Илем тĕнчи чуна вăратрĕ

Кашни çын пушă вăхăтра хăй кăмăллакан ĕçпе аппаланать. Пĕри ерçнĕ чухне йывăçран тĕрлĕ кĕлетке касса кăларать, сăрлать, капăрлатать, тепри чĕнтĕр çыхать, вырăн таврашне тата сармалли-витмелли япаласене тĕрĕпе илемлетет. Виççĕмĕшĕ вара тимĕр-тăмăртан кил хуçалăхĕнче усă курмалли хатĕр-хĕтĕр ăсталать.

Кашнин илемлĕх туйăмĕ тĕрлĕрен.

Çын вăхăчĕпе ĕçлет, канать, вăхăчĕпех алă çаврăнăшĕ çитерсе хăй кăмăллакан ĕçе кÿлĕнет, кирлĕ шайра вăй хурса чун киленĕçне тупать. Пушă вăхăтра аппаланакан çавнашкал çынсенчен пĕринпе манăн та паллашма тÿр килчĕ.

Галина Павловна Фомина çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче 80 çул тултарать. Кинемей килĕнче пĕчченех пурăнать. Хуçалăх çирĕп. Ватă амăшне пÿрт-çурта юсавлă тытма урам урлă пурăнакан ывăлĕ Гена тата кинĕ Манефа нумай пулăшаççĕ.

Галина Павловнăн Шупашкарти хĕрĕ Юлия Елисеевна пире амăшне хирĕç урам урлă пурăнакан Гена пиччĕшĕпе Манефа инкĕшĕн кил-çурчĕпе пахча хуçалăхне кайса курма сĕнчĕ. Эпир, Юлия Елисеевна, ывăлĕ Андрей, Хучаш шкулĕнче ĕçлекен Чăваш Респуб-ликин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Лидия Ильиничнăпа унăн мăшăрĕ Геннадий Ильич тата ывăлĕ Саша хаваспах килĕшрĕмĕр.

Генăпа Манефа мăшăрсем пысăк çурт лартнă. Стенисене хĕрлĕ кирпĕч-пе тĕрлесе эрешленĕ. Кил картишĕ те çеремлĕ.

Манефăпа Гена капăрлатнă тепĕр кăсăк илеме анкартине тухсан куртăмăр. Çур анкарти лаптăкне юмах тĕнчи пек хăтланă вĕсем. Пахчара сад ешерет. Унта тĕрлĕ улмуççи, чие, шурă, хĕрлĕ, хура хăмла çырли, хура, шурă хурлăхан, виноград ÿсет. Грушăпа слива та пур. Икĕ-виçĕ çĕрте сап-сарă хĕвелçаврăнăш ушкăнĕ вăйă карти йĕркеленĕ. Симĕс кавир пек çеремлĕ вырăнта чĕрчунсен кĕлеткисем вырнаçнă, вĕсене пурне те пластик кĕленчерен ăсталанă. Пĕр тĕм айĕнче слон чарăнса тăнă, тепĕр енче уçă вырăнта тăрна мăнаçлăн пăхса тăрать.

Карта хĕррипе чечексем, чечексем...

Хÿме енче пластик кĕленчесене сыпăнтарса тунă пальма йывăççи тÿпене «кармашать». Ун çине çемçе пустава мамăк хурса çĕленĕ упăте хăпарса ларнă, ăна турат çинчи банан илĕртнĕ пулас. Хура пуçлă çĕленĕ те йывăç çинчех. Пальма йывăççипе юнашар вăрăм мăйлă жираф вырнаçнă. Чăн-чăн тейĕн. Каюра та кунтах. Вăл куçлăхпа, пуçне шлепке тăхăннă. Уçă вырăнта автомашинăн резина кустăрминчен касса кăларнă шурă акăш кĕлеткисем темиçе те.

Анкартинче пысăках мар бассейн пур. Унта чăн-чăн шыв шаписем те, пулăсем те «пурăнаççĕ». Хĕвел вăйĕпе хăват илекен электричество лампочкисем каçхине çутăлсан кунта юмах тĕнчине лекнĕнех туйрăмăр. Бассейнра пенопластран касса тунă дельфинсем ишеççĕ. Ун çыранĕ хĕрринче пингвинсем тăраççĕ. Тимĕртен касса кăларнă вутăш та чуна илĕртет. Бассейнăн сылтăм енче вăхăтран-вăхăт ĕçлекен чăртăкран /фонтан/ пĕрĕхекен шыв йывăç-курăка, тĕрлĕ тĕслĕ чечеке шăварать. Настурци, астра, георгин, пион, гладиолус, кĕл чечек тата ыттисем те чуна илĕртеççĕ.

Анкартинче ĕçленĕ хыççăн канма хÿшĕ тунă. Ун тăрăх явăнса чечек ÿсет. Хÿшĕн икĕ карлăкĕ çинче те çÿхе пенопластран ăсталанă арбус касăкĕ выр-тать. Илемлетсе чипер сăрланă пирки вăл чăн-чăнни пекех курăнать, çавăнпа ăна алла илес килет. Симĕс хупăллă та хĕрлĕ ăшлă, хура тĕшĕллĕ кăнтăр çимĕçĕн касăкĕсем пасартинчен пĕрре те кая мар. Хÿшĕпе юнашар - хĕç тимĕртен касса ăсталанă çил арманĕ.

Анкартинчи тĕлĕнсе каймалла илем тĕнчине тăвакансем - Манефăпа Геннадий Фоминсем. Гена Мăн Явăш ял тăрăхĕнче ĕçлет, Манефа вара - шкулта. Вĕсем ĕç хыççăн тата кану кунĕсенче пахчара хăтлăх вырăна кăмăлпа çĕнетсех тăраççĕ.

Ÿркенмен ăста пулнă теççĕ. Чăнах та, Генăпа Манефа - ал ăстисем. Вĕсем çут çанталăк кĕтесне йĕркелесе пире ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнакан мăшăра çирĕп сывлăх тата тĕрлĕ япала ăсталама çĕнĕ шухăш хăвачĕ сунатпăр.

Манефăпа Геннадий Фоминсем анкартинче хăтланă илем пурин чунне те вăратĕ, кăмăла çĕклĕ.

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

Етĕрне районĕ,

Мăн Явăш.

АВТОР СĂНŸКЕРЧĔКĔСЕНЧЕ: Фоминсен юмах тĕнчи.

Геронтий НИКИФОРОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.