Илем тĕнчи чуна тыткăнларĕ

7 Çурла, 2015

Етĕрне районĕнчи Мăн Явăш ялĕнчи Генăпа Манефа Фоминсен килĕнче хăнара пултăмăр. Пÿртне шурă кирпĕчрен лартнă. Çурчĕ пысăк. Крыльцаллă.

Садра тĕрлĕ çимĕç - вăл шутра иçĕм çырли, груша, слива - çитĕнет. Карта хĕрринче - чечексем. Пластик савăтсене сыпăнтарса пальма тунă. Кунтах - çемçе пустава мамăк хурса çĕленĕ упăте, тунката çинче - хура пуçлă çĕлен, юнашарах - жираф. Каюра - куçлăхпа, шлепкепе. Автомашинăн резина кустăрминчен касса кăларнă шурă акăш кĕлетки темиçе те.

Бассейнра шапасемпе пулăсем, пенопласт дельфинсем ишеççĕ. Юнашар - çав материалранах тунă пингвинсем. Электролампăсем çутăлсан хамăра юмах тĕнчине лекнĕн туйрăмăр. Тимĕртен касса кăларнă вутăш, фонтан кăмăла çĕклеççĕ.

Йывăр ĕç хыççăн пÿлĕмре çăвăнса тасалаççĕ те хÿшĕре /çапла калăпăр/ апатланаççĕ, канса лараççĕ. Хĕçтимĕртен çиларман ăсталанă.

Гена Мăн Явăш ял тăрăхĕн администрацийĕнче, Манефа шкулта ĕçлеççĕ. Ÿркенмен ăста пулнă тет. Çутçанталăк кĕтесне йĕркелесе ялйыша ырă тĕслĕх кăтартаççĕ.

Геронтий НИКИФОРОВ,

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ