Император Яковлева та йышăннă

3 Утă, 2018

Кăçал Раççейĕн юлашки императорĕ II Николай çуралнăранпа — 150, ăна тата çемйине чекистсем персе вĕлернĕренпе — 100 çул.
Вăл Патша Ялĕнче /халĕ Пушкин хули/ 1868 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче III Александр патша çемйинче çуралнă. Килте ятарлă программăпа вĕренсе гимнази тата патшалăх университечĕн юридиципе экономика факультечĕсен, Генштаб академийĕн курсĕсене пĕтернĕ. Преподавательсенчен влаçа монархăн тытса тăмалла текен шухăша К.П.Победоносцев пысăк витĕм кÿнĕ.
Н.А.Романов 1894 çулта, çирĕм улттăра чухне, Раççей патшалăхĕн патши пулса тăнă. Совет тапхăрĕнчи тĕпчевçĕсем çĕршыва Николай Александрович ертсе пынă хушăра экономикăпа социаллă пурнăç юхăннине, çĕнĕ Раççей ăсчахĕсем вăл аталаннине çирĕплетекен аргументсем илсе кăтартрĕç. Шупашкарти ученăйсем 1894-1917 çулсенче, маларахри тапхăрпа танлаштарсан, чăваш уесĕсем аталану çулĕпе малалла хăвăрт кайнине ĕнентерекен наука ĕçĕпе паллашма тÿр килмерĕ-ха. II Николай саманинче «чăвашсем улăм витнĕ кантăксăр çĕтĕк пÿртрен тухайман, халăх çăпата хывайман, выçăллă-тутăллă пурăннă» текен шухăш çавнашкалах çирĕп республикăра.
Раççей халăхĕ лайăх пурăннă пулсан 1905-1917 çулсенче виçĕ революци пулмастчĕ-тĕр. Император тулаш политикăна халăх шухăш-кăмăлне тĕпе хумасăр тытса пынăран Япони /1904-1905/ тата Пĕрремĕш тĕнче /1914-1918/ вăрçисем тухнине палăртмалла.
Февраль революцийĕ хыççăн II Николай хăйĕн ирĕкĕпе çĕршыв «тилхепине» пĕртăванне Михаил Александровича парассине пĕлтернĕ. Патшалăхра ăна хирĕçле юхăм сарăлнăран вăл Раççее текех ертсе пыма пултарайман. Петроградри рабочисем ыйтнипе ăна тата унăн çывăх çыннисене пуш уйăхĕнче арестленĕ. Вăхăтлăх правительство йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çулла çемьене Тобольск хулине ăсатнă, 1918 çулхи çуркунне большевиксем Екатеринбург хулине куçарнă. Урал облаçĕн Совечĕн президиумĕн йышăнăвне пурнăçласа утă уйăхĕн 17-мĕшĕнче II Николая тата çемйине персе вĕлернĕ. 1991 çулта Екатеринбург патĕнче императорăн çемье членĕсен, 2007 çулта Патша ывăлĕн Алексейĕн тата Мария княжнан юлашкийĕсене тупнă. РФ Аслă сучĕн президиумĕ 2008 çулта Николай Александровича тата унăн çывăх çыннисене саккунсăр репрессилесе персе вĕлернисен шутне кĕртнĕ, таса ячĕсене тавăрнă. 2015 çултанпа Раççей РФ Следстви комитечĕ патша çемйине персе вĕлерни пирки пуçарнă уголовлă ĕçе малалла тĕпчет.
Чăвашсене çутта кăларнă И.Я.Яковлев Раççей императорĕпе II Николайпа тĕл пулни çинчен «Моя жизнь» кĕнекере /1997 ç./ çапла аса илнĕ: «1905 çулхи çу уйăхĕн 31-мĕшĕнче е çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче /хăш кунне лайăх астумастăп/ Александрăн Патша Ялĕнчи Çĕнĕ керменĕнче эпĕ Николай Александрович государь императорпа курнăçнă. Ăна хама кăтартасси çапла пулчĕ. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче мана Атăл тăрăхĕнчи /каярахпа — Çĕпĕрти/ халăхсене вĕрентмелли йĕркене çирĕплетме Петербурга чĕнсе илчĕç. Пирĕн комиссие ертсе пыма Антон Будилович профессора шанчĕç. Лару иртсен халăха вĕрентес ĕç министрĕ Глазов генерал комисси членĕсене государь императорпа тĕл пултарма кăмăл турĕ. Министр манпа ырă сунса калаçнине палăртса хăвармаллах. Государь пирĕн пата свитăсăр тухрĕ, сюртукпаччĕ. Пĕрремĕш — Будилович профессор, иккĕмĕш — Софья Чичерина /А.Н.Нарышкина статс-дама тăванĕ/, виççĕмĕшне астумастăп, тăваттăмĕш — эпĕ, ман хыçра ыттисемччĕ. Государь хăйне ансат тытрĕ. Куçĕсем кăмăллă та йăвашчĕ.
Государь ман пата пырса темиçе ыйту пачĕ: «Эсир кĕнекесене чăвашла куçарнă-и? Хăшĕсене? Хĕсметре ăçта тăнă? Халĕ Чĕмпĕр чăваш шкулĕн инспекторĕ-и?» Тата ыттине те. Эпĕ чăваш шкулне уçнине, букварьсене, кĕлĕ ирттермелли кĕнекесене, Евангелие чăвашла куçарнине пĕлтертĕм. «Тата ытти мĕнле кĕнекене?..» — ыйтрĕ государь. «Петрушевские — вырăс историйĕпе çыхăннă калавсене». Государь çапла хуравларĕ: «Патриотсен кĕнеки. Куçарса лайăх ĕç тунă. Тав тăватăп сире!» Государь кăштах пуç тайса, иккĕмĕш хут алă памасăр теприн патне /халĕ лайăх астумастăп камне/ пычĕ. Вăл манпа сакăр минут, ыттисемпе сăмахланинчен чылай ытларах калаçнине пурте пăхса тăчĕç».
Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче кашни шăматкун император портречĕ умĕнче Раççейĕн «Боже царя храни» патшалăх гимнне юрланă. 1913 çулта çĕршывра, çав шутра Чĕмпĕрпе Хусан кĕпĕрнисенче, Михаил Романова патша пулма лартнине, Романовсен йăхĕ Раççее 300 çул ертсе пынине чаплăн уявланă. И.Я.Яковлев шкулĕнче, Шупашкарти Введени храмĕнче савăнăçлăн палăртнă. Çĕр-çĕр чăваш салтакне «Романовсен çурчĕ патшалăха ертсе пыма тытăннăранпа 300 çул çитнине астуса» медальпе наградăланă.
«II Николай тата чăваш халăхĕ» темăна халĕччен ис¬торикĕсем ятарласа тĕпчемен. Çакна Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн истори пайĕн сотрудникĕсем çирĕплетрĕç, ку ыйтупа ĕçлемелле те ĕçлемелле терĕç. II Николайпа, унăн таврашĕнчи ĕçлĕ çынсемпе чăвашсем те хутшăннă. Вырăссен паллă ÿнерçин Павел Коринăн пулас мăшăрĕ, Пушкăртстанри Елань-Чишма чăваш ялĕнче çуралнă Прасковья Тихоновна, ача чухне Марфăпа Мария обительне лекнĕскер, 1913 çулта Раççей императорне курни, вăл хăйне елкăра парне пани çинчен аса илнĕ.
И.Сталин 1948 çулта Югослави Правительствин председателĕн çумĕпе Э.Кардельпа тĕл пулсан çапла ыйтнă:
— Сирĕн албан халăхĕпе ĕçсем еплерех пыраççĕ? Вĕсен несĕлĕсем камсем?
— Иллирисем.
— Вĕсем басксемпе пĕр йăхран пулнине Тито мана каланăччĕ, — тенĕ Сталин.
— Ку тĕрĕсех.
— Çав халăх хăйĕн аталанăвĕнчен нумай юлнă, — хак панă çулпуç.
— Албансем питĕ хăюллă тата çĕршыва пĕтĕм чун-чĕререн парăннă, — сăмах хушнă ССР Союзĕн Югославири посолĕ В.Попович.
— Пирĕн чăвашсем çапла парăнса пурăннă. Вырăс патшисем хăйсен хуралне вĕсене илнĕ, — палăртнă Сталин.
 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.