Икĕ хĕрарăмăн... пĕр шухăш

7 Ака, 2015

Уголовлă ĕçе районти пĕр ялта пурăнакансем район прокуратуринчен пулăшу ыйтнă хыççăн тĕрĕслев ирттернĕ май пуçартăмăр. Ревизи комиссийĕ 44 çулти Марина Емельянова тата 58-ти Алевтина Лебедева халăхран шыв башнисене тытса тăма пухнă 20 пин тата 25,4 пине яхăн тенке вăрланине палăртнă.

Дознани версийĕпе килĕшÿллĕн Емельянова пĕлтĕрхи февральте икĕ ял çыннисенчен шыв башнисене тытса тăма 7 пин тенке яхăн пухнă та 5,5 пине яхăн тенкине вăрланă - хĕрĕн вĕренĕвĕшĕн тÿленĕ. 14,5 пин ытла тенкĕлĕх парăм вара документсене ял тăрăхĕн администрацине вăхăтра паманнипе капланнă.

Лебедева 2012 çулхи декабрь вĕçĕнче 3,6 пин тенке хăйĕн кĕсйине чикнĕ. Ревизи комиссийĕн докуменчĕсенчен вăл 14,5 пине яхăн тенке те "çухатни" курăнать. Анчах дознани вăхăтĕнче вăл çак укçана шыв башнине юсама тăкакланине çирĕплетекен документсене кăтартнă - вĕсене ял тăрăхĕн администрацине хăй вăхăтĕнче паман. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те укçапа башньăна юсанине çирĕплетнĕ.

Лебедева укçа вăрланăранпа икĕ çул ытла иртнине кура ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарман. Емельяновăн вара кĕçех суд умне тăма тивет - унăн уголовлă ĕçне Тăвай районĕн пĕрремĕш суд участокĕн миравай судйине тишкерме панă. Хĕрарăмсем ял çыннисене кÿнĕ сиене дознани вăхăтĕнчех туллин саплаштарнă.

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ.