пайне социаллă пурнăçпа культура сферисене, вĕренÿ, сывлăх сыхлавĕн тытăмĕсене янă.

Çурт-йĕр хăпартаççĕ

Пурăнмалли çурт-йĕр строительствин рынокĕнчи лару-тăру пирки строительство министрĕ Владимир Михайлов каласа кăтартрĕ. «Кăçал 630 пин тăваткал метртан кая мар çурт-йĕр хута ямалла», — терĕ вăл çак кăтартусем пĕлтĕрхи шайрах пуласса кĕтнине пĕлтернĕ май. Хальхи вăхăтра республикăра хваттер тума пая кĕрекенсен укçи-тенкине явăçтарса 76 организаци 114 çурт хăпартать. Вĕсенчен ытларах пайĕ — Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕрпÿ тата Канаш хулисенче. Ĕç ку енĕпе те йĕркеллех пырать.

Министр çурт-йĕр строительствин хăвăртлăхне ÿстерес тесен организацисен объектсене хута ямалли плансене пăхăнмаллине, район-хула администрацийĕсен ку сферăри лару-тăрăва сăнасах тăмаллине аса илтерчĕ. Чăваш Енре çурт-йĕр строительстви валли çĕр лаптăкĕсене вăхăтра йĕркелеççĕ, административлă ĕç-пуçа çăмăллатаççĕ, ирĕк паракан документсене хатĕрлемелли тапхăр пĕчĕкленсех пырать. Паянхи куна илес тĕк — отрасле çĕр лаптăкĕсем пилĕк çуллăха çитеççĕ. Эппин, строительсен ĕç çителĕклех.

Мурманск облаçĕпе — ĕçлĕ çыхăнусем

Канашлура Чăваш Ен делегацийĕ Мурманск облаçĕнче ĕçлĕ çулçÿревре пулнине те сÿтсе яврĕç. Пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче Михаил Игнатьев ертсе пыракан ушкăн çар мухтавĕн Полярный хулинче — Мурманск облаçĕнчи Çурçĕр флочĕн тĕп çар базинче — пулса курнă. Хальхи вăхăтра облаçри карапсемпе шывай киммисенче Чăваш Енри çамрăксем те службăра тăраççĕ. Тĕслĕхрен, 100 ытла каччă — «Адмирал Кузнецов» авианосец çинче. Кольски флотилийĕн йышĕнче çавăн пекех «Ядрин» çар карапĕ пур. Çак карапа Етĕрне хулин администрацийĕ шефа илнĕ, ăна 16-мĕш çул ĕнтĕ пулăшса тăрать. Полярный хулинче Михаил Игнатьев çар шывай киммине пăхса çаврăннă, флотилин команда йышĕпе, «Ядрин» тральщик экипажĕпе, ентешсемпе-çар çыннисемпе курса калаçнă. Флотили ертÿлĕхĕ Чăваш Енрен тухнă çар çыннисем лайăх моряксем пулнине палăртнă.

Владимир Аврелькин Мурманск облаçĕн Правительстви тата Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ пĕр-пĕринпе суту-илÿпе экономика, ăслăлăхпа техника тата культура енĕпе çыхăнса ĕçлеме килĕшÿ алă пуснине пĕлтерчĕ.

ЧР культура министрĕ Константин Яковлев Мурманск облаçĕнче 4 пине яхăн чăваш пурăнни, вĕсем «Чăваш тăрăхĕ» общество йĕркелени çинчен каласа кăтартрĕ. Аякра пурăнакан йăхташăмăрсем хуласем, çар базисем тата карапĕсем тăрăх концертсемпе çÿреççĕ. Пĕрлĕх хастарĕсем халăх йăли-йĕркине упраса хăварас тата аталантарас енĕпе нумай ĕç пурнăçлаççĕ. Константин Геннадиевич Мурманскри ентешĕмĕрсем Чăваш Енри пултарулăх ушкăнĕсене хăйсем патĕнче курас кăмăллине, вĕсем Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн коллективне уйрăмах кĕтнине систерчĕ.

«Эпир малашне те ыттисен опычĕпе паллашăпăр, чи лайăх практикăсемпе хамăрăн ĕçре усă курăпăр, регионсенчи халăхăн пурнăç пахалăхне ÿстерес тĕллевпе пĕрлехи тĕллевсене татса парăпăр», — пĕтĕмлетрĕ Михаил Игнатьев.

Ирина Клементьева

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.