Илья Павлович ПРОКОПЬЕВĂН çутă сăнарне асра тытса
20 Feb, 2017 | Пулса иртни

91 çула кайса нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Енри патшалăхăн, политикăн тата обществăн паллă деятелĕ Илья Павлович Проко­пьев пурнăçран уйрăлчĕ.

Пысăк чун-чĕреллĕ, пултаруллă ертÿçĕн, ячĕ Чăваш Республикин тата Раççейĕн историйĕнче ылтăн саспаллисемпе çырăннă çыннăн куçĕ яланлăхах хупăнчĕ. Илья Прокопьев пурнăçне Тăван çĕршыв ырлăхĕшĕн тата тăван халăхшăн ĕçлессипе çыхăнтарнă. Чăваш халăхĕ ăна ĕçе чунран парăннăшăн, хăйĕнчен тата ыттисенчен çирĕп ыйтма пĕлнĕшĕн, татăклă йышăнусем тума пултарнăшăн хисепленĕ.

Илья Павлович Прокопьев 1926 çулхи утă уйăхĕн 29-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Мачамăш ялĕнче çуралнă. Нурăс вăтам шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн унти педагогика училищине пĕтернĕ. 1943 çулта Хăмăшри 8 класлă шкулта истори тата географи учителĕнче ĕçлеме пуçланă. Çав çулах Хĕрлĕ Çар ретне тăнă. Фашистла Германие çапса аркатнă хыççăн Китая тата Корейăна яппун оккупанчĕсенчен ирĕке кăларма хутшăннă. Илья Павлович 1950 çулхи çурла уйăхĕчченех çар службинче тăнă. Çак вăхăтра Хабаровскри педагогика институтне куçăн мар майпа вĕреннĕ. Саппаса тухнă хыççăн республикăн обществăпа политика пурнăçне хастар хутшăннă.

1950 çулхи юпа уйăхĕнче Илья Павловича КПСС Калинин райкомĕн пропаганда тата агитаци уйрăмĕн заведующине çирĕплетнĕ. 1952-1956 çулсенче çак райкомăн секретарĕнче, унтан иккĕмĕш тата пĕрремĕш секретарьте ĕçленĕ. 1956-1958 çулсенче КПСС Тĕп Коми­течĕ çумĕнчи партин аслă шкулĕнче вĕреннĕ. Ăна пĕтернĕ хыççăн КПСС Чăваш обкомĕн аппаратĕнче пĕрремĕш секретарь пулăшуçинче, шкулсемпе вузсен, пропаганда тата агитаци уйрăмĕн заведующийĕнче ĕçленĕ.

1961-1963 çулсенче КПСС Тĕп Комитечĕ çумĕнчи Общество наукисен академийĕн аспирантуринче вĕреннĕ, экономика наукисен кан­дидачĕн ученăй степенне тивĕçме диссертаци хÿтĕленĕ. 1963-1964 çулсенче Илья Прокопьев — КПСС Чăваш обкомĕн секретарĕнче, 1974-1988 çулсенче КПСС Чăваш обкомĕн пĕрремĕш секретарĕнче ĕçленĕ.

Чăваш Енĕн ăнăçлă аталанăвĕн çулĕсем Илья Павлович ячĕпе тачă çыхăннă. Вăл ĕçе пĕлсе йĕркеленĕрен Чăваш Республикинче Пĕтĕм Союз пĕлтерĕшлĕ стройкăсем пуçланнă, Шупашкарти трактор заводне, Шупашкар ГЭСне, «Куç микрохирургийĕ» комплекса, Тĕп ста­диона, халăх хуçалăхĕн ытти объектне хута янă. Çак çулсенчех Çĕнĕ Шупашкар ÿссе ларнă, Шупашкарта аталаннă инфратытăмлă ми­крорайонсем çĕкленнĕ. Хими комбинатĕнче, Электроаппарат заводĕнче, Пир-авăр комбинатĕнче, Электровиçев приборĕсен заводĕнче çĕнĕ хăватсене ĕçе кĕртнĕ, çăмăл тата апат-çимĕç промышленноçĕн предприятийĕсем хута кайнă. Шупашкар хули Атăлçи тăрăхĕнчи чи пысăк индустри, ăслăлăх тата культура центрĕсенчен пĕри пулса тăнă.

И.П.Прокопьев республикăра пĕтĕмĕшле тата професси пĕлĕвĕ паракан шкулсене, аслă вĕрентĕве аталантарассине пысăк тимлĕх уй­ăрнă. 1967 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ уçăлнă. Политика тата патшалăх ĕçĕнче пухнă пуян опыт, Илья Пав­ловичăн вăй-хăвачĕ тата тĕллевсене пурнăçа кĕртес ăнтăлу 1988 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та кирлĕлĕхне çухатман. Препода­вательте, «Прогресс» менеджмент тата маркетинг регион центрĕн ертÿçин заместителĕнче, Санкт-Петербург патшалăх техника уни­верситечĕн Шупашкарти экономика тата менеджмент институчĕн доцентĕнче, ученăй секретарьте ĕçленĕ.

Тăнăç пурнăçри тата çарти тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн Илья Павловича «Хисеп Палли» /1966/, «Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав» /1971, 1973, 1981/, Ленин /1976, 1986/ I степень Тăван çĕршыв вăрçин /1986/ орденĕсемпе, «Паттăрлăхшăн» /1945/, «Японие çĕнтернĕшĕн» /1946/ медаль­семпе, Чăваш Республикин Хисеп грамотипе /2006/, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕпе /2011/, «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденпа /2016/ наградăланă. Илья Прокопьев — Шупашкар хулин Хисеплĕ гражданинĕ.

Илья Павлович ПРОКОПЬЕВĂН çутă сăнарĕ пирĕн чĕресенче яланах упранĕ.

М.В.Игнатьев, В.Н.Филимонов, И.Б.Моторин, Ю.Е.Васильев, В.А.Аврелькин, С.Г.Артамонов, С.А.Енилина, Н.В.Федоров, В.И.Николаев, В.С.Шурчанов, Л.И.Черкесов, А.И.Аршинова, И.В.Клементьева, А.О.Ладыков, Г.П.Спиридонов, Л.Г.Николаев, Н.Ю.Партасова, В.А.Агафонов, В.Х.Дубинин, Р.И.Ерусланова, П.В.Ивантаев, А.И.Кушков, В.С.Краснов, Л.П.Кураков, В.П.Мидуков, П.М.Митрофанов, М.А.Михайловский, А.П.Петров.

И.П.Прокопьевпа нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕнче 10-ран пуçласа 13 сехетчен Шупашкарти Ухсай Яккăвĕ ячĕллĕ культура керменĕнче сывпуллашаççĕ. Граждан панихиди 12-13 сехетсенче иртет.

Илья Павловича Богдан Хмельницкий урамĕнчи 1-мĕш масарти хисеплĕ вилтăприсен Астăвăм аллейинче пытараççĕ.

Комментари хушас