Илемлĕх тымарĕсем

22 Юпа, 2014

Нумаях пулмасть Шупашкара Санкт-Петербургра пурăнакан паллă культуролог Алексей Иванов-Эхвет килсе кайрĕ. Вăл чăваш искусствин тымарĕсене питĕ тарăннăн тĕпченĕ, «По следам находок» /1977/, «Музы ищут приют» /1987/ кĕнекесем пичетлесе кăларнă.

Сакăр вунна çитсе пыракан тĕпчевçĕ тăван чĕлхесĕр пурăнаймасть иккен. Вăл Питĕрти чăваш обществин ĕçне хастар хутшăнать, паллă ÿнерçĕсемпе, юрă-ташă ăстисемпе туслă çыхăну тытать.

Хăнана чăваш культурин юлашки хыпарĕсемпе тĕлĕнтереймерĕм. Вăл пурне те илтнĕ, кунта пулса иртекен ĕç-пуçа тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлет. Юлашки вăхăтра Чăваш кĕнеке издательствинче тухнă кĕнекесенчен ăна чăваш çыравçисен хурлăхлă шăпине уçса паракан «Синкерлĕ çулсенче», В.Димитриев профессорăн «Чуваши в составе Казанского ханства» кăсăклантарчĕç.

- Ĕмĕре архивсенче ларса ирттертĕм, - тет тĕпчевçĕ. – Мускаври авалхи документсен патшалăх архивĕн, Ленинградри историн тĕп архивĕн тата çĕр-шыври 30 ытла архивпа библиотекăн картлашкисене якатнă.

- Ку анчах мар-çке, - тетĕп хăнан ытлашши сăпайлăхне палăртса. - Эсир Ленинградри Н.А.Римский-Корсаков ячĕллĕ консерваторире тата унти театр, музыка, кино институтĕнче те ĕçленĕ, Аркадий Кацман студине пĕтернĕ чăваш артисчĕсем сире ялан ырăпа асăнаççĕ...

- Пулнă кун пекки те, анчах архивсенче ĕçлессине, кĕнекесемпе статьясем çырассине хамăн тĕп тивĕç тесе шухăшланă... Шупашкара хальхинче çĕнĕ япаласем илсе килтĕм: Н.И.Золотницкий чĕлхеçĕпе этнографăн тата Н.И.Ильминский çутта кăларуçăн ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă документсем. Вĕсене наука юхăмне кĕртсе ярасси пирки шухăшлатăп.

Паллă тĕпчевçĕ хăйĕн «Советская музыка» журналта тухнă «Национальные культуры: естественность притяжений» статйипе паллаштарчĕ. Вăл 1989 çулта пичетленнĕ, унти шухăшсем хăйсен çивĕчлĕхне халĕ те çухатман. Сăмахран, аваллăх витĕр малашлăха курасси пирки тĕпчевçĕ çапла калать: «Конечно, неоспоримым ценнейшим средством воспитания чувств Родины, советской семьи единой являются исторические свидетельства, факты, события, как складывался еще в недрах дореволюционной России процесс сближения народов. Собственно, по большому счету, речь идет об исторических корнях социальной и духовной общности народов, об истоках их прогресса, о путях обогащения их культуротворческого потенциала...»

Паян хаçатçăсем, телекуравпа кино ĕçченĕсем вырăс интеллигенцийĕн «çĕрĕклĕхĕ» пирки каçса кайсах тавлашаççĕ. А.Иванов-Эхвет кун пирки çапла шухăшлать: «Вырăс интеллигенцийĕ ĕлĕк те, халь те культурăна малалла ярассине хăйĕн тĕп ĕçĕ тесе шутланă, вырăс мар халăхсен вăй илсе пыракан интеллигенцийĕ унран нумай вĕреннĕ. Ку - паллă япала. Çав йыш пĕр пек пулман, пит чакалансан ăна хурламалли те, турăш вырăнне хурса пуç çапмалли те тупăнать. Çавăнпа хăш-пĕр киноĕçчен юлашки вăхăтра ăна çине тăрсах таптанине ман йышăнас килмест».

Чăваш халăхĕн пуласлăхĕ пирки хаçатсем пуçарнă пÿтсĕр калаçăва та ырламасть тĕпчевçĕ. «Чан çапмалла» теççĕ те хăшĕсем, анчах чан вăл ĕçлеме кансĕрлет, йĕксĕксене ун шавĕнче хăйсен киревсĕр тĕллевĕсене пурнăçлама меллĕ.

 

В. АЛЕКСИН

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.