Илĕртÿллĕ бал чĕнет

Пысăк фоере илемлĕ кĕвĕ янăрать. Капăр тăхăннă хĕрсемпе каччăсем вальс çаврăнаççĕ. Пикесем бал кĕписемпе, çÿçĕсене те эрешсемпе пуçтарнă, яшсем — çар формипе, аллисенче шурă перчетке. Шупашкарта кадетсен Георгий черетлĕ балĕ иртрĕ.

Кадетсене бала пухас ырă йăла паян çĕнĕрен чĕрĕлсе вăй илсе пырать. Чăваш Ен çамрăкĕсем те çак ырă юхăм авăрĕнчех. Кĕçнерникун Шупашкарти ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче бал ташшисен конкурсĕ 10-мĕш хутчен иртрĕ. Кадетсен Георгий балĕ хальхинче Куславкка, Тăвай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав, Етĕрне, Вăрмар, Канаш, Шăмăршă районĕсенчи тата Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш хулисенчи кадетсен 18 класне пухрĕ.

Бал ташшисен ăмăртăвне ЧР Вĕренÿ министерстви, Çарпа патриот воспитанийĕн «ЮНИТЭКС» центрĕ тата Кадет шкулĕсемпе кадет класĕсен республикăри «Кадеты» ассоциаци йĕркелет.

Кадетсемшĕн ку бал — кĕтнĕ самант. Вĕсем унта хутшăнма çулталăкĕпех хатĕрленеççĕ тесен те йăнăш мар: ташă хусканăвĕсене вĕренеççĕ, ятарлă тум çĕлеттереççĕ.

Хăйне евĕр уява хисеплĕ хăнасем те çитрĕç. Вĕсен йышĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, общество тĕрлĕ организацийĕн представителĕсем. Бала уçăн май сăмах калакансенчен кашнийĕшех кадет юхăмĕ те, çакнашкал уявсем те пĕлтерĕшлине палăртрĕç. Каччăсемпе хĕрсене малашне те çĕршыв шăпишĕн ырми-канми тăрăшма сунчĕç. Республикăри Кадет шкулĕсемпе кадет класĕсен ассоциацийĕн председателĕ Олег Савчук кадет балĕ йĕркелессинче Раççейре пирĕн республикăна çитекен çуккине, пурте чăвашсенчен тĕслĕх илнине каларĕ. Балăн хăйĕн йĕрки пур. Малтанах ансамбльсем гранд-марш иртрĕç. Унтан кашни класс малтанах пурин валли те палăртнă пĕр кĕвĕпе ташларĕ, унтан — ирĕклĕ композици. Унсăр пуçне 9 тата 10 классенче чи лайăх ташă мăшăрне суйларĕç. 11-мĕш классемшĕн вара вĕсем Примăпа Прим ятлă.

Ăмăртăвăн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕпе 9-мĕш классен йышĕнче пĕрремĕш вырăна Шупашкарти 3-мĕш вăтам шкул тухрĕ. Вуннăмĕшсенчен Вăрмар районĕнчи Пысăк Енккассинчи вăтам шкул ачисем палăрчĕç. 11-мĕш классем балра пурĕ те икĕ ушкăн çеçчĕ: Канашри патшалăх службипе управлени лицейĕ тата Шăмăршă районĕнчи Шăмăршăри вăтам шкул каччисемпе хĕрĕсем. Канашсем маттуртарах пулчĕç. Примăпа Прим ята çĕнсе илессишĕн Шăмăршăсем Алинăпа Сергей те тăрăшрĕç, чаплă ташларĕç пулин те тÿресем ку чыса Канашри Ладăпа Миша тивĕç тесе йышăнчĕç.

...Бал вĕçленичченех кадет шкулĕнче вĕренме пÿрменшĕн, çакнашкал бала хутшăнма май килменшĕн хĕрсемпе каччăсене ăмсантăм та. Урай таран вăрăм кĕпе тăхăнса пĕр-пĕр чипер йĕкĕте «çаклатса» манăн та чарăнма пĕлмесĕр ташлассăм та ташлассăм килчĕ...

Татьяна НАУМОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Татьяна НАУМОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.