Икĕ уйăхра - 17 кашкăр

5 Ака, 2016

ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин тискер чĕрчунсене хÿтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи Николай Косулин пĕлтернĕ тăрăх — кăрлач-нарăс уйăхĕсенче республикăра 17 кашкăр тытнă. Пуш уйăхĕнче пĕрне те "капкăна лектереймен".

Вăрнарсен шутĕнче — 8. Çак хисепрен 6-шне камсем «капкăна çаклатнине» «Хыпарта» маларах пĕлтернĕччĕ. Кунта «Рассвет» общество егерĕ Леонид Михайлов йĕркеленĕ ушкăн кайăкçисем ытларах вăй хунă.

Çĕмĕрлесен — 5. Владимир Бельцов инспектор хыпарланă тăрăх — кашамансене хÿтерме Владимир Григорьев ертсе çÿренĕ ушкăн, çав шутра Мурашкинпа Кочетков Владимирсем, ытти сунарçă тăрăшнă.

Элĕксен — 1. «Аçа, 50-60 кг туртать, — пĕлтерчĕ Юрий Михайлов инспектор. — Ăна Чăваш сунарçисемпе пулăçсен пĕрлĕхĕн районти сунар лаптăкĕнче, Лупашка ялĕ патĕнче, Леонид Четриков /Шĕмшеш ялĕнче çуралнă, Етĕрнере пурăнать/ пăшалтан персе лектернĕ, Федоровпа Лукин Александрсем, Сергей Петров, ытти кайăкçă хуптĕрленĕ».

Улатăрсен те — 1. «Ама, 50-55 кг таять, — телефонпа каласа пачĕ Владимир Буренин инспектор. — Шупашкарта пурăнакан Сергей Борисов Иваньково ял тăрăхĕнчи сунар лаптăкĕнче чĕрнеллĕ чĕрчуна тÿнтерессишĕн вышка çинче ларнă. Куçĕ умне пач кĕтмен чĕрчун — кашаман! — тухса тăнă. Тĕллесе пенĕ те лектернĕ».

Патăрьелсен те — 1. «Радик Иванов /Тикеш ялĕ/ хирте тилĕ йĕрĕпе кайнă, — хыпарларĕ Андрей Кудрявцев инспектор. — Çĕньял ялĕнчен 3 çухрăмра тукмак хÿре çывхарнине асăрханă. Хăйĕн патнелле тата кăштах пырасса кĕтнĕ. Лешĕ çывхарсан пăшалĕнчен кĕрслеттернĕ. Хупăрлăха çапла лекнĕ çамрăк аçа».

"Тăвайсем Çĕнĕ Ишпуç ялĕ патĕнче 3 çулти амана тытнă, — терĕ Н.Косулин. — Хăшпĕрисем: “Республикăра кашкăрсене çулталăкра 20 е ытларах тытса вĕсен кĕтĕвне пачах пĕтеретĕр”, — теççĕ. Çак шухăшпа килĕшме çук. Çуллен çавăн чухлĕ тытнипе çеç Чăваш Енри кашамансен популяцине пысăк витĕм кÿрейместпĕр. Вĕсен йышне пĕчĕклетсе сунар объекчĕ шутланакан чĕрнеллĕ чĕрчунсене хÿтĕлесе хăваратпăр. Кашамансем сунар хуçалăхĕсене пысăк тăкак кÿнине манмалла мар. Вĕсене тупăш паракан чĕрчунсене шар кăтартма памастпăр”.

Юрий МИХАЙЛОВ.

Вăрнар районĕ.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.