Икĕ йĕпрен ытла мар

Росрыболовствăн Вăта Атăл территори управленийĕн Чăваш Ен шыв-шурĕнчи биологи ресурсĕсене тĕрĕслекен, сăнакан тата хÿтĕлекен пайĕ «Хыпар» ыйтăвне хуравласа çапла пĕлтерет.

Атăлпа Каспин пулă хуçалăхĕн бассейнĕн шыв-шурĕнче ĕрчекен пулла тытмалли йĕркене, Росрыболовство 2014 çулхи юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнчеçирĕплетнĕскере, пулă тытма чарасси пирки икĕ пункт кĕртнĕ. Пĕрремĕш промышленноç мелĕпе çыхăннă производствăна пырса тивет. Çуллен ака уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа çĕртмен 15-мĕшĕччен унпа усă курма юрамасть. Биоресурссен кирек хăш тĕсĕ тĕлĕшпе те — чару.

Пушă вăхăта шыв-шур хĕрринче вăлтапа ирттерекенсемпе пулă спорчĕн хастарĕсене ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен тытăнса çĕртмен 10-мĕшĕччен биоресурссене çаклатса шывран кăлармалли мĕн пур йышши хатĕрпе тытма чарнă /30.12.2-мĕш пункт/. Кашни çыннăн пĕр путăшлă /поплавок/ икĕ йĕпрен е шыв тĕпне яракан, икĕ йĕпрен ытла çыхăнтарман карăмлă вăлта çеç пулмалла, ăна çыранран пулă вăлча сапман çĕре ямалла.

Раксене çуллен кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пуçласа утăн 15-мĕшĕччен тата çурла уйăхĕнчен тытăнса авăнăн 10-мĕшĕччен тытма чарнă. Шел те, республикăра 30.12.2 пункта пăхăнман тĕслĕх нумай.

 

Валерий ГРИГОРЬЕВ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.