Икĕ урасăр кушак шăпи пурнăçне улăштарнă

2 Пуш, 2017

Пуш уйăхĕн 1-мĕшĕ çуркуннен пĕрремĕш кунĕ çеç мар, кушаксен уявĕ те. Çак тăватă ураллă тус чылай çыннăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Сирири Алеппо хулинче пурăнакан Мохаммед Алаа Альджалил кушаксене шеллесе тăван тăрăхĕнчен тухса каяймасть. 4 çул ытла пыракан çар конфликтне пула пин-пин çын урăх вырăна пурăнма куçнă. Кил хуçисем хăйсемпе пĕрле чи кирлĕ япаласене çеç илнĕ, вĕсен хуçисĕр юлнă кушакĕсем Альджалил патне килме тытăннă. Çак чĕрчуна чунран юратакан арçын вĕсен умĕнче алăка хупайман. Темиçе çул каялла вăл кушаксен приютне уçнă. Унта малтан 20 чĕрчун пурăннă пулсан халĕ вĕсен йышĕ 100-тен те иртнĕ. «Чылай юлташ, тăван-пĕлĕш хуларан тухса кайсан кушаксем манăн чи çывăх туссем пулса тăчĕç. Темле пулсан та эпĕ кунта вĕсемпех юлатăп. Этеме хĕрхенме пĕлеççĕ вĕсем, кирек епле чĕрĕ чун ыратăвне те туйма пултараççĕ», — тет вăл. Кунашкал ырă çынсем, мăр-мăрсене юратакансем, Чăваш Енре те пур.

Шупашкарта пурăнакан, чĕрчунсене хÿтĕлекен «Чĕрĕ планета» фондăн волонтерĕ Татьяна Вишневская кушаксемсĕр пурăнаймасть.

— Эпир çак тăватă ураллă туссăр нихăçан та пурăнман. Паянхи кун пирĕн килте 12 кушак хÿтлĕх тупнă. Вĕсем пурте хуçасăр тăрса юлнă, йывăр лару-тăрăва çакланнă. Чи асли — 18 çулта, чи кĕçĕнни 4 уйăхра çеç-ха. Пĕчĕкскер çак кĕске вăхăтра та асап чылай тÿснĕ. Тĕрĕссипе, пирĕн пата çакланнă кашни кушаках йывăрлăха парăнтарнă. Пĕрин шăпи манăн пурнăçа тĕпрен улăштарчĕ. Сăмахăм — Вита ятлă мăр-мăр пирки. 2014 çулта утă уйăхĕн 28-мĕшĕнче пĕр хĕрарăм ялта пурăнакан икĕ урасăр кушак çинчен шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Мĕнле чунсăр çын унăн икĕ урине касма пултарнă-ха? Çак усал ĕçе тума мĕнле хал çитернинчен эпĕ халĕ те тĕлĕнетĕп. Юрать, унăн тĕлне ырă çынсем тупăннă, ăна апат çитерсе пурăннă. Ăнсăртран вăл икĕ эрнелĕхе çухалнă. Унтан çав кушак икĕ урине аран шутарса хăйĕн çурисемпе таврăннă. Чĕрчуна чунран шеллесе çĕрĕпе çывăраймарăм. Тепĕр кунхине ĕçрисене нимĕн пĕлтермесĕрех ăна илме кайрăм. Çĕнĕ çынсене курсан Вита хăрарĕ, куçĕ вăйсăррăн пăхрĕ. Хăй шăммипе тирĕ çеç тăрса юлнăччĕ. Шупашкара çитиччен çул тăршшĕпе макăртăм. Вăл та манпа пĕрлех хурланчĕ-тĕр. Ăна çав кунах операци турĕç. Икĕ ура тунине касрĕç. Ветеринари клиникинче вăл пĕр эрне пурăнчĕ. Вита манăн куç умĕнче çĕнĕрен утма вĕренчĕ, кулленхи пурнăç йĕркине хăнăхрĕ. Кунашкал асап тÿснĕ хыççăн çынсене тепĕр хут ĕненме çав тери йывăр пулчĕ ăна. Манăн ĕçрен кайма тиврĕ. Халĕ эпĕ куншăн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Вита пурнăçа урăхла хаклама вĕрентрĕ. Вăл пурăнма талпăннине кура хам та хавхалантăм, темĕнле йывăрлăха та çĕнтерме май пуррине ăнлантăм. Хула çыннисем те çак кушака шеллесе чылай пулăшрĕç. Интернетра йывăр лару-тăрăва çакланнă мăр-мăр пирки вуласа пĕлнĕ хыççăн Шупашкарта пурăнакан 7 çулти Коля вертолет туянма пухнă укçине Витăна пама шухăшланă. Эпĕ хирĕçлерĕм, анчах арçын ача манпа мăн çын пекех калаçрĕ, пулăшăва илме ÿкĕте кĕртрĕ. Вăл хăйĕн нянипе пĕрле кушак валли выртмалли çемçе вырăн та хатĕрлесе пачĕ. Куншăн Кольăна чунран тав турăм. Çитĕнекен ăру чĕрчунсене юратни савăнтарчĕ. Вита хăйне ырă тунине ăнланать. Пĕр кушак çăвăрланă хыççăн хытах чирлерĕ. Унăн çурисене вăхăтлăха Вита çумне вырттартăм. Вăл вĕсене ют тесе хăваламарĕ, амăшĕ çук чухне ăшăтма пултарчĕ, — пĕр кушакăн шăпипе паллаштарчĕ Татьяна.

Пĕрне вăл подъездра тупнă, ыттисене — урамра. Çиччĕмĕш хутран пăрахнă кушака та Татьяна ура çине тăратма пултарнă. Маркиза çурт умĕнче виçĕ кун выртнă. Суранланнăскере никам та йăтса кĕрсе сыватас темен. Халĕ вăл хăйне хÿтĕлеме пултарать. Тутлă кăлпасси çеç çисе пурăнать.

Чĕрчуна ачапа танлаштарас килет. Вĕсене ăшăлăхпа юрату та, тимлĕх те кирлĕ. Апат çитермелле, пăхмалла. Татьяна та манăн шухăшпа килĕшрĕ. Унăн 12 кушак-çке. Пурне те ачашлама вăхăт мĕнле çитерет-ха вăл? «Килте кушак нумай-ха, анчах вĕсене йĕркене хăнăхтарас ĕçре манăн нумай тар тăкма тивмест. Аслисем кĕçĕннисенчен вĕренеççĕ. Юратупа ăшăлăх пурин валли те çитет. Тăватă ураллă тус çакна лайăх ăнланать», — хуравларĕ 45 çулти хĕрарăм.

Кушаксем çыннăн чирне туяççĕ тенине илтме тÿр килнĕччĕ. Татьяна ку меслетпе сипленсе курман, анчах мăр-мăрсемпе калаçса чунне йăпатнине, вĕсем ăна лăпкăлăх кÿнине пытармарĕ. Хамăр самантлăха пăрăнсан кушак сĕтел çинчен какай татăкне е пулă хÿрине туртса антарсан мĕн тери тарăхатпăр вĕт. Çав самантра ăна тапма хатĕр. Татьяна килĕнче пурăнакан чĕрчунсем усал ĕç тусан та вĕсене вăрçма хăю çитереймест. Кушаксем хăйсемех кил куçи пусăрăнчăк кăмăллă пулнине туяççĕ. Кун пек чухне вĕсем унăн куçĕ умĕнчен тарма тăрăшаççĕ.

Тĕлĕнмелле те, Татьянăн кушакĕсем пурте унпа пĕрле пысăках мар кравать çинче çывăраççĕ. Хĕрарăмăн амăшĕпе ашшĕн кравачĕ çине хăпармаççĕ. Çавна май мăр-мăрсен чи çывăх тусĕ пÿлĕмĕнче видеокамера вырнаçтарма тахçанах ĕмĕтленет. Хăй тарăн ыйха путсан унăн йĕри-тавра выртакан кушаксем çĕрле мĕн хăтланни ăна çав тери кăсăклантарать.

Татьяна кушаксене «Китикетпа» мар, Европăран илсе килнĕ ятарлă апатпа сăйлать. Мăр-мăрсем апат юлашкине çиесшĕн мар. 12-ĕшĕнчен пĕри çеç кăлпассипе тăранса пурăнать. Ăна йÿннипе мар, хаклă йышшипех апатлантарма тивет. Татьяна каласа кăтартнă тăрăх, кушаксем апат çимесĕр икĕ эрне те пурăнма пултараççĕ. Шывсăр вара — çук.

Йытăсем çурта сыхлаççĕ, кушаксем çынна мĕнле усă кÿреççĕ-ши?

— Ку ыйтăва кашни çын хăйне май хуравлĕ. Пĕрисем ăна кил-çурта шăши ересрен усраççĕ, теприсем кушакпа чунне йăпатаççĕ. Эпĕ — волонтер. Манăн тивĕç — пурăнмалли кĕтессĕр тăрса юлнă чĕрчунсене пулăшасси. Хам патра пурăнакан кушаксене ку таранччен çемьене вырнаçтараймарăм-ха. Вилĕмрен çăлса хăварнăскерсене урама кăларса яма пултараймастăп. Вырăн пурин валли те çитет. Тăвăрри — тăлăх пурăнни мар вĕт, — хуравларĕ кушаксене чунран юратакан хĕрарăм.

Ача çуратайман мăшăра урамри çапкаланчăк кушака е йытта илсе кĕрсе усрама сĕнеççĕ. Татьяна пачах тепĕр майлă шухăшлать. Ачаллă çемьесенче чĕрчунсем пурри лайăх. Шăпăрлансем мĕн пĕчĕкрен вĕсене пăхма, юратма вĕренеççĕ. Пурăна киле чĕрĕ чуна хисеплеме тытăнаççĕ. «Кушаксем этем чунне витĕр кураççĕ, чи кирли — вĕсем шанчăклă пулни, хăш-пĕр çын пек сутăнчăка çаврăнманни», — вĕçлерĕ калаçăвне Шупашкарта чĕрчунсен приютне уçма ĕмĕтленекен Татьяна.

Любовь ПЕТРОВА.

Автор сăнÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.