Икке пайланнă кун-çул

15 Юпа, 2014

Ачана çăлнă, хăйне упрайман паттăра паян çăмăл мар

Сусăрсем пирĕнтен, сывă та тĕрĕс-тĕкел çÿрекенсенчен, кăмăл-туйăмпа чылай çирĕпреххине ăсчахсем те, пурнăç та çирĕплетеççĕ. Обществăра ыттисенчен кая маррине ĕнентерес тесе хăйсенчен килнине пурне те тăваççĕ, вăй-хала пухса йывăрлăха парăнтараççĕ, малаллах ăнтăлаççĕ, турă панă кун-çулăн кашни самантне хаклама, унпа савăнма пĕлеççĕ. Спортра та хастар вĕсем. Кăçал Сочире иртнĕ хĕллехи Паралимпиадăра инвалидсем тунă çитĕнÿсемпе чăннипех мăнаçлантăмăр.

Пирĕн республикăра 90 пин ытла инвалид пурăнать. Вĕсенчен чылайăшĕ обществăра хăйĕн вырăнне тупнă: вăй çитнĕ таран ĕçлет, пултарнă таран вĕренет, шкулта кăна мар, колледж-институтра та.

Афган вăрçи авайман, анчах...

...Шурут Нурăсри тантăшĕсенчен нимĕнпех те уйрăлса тăман Толя Пыркин: сумка йăтса шкула чупнă, пушă вăхăтра тусĕсемпе урамра мечĕк хăваланă. Тата ашшĕ-амăшне пулăшнă. Çемьере çичĕ ывăл çитĕннĕ май Зинаида Емельяновнăн хуçалăхри ĕç-пуçа пĕччен туса пымашкăн кансĕр пулнă паллах. Çавăнпа вĕсем арçын-хĕрарăм ĕçне пайласа тăман: апат пĕçернĕ, урай çунă, ĕне сунă...

Вун сакăр çул тултарсан салтак ячĕ тухнă. Ун чухне, 1986 çулта, Тăван çĕр-шывăмăра сыхлама юрăхлă пулнишĕн сывă та тĕреклĕ яшсем чăннипех мăнаçланнă. Хĕвел тухăç чиккине хураллакан çара лекнĕ Анатолий. 1987 çулхи раштав уйăхĕнче вĕсен чаçне васкавлăн хĕрÿ вырăна - Афганистана - илсе кайнă. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнăскер унăн тути-масине лайăх ас тивнĕ: тăшманпа куçа куçăн тăни пĕрре кăна мар пулнă, çур çулта çывăх туссене чылай çухатнă, вĕсене тăван тăрăха цинк тупăкпа ăсатнă. Каччă Афган вăрçине лекнине пиччĕшĕ-шăллĕне ашшĕ-амăшне пĕлтерме хушман, Зинаида Емельяновна çав вăхăтра сыватмăшра йывăр чиртен сипленни пирки килтисем те хăйĕн патне хыпар яман.

1988 çулхи çу уйăхĕнче хĕсметрен таврăнсан кăна вăрттăнлăх çăри уçăлнă.

Ют çĕрте çапăçса паттăрлăх кăтартнине «СССР Хĕç-пăшаллă вăйĕсен УПВСĕ - 70 çулта» медаль, Афганистан халăхĕн тавĕ, «Интернационалист воин» паллă тата Тав хучĕсем çирĕплетеççĕ.

Ашшĕ Николай Иванович ăста платник пулнă май, ывăлĕсене каскалама-чутлама хăнăхтарнă ахăр. Салтак тумне хывнă каччă тăван хуçалăхра ĕçленĕ. Сăмах май, Шурут шкулне çĕклеме те хутшăннă вăл.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем çĕр-шывăмăр пурнăçне тĕпрен улăштарман тăк Анатолий Пыркинăн шăпи те урăхла çаврăнса тухнă пулĕччĕ-и тен: хăй ÿсĕмĕнчисем пекех çемье çавăрса ашшĕ-амăшне мăнуксемпе савăнтармаллаччĕ, ватăсене тĕрек памаллаччĕ. Анчах ун чухнехи самана кун-çулне икке - иртнĕ тата малашлăх кунсене - пайланă: пĕрремĕшĕ - тапса тăракан çăл куç шывĕ пек çутă та таса, иккĕмĕшĕ - çул хĕрринче ÿсекен ясмăкăнни евĕр тертлĕ те нушаллă...

Зинаида Емельяновна пĕлтернĕ тăрăх - пурнăç тытса пымалăх укçа ĕçлесе илес шухăшпа ывăлĕ тусĕсемпе пĕрле Чĕмпĕр облаçĕнчи пĕр хуçалăха выльăх-чĕрлĕх пăхмашкăн кайса вырнаçнă. Тăрăшулăхне хуçалăх ертÿçисем асăрхамасăр хăварман ахăр, ĕçне кура тÿленĕ. Çапла черетлĕ шалу хыççăн, 1993 çулхи раштав уйăхĕн 21-мĕшĕнче, çамрăксем Çĕнĕ çул парни-кучченеçĕ туянма Чĕмпĕре çул тытнă. Çул çÿрев вара синкерлĕ çаврăнса тухнă: чукун çул хĕрринче тăракан икĕ каччă пысăк хăвăртлăхпа килекен пуйăса сăнанă. Унччен те пулман, рельс тăрăх пĕр шиксĕр чупакан ачана асăрханă вĕсем. Ашшĕпе амăшĕ вара хулран хул çавăтăнса васкамасăр утнă, тем пирки хĕрÿллĕн калаçнă, çивĕч ыйту сÿтсе явнă ахăр - тĕпренчĕкĕ çинчен пачах шухăшламан.

Пĕчĕкскере çăлса хăварас тесе Толя чукун çул еннелле вирхĕннĕ, ачана инкекрен хăтарнă, хăйне вара упрайман: сулахай алли йывăр кустăрма айне лекнĕ, çурăм шăмми темиçе çĕртен аманнă...

Амăшĕ çирĕплетнĕ тăрăх - тăнсăр выртаканскере хула сыватмăшне ăсатнă, унта çур çул ытла сипленĕ. Ăста тухтăрсем каччă пурнăçне упраса хăварнă, анчах ура çине тăратма хевте çитереймен. Больницăран тухсан тата тепĕр икĕ уйăх Чĕмпĕрти пиччĕшĕ патĕнче чарăнса тăма тивнĕ - сывлăхне тухтăрсем тĕрĕсленĕ. Нушаллă тапхăрта шăллĕ Володя унран пĕр шит те уйрăлман - пиччĕшне пăхнă, çĕнĕлле пурăнма хăнăхтарнă...

«Чĕре тухса тарас пек тапать...»

Анатолий Пыркин - пĕрремĕш ушкăн инваличĕ хăй тĕллĕн çÿреймест, кÿме уншăн - алă та, ура та. Мĕнле пурăнать вăл паян, кăмăл-туйăмĕ еплерех? - çакна уçăмлатас тĕллевпе Шурут Нурăса çула тухрăмăр. Тĕл пулу пирки малтанхи кунах калаçса татăлнă пулин те пире Афган вăрçин паттăрĕ хăй мар, унăн 82 çулти амăшĕ кăна кĕтсе илчĕ. Пĕр вăхăт сывă пурнăç йĕрки тытса пынă Анатолие çав кун «шуйттан сĕчĕ» ирех ураран ÿкернĕ иккен. Асăннă сăлтавпа хăйĕнпе этем ĕретлĕ калаçма май килмерĕ. Район хаçатĕнчи ĕçтешсенчен ирĕксĕрех пулăшу ыйтма тиврĕ - «Каçал ен» редакторĕ Любовь Шуряшкина унăн кун-çулĕ пирки темиçе материал та пичетлесе кăларнă май вĕсемпе те паллашма тĕв турăмăр.

«...Малтанхипе танлаштарсан Анатолий самаях улшăннă... Урама тухма пуçлани, çынсемпе хутшăнни кăмăлне уçма пулăшнах. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви нумаях пулмасть ăна кÿмепе тивĕçтернĕ. Икĕ кустăрмаллă «тусĕпе» кăçалхи çу кунĕсенче Толя ял тавра темиçе те çаврăннă, пĕве хĕррине çитсе курнă. «Халĕ манăн килте, тăватă стена хушшинче, ларассăм килмест», - терĕ мана. Шел те хĕл кунĕсенче кÿмешĕн çул хупăнать çав. Афганецсен республикăри союзĕ те манмасть каччăна - компьютер парнеленĕ. Унпа юрă-кĕвĕ итлесе, вăйă выляса вăхăта ирттерме аван.

...Кĕрхи-хĕллехи вăрăм каçсене кĕскетме тĕрлĕ тĕслĕ кăтартакан телевизор пур. Йывăçран касса çÿлĕксем те тăвать хăй. Вĕсем çыпуçăллă пулса тухни арçын чăн-чăн хуçалăх çынни, лайăх мăшăр пулма пултарнине систереççĕ. Юлташĕсем килсех тăраççĕ. Вĕсем унран ютшăнманни, ял-йыш пăрахманни Тольăна вăй-хал парать, пурнăçшăн кĕрешме пулăшать», - çак йĕркесем Любовь Георгиевнăн «Çынсемпе калаçни пурăнма вăй парать» статйинчен илнĕскерсем.

Вăхăт иртнĕ, çулсем малалла шунă май туссем килсе çÿрени ырă витĕм кÿнинех курмарăмăр çав. Пыракансенчен пурне те юлташ тееймĕн: чылайăшĕн пĕр тĕллев - мухмăр чĕртмелле. Паллах, инвалид пенсийĕ шучĕпе. Ялти лавккасенче /вĕсем темиçе те - райпон, уйрăм çыннăн/ «фанфурик» йышши шĕвеке ирĕклĕнех сутаççĕ. Анатолий тухса çÿреймест, «тусĕсем» «шуйттан сĕтне» туянма тесен тĕнче хĕррине çитсе килме хатĕр.

Тĕп килте амăшĕпе пĕрле пурăнакан кĕçĕн ывăлĕ Володя Мускав тăрăхне ĕçлемешкĕн тăтăшах çÿренĕ май хуçалăха тытса тăрасси те, сусăра пăхасси те 82 çулти амăшĕ çине тиенет. Чăн та, Анатолие хурласси-тăвасси пулмарĕ унăн. Çапах та: «Чĕре тухса тарас пек тапать», - тенине çине-çинех илтме тиврĕ унран. Апла тăк ăна çăмăл мар. Ĕмĕрне хуçалăхра ĕçлесе ирттернĕ хĕрарăмăн пурнăçне пыл та çу тееймен. Инкек-синкекĕ унран хăпма пĕлмест. Анатолий сусăрланнă хыççăн тăнлавĕ кĕмĕлленчĕ, ун хыççăн икĕ ывăлĕ вăхăтсăр вилсен, упăшки чирлесе пурнăçран уйрăлсан сăн-питне тарăн йĕрсем сисĕнмеллех сухаларĕç. Ура çине тăрайман инвалида ĕçкĕç ретне илĕртни тĕпсĕр çырма хĕррине пырса тăратнипе танах пулнине амăшĕ чунпа туять, анчах инкеке сирмешкĕн, ывăлне çăлса хăвармашкăн ватă çын хăй тĕллĕн пултараймасть. Çакна пускил, ял-йыш курмасть-ши? Кун пек чухне тивĕçлĕ органсене пĕлтермеллине туймасть-ши?

Афганецсен республикăри союзĕ ăна компьютер парнеленине асăнтăмăр. Çакă, паллах, сăваплă, ку пĕрлĕхĕн районти уйрăмĕн ертÿçи тăтăшах килсе çÿрени - пархатарлă. Вĕсен тивĕçĕ хăйсен органаизацийĕнче тăракан çыннăн кун-çулне çăмăллатассипе çыхăннă. Çапах компьютер патнех таврăнар-ха: пит кирлех-ши вăл кăçал 46 çул тултарнă арçынна? «Пулă мар, вăлта тыттармалла», - текен каларăш пур. Урăхла каласан ăсталас-каскалас туртăмлă Анатолие инвалида юрăхлă специальноç илме май туса памалла. Кун пек чухне çав кăткăс техника та вырăнлă пулĕччĕ. Чун туртăмĕллĕ çын кăмăлпа çирĕпленет, пурнăç тĕллевне тупать. Пулă тыттарни вара янттине кĕтсе ларма хăнăхтарать.

Афган вăрçин вут-çулăмĕ витĕр тухнă салтак шăпипе сывлăх сыхлавçисен те интересленмелле. Тен, унăн сулахай аллине протезлама май пур? Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчи йывăрлăхра çапла тума май килмен тейĕпĕр. Хальхи условисенче афганецăн пурнăçне çăмăллатма пулассăн туйăнать. Кÿмине çĕнĕ йышшипе улăштарма та вăхăт çитнĕ. Унсăр пуçне кăмăл-туйăма çирĕплетмешкĕн ятарлă сиплевпе е психолог пулăшăвĕпе тивĕçтерсен ытлашши пулас çук.

Районти социаллă тытăм хастарĕсене Анатолий Пыркинăн малашнехи кун-çулĕ шухăшлаттармалла пек. «Аннесем пур чухне эпир - яланах ачасем», - тетпĕр-ха, çапах вĕсем те ĕмĕр-ĕмĕр вăй питти пулаймĕç, вăхăт çитсен халсăрланĕç, хăйсем хÿтлĕх кĕтĕç. Ун чухне сусăр афганецăн камăн куçĕнчен пăхма тивĕ?

Валентина СМИРНОВА

Комсомольски районĕ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ

сăн ÿкерчĕкĕсем.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.