- Чăвашла верси
- Русская версия
Илемĕпе илĕртет Мушар
Ялсем пушанни, хуçасăр пÿртсем нумайланни, çĕннисем сахал хăпарни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Çамрăксем паян ытларах хула çывăхнелле туртăнаççĕ. Çуралнă тăрăхра тĕпленес текен çав тери сахал.
Паян вулакана паллаштарма тĕв тунă çамрăк мăшăр та - тăван яла таврăннисен йышĕнчен мар. Анчах Герасимовсем ĕçлесе пурăнма пач палламан Куславкка тăрăхне суйласа илнĕ. Мушарта çурт хăпартас ĕмĕтпе пурăнаççĕ халĕ çамрăк вĕрентекенсем. Çутă тĕллевĕ патне майĕпен çывхараççĕ темелле-ши? Ара, çĕр лаптăкне суйласа илнĕ ĕнтĕ, хут ĕçĕ пырать.
- Çав тери илемлĕ вырăнта вырнаçнă ял. Çывăхра Атăл юхса иртет, вăрман кашлать. Çын куçĕнчен пытаннă вăрттăн кÿлĕ те пур вăл таврара. Улăхĕ-çаранĕ те мĕн тери илемлĕ! - хавхаланăвне пытармасть Арсентий Евгеньевич.
Хула каччи вăл. Шупашкарта çуралса, хуларах ÿснĕ. Пурнăç тума вара яла куçма тĕллев лартнă.
- Лăпкă, канлĕ ялта. Çÿлти хутрисем тапăртатни илтĕнмест. Шав та çук. Сывлăшĕ те çав тери уçă, - тет кил хуçи.
Шел, чылайăшĕ ялта пытаннă ырлăха хаклама пĕлмест. Герасимовсем вара çакна чунпа туяççĕ. Çавăнпах çак тăрăха килнĕ те. Нумай-и, сахал-и, ĕçе пуçăнни часах пĕр вĕренÿ çулĕ пулать.
Кайăксене юратса
Арсентий Евгеньевич Елчĕкри вăтам шкулта биологипе хими вĕрентет. Студент чухнех вăл Шупашкарти Калинин районĕнчи "Кăйкăр" экологипе биологи центрĕнче тăрăшнă. /Шел, халĕ вăл ĕçлемест/. Хăйĕнче таврапĕлÿçĕ юнĕ чупнине туйсах-тăр диплом илсен пĕлĕвне аспирантурăра тарăнлатма тĕв тунă.
- Шкулта вĕреннĕ чухнех çамрăк экологсен, туристсен, биологсен секцийĕсене çÿреттĕм. Каярах туризм енĕпе инструктор пулса тăтăм, кĕçĕннисемпе ĕçлеме шанатчĕç. Çавăнпах ЧППУна çул тытрăм. Экологи лагерĕсене çÿреттĕмĕр, наука ĕçĕпе аппаланаттăмăр. Университетра вĕреннĕ чухнех нумай çĕре çитнĕ. РАМН институчĕн волонтерĕсен йышĕнче Карелири кайăксен миграцине тĕпчеме те кайнăччĕ. Байкал тăрăхĕнче те пулнă, - тет Арсентий.
Ытларах кайăксем илĕртнине пытармасть вăл. Ахальтен мар ачаранах - çамрăк орнитологсен йышĕнче. Кашни курс, диплом ĕçĕ - пурте кайăксемпе çыхăннă. Диссертацие те икĕ çунатлисенех халалланă.
- Вĕрентекен ĕçĕ кăсăклă. Студент чухне ытти сферăра та ĕçлесе курнă. Ачасемпе пурпĕр интереслĕрех. Пултарулăха аталантарма та май пур. Вĕренекенсем те тĕрлĕ кружок йĕркелесен хаваспах çÿреççĕ. Чылайăшĕ килте ларасшăн мар. Çав вăхăтрах компьютер, телефон ăшне путнисем те пур, - тет "Çутçанталăк тусĕсем" кружока ертсе пыраканскер. - Тавах, шкулпа юнашар кÿлĕ пур. Унта вара кайăксем çав тери нумай: акăш та, ăмăрткайăк та, кăвакалĕ темиçе тĕрлĕ... - вĕçен кайăк йышлишĕн ачасенчен ытларах хăй савăннăнах туйăнать.
Талпăнман, анчах вĕреннĕ
Мари Эл хĕрĕ Наталья Куславккари 2-мĕш вăтам шкулта акăлчан тата нимĕç чĕлхи вĕрентекенĕнче тăрăшать.
- Эпĕ ача чухне нимĕç чĕлхи вĕреннĕ. Аттепе пĕртăван Валентина Леонидовна çав тери çирĕп ыйтатчĕ. Вăхăт иртнĕ май ют чĕлхе шĕкĕлчесси килĕшме пуçларĕ. Анчах вĕрентекен пулассишĕн ăнтăлман эпĕ. Ку ĕç пачах илĕртместчĕ. Практикăран та хăраттăм. Ачасемпе хама епле тытмаллине те пĕлместĕм, - каласа кăтартать ЧППУн ют чĕлхесен факультетĕнчен вĕренсе тухнăскер. - Практикăри пĕрремĕш урок. Ура чĕтрет, сасă тухмасть... Кăштахранах çав тери килĕшрĕ, ачасене те юратрăм. Пиллĕкмĕш курсри иккĕмĕш практикăна вара чăтăмсăррăн кĕтрĕм, - пытармасть учитель пулма вĕреннĕ, анчах тăваттăмĕш курсчен ку ĕçрен хăраса пурăннăскер.
- Малтанах шкулта çăмăл марччĕ. Анчах вăхăт иртнĕ май вăрансан унта хавас кăмăлпа çÿренине, чун туртнине туйрăм. Ачасем те кăмăлласа йышăнчĕç. Эпĕ те хамăн ĕçе юратма пуçларăм, - тет Наталья Витальевна.
Киле каяс килменрен...
Пĕлтĕр, Наталья диплом илсен, мăшăрланма хатĕрленнĕ çамрăксем ăçта тĕпленессине палăртма ларнă. Вĕрентекенсем ăçта кирлине тишкернĕ. Çĕнĕ вырăнта епле кĕтсе илесси хăратнă çамрăксене, шухăшлаттарнă. Анчах кăлăхах пăшăрханнă вĕсем. Вĕрентекенсене икĕ шкулта та çав тери кăмăллăн та ăшшăн йышăннă.
- Иксĕмĕр те питĕ лайăх коллектива лекрĕмĕр. Нумай çул ĕçлекенсенчен вĕренмелли нумай-ха. Çамрăк специалист килнине савăнсах йышăнчĕç курăнать. Çĕнĕ çынран çĕнĕ шухăшсем кĕтеççĕ, çавăнпах "тăпăлтараççĕ" кăна. Малтанах уроксем вĕçленсенех киле таврăнаттăм пулсан халĕ васкамастăп, шкулта ытларах тытăнса тăрас килет. Çавăнпах тепĕр чухне килти ĕçе япăхрах вĕреннĕ пĕр-пĕр ачана урок хыççăн хăваратăп, - кулать çармăс хĕрĕ.
Журналистика кружокне те ертсе пырать вăл. Хăй вăхăтĕнче шкул хаçачĕн тĕп редакторĕ пулнăскер халĕ ку ăсталăхне те ачасемпе пайлать.
Мари Республикинче çуралнăскер мĕншĕн Шупашкара çитнĕ-ха? Шăпи туртнă пулинех. Тепĕр тесен, тĕлĕнмелли те çук. Ку хулара тăванĕсем пурăннăран Наталья шкулта вĕреннĕ чухнех ашшĕ-амăшĕпе хăнара пĕрре мар пулнă. Илемĕпе тыткăнланă ăна тĕп хуламăр. Çавăнпах аслă пĕлÿ илме те Чăваш Енех килнĕ - ку ыйту та çуратман. Пушшех те - инçе те мар.
Хĕлле - похода!
Хĕр иккĕмĕш курс пĕтерсен паллашнă çамрăксем. Уçăлса çÿренĕ май хăйсене çутçанталăка туртнине ăнланнă, çавăнпах ялта тĕпленме туртăннă. Хăйсен çурчĕ, сад пахчийĕ пирки пĕрре мар ĕмĕтленнĕ каçсерен.
- Эпир мăшăрăмпа пулă тытма юрататпăр. Шыв хĕрне ачаран çÿреттĕм аттепе. Интереслĕ-çке. Арсентий - опытлă пулăç. Малтан çуллахине çеç пĕлеттĕм. Упăшкам хĕлле те пулă тытма вĕрентрĕ. Çĕр каçмалли походсене те хăнăхрăм. Хĕллехисене те. Ку маншăн малтан пачах ăнланмалла мар пулăмччĕ. Эпĕ питĕ шăнатăп. Килтен - чарăнăва, чарăнуран университета çеç чупса çÿрекенскер хĕлле /!/ похода кайрăм. Арçынсем вут чĕртрĕç, палаткăсенче те ăшăччĕ. Тĕлĕнтĕм. Шăнмарăм та. Малтан хампа мĕн илмеллине те пĕлместĕм. Хăнăхса çитрĕм те - черетлĕ канмалли кунсенче похода мĕншĕн кайманнине ăнланми пултăм. Халĕ вăхăт сахалрах, анчах пурпĕр çутçанталăка тухма манмастпăр. Май уявĕсенче юлташсемпе çырмапа каяс йăла пур. Темиçе кимме пĕр-пĕринпе çыхатпăр та Йошкар-Оларан Шупашкара çити ярăнатпăр, - тет Наталья.
Çамрăк мăшăр килĕштерсе пурăнтăр тесен чи малтан пĕр-пĕрин кăсăкланăвне пайлани кирлĕ теççĕ. Герасимовсен ку тĕлĕшпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ. Çутçанталăка юратни те, ялта пурăнма ăнтăлни те пĕрлештерет çамрăк чунсене.
Татьяна НАУМОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.
Комментари хушас