Иккĕмĕш мультиплекса хута яраççĕ

Раççей телекуравпа радио хыпарлав сечĕн (РТРС) филиалĕ «Чăваш Республикин РТПЦĕ» цифрăллă эфир телекуравĕн иккĕмĕш мультиплексĕн передатчикĕсене хута яма тытăннă. Чÿк уйăхĕн 21-мĕшĕнче Улатăр, Патăрьел, Пăрачкав, Шăмăршă районĕсенче иккĕмĕш мультиплексăн трансляцийĕ сăнав мелĕпе пуçланнă.

Телеканалсене цифрăллă тата аналоглă форматсемпе пăхма май туса пани вĕсен финанс тăкакĕсене палăрмаллах пысăклатать. Çавăнпа иккĕмĕш мультиплексăн программисене 50 пин ытла çын пурăнакан хуласенче çеç трансляцилеме йышăннă: аналоглă хыпарлава сÿнтериччен. Маларах Чăваш Республикинче Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенче пурăнакансен кăна цифрăллă 20 канал пăхма майсем пулнă. Халĕ 20 канала тепĕр 4 районта тата Улатăр хулинче пурăнакансем те тÿлевсĕр пăхма пултараççĕ.
Хальхи вăхăтра республикăн ытти районĕнче те иккĕмĕш мультиплекса хута яма хатĕрленес ĕç пырать, ăна кăçалах вĕçлесшĕн. Çапла вара регионта пурăнакансем пурте Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ чухне те, унпа çыхăннă уяв кунĕсенче те 20 цифрăллă канал пăхма пултараççĕ. Цифрăллă телекурав тата унпа çыхăнмалли меслетсем пирки тĕплĕнрех СМОТРИЦИФРУ.РФ сайтра е çак телефонпа ыйтса пĕлме пулать: 8 /800/ 220-20-02.
Аса илтеретпĕр: пĕрремĕш мультиплекса «Первый канал», «Россия 1», «Матч ТВ», НТВ, «Пятый канал», «Россия К», «Россия 24», «Карусель», ОТР, «ТВ ЦЕНТР» кĕреççĕ. Иккĕмĕш мультиплекса — «РЕН ТВ», «Спас», «СТС», «Домашний», «Пятница», «Звезда», «Мир», «ТНТ», «Муз-ТВ», «ТВ-3».

www.hypar.ru

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.