Икĕ халăх çывăхланать
Нумаях пулмасть Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Михайловка ялĕнче казах тата чăваш халăхĕсен культурин уявĕ иртнĕ.
Чăваш Ене Казахстанран пысăк делегаци — Уральск хулинчи культура учрежденийĕсен ертÿçисем, журналистсем тата халăх инструменчĕсен оркестрĕн артисчĕсем — килсе çитнĕ. Хăнасене ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Казаков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Николай Курчаткин кĕтсе илнĕ.
Уяв чăваш сăвăçин Çеçпĕл Мишшин тата Казах халăх çыравçин Жубан Молдагалиевăн палăкĕсене уçнинчен пуçланнă. Унтан казах артисчĕсем, Çĕрпÿпе Красноармейски районĕсен пултарулăх коллективĕсем хăнасемпе ял халăхне юрă-ташăпа тата кĕвĕ-çемĕпе савăнтарнă. Концерт хыççăн “Икĕ халăхăн культури” “çавра сĕтел” иртнĕ. Унта тĕрлĕ халăх хушшинчи туслăха çирĕплетес тата тĕрлĕ наципе тĕн çыннисем килĕштерсе пурăнас ыйтусем çинчен калаçнă. Юлашкинчен Уральск хулипе Çĕрпÿ районĕн администрацийĕ туслă çыхăну тытасси пирки килĕшÿ тунă.
Казах халăхĕ граждан вăрçин паттăрне Василий Чапаева сума сăвать. Лбищенск ялĕ /вăл Уральск хулинчен аякра мар вырнаçнă/ патĕнче иртнĕ çапăçура паллă комдив пуç хунă. 1939 çулта çак яла Чапаев ятне панă. Унта В.Чапаев ячĕллĕ музей те ĕçлет. Темиçе çул каялла алăксем тăвакан Çĕрпÿ тăрăхĕнчи компани Казахстан предпринимателĕсемпе ĕçлĕ çыхăну йĕркеленĕ. Вĕсемех икĕ халăх хушшинчи туслăха çирĕплетес тĕллевпе Чăваш Енре паллă сăвăçсен палăкĕсене лартма сĕннĕ. Çывăх вăхăтра Михайловкăра Туслăх скверĕ уçма палăртаççĕ.
Пĕлме: Казах халăх çыравçи Джубан Молдагалиев /1920-1988/ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, “Звезда” журнал редакторĕнче, Казахстан Писательсен союзĕн секретарĕнче ĕçленĕ. Вăл — вун-вун сăвă-поэма авторĕ. Çыравçă СССР тата КССР Патшалăх премийĕсене тивĕçнĕ.
А.МИХАЙЛОВ
Комментари хушас