Илемлĕ тĕпел – хĕрарăм сăн-пичĕ

7 Пуш, 2014

Çаплах. Халăхра тĕпел тирпейлĕхне, илемлĕхне кура хĕрарăм ĕç-хĕлне те хаклаççĕ. Мĕнлерех илемлетме пулать-ха çак кĕтесе.

  • Чи ансат мел – чÿрече каррисене çĕнетни. Хĕрлĕ, сарăрах хĕрлĕ тĕслĕ карăсем пÿлĕме ăмăр çанталăкра та çурхи сăн кĕртеççĕ. Улма-çырлаллă е тĕрлĕ чечеклĕ эрешпе ÿкернĕ пусмаран хатĕрленĕ штора та тĕпеле самай хăтлă тăвать.
  • Тепĕр ансат вариант – илемлĕ темиçе ал шăлли, савăта тыткаламалли алса, пĕчĕк минтерсем, пукансем. Шăпах вĕсем куçа савăнтаракан пĕчĕк «тĕнче» пулса тăраççĕ.
  • Стена çинчи обой йă­лăх­тарчĕ-и. Тÿрех юсав ĕçĕсене пуçăнма кирлĕ мар. Темиçе винил çыпăçтармăшĕ /наклейка/ интерьера илем кÿрĕç çеç мар, çĕтĕлнĕ-вараланнă вырăнсене тирпейлĕн «саплама» та пулăшĕç.
  • Тĕпеле хăтлă тумалли тепĕр мел вăл – пĕтĕмĕшле çутăпа мар, уйрăм вырăна, кĕтесе çутатмалла туни. Хитре абажурлă бра е илемлĕ сĕтел лампи тĕпеле хитрелетеççĕ Уйрăм апатлану вăхăтĕнче ятарлă çутăсемпе усă курма юрать.
  • Куçа килĕшекен тĕрлĕ вак-тĕвек те тĕпеле самаях илемлетме пулăшать. Калăпăр, интереслĕ чÿлмекри капăр чечек, эрешлĕ савăта тултарнă улма-çырла, тĕрлĕ тĕслĕ савăт-сапа - çаксем çемье бюджетне витĕм кÿмесĕрех тĕпеле хăтлă тума пулăшĕç, кăмăла çĕклĕç.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.