Илем тĕнчи илĕртнĕрен...
14 Jul, 2014 | Ял хуçалăхĕ

Етĕрне районĕнчи Мăн Чурашра маттур та пултаруллă, ĕçчен те хастар, тăван тăрăх тирпей-илемĕшĕн тăрăшакан этем сахал мар. Шăпах çавăн пек çынсене хавхалантарас тĕллевпе ял тăрăхĕ конкурс ирттерет.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Владимир Черлаков каланă тăрăх - çĕнтерÿçĕсене тăватă номинацире палăртаççĕ: "Чи лайăх палисадник", "Чи лайăх пахча", "Килти чи лайăх хуçалăх", "Чи нумай сĕт сутакан". Вĕсене ял Акатуйĕнче чысларĕç. Мăн Чурашсем ку уява 1890 çултанпах, вырăнти чиркÿ чанĕсене вырнаçтарнăранпах, паллă тăваççĕ. Ял халăхĕ кашни çулах Троица хыççăнхи тепĕр вырсарни кун ял варринчи пасар лаптăкне пуçтарăнать: пĕрле юрласа-ташласа савăнма, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнма, пурнăçланă ĕçе пĕтĕмлетме...

Кăçал конкурсра "Чи лайăх палисадник" номинацире Розăпа Гурий Федоровсем çĕнтернĕ. Вĕсем ку чыса чăнласах та тивĕçлĕ. Гурий Вячеславович усă курнă япаласенчен тем те пĕр ăсталама юратать. Сăн ÿкерчĕкри акăшсене, попугая машина кивĕ ураписенчен касса кăларнă-илемлетнĕ вăл. Чечек лартмалли савăтсем те илĕртÿллĕ пулаççĕ унăн. Мăшăрĕ вара тĕрлĕ чечек акса ÿстерме кăмăллать. Федоровсен патĕнче пулса куртăмăр та - чăннипех те хитре унта!

Мăн Чурашсем "Ялăн хисеплĕ гражданинĕ" ята та çирĕплетнĕ. Ку ята кăçал пĕрремĕш хут панă, ăна Валерий Михайлов тивĕçнĕ. Валерий Иванович вырăнти администраци ертÿçи пулнă, вăл тăрăшнипе çĕнĕ шкул хăпартнă, чиркĕве çĕнетсе юсанă, парксемпе аллейăсем уçнă.

Çакăн пек маттур çынсем пур чухне ял пĕтместех, малаллах аталанать.

 

Автор сăн ÿкерчĕкĕсем

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА